Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗт сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗт (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах ҫакӑ ӗмӗт шайӗнче кӑна пулнӑ-тӑк, шкул пӗтернӗ тӗле пурнӑҫ тӗллевне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗчӗк чухне иксӗмӗрӗн те тухтӑр пулас ӗмӗт ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Кӑмӑл ҫӗкленет, ӗмӗт ҫунатланать, чун савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Тата та пысӑк ӗмӗт — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Космонавтика музейне ҫитсе курасси.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Куракансене уйрӑмах «Салампи» тата «Ӗмӗт» ансамбльсен юррисем килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Халӗ пирӗн мӗн ӗмӗт ӗнтӗ?

Какие уж у нас теперь мечты?

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паян ҫак ӗҫе тепӗр хут пуҫарсан питӗ лайӑх пулмалла та, анчах ку - пурнӑҫланми ӗмӗт кӑна.

Было бы замечательно организовать заново это дело, но это - только неосуществимые мечты.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӗмӗт - Раҫҫейри паллӑ вырӑнсене ҫитсе курасси.

Мечта - посетить достопримечательности России.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӳкерме питӗ юрататтӑм, художник-модельер пулас ӗмӗт те пурччӗ.

Очень любил рисовать, была и мечта стать художником-модельером.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ан манӑр, Кандов господин: хальхи вӑхӑтра эпир халӑх умне пӗртен пӗр ӑслӑ ӗмӗт лартма пултаратпӑр — тӗрӗксен пусмӑрне пӗтересси.

Запомните, господин Кандов: в настоящее время мы можем поставить перед народом только одну разумную и реальную цель — свержение турецкого ига.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек сасӑсене итлесе, ҫавӑн пек пит-куҫ ҫине пӑхса, Вера Павловна пӗтӗмпех мар, кӑшт ҫеҫ, ҫук, кӑшт ҫеҫ те мар, пӗтӗмпех тенӗ пекех шухӑшлама пуҫларӗ: питӗ кирли нимех те ҫук, вӑл ахаль ӗмӗте ҫеҫ вӑйлӑ та хӗрӳллӗ ҫулӑм тесе шутланӑ иккен, ҫав ӗмӗт вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑр темиҫе кун хушшинчех саланса кайӗ, е хӑй ун пек шухӑшламан, ун пек маррине туятӑп тесе шухӑшланӑ-и тата вӑл? — ҫапла, ку вӑл ун пек мар, ун пек мар, ун пек вӑл, хӑй ҫапла шухӑшлать пуль тесе, хытӑрах та хытӑрах шухӑшлама пуҫланӑ, — вӑл, чӑнах та, пӗтӗмпех ҫапла шухӑшлать иккен, — ҫак лӑпкӑ та пӗр пек илтӗнекен, нимех те пулман-ха текен сасса илтсессӗн, епле шухӑшламӑн-ха тата?

Вера Павловна, слушая такие звуки, смотря на такое лицо, стала думать, не вовсе, а несколько, нет, не несколько, а почти вовсе думать, что важного ничего нет, что она приняла за сильную страсть просто мечту, которая рассеется в несколько дней, не оставив следа, или она думала, что нет, не думает этого, что чувствует, что это не так? да, это не так, нет, так, так, все тверже она думала, что думает это, — да вот уж она и в самом деле вовсе думает это, да и как не думать, слушая этот тихий, ровный голос, все говорящий, что нет ничего важного?

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗмӗт вӑл — ҫав тери ӑслӑ япала шухӑшласа кӑларни, калама ҫук паттӑр ӗҫ туни мар вӗт.

Ведь это желание — не бог знает какое головоломное открытие, не бог знает какой подвиг геройства.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хитре, анчах пурнӑҫланас ҫук ӗмӗт евӗр!

Как будто мечты, которые хороши, да только не сбудутся!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ман тепӗр ӗмӗт пур: ман хӗрарӑмсене хамӑн хӗрпе туслаштарас килет, — вӑл, нумай япалашӑн, пуриншӗн те тӑрӑшнӑ пекех, хӗрарӑмсемшӗн те тӑрӑшать.

Но у меня есть другое желание: мне хотелось бы, чтобы женщины подружились с моею невестою, — она и о них заботится, как заботится о многом, обо всем.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ хӗрарӑмсем: хӗрарӑмсем тӗнчере ан пулччӑр тесе ӗмӗтленнипе килӗшместӗп, мӗншӗн тесен ку ӗмӗт пурнӑҫланма пултараймасть: пулма пултарайманнипе эпӗ килӗшместӗп.

Но я не согласен с желанием женщин, чтобы женщин не было на свете, потому что этому желанию нельзя исполниться: с тем, чему быть нельзя, я не соглашаюсь.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ, чухӑнсем пекех, чухӑнсем ан пулччӑр, тесе шухӑшлатӑп, ҫак ӗмӗт хӑҫан та пулин пурнӑҫланатех: паян-и е ыран-и, эпир пурнӑҫа пурпӗрех чухӑнсем пулмалла мар тума пултаратпӑр; анчах…

Я совершенно разделяю желание бедных, чтоб их не было, и когда-нибудь это желание исполнится: ведь раньше или позже мы сумеем же устроить жизнь так, что не будет бедных; но…

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сӗтел урлӑ ун ҫине хӗрӗн кӑвак куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, мӗн тери хӗрӳ, каласа паман юрату, ӗмӗт, шанчӑк, пӑхӑнулӑх вӗсенче — Давыдов пӗр самант ним тума аптӑрарӗ.

Через стол на него в упор, неотрывно смотрели серые девичьи глаза, и столько в них было горячей, невысказанной любви, ожидания, надежды и покорности, что Давыдов на миг растерялся.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫынсем хӑҫан та хӑҫан пӗр-пӗрне юратма чарӑнмасӑр та, чунпала ӳт-пӳ илемӗ тӗнчере чи лайӑх, чи пылак ӗмӗт пулма пӑрахмасӑр та, тупа тӑватӑп сана, Суламифь, манӑҫӑнмӗ сан яту, ҫемҫе кӑмӑлпа та пысӑк пархатарлӑхпа кала-кала асӑнӗҫ ӑна нумай ӗмӗрсем хушши.

— До тех пор, пока люди будут любить друг друга, пока красота души и тела будет самой лучшей и самой сладкой мечтой в мире, до тех пор, клянусь тебе, Суламифь, имя твое во многие века будет произноситься с умилением и благодарностью.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех