Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Уншӑн ӗҫ - сывлӑх

Автор: Ирина НИКИТИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Хушнӑ: 2016.10.03 23:53

Пуплевӗш: 87; Сӑмах: 784

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

«Маншӑн ӗҫ — сывлӑх», — тет 73 ҫула ура ярса пуснӑ Вячеслав Никитич Иванов. Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пурӑнаканскер халӗ те ачасене хӑвӑрт утма вӗрентекен спорт шкулӗн филиалӗнче тӑрӑшать. Электрик, газовик та вӑл, хуҫалӑхри ытти ӗҫе те пурнӑҫлать. Канмалли кунсенче те чунӗ чӑтмасть, ҫывӑхра пурӑннӑран шӑматкун та, вырсарникун та шанса панӑ территорие пырса тӗрӗслет. Йӗркелӗхе кӑмӑллать арҫын. Ҫӳллӗ, яштакаскере ҫичӗ теҫеткерен иртнӗ тесе те калаймӑн. Ӗҫлеме ӳркенменни, ҫынна яланах пулӑшма хатӗр пулни тата физкультурӑна юратни ватӑлма памаҫҫӗ ҫав. Ял-йышра та хисепре Вячеслав Никитич. Вӑл иккӗмӗш ҫул вырӑнти ветерансен канашне ертсе пырать, унсӑр пуҫне ӑна Шелттем ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ.

Ялан пулӑшма тӑрӑшнӑ

Халӑх шанӑҫне вӑл чылайранпа тӳрре кӑларать, малтан та депутат тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫланӑ, хушнине тунӑ, ыйтсан пулӑшнӑ. Халӗ те ҫаплах. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ шыв башнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка пӗтерме чӗнсен нихӑҫан та турткаланса тӑмасть.

— Пӗри: «Вӑхӑт ҫук», тепри: «Ман ӗҫ мар», — тесен мӗн пулать? Камӑн та пулин пулӑшмалла вӗт, — палӑртать арҫын.

Ял ҫулсерен цивилизаци ҫӗнӗлӗхӗпе пуянланнӑран газовик, электрик кашнине кирлӗ ҫын шутӗнче. Ватӑсемшӗн — уйрӑмах. Нумайӑшӗ ҫут ҫанталӑк газӗпе усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Анчах кинемисемпе мучисене вӑл сӳнни е кӗтмен ҫӗртенех электричество пӗтни шиклентерет. Ачисем хуларан килессе темиҫе кун сивӗре е ҫутӑсӑр кӗтсе лараймӑн вӗт. Тепри тата тӑр пӗччен ӗмӗр ӗмӗрлет. Ӗлӗкхилле: «Атя-ха, Слава, пулӑш», — тесе ыйтакан паян та пайтах тупӑнать. Нихӑҫан та хирӗҫлемест Вячеслав Никитич. Ҫынна пулӑшасси уншӑн йывӑр ӗҫ мар. Газ пирки чӗнсен вӑл шӑршӑ кӑларманнине тӗплӗ тӗрӗслет. Ара, тепӗр ҫын шӑрша па ч туймасть-ҫке. Ытларах чухне кӑвак ҫулӑм вентиляци каналне хупласа хунӑран ҫунма пӑрахнине палӑртать специалист. Кинеми ӑна ӑшӑ сывлӑш тухасран хупланӑ-мӗн. Капла тума юраманнине арҫын тепӗр хут ӑнлантарать.

Хӑй вӑхӑтӗнче, ҫуртсене ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртме кӑна пуҫланӑ чух, пулӑшу ыйтма ун патне тӑтӑшах чупнӑ. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче те Вячеслав Никитича таврари халӑх куҫ пек кӗтнӗ. 1975 ҫулта ҫуртсенче газ плити вырнаҫтарма тытӑннине паянхи пек астӑвать вӑл. Ун чухне пӗрӗнтернӗ газа баллонсене тултарнӑ та ял тӑрӑх салатнӑ. Хуҫалӑх газовикӗ 5 яла тивӗҫтернӗ. Ӑна илме Канаш хулине ҫӳренӗ. Черет пысӑк пулнӑран газ ҫитмен. Ара, малтан хуласене, ун хыҫҫӑн участоксене, юлашкинчен кӑна яла панӑ. Ҫитмен чух каялла пушӑ алӑпа таврӑнасшӑн пулман. Ял ҫыннин куҫӗнчен мӗнле пӑхмалла? Вяче слав Иванов инҫете Тутарстанри Пӑвана, Ҫӗмӗрлене ҫула тухнӑ. Тулли баллонсене хӑех тиенӗ, кайран пушатнӑ, халӑх газлӑ пултӑр тенӗ.

Унпа тивӗҫтерес тытӑмра улшӑнусем пулнӑ хыҫҫӑн 2002 ҫулта вӑл хӑйӗн ентешӗ, Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов ыйтнипе спорт шкулне ӗҫе вырнаҫнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та кунта юлма никам та хистемен ӑна.

— Ӗҫре кӑмӑл ҫӗкленет. Килте диван ҫине выртатӑн та вӑл е ку ыратнӑ пек туйӑнать. Кунта килетӗп те чир ҫинчен манатӑп, хӑнӑхнӑ ӗҫре сывлӑх лайӑхланнине сисетӗп. Ҫакӑнта мана ирӗксӗр никам та туртмасть, — тет арҫын.

Ҫиллӗ ҫанталӑкра чунӗ чӑтманран ҫур ҫӗрте те ӗҫе ҫитсе килет, газ, свет йӗркеллӗ ҫуннине тӗрӗслет.

Ветерансем — стадионра

Мӗн ачаранпах вӑл ӗҫре пиҫӗхнӗ. Ҫемьере вуннӑн ӳснӗрен выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисене пӗр ҫавра ҫӑкӑр парса хӑварнӑ та ир-ирех уй-хире васканӑ. Вӑрман ҫывӑхӗнче пурӑннӑран лешсем ҫырлапа, мӑйӑрпа, ытти ҫимӗҫпе тӑраннӑ. Чӑтӑмли малалла пурӑннӑ, хавшакки пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ ӗмӗр ӗмӗрлет.

Спорт шкулӗн филиалӗнче тӑрӑшнӑран кӑна мар физкультурӑпа туслӑ Вячеслав Никитич. Ҫамрӑк чух та йӗлтӗрпе чупнӑ, халӗ те ялти ӑмӑртусене хутшӑнать. Вӗсене Шелттемре ҫуралса ӳснӗ Николай Николаев спонсор ирттерет. Таврари ялсенче пурӑнакан ветерансем те унта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ахӑртнех, ҫӗнтерӳҫӗсене тивекен парнесем те хавхалантараҫҫӗ. Акӑ, мӑшӑр йӗлтӗр, велосипед никамшӑн та ытлашши пулмӗ. Район шайӗнче ун пек хавхалантарманнине палӑртаҫҫӗ ӑмӑртӑва тӑтӑш хутшӑнакансем.

Спорт шкулӗн филиалӗн хӑйӗн стадион пур. Пенсионерсем малтанах унта хатӗрленме ҫӳреҫҫӗ. Ҫак шкултанах прокат майӗпе йӗлтӗр илеҫҫӗ. Кунашкал хастарсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шелттемри Галина Петрова /60 ҫултан иртнӗ\, Маякри Виталий Косарев /80-ра\, Кивӗ Шелттемри Зинаида Леонтьева тата ыттисем те. Тренажер залне кӗрсе те хул-ҫурӑма ҫирӗплетеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть кунта Вячеслав Краснова асӑнса хӑвӑрт утассипе черетлӗ ӑмӑрту иртнӗ. Ял ветеранӗсем те унта хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ, каллех чаплӑ парнесене тивӗҫнӗ. «Пирӗншӗн ҫӗнтересси мар, ӑмӑртӑва хутшӑнни те паха», — палӑртать Вячеслав Никитич.

Йывӑҫ-курӑксӑр илем ҫук

Унсӑр пуҫне вӑл ҫут ҫанталӑкӑн ҫывӑх тусӗ те. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай йывӑҫ-тӗм ӳстернӗ. Ача чухнех вӑрман лартма ҫӳренӗ. Ӗҫлеме пуҫласан спорт шкулӗн филиалӗн территорине симӗслентернӗ. Пирвайхи хурӑнсем паян темӗн ҫӳллӗш.

Халӗ те ӗҫтешӗсемпе пӗрле тӗрлӗ йывӑҫ лартать. Чӑрӑш, юман, хыр, ҫӑка кӑна мар, хура пилеш, слива тата ытти ҫырла тӗмӗсем те пур. Кил ҫывӑхӗнче вара кӑвак чӑрӑш та ҫитӗнет. Чиркӳ картишӗнче те вӑл лартнӑ йывӑҫсем. «Ҫара тавралӑхӑн мӗн илемӗ?» — тет те йывӑҫ турачӗсене те ҫулсерен хӑех касса сайралатать. Вӗсене ачана ачашланӑ пек пӑхать, шӑварать, типтерлет. Ытларах та ытларах лартас килет тет, хӑрнисене ҫӗннисемпе улӑштарать.

Сывпуллашнӑ май пенсионер сӑпайлӑхне пытараймасӑр хӑйӗн ячӗ хаҫата лекме тивӗҫли пирки ҫине-ҫинех иккӗленчӗ, ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑманнине асӑнчӗ. Ку ыйту сире, Вячеслав Никитич, пач та пӑшӑрхантармалла мар, эсир хӑвӑр тивӗҫе йӑлт пурнӑҫланӑ: ӗмӗр тӑршшӗпе учительре тӑрӑшнӑ мӑшӑрӑрпа Дина Семеновнӑпа икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Тӗрӗс воспитани панӑ, темиҫе ҫурт лартнӑ, сывлӑха чӗлӗм туртса, эрех-сӑрапа айкашса наркӑмӑшлантарман. Ҫут тӗнчене йывӑҫ-курӑкпа пуянлатнӑ, халӗ те ӗҫрен ӳркенместӗр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех