Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 38-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.20 21:46

Пуплевӗш: 176; Сӑмах: 1510

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Бригадир

Ытла та тутлӑ-ҫке ир кӳлӗм ыйӑх тени. Санька темле ҫӑмӑл, ҫунатлӑ тӗлӗксем курать. Вӑл пӗлӗтелле хут ҫӗлен вӗҫтерсе ярать пек. Ҫилпеле шӑтӑртаттарса ҫӗлен ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпарать, Санькӑна та хӑй патнелле туртать. Арҫын ачашӑн вара хӑй ҫумне ҫунат шӑтса тухнӑ пекех туйӑнать.

Амӑшӗн аллаппи унӑн ҫамкине перӗнчӗ.

— Тӑрсам, Саня, вӑхӑт!

Сасартӑк ҫӗлен те, сенкер пӗлӗт те, ҫунатсем те ҫухалчӗҫ. Анчах ачан тӗлӗкӗ иртсех каймарӗ-ха! Санька ӗнӗрлет, пичӗ ҫинченех витӗнкӗҫпе витӗнет, урисемпе тапкаланать.

«Тата ҫывӑрмалла та ҫав унӑн… ача вӗт-ха вӑл»… ачашлас кӑмӑлпа шухӑшларӗ Катерина. Унтан вӑл, паян мӗнле кун иккенне асне илчӗ те, каллех ача ҫинелле пӗшкӗнчӗ:

— Тӑр эппин, вӑратма хӑвах хушрӑн вӗт… Кивӗ Пушҫӗре тухатпӑр.

Санька куҫне уҫрӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те сасартӑк сиксе тӑчӗ. Вӑл пурне те асне илчӗ. Ҫак кунсенче, пӗтӗм районӗпех пӑрахӑҫа тухнӑ ҫӗрсене сухалама пуҫланӑ вӑхӑтра, вӗсен колхозӗ те Кивӗ Пушҫӗрте ҫерем пусма шутларӗ.

Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ паян ватти-вӗттипех Кив Пушҫӗр еннелле утаҫҫӗ.

Малтанхи кунсенче колхозницӑсем тункатасене пӗтерчӗҫ, шӑтӑк-путӑксене тӑпра тултарса тикӗслерӗҫ, хӑва тӗмӗсене кӑкларӗҫ. Арҫын ачасем, хӑрӑк туратсемпе хӑва хуллисене пӗр ҫӗре пуҫтарса, пысӑк купасем турӗҫ, чӗртсе ячӗҫ. Вӑрӑм вут чӗлхисем варкӑша-варкӑша хаяр йытӑсем вӗрсе-йынӑшнӑ пек тӳпенелле ҫӗкленчӗҫ.

Санькӑпа Федьӑн, кӑвайтӑ таврашӗнче ҫав тери тӑрӑшса ӗҫленипе, кочегарсенни пекех, питҫӑмартисем хӗрелчӗҫ.

Кӗҫех тасатса ҫитернӗ Кивӗ Пушҫӗре сухаҫӑсем те ҫитрӗҫ.

Санькӑн каллех лашапа ҫӳресси килсе кайрӗ.

Пӗррехинче ҫапла вӑл, яла кӗрес тенӗ чухне, Муромеца курчӗ. Урапа ҫинче, Евдокия Девяткина вырӑнне хулана сӗт леҫекен, Анна Спешнева ларса пырать. Урапа кустӑрмисем, тикӗт сӗрменнине пула, хурлӑхлӑн чӗриклетеҫҫӗ, шӑрӑхпа аптӑранӑ лавҫӑ тӗлӗрсе пынипе, ӑна-кӑна туймасть.

Санька Муромеца чарчӗ, лаша таврашсене тыткаласа пӑхрӗ, Анкӑна силлесе вӑратрӗ:

— Пӑх-ха, йӗнерчӗкӗ аяккинелле пӑрӑнса кайнӑ, пӗккӳ хыҫалалла выртнӑ. Кустӑрмисем чӗриклетни ҫӗр ҫухрӑма илтӗнет. Стожар ҫыннисем ҫакӑн пек ҫӳремелле-и вара? Сан вырӑнта пулсан эпӗ вӑтаннине ниҫта хураймасӑр ҫич ҫӗрминне анса каяттӑм!

— Ах, апӑрша, вӗрентме тата! — ҫилленсе кайрӗ Анка.

— Вӗрентекенӗ вӗрентекен мар та-ха, тивӗҫлине кӑна кӑтартать, — вӗсем патне ҫитрӗ Татьяна Родионовна. — Эсӗ, Нюра, пирӗн колхоз ятне ан яр. Халӑх мӗн тенине пӗлетӗн-и: хуҫине кура таврашӗ, тет. Тыт-ха, Коншаков, лашапа мӗнле ҫӳремеллине кӑтарт.

Санька лашана самантрах тӑварса кӳлчӗ, пӗкке тӳрлетрӗ, йӗнерчӗкне хӑй вырӑнне лартрӗ, урхалӑхне хытарса ҫыхрӗ.

— Пӑхса тӑма мӗне тӑрать! — мухтарӗ Татьяна Родионовна. — Акӑ мӗн, Саня: каҫхине правление кӗрсе тух-ха… Калаҫмалли пур.

Ку кун вӑхӑт ҫав тери ерипен иртсе пычӗ. Санькӑшӑн вара хӗвел те анассӑн туйӑнмарӗ.

Акӑ тӗттӗм те пулчӗ. Санька, каҫхи апат ҫимесӗрех правление вӗҫтерчӗ. Кӑштах крыльца ҫинче тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрчӗ, правление вара васкамасӑр, сӑпайлӑн кӑна утса кӗчӗ.

Татьяна Родионовна пӗччен мар иккен. Сӗтел хушшинче правлени членӗсем, Андрей Иванӑчпа Лена лараҫҫӗ.

— Акӑ, сӑмах ҫинех, ҫамрӑк Коншаков та ҫитрӗ, — терӗ те председатель Санькӑна сӗтел патнелле кӑчӑк туртса чӗнчӗ:  — Лашасене тыткалама пӗлетӗн пуль?

— Чипере… Пӗлетӗп…

— Ачасем те итлеҫҫӗ-и сана?

— Итлемесӗр!

— Кунта, Саня, ӗҫсем ҫакнашкал. Тырӑ вырас вӑхӑт ҫитрӗ, авӑн ҫапмалла пулать. Хиртен кӗлте турттармалла, патшалӑха тырӑ леҫмелле тата ҫынсем ҫитмеҫҫӗ. Эпир правленинче ачасене пуҫтарса транспортнӑй бригада тӑвас терӗмӗр. Анчах ачасенчен кама асли тӑвассине пӗлейместпӗр-ха. Саня, эсӗ мӗнле шутлатӑн?

Санькӑ шухӑша кайрӗ. Апла, халӗ те ӑна шансах пӗтмеҫҫӗ иккен-ха. Вӑл аллипе пилоткине лӳчӗркерӗ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗ ҫине вӗрсе илчӗ, хӑйӗн яланхи йӑлипе ӑна ҫанӑ вӗҫӗпе сӑтӑркалама та тытӑнчӗ.

— Ара сыхла-ха ӗнтӗ, Саня, хӑвӑн ҫӑлтӑрна, — кулса илчӗ Татьяна Родионовна, — вӑл санӑн капла та хӗвел пекех ҫутатать. Сан шутпа бригадира кама тумалла?

— Федя Черкашина тусан юрать пек… е Степа Карасева, — вӑрахӑн сӑмах хушрӗ Санька. — Вӗсем пултармалла.

— Эпӗ Коншакова сӗнетӗп, — терӗ те Лена, Андрей Иванӑч ҫине пӑхса илчӗ.

— Мӗнле апла? — ыйтрӗ Татьяна Родионовна. — Апла комсомол вӑл ӗҫлеме пултарассине шанать эппин?

Лена Санька еннелле ҫаврӑнчӗ. Вӗсен куҫӗсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ.

Санька ҫирӗппӗн пӑхрӗ. «Эсӗ курнӑ вӗт мана, пӗлетӗн», терӗҫ унӑн куҫӗсем.

— Шанатпӑр, Татьяна Родионовна. Ӑна шанма пулать, — терӗ Лена.

— Татьяна Родионовна!.. — Санька маларах утрӗ. — Эпӗ ара… эпир ара… Эпӗ тӗлӗнмелле бригада тӑвӑп… Эпир пин пӑт та турттарӑпӑр… Мӗн хушнӑ ҫавна тӑвӑпӑр.

— Анчах тӑхта, — асӑрхаттарчӗ учитель: — Шкула та манма юрамасть. Кӑҫал эсӗ ҫиччӗмӗш класа каятӑн-каятӑнах.

— Хатӗрленетӗп, Андрей Иванӑч, эпир Федьӑпа пӗрле вӗренетпӗр, — терӗ Санька.

— Юрать, — килӗшрӗ председатель. — Ҫаннӑна тавӑр та, ҫамрӑк бригадирӑм, ӗҫлеме тытӑн.

Тепӗр кунхине Санька лаша витине пычӗ.

— Тунсӑхласа ҫитрӗм эпӗ сана, Саня, — терӗ Седельникова. — Мана пулӑшма кунта Манефа карчӑка пачӗҫ, вӑл, ав, лашасем патне пыма та хӑрать. Пӗр вӗҫӗмрен сӑхсӑхса, мӑкӑртатса кӑна тӑрать. Эсӗ ҫирӗпрех пул кунта, чӑн-чӑн арҫын вырӑнӗнче пул.

— Мӗнле пулмаллине пӗлӗпӗр-ҫке, — килӗшрӗ Санька.

Вӑл витене тасатрӗ, кункӑрасем ҫине курӑк хура-хура тухрӗ, валашкана шыв ячӗ.

Санька Коншаковӑн транспорт бригадине лекесси Стожар ачисемшӗн хаклӑран та хаклӑ ӗмӗт пулса тӑчӗ.

Анчах та Санька хӑйӗн бригадине суйла-суйла кӑна илчӗ. Кашни лавҫӑранах вӑл вӗтеленчӗк Лискӑна пӗр самантрах тытса йӗвен тӑхӑнтартма, кӳлсе тӑратма, тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкпа тӗнӗл пуҫӗсене ниҫта перӗнтермесӗр чуптарса иртме ыйтрӗ; ҫавӑн пекех вӑл, кашни лавҫах хӑйӗн юлташӗн хутне кӗме, пӗр-пӗр пӗчӗк сӑлтавшӑнах мӑн ҫынсене элеклемелле мар тесе вӗрентрӗ.

Тырпул пухас вӑхӑт пуҫланчӗ. Уй-хирте тырӑ выракан хӗрарӑмсем йӑлтӑркка тутӑрӗсемпе тырӑ ҫулакан арҫынсен шурӑ кӗписем мӗлтлетсе тӑчӗҫ, лобогрейка хӑйӗн ҫуначӗсене ҫеҫенхирти пысӑк-пысӑк вӗҫен кайӑк пек хӑватлӑн вӗлтлетме пуҫларӗ.

Йӗтем ҫинчи молотилка ҫинҫен шӑхӑрттарма пуҫларӗ. Хӑйӗн шӑллӑ ҫӑварне типсе ҫитнӗ, ҫатӑртатса тӑракан кӗлтесем тӗртсе кӗртсен, вара вӑл шӑмӑ кышлакан йытӑ пекех хӑрӑлтатрӗ, мӑкӑртатрӗ.

Молотилка вӗҫӗнчен пурҫӑн пек ҫӑп-ҫӑмӑл улӑм тухса тӑчӗ, аяккинчен ӑшӑ тырӑ юхса тӑчӗ.

Ҫамрӑк лавҫӑсен ӗҫӗ мӑй таранах. Вӗсем хиртен молотилка патне кӗлте турттарчӗҫ, хатӗрлев пунктне тырӑ леҫе-леҫе пачӗҫ.

Санька ҫул ҫинчи кашни путӑк-шӑтӑка, ӑҫта тӑвалла хӑпармаллине, ӑҫта анаталла анмаллине те витӗр пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та хӑйӗн обозне, кирек ӑҫтан та, куҫ хупсах илсе тухма пултарать. Вӑл йӗркеллӗ, пултаруллӑ бригадир ятне илчӗ.

Стожартан хулана каймалли ҫул Локтево ялӗ патӗнчен иртет, ҫак ҫул вара кашни ҫумӑр ҫумассерен никам иртсе ҫӳрейми путӑклӑха ҫаврӑнать. Урапа кустӑрмисем путса кӗреҫҫӗ вара, лашасем халтан каяҫҫӗ. Пӗррехинче ҫакӑнта виҫӗ лав путса ларнӑ. Тулли михӗсене типӗ ҫӗр ҫине ҫӗклерӗҫ, лашасене тӑварса ураписене те хӑйсемех туртса кӑларчӗҫ.

Ывӑнса ҫитнӗ ачасем Локтево колхозӑн председательне Башлыкова ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятласа тӑкрӗҫ.

— Вӑрҫнипе ним те пулас ҫук, ыран пурпӗрех ҫак нушанах курӑпӑр! — ҫиленсе каларӗ Санька, унтан сасартӑк ял еннелле утрӗ. — Атя Башлыков патне, Федя, кӑтартӑпӑр эпир ӑна…

Хаярланса ҫитнӗ, пылчӑкпа вараланнӑ ачасем председателе правленинче шыраса тупрӗҫ. Башлыков хӑй патне мӗншӗн килнине тавҫӑрса илсе: халӗ манӑн ҫул-йӗрпе аппаланма вӑхӑт ҫук, — тесе пӗлтерчӗ. — Унта мӗн чухлӗ чул, хӑйӑр тӑкмалла. Мӗнпе турттармалла ман? Ӑҫтан тупас ман лавсем? — терӗ.

— Эпир пулӑшӑпӑр сана, — терӗ Санька, — материалне хамӑрах турттарса парӑпӑр.

— Апла-тӑк сӑмах та ҫук, — кӑмӑлне ҫемҫетрӗ Башлыков. — Пулӑшӑр!

Лавҫӑсем сӑмах ҫине тӑчӗҫ. Хуларан пушӑ лавпа таврӑннӑ май вӗсем, ҫырма хӗррине чарӑнса, — чул, хӑйӑр, вӑрмантан — хӑва-ҫапӑ тавраш тиесе килчӗҫ, путӑклӑха йӑвантарчӗҫ.

Анчах та Башлыков ҫула юсама васкамарӗ.

«Тӑхта-ха, вӗрентӗпӗр эпир сана» — шухӑшларӗ Санька. Пӗррехинче ҫамрӑк лавҫӑсем ял патне ҫитерехпе, сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, путӑк умне юпа ҫапса лартрӗҫ, юпа ҫумӗнчи хӑма ҫине: «Кунта путӑк пур. Сулахайран ҫӳремелле. Колхоз председателӗ Башлыков» — тесе ҫырса хучӗҫ. Локтево председателӗ ҫакна тепӗр кунне ирпе тин курчӗ. Пӗр талӑк хушшинче пахча витӗр темиҫе лав ирте-ирте кайрӗ, темӗн сарлакӑш хуп-хура ҫул, ҫӗнӗ ҫул туса хӑварчӗ.

Башлыков вара, ирӗксӗрех, ҫакӑнта ҫул тума ҫынсем кӑларчӗ, унта-ҫапӑ та турпас, тӑпра тӑктарчӗ. Ҫак хыпар пӗтӗм таврана сарӑлчӗ. Колхозниксем, ҫул ҫинче ҫамрӑк лавҫӑсене тӗл пулсан, хӑйсемех аяккинелле тӑраҫҫӗ те, вӗсене хисепе хурса пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ. «Салам сире! Самокритика хыҫҫӑн Башлыков мӗнле пурӑнать унта?» тесе ыйтаҫҫӗ.

Килне Санька ытла кая юлса таврӑнать. Хӑй вӑл тусанланса пӗтет, пичӗ унӑн хӗвелпе пиҫсе кайнӑ. Ӗшеннӗ урисенчен аттине кӑштӑртатса хывать те вӑл каҫхи апат ҫиме сӗтел хушшине сӑпайлӑн кӗрсе ларать.

— Ӗҫсем мӗнле, кил хуҫи, — савӑнать Катерина, — хӗл каҫма тырӑ ҫитет-и пирӗн халӗ?

— Ҫитмесӗр… Паян сакӑрвуншар сотых ҫырчӗҫ, — ответ парать Санька.

— Бригадир, тата шӳрпе ярса парас мар-и?

— Яр…

Санька хӑйпе пӗрле час-часах Федьӑна ертсе килет. Вӗсем пӗрле каҫхи апат ҫирӗҫ, унтан сӗтел ҫине кӗнекесемпе тетрадьсем сарса хучӗҫ, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.

Катерина Феньӑпа Никиткӑна аслӑраххисене кансӗрлесрен ҫывӑрма вырттарчӗ, хӑй вара урайӗнче чӗрне вӗҫҫӗн кӑна ҫӳреме тӑрӑшрӗ, ачасене валли «чӗпкуҫӗ» вырӑнне пысӑк лампа ҫутса ячӗ.

Занятисем иртсен, Федя аслашшӗ патне каясшӑнччӗ, анчах Катерина ӑна кӑларса ямасть, Санькӑпа пӗрле ҫывӑрма вырттарать, ирхине вара апат ҫитерет те ӗҫ патне ӑсатса ярать.

Пӗррехинче, каҫ кӳлӗм, Коншаковсем патне Захар пырса ҫитрӗ. Катерина унпа крыльца ҫинче тӗл пулчӗ.

— Аван мар капла, Катюша! — терӗ вӑл асӑрхаттарса, — Мӑнукӑма ялан хӑвӑр паталла туртатӑн.

— Пӑх-ха эсӗ, пирӗн автансем мӗнле килӗштерсе ячӗҫ. — Катерина, кантӑк витӗр пӳртелле, сӗтел хушшинче вӗренсе ларакан Санькӑпа Федя еннелле кӑтартрӗ. — Манӑн та аса кӗме тытӑнчӗ, ахӑр шкула кайма пуҫлать пуль.

Захар пӳртелле пӑхрӗ, унтан чӳрече хупписене хупрӗ те, тӑпрас ҫине ларчӗ. Катерина, унпа юнашарах вырӑн йышӑнса, тарӑн шухӑша кайрӗ.

— Захар Митрич, каллех пӗркунхи сӑмах. Федьӑна ман пата ярӑр-ха! Эпӗ тӳрӗрен каланӑшӑн кӑмӑлӑра йывӑр ан илӗр те. Ҫапах та эсӗ вӗт ҫуллӑ ҫын, сывлӑху та аплах мар сан, темрен тем… тем те пулма пултарать. Ача каллех хӑртӑлӑха тӑрса юлать. Вӑл халь ав, ҫунатсӑр кайӑк ҫеҫ, вӗҫсе курманскер ҫеҫ… Амӑш кирлӗ ӑна.

Захар, пуҫне усса, чылайччен сӑмах хушмасӑр тӑчӗ.

— Эпӗ мӑнукӑма усал тӑвасшӑн мар… Эрлӗкӗ пур, Катюша: ҫуркуннепе ҫулла пырать-ха, йӗри-тавра ачасем шавлаҫҫӗ. Эпӗ хам та вӗсемпе пӗрле ҫамрӑкланнӑ пек пултӑм… Кӗркунне ҫитсен, эпӗ каллех пӗр-пӗччен…

Катерина старике те хӗрхенчӗ.

— Куҫӑр ара эсир те пирӗн пата, — кӗтмен ҫӗртенех каласа хучӗ вӑл, хӑй ҫавӑнтах ҫакнашкал шухӑш маларах пуҫа кӗменшӗн эрленнӗ пек пулчӗ.

— Сирӗн хӳшшӗре-и? — тӗлӗнсе кайрӗ Захар.

— Чӗрӗ шӑмӑ шӑнӑҫать, Захар Митрич. Мӗнле те пулин вырнаҫкалӑпӑр.

— Ҫук, — хирӗҫлерӗ старик. — Кӑмӑлӑрта пулсан, ман пата куҫӑр, пӗтӗм хуҫалӑхӑрпа. Сирӗн мӗн пӗр шӑналӑкпа тиемелӗх ҫурт ҫеҫ вӗт, икӗ чӳрече пекки ҫеҫ, манӑн, епле пулсан та, вӑрҫӑчченхи ҫурт, пысӑк ҫурт.

— Тӗрӗсне те тӗрӗс, Захар Митрич! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Катерина. — Пӗр ҫемьепе пурӑнма пуҫлӑпӑр вара. Кайса хамӑн ачасемпе канашласа пӑхам-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех