Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вальӑпа Кира иккӗшӗ те мансӑр вӗсен килйышлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫас ҫук терӗҫ те, Александра Дмитриевна та хама вӑрттӑн чӗнсе илсе: халӗ ӗнтӗ эпӗ те каятӑп, терӗ, мӗншӗн тесен эпӗ кунта «мӗнле пулсан та ҫав кӗмӗл тӗслӗ тилӗсене пӳлсе тӑраканни» пулнӑ имӗш, Валя ӑна мансӑр йӑлтах пӗтерет ӗнтӗ терӗ, эпӗ ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, хваттер илсенех куҫса кайрӑм.

Хотя Валя с Кирой в один голос заявили, что без меня из семейной жизни у них ничего не выйдет, а Александра Дмитриевна добавила, отведя меня в сторону, что теперь и она уйдёт, потому что я была «всё-таки каким-то громоотводом для чёрно-бурых лисиц» и без меня Валя заговорит её до смерти, я всё же решила не оставаться и, получив комнату, сразу же переехала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс, эп ӑна юрататтӑм, — йӗре-йӗре мӑкӑртатрӗ вӑл, — турӑ курать акӑ, йӑлтах урӑхла пулса тухма пултарнӑ.

— Да, я любил её, — плача, пробормотал он — и, видит бог, всё могло быть совсем иначе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй йӑлтах пӗтсе кайрӗ.

А сам худой стал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫӗрле хӑраттӑмччӗ» пулин те пӗтӗм тертӗм-сертӗм, пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм йӑлтах иртнӗ пек туйӑнчӗ мана, умӑмра ӗнтӗ чӗре хӗпӗртесе тӑракан ҫӗнӗ малашлӑх та ҫӗнӗ телейлӗх пулмалла пек.

Несмотря на мои тоскливые ночи, я жила с таким чувством, как будто всё тяжёлое, скучное и неясное осталось позади, а впереди — только интересное и новое, от которого замирает сердце и становится весело, и легко, и немного страшно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ кӳлӗм куҫӗсем унӑн ытла хуран курӑнчӗҫ, ҫавӑнтах мана ун куҫӗсене ҫеҫ курнӑ пек туйӑнчӗ, вара, ытти умра мӗн пурри те йӑлтах тӗттӗмленсе шӑранчӗ.

У него глаза казались очень чёрными в сумерках, и мне вдруг показалось, что я вижу только эти глаза, а всё вокруг темнеет и уходит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах хӑй тӗрӗсси ҫинчен мар-ха, йӑлтах урӑххи ҫинчен, ӑна манӑн шӑпах хам аннене юратнӑ телейсӗр Иван Павловичран илтмеллечӗ.

Здесь была не личная правда, а совсем другая, и я должна была выслушать её именно от Ивана Павлыча, который любил маму и до сих пор одинок и несчастен.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӑнкӑмӑллах ҫав, ача чухне, сӑмах май каласан, йӑлтах урӑхла ҫынччӗ эсӗ.

Конечно, гордая, и девочкой, между прочим, была совсем другая.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тинех вӑл ҫӑвар уҫрӗ те, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм: сасси унӑн йӑлтах хавшанӑ, ватӑлнӑ сасӑ.

Но вот он заговорил, и я поразился: у него был надорванный, старческий голос.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунхине килнӗ чух карчӑк йӑлтах йӗрсе пӗтнӗччӗ, ӗшеннӗскер, аллинчи сунчӑкне хумасӑрах алӑк патне ларчӗ.

Назавтра старушка пришла заплаканная, усталая, с зонтиком и села в передней.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрне ҫеҫ ӑнланса илеймен вӑл: мӗншӗн-ха, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ пулин те, пӗр кӗтмен ҫӗртен ун патне пырсан Николай Антонычпа Ромашка ҫине пӗтӗм ҫӗр тӑршшӗпе куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑм иккен.

Но одного она не могла понять: почему, придя к ней неожиданно и «совсем другим», я весь вечер не сводил глаз с Николая Антоныча и Ромашки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран Катя каласа пачӗ вара, ҫав кунхине вӑл мана курсан унччен виҫӗ кун малтан Пысӑк театр патӗнче курнинчен уйӑрса та илеймен иккен, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ имӗш.

Потом Катя говорила, что едва она меня увидела, как сразу поняла, что я «совсем другой, чем был третьего дня у Большого театра».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрне чиперӗнех сывлӑх сунтӑм, вара вӑл таҫта чупса кайрӗ те йӑлтах урӑхла сӑнарлӑ килсе кӗчӗ: унччен вӑл хӑй ҫине арабсен темле бурнусне уртса янӑччӗ, халӗ-пурте тӑхӑнса ҫӳрекенни пек кӗпе тӑхӑннӑ.

Я очень приветливо поздоровался с нею, и она побежала куда-то и вернулась совсем другая: прежде на ней был какой-то арабский бурнус, а теперь — нормальнее платье.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй йӑлтах сарӑхса кайнӑ, шыҫӑннӑ, ҫӳҫ-пуҫӗ арпашнӑ.

Жёлтая такая, опухшая, простоволосая.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӗҫме йӑлтах пӑрахнӑ.

 — Совершенно бросил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурне те, пӗр ҫын юлмиччен, утӑ патне илсе тухнӑ пултӑр; асту эсӗ, хӗрлӗ сухал, Иван кунӗ тӗлне мӗнпур утӑ йӑлтах капанра пулнӑ пултӑр.

Нарядить поголовно на сенокос; да смотри, рыжая бестия, чтоб у меня к Ильину дню все сено было в копнах.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унӑн ӗнерхи юлташӗсем ӑна тавралла сырӑнса илнӗ те хӑйсене хӑйсем чураллӑн тыткалаҫҫӗ; ӗнер вӗсем йӑлтах урӑхлаччӗ.

Вчерашние собеседники окружали его, приняв на себя вид подобострастия, который сильно противуречил всему, чему я был свидетелем накануне.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӗҫӗн Тӑван, Кача-папак, йӑлтах урӑхла ӑс тытнӑ.

Брат Мизинчик решил поступить совсем по-иному.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ шутлатӑп, шкулта «посредственно» вӗренни пӗрре те чыслӑ мар, искусствӑра посредственность пулни — йӑлтах киревсӗр ӗҫ вара, вил те вырт, темелле.

Я вот считаю, что и учиться на «посредственно» далеко не похвальное дело, а уж в искусстве посредственностью быть — это совсем дохлое дело, гроб и свечи.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара хай ача йӑлтах урӑх сасӑпа: — Александр Дмитриевич, манмарӑр-и? Фламмарион сочиненийӗсене илсе килме пулнӑччӗ, — терӗ.

И мальчишка совсем другим голосом, очень просительно сказал: — Александр Дмитриевич, а вы про обещанную книжку не позабыли? Самого этого Фламмариона сочинение сулили привезть.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Килтисене те йӑлтах савӑнтарса ячӗ, аннепе шӳт туса илчӗ, анне, кула-хула, ӑна юнан пекки турӗ.

Обворожил всех наших, пошутил с мамой, так что она замахала на него.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех