Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук»

Автор: Роза ВЛАСОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хушнӑ: 2016.03.22 10:54

Пуплевӗш: 76; Сӑмах: 777

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Вӑл йӗркелесе ертсе пыракан уйрӑмра лӑпкӑлӑх хуҫаланать. Никам та сас хӑпартса калаҫмасть. Кашниех харпӑр хӑй ӗҫне юратса тата тӗплӗ пурнӑҫлать. Чирлисем сипленнӗ хыҫҫӑн сӗнӳ-канаш тетрадьне ӑшӑ та ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑвараҫҫӗ.

«Ӗҫе питӗ пӗлсе, ӑста йӗркеленӗ. Коллектив сӗре туслӑ. Тухтӑрсемпе медсестрасем чирлисемпе яланах пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ. Вӗсемпе тимлӗ, сӑпайлӑ, вашават. Эмелпе кӑна мар, сӑмахпа та сиплеҫҫӗ.» Е тата: «Шурӑ халатлисем пирки хальччен урӑхларах шухӑшланӑччӗ. Кунта лекнӗ хыҫҫӑн шухӑшӑм улшӑнчӗ. Ырӑ тухтӑрсем пурах ҫав ҫӗр ҫинче. Ку уйрӑмра килти пекех хӑтлӑ. Ҫӑтмах кӗтесӗнчи евӗрлех, хитре юрӑ шӑрантаракан кайӑксем кӑна ҫитмеҫҫӗ», — паллашатӑп пациентсен хаклавӗпе. Сӑмахӑм — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш поликлиника ҫумӗнчи кӑнтӑрлахи уйрӑм заведующийӗ Валентина АНДРЕЕВА терапевт пирки.

Валентина Алексеевна хӑйӗн профессине чӑннипех парӑннӑ ҫын. Вӑл Шупашкар районне кӗрекен Ольтикассинче учительсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

— Манӑн икӗ акка /аттен йӑмӑкӗсем/ Шупашкарта медикре ӗҫлетчӗҫ. Асанне пирӗнпе пурӑнатчӗ. Вӗсем ӑна курма час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Аккасем хӑйсен ӗҫӗ, пациентсем ҫинчен нумай каласа кӑтартатчӗҫ. «Питӗ интереслӗ ӗҫ», — шухӑшлаттӑм ӑшӑмра. Каярах, 5-6-мӗш классенче вӗреннӗ чухне, медицина темипе ҫыхӑннӑ кӗнеке алла лекрӗ. Вара эпӗ ун чухнех: «Эпӗ те тухтӑра вӗренме каятӑп!» — тесе палӑртса хунӑччӗ. Малтанах ҫакӑ ӗмӗт шайӗнче кӑна пулнӑ-тӑк, шкул пӗтернӗ тӗле пурнӑҫ тӗллевне ҫаврӑнчӗ. Аккасем медфак хыҫҫӑн ӗмӗр тӑршшӗпех врачра ӗҫлерӗҫ. Вӗсемпе калаҫсан шухӑшӑм ҫирӗпленнӗ. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӳрех медфака кӗтӗм. Эпӗ ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтертӗм. Мана направленипе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи участок больницине ячӗҫ. Шӑпа ҫапла килсе тухнӑшӑн питӗ пӑшӑрханнӑччӗ малтан. Эпир ун чухне пурте пысӑк больницӑра вӑй хума ӗмӗтленеттӗмӗр. Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм. Мӗншӗн тесен унта санӑн йӑлтах хӑвӑн тумалла. Тӗрлӗ чирпе асапланакансене сиплеме, дежурство тӑма тиветчӗ. Дежурство вӑхӑтӗнче ачасене те, хирурги енӗпе чирлисене те пӑхма тиветчӗ. Ҫакӑ мана ӑсталӑха ӳстерме питӗ нумай пулӑшрӗ. Пӗр ҫул ытларах ӗҫленӗ хыҫҫӑн качча тухрӑм та Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса кайрӑмӑр, — ӗҫ «каҫалӑкне» епле пуҫланине хаваспах аса илчӗ Валентина Алексеевна.

Валентина Андреева Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче участок терапевтӗнче 15 ҫул /пӗр участокрах/ ӗҫлет. Ҫав тапхӑрта унӑн пациенчӗсен ачисем те ҫитӗнеҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫемьере вӑл аслашшӗ-асламӑшне, ачисене, мӑнукӗсене пӗлме тытӑнать. «Ман патра сипленнӗ пациентсем халӗ те килеҫҫӗ. Манӑн шухӑшӑмпа — чӑн-чӑн тухтӑр пулас тесен участок терапевтӗнче ӗҫлемеллех. Участок врачӗ уйрӑм ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Стационарта чирли сипленет те каять, эсӗ унӑн сывлӑхӗпе тек интересленместӗн. Участокри пациент вара кайран пӗрех сан патнах пырать. 2000 ҫулта поликлиникӑн заведующийӗ Галина Волкова мана кӑнтӑрлахи стационара чӗнчӗ. 16-мӗш ҫул ӗнтӗ заведующире вӑй хуратӑп», — чунне уҫрӗ Валентина Алексеевна.

— Ертӳҫӗ пулма йывӑр мар-и? — чӑнласах пӗлес килчӗ манӑн.

— Кирек хӑш ӗҫре те вӑй хумалла. Участокра ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ, анчах хут ӗҫӗ ҫулран-ҫул нумайланса пыни вӗчӗрхентерме тытӑннӑччӗ. Мана унччен те отделенисене, стационара пӗрре кӑна мар чӗннӗ, анчах эпӗ хамӑн ӗҫе кӗрсе кайнӑччӗ те куҫса ҫӳрес килместчӗ. Пӗр вырӑнта пусӑрӑнса ӗҫлесен ӑна улӑштарма ҫӑмӑлах мар. Анчах эпӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн ӗҫ сӗнекен тек пулмассине ӑнлантӑм. Пациентсем кунта кӗске тапхӑра, 10-12 куна ҫеҫ, килеҫҫӗ. Кайран участок тухтӑрӗсем патне каяҫҫӗ. Эпӗ талӑкӗпех ӗҫлекен стационарта та дежурствӑра тӑратӑп. Кӑнтӑрлахи стационарта 7-ӗн ӗҫлетпӗр: 2 тухтӑр, аслӑ медсестра тата 4 медсестра. Пирӗн уйрӑм пӗчӗк, ҫавӑнпа ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑлрах. Аслӑ медсестран опычӗ пысӑк. Медсестрасен, техника персоналӗн ӗҫне лайӑх йӗркелесе тӑрать. Вӑл маншӑн сылтӑм алӑ вырӑнӗнчех. Пациентсем пирӗн пата пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ. Ҫав ҫынсемшӗн хӑйсен чирӗ чи пӗлтерӗшли. Вӗсемпе тимлӗ пулсан пӗр чӗлхе тупма яланах май пур. Паллах, ачашрах, чӑркӑшрах пациентсем те пулаҫҫӗ. Нумай ҫул ӗҫлесе вӗсемпе те пӗр чӗлхе тупма вӗренсе ҫитрӗм. Кирек епле тухтӑрӑн та психолог пулмалла. Кашни пациентпах мӗнлерех калаҫмаллине пӗлетӗп: кампа — кӑшт ҫепӗҫрех, кампа — ҫирӗпрех. Пӗрисене лӑплантармалла, теприсене хавхалантармалла.

— Йывӑрлӑхсене те палӑртар.

— Укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни чӑрмав кӳрет хушӑран. Медицина — нумай нухрат ыйтакан сфера. Кирек мӗн чухлӗ укҫа хыв унта — пӗрех ҫителӗксӗр. Иккӗмӗш ыйту — ҫынсем харпӑр хӑй пирки тӑрӑшма хӑнӑхманни, харпӑр хӑйне упрама пӗлменни. Пурте асамлӑ им кӗтеҫҫӗ. Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук. Чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнасшӑн мар, эрех-сӑрасӑр канасшӑн мар. Сывлӑхлӑ пуласси ытларах ҫынран хӑйӗнчен килет. Юрать, халӗ телекуравпа эрех-сӑрана рекламӑлама пӑрахрӗҫ. Ҫакна эпӗ питӗ аван тесе шухӑшлатӑп. Кашнинех юнри холестерин, сахӑр шайне пӗлмелли ҫинчен ятарлӑ акцисем йӗркелеҫҫӗ, юн пусӑмне тӗрӗслесех тӑмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Анчах ҫакна ҫынсем, шел те, ерипен хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Пациентсенчен чылайӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулччен нимӗн тумасӑрах пурӑнма юрать тесе шухӑшлать. Унӑн вара пурнӑҫ йӗркине улӑштармалла, диетӑна пӑхӑнма тытӑнмалла, хӑнӑхтарусем тумалла.

«Ӗҫ — пысӑк телейсенчен пӗри», — тени питӗ тӗрӗссине палӑртрӗ Валентина Алексеевна. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье те хӗрарӑмшӑн пӗлтерӗшлине манмалла мар тет. Сӑмах май, вӗсем мӑшӑрӗпе ывӑлпа хӗр пӑхса ӳстернӗ. Ачисем хӑйсем ҫемьеллӗ ӗнтӗ. «Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр. Манӑн вара ҫакна хушса калас килет: профессие кӑмӑла кура, чун ыйтнипе суйласан кӑна ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ тума пулать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех