Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫын ӗҫпе илемлӗ

Автор: Глафира ГРИГОРЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хушнӑ: 2016.03.20 00:00

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 274

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Кӗҫӗн Таяпари культура ӗҫченӗсем час-часах тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ялти клубра чи тӑрӑшуллисемпе чи хастаррисем валли пысӑк кӗтес уйӑрнӑ. «Ҫын ӗҫпе илемлӗ» куравра - тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекен професси ҫыннисен сӑнӗсем. Ытарайми чечексен композицийӗнчен куҫа илме ҫук, ӑна культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан Н.Муллина хатӗрленӗ. Ырми-канми, тар тӑкса ӗҫленӗ асатте-асанне, кукамай-кукаҫи сӑнарӗсене ялти вулавӑшра /ертӳҫи С.Агеева/ курма пулать. Курав тӗрлӗ пайран тӑрать, пӗринче - ял ҫыннин кил-ҫуртӗнчи хатӗр-хӗтӗр, ал ӑстисем. Сӑмахран, пӗри арлать, тепри ҫип пӗтӗрет, виҫҫӗмӗшӗ тӗрӗ тӗрлет, тӑваттӑмӗшӗ кӑмакара шаркку пӗҫерет. Тепӗр пайра - ҫӗр ӗҫченӗ армантан тырӑ турттарать, тепӗр лавҫи вӑрмантан вутӑ тиесе килет. Кунтах уй-хирте тӑрӑшсах сухалакана та, ака тӑвакана та курма пулать. Ӗҫ вӗресе ҫеҫ тӑрать, фермӑсенче ӗне сӑваҫҫӗ, сысна пӑхаҫҫӗ. Кӗтӳҫ лашасене улӑха уҫӑлма илсе тухать. Утарта Микуҫ мучи тӑрӑшсах пыл хурчӗ пӑхать, мӑшӑрӗ ачисене кӳмене лартса упӑшкине пулӑшма утать. Ҫак сӑнарсене ку тӑрӑхри хастар вулакансемпе ал ӑстисем хатӗрлеме пулӑшнӑ.

Ялти культура ӗҫченӗсем алӑ усса ларма юратмаҫҫӗ. Кӗҫӗн Таяпасене кӑна мар, таврари ялсене те илемлӗ юрӑ-ташӑпа, тӗрлӗ шӳтпе савӑнтараҫҫӗ. Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Л.Колсанов ертсе пынипе «Ӗҫ ҫыннине мухтаса юрлар халӗ савӑнса» литературӑпа музыка композицийӗн анлӑ программине хатӗрленӗ. Вӑл тӗрлӗ жанрпа пуян. Пӗрремӗш пайра - професси ӗҫченӗсене мухтаса та ырласа хатӗрленӗ сӑвӑ-юрӑ, иккӗмӗшӗнче - кинофильмсенчи юрӑ-ташӑ. Куракансене уйрӑмах «Салампи» тата «Ӗмӗт» ансамбльсен юррисем килӗшеҫҫӗ. «Шӑпӑрлан», «Энергия», «Крис» ушкӑнсем илемлӗ ташӑсемпе савӑнтараҫҫӗ. Пӗччен юрлакансем - Н.Павлова, К.Бахомова, А.Маркова, Э.Иванова, З.Ефремова тата пӗртӑван Муллинасем - хӑйсен шӑпчӑк сассипе чуна тыткӑнлаҫҫӗ. З.Бахомова тата Г.Григорьева кулӑш ӑстисен шӳчӗсенчен залри халӑх ахӑлтатсах кулать. Арҫынсен ушкӑнӗ «Елизавета» юрӑпа тӗлӗнтерет. Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗ Таяпа Энтрине ҫитсе килчӗ. Куракансен ячӗпе вырӑнти артистсене хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Петрова ӑшӑ сӑмахсемпе тав турӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн ӑсталӑхӗ кунран кун пуянланса пынине палӑртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех