Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл унӑн амӑшӗпе те калаҫма хӑтланса пӑхрӗ, анчах лешӗ ниепле те калаҫса пӗтереймест: ҫур сӑмахрах чарӑнса, чышкипе стена ҫумне тӗренет те пӗкӗрӗлсе ӳсӗрме тытӑнать, темӗнле йывӑр ӗҫ тӑвать, тейӗн; юлашкинчен ахлатса ярать те — ҫакӑнпа пӗтӗм калаҫу пӗтет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир юрланине итленӗ хыҫҫӑн, эпӗ тӗлӗннипе ахлатса янине илтмесӗрех: макӑрса ятӑм, тени тӗрӗс пулсан, халь вара, эсир ӑшшӑн кулмасӑрах, туслӑн алӑ памасӑрах манран уйрӑлатӑр пулсан, эпӗ… хӗрхенӗр, Ольга Сергеевна!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурте ахлатса янӑ, пӗр-пӗрне ӳпкелешме пуҫланӑ, мӗнле-ха никам та ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама пултарайман: пӗрин — астумалла пулнӑ, теприн — тӳрлетме хушмалла, виҫҫӗмӗшӗн — юсамалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Федор ахлатса ячӗ, Толянӑн ҫӑварӗ карӑлса кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
«Пузиков» та ахлатса сикме пӑрахрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Вӑтӑршар пус! — ахлатса ячӗ ача та.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Борт хӗрринче кӗпӗрленсе тӑракан пассажирсем тӗлӗннипе ахлатса илчӗҫ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Клиникӑра ӗҫлекен сестра кӑкӑр ачине мӗнле тыткалани ҫинчен каланӑ май, ачана хӑрах алӑ вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те, ҫавна курсан эпӗ хам та ахлатса илтем.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫапла-а ҫав ӗҫсем, — ахлатса сывларӗ Ромашка.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Матушка ахлатса илчӗ те куҫҫулӗпе йӗрсе ячӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Даша инке мана курсанах ахлатса ячӗ, судья вара: «Кун пек сӑн-питшӗн судпа айӑпламалла», терӗ, Вӑл: «Ответ тытакан мӗншӗн начарланнин сӑлтавне тупасшӑн пӗтӗм вӑя хурӑп» тесе хушса хучӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл тӗттӗм ҫӗртех ҫывӑрма вырнаҫса, чылайччен ахлатса, ассӑн сывласа выртрӗ; юлашкинчен аранах хӑрлаттарса ҫывӑрма пуҫларӗ.Он улегся в темноте и долго вздыхал и охал; наконец захрапел.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл ахлатса, хӑраса ларчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кукамӑшӗ каллех «тур ҫырлах» тесе мӑкӑртатса, ахлатса илнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катя ҫав салфеткӑсем ҫине пӑхса тӑнипе амӑшӗ тарнине те сисмесӗрех юлнӑ, ун вырӑнӗнче халӗ кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен ахлатса, «тур ҫырлах» тесе мӑкӑртатса ларнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тахӑшӗ ахлатса илет, партӑсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— О, мон дьӗ! — ахлатса ячӗ вӑл.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан мӑкӑртатма пуҫларӗ, вара ахлатса илчӗ те сӑмахлама тытӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Васильевна инке арӑмччӗ, тен инке арӑм та марччӗ пулӗ: пӗррехинче ҫапла Нина Капитоновна ун ҫинчен ахлатса каланине илтсеттӗм: «Инке арӑм та мар, арҫынлӑ арӑм та мар», терӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫывӑхра такам ахлатса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951