Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑкӑрти карчӑка лӑплантарма кирлӗ пулӗ тесе, хампа пӗрле ҫур кӗрепенкке чей те темиҫе ывӑҫ сахӑр илтӗм эпӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Манӑн вара, юри тунӑ тейӗн, хампа пӗрле ҫакӑр та пулмарӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хампа илсе килнӗ кӗнекесене эпӗ пурне те хӑвӑрт вуласа пӗтертӗм.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах… те Переброд хресченӗсем хӑйсем ҫынпа явӑҫма юратсах каймаҫҫӗ, темле ҫав тери ютшӑнчӑк, те эпӗ хам ӗҫ-пуҫа пуҫарса яма пултарайманскер, мана курсан, вӗсем ҫӗлӗкӗсене таҫтан-аякранах хываҫҫӗ те, хампа танлашсан: «Гай буг», мӑкӑртатаяҫҫӗ тӗксӗммӗн, — «Турӑ пулӑштӑр» тенине пӗлтерет пулас ӗнтӗ ку, — манӑн вӗсемпе хутшӑнасси мӗнпурӗ те ҫакӑ ҫеҫ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Маншӑн вӗҫӗмсӗр лайӑх та тӗлӗнмелле улшӑну ӗнтӗ — пӗрне пӗри чи хӑрушӑ вӑхӑтра ҫулталӑк ҫурӑ хушши уйрӑлса пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван кил-йыша таврӑннӑранпа пилӗк-ултӑ сехет те иртнӗччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫапах та Катя хампа пӗрле иккенне ниҫтан хӑнӑхаймасӑр тӑратӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
в) ҫула кайма мӗн те пулин тупас пулать: М-овран мӗн илсе килнине, пӗтӗмпе тенӗ пекех, Ленинградра эпӗ хампа пӗр полкра пулнӑ, Балти тинӗс летчикне парса хӑвартӑм;
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсир телефонпа шӑнкӑртаттарнинчен тӗлӗнсех каймалла ҫав, Александр Иваныч, — терӗ вӑл ӗҫлӗ сасӑпа, — эпӗ сире хампа пӗрле Ҫурҫӗре вӗҫме сӗнетӗп.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петроградски еннелле каякан майор та мана васкатмастчӗ, ҫинчен тата манӑн хутаҫӑм та йывӑрччӗ — Катя валли продуктӑсем хампа пӗрлех илсе пыраттӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Акӑш кӳлли» балетра хампа пӗрле Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче служить тунӑ юлташӑн мӑшӑрне, Аня Ильинана, куртӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ҫапла вара эсӗ, Катя, асӑнтах тытса тӑр, эсӗ ирӗкре, тивӗҫлӗх сӑмахӗ кирлӗ мар», — тесе ҫырнӑччӗ эпӗ, Катьӑна хампа юнашарах пек туйса.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн Симаков кӳршӗм хампа пӗрле чӳречерен пӑхрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хампа юнашар вӗҫекенни салтак марччӗ, ҫынвӗлеренччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑрҫӑра хампа мӗн пулса иртни тӗлӗнмелле майпа-тӑр Татариноа капитан историйӗпе те «Св. Марийӑпа» ҫыхӑнса тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир унпа час-часах уйрӑлаттӑмӑр та, халӗ акӑ вӑл хампа пӗрлех ҫӳретчӗ пулин те эпӗ ӑна ӑшӑмра ҫеҫ курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ: йӑрӑм пурҫӑн халатпа вӑл, ҫӳҫне туранӑ, е, тӗрӗсрех каласан, тураман-ха, шӑпах ҫав ирхине васкавлӑн якаткаласа янӑ пек курма юрататтӑм эп ӑна.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эрех илме юрӗччӗ-ши хампа пӗрле?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунӗпех эпӗ ҫак ухмах та хӑрушӑ тӗлӗк пирки кулянса ҫӳрерӗм, каҫхине вара Варьӑна хампа пӗрле каҫ выртма пыма чӗнтӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Юрать-ха, Берта хампа пӗрле пулмарӗ!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара эп хампа ҫуммӑн лаша ҫинче Курбан иккенне пӗлтӗм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хампа В. М. (Скорпион) хушшинчи килӗшӗве йӗркене кӳретӗп.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах уяв сӑмахӗ вырӑнне хампа пулнӑ пӗр ӗҫ ҫинчен каласа парам эп сире.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950