Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах ӗнтӗ — хушӑран йывӑр та килет, кӑкӑра шӑнӑҫайми хаяр курайманлӑх капланса тулать, хуйхӑ чӗрери юна тӑранми ӗмӗт, ҫапах та ку — ӗмӗрлӗхе мар; хӗвеле те ҫынсем ҫине пӑхма час-часах ытла хурлӑхлӑ-ҫке: вӗсемшӗн вӑл ҫав тери нумай тӑрӑшрӗ; ҫапах та — ҫыннисем ҫын пулсах ҫитеймерӗҫ…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ун пӗр ӗмӗт — тухтӑр тӑвӑл!
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Манӑн ун тӗлӗшӗнчен урӑх шухӑшсем, литературӑпа педагогика тӗлӗшпе шухӑшсем пурччӗ: манӑн, ӑна хутла вӗрентсе, хам вӑл вӑхӑтра мӗн пӗлнӗ, ҫавна пӗтӗмпех ӑна вӗрентес ӗмӗт пурччӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унпа хӑйсен кун-ҫулӗнчи ӗмӗт ӑссӑрлӑхне витсе, хӑйсем ҫак пурнӑҫ ӗҫӗсемшӗн юрӑхсӑрне ҫеҫ пытарасшӑн.Затем, чтоб ею прикрыть безумство своих желаний и скрыть за ними свою негодность для дела жизни?
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Кашнинчех, унӑн сӑмахне илтмессерен, лешне — Аркадэка курас ӗмӗт ҫулӑмпа хыпса илет…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пурте вӗсем — типшӗм мӗлкесем анчах; вӗсен юратни, вӗсем чуптуни халӗ ман ҫумра ларать; вӑл чӗрӗ, анчах ӑна та вӑхӑт типӗтсе хӑварнӑ; вӑл ӳтсӗр, юнсӑр; чӗринче ӗмӗт юлман, куҫӗсенче кӑварӗ сӳннӗ — вӑл та мӗлкепе пӗрех ӗнтӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Гаврила ӗмӗт ҫуначӗсем ҫинче вӗҫсе кайрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Пысӑк ӗмӗт татакан ҫын пурне те тума пултарать.— Когда человек большую мечту имеет, он всего может достигнуть.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька Коншаковӑн транспорт бригадине лекесси Стожар ачисемшӗн хаклӑран та хаклӑ ӗмӗт пулса тӑчӗ.Попасть к Саньке Коншакову в транспортную бригаду стало заветной мечтой всех стожаровских мальчишек.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ шухӑшларӑм, — хуллен каларӗ Штольц; хӑй шухӑшне ӗненмесӗр, хӑй сӑмахӗсенчен вӑтаннӑ пекех каларӗ вӑл: — пӗлетӗн-и… ҫавнашкал минутсем пулаҫҫӗ… урӑхларах, эпӗ ҫакна каласшӑн: ку пӗр-пӗр кӑмӑл хуҫӑлнине ҫеҫ пӗлтерет пулсан, эсӗ йӑлтах сывӑ пулсан, вара тен эсӗ пурӑнас ӗмӗт сӳрӗкленнӗ вӑхӑта ҫитнӗ пулӗ… вара нимӗн пӗлмелли те ҫук, йӑлтах паллӑ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл чунӗ вӑхӑтран вӑхӑта самантлӑх тӗлӗрсе, хытса кайнине тем пекех пӗтерес тесен те, ирӗксӗрех малтан телее ӗмӗтленет, ӑна кӑвак каҫ, сӗмлӗх хупӑрласа илет, унтан каллех, пурнӑҫ канлӗхӗ ҫитнӗ пек, тутлӑ ӗмӗт татӑлать, кайран вара Ольга именет, шикленет, темшӗн тунсӑхлать, унӑн канӑҫсӑр пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр тӗтреллӗ ыйтусем ҫуралаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах ҫав ӗмӗт мӗлки ун пуҫӗнчен тухма пӗлмен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӗмӗт!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах сирӗн чӗре айӑплӑ мар, — хушса хучӗ Штольц, — пӗр енчен илсен, ӗмӗт, хӑвӑра юратни, тепӗр енчен — ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни айӑплӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакнашкал пытармасӑр тӳрӗ пӗлтернӗ ӗмӗт те, лайӑх каласа кӑтартнӑшӑн Штольца ним вӑтанмасӑр мухтани те юрату илӗртӗвне пӗтерсе хурать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӑнлан-ха, — пуҫларӗ вӑл, — чун-чӗрере манӑн пӗр ӗмӗт, пуҫӑмра — пӗр шухӑш анчах, вӗсене пурнӑҫлама вӑйӑм ҫитмест, чӗлхем ҫаврӑнмасть: калас килет — калаймастӑп.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов вара пурнӑҫ мӗнле пылаклӑ иртсе пынине туять… кӑмӑл тулнипе, ӗмӗт ҫитнипе, телей курнипе шухӑша каять…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӑмӑл та ирӗк ӗмӗт ӑна, хальхи ҫинчен мантарса, пуласлӑха куҫарчӗ.Услужливая мечта носила его, легко и вольно, далеко в будущем.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956