Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.26 11:57

Пуплевӗш: 145; Сӑмах: 1077

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Часрах матроса систермелле.

Анчах Гаврик ӑслӑ ача пулнӑ. Вӑл ӗҫе тӗплӗ шухӑшламасӑр туман. Киле кайиччен вӑл мӑйӑхлӑ ҫын хыҫҫӑн инҫетрен йӗрлесе пычӗ. Лешӗ хулана хӑпарса пӗр урама кӗрсе ҫухалсан, вӑл килнелле чупса кайрӗ.

Матрос ҫывӑрнӑ. Анчах ҫӑра шакӑртатсанах вӑл, койка ҫинчен сиксе тӑрса, хӑраса йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе алӑк ҫинелле пӑхса ларнӑ.

— Ан хӑра пичче. Эпӗ ку. Вырт.

Матрос выртрӗ.

Ача кӗтесре нумайччен мӗшӗлтетрӗ. Вӑл ҫаврака хӑва корзинкӑна пуҫтарса хунӑ вӑлтасене тӗрӗсленӗ пек тӑвать. Сывӑ мар ҫынна питех кансӗрлемесӗр сӑмаха хӑш енчен пуҫласа ямаллине тупаймасть.

Юлашкинчен вӑл койка патне пычӗ те, пӗр урипе теприне хыҫса, нимӗн калама сӑмах тупаймасӑр тӑчӗ.

— Ҫӑмӑл-и халӗ сана, пичче?

— Ҫӑмӑлтарах.

— Шухӑшлама пултаратӑн-и?

— Пултаратӑп.

— Ҫиме парас-и сана?

Ҫакӑн пек кӗске вӑхӑтра — те калаҫнипе, те ывӑннипе — вӑйсӑрланса ҫитнӗ ҫын, пуҫне сулчӗ те куҫӗсене хупрӗ.

Ача ӑна кӑшт канма пачӗ.

— Пичче, — терӗ вӑл пӑртак тӑрсан шӑппӑн, ачашланса, — ӗнер «Тургенев» ҫинчен эсир сикнӗ-и-мӗн?

Матрос куҫӗсене уҫрӗ, ача ҫине аялтан ҫӳлелле тинкерсе вӑрӑммӑн пӑхрӗ те, нимӗн те чӗнмерӗ.

— Пичче, итле-ха, эпӗ сире акӑ мӗн каласшӑн, — пӑшӑлтатрӗ Гаврик койка ҫине ларса. — Анчах эсир ан турткаланӑр, шӑп выртӑр…

Вара ача матроса мӑйӑхлӑ ҫынпа хӑй мӗнле паллашни ҫинчен майӗпен, питех хӑратмасӑр каласа пачӗ.

Матрос каллех койка ҫине сиксе тӑрса ларчӗ, аллипе койка ҫумӗнчен хытӑ ҫавӑрса тытрӗ. Вӑл хускалмасӑр чарӑлса кайнӑ куҫӗсене ача ҫинчен илмен. Унӑн ҫамки тарланӑ. Ҫапах хӑй нимӗн те шавламан.

Гаврик мӑйӑхлӑ ҫыннӑн питҫӑмарти ҫинче пластырь пуррине каланӑ чухне ҫеҫ вӑл сӑмах хушрӗ.

Ҫакна каланӑ чухне матросӑн куҫӗнче хӑюллӑ хаваслӑх, украинла чеелӗх палӑрнӑ, вара вӑл шӑл витӗр:
— Ӑна кушак чавнӑ пулмалла, — терӗ.

Унтан вӑл хыпаланма пуҫланӑ, стенаран тытса чӗтрекен урисем ҫине тӑнӑ.

— Кӳр, — тенӗ вӑл васкаса пур еннелле те турткаланса, — илсе кай ӑҫта та пулин… Турӑшӑн…

— Пичче, вырт. Эсӗ чирлӗ вӗт.

— Кӳр… Кӳр… кӳр ман тумтирсене… Ӑҫта япаласем? Вӑл тумтирӗсене тинӗсре хывса пӑрахни ҫинчен маннӑ пулмалла, халӗ имшерленсе ҫитнӗ аллисемпе койка ҫинче шырать, хӑйӗн сухалӗ ӳссе кайнӑ, хӑрушӑ.

Шурӑ кӗпипе тата йӗмпе ҫеҫ юлнӑскер, ухмахланнӑ ҫын пекех туйӑнать.

Унӑн сӑнӗ калама ҫук салхуллӑ, ҫав вӑхӑтрах питех те хаяр. Гаврик хӑранипе ун патӗнчен таҫта тарма та хатӗр.

Анчах Гаврик пӗр хӑрамасӑр, сывӑ мар ҫынна пилӗкӗнчен аллисемпе хытӑ ыталаса тытса каллех койка ҫине вырттарасшӑн. Ача макӑрас патнех ҫитрӗ.

— Пичче, хӑвна хӗрхен, вырт.

— Яр. Эпӗ халех каятӑп.

— Ӑҫта каятӑн эсӗ аялти йӗмпе?

— Кӳр япаласене…

— Мӗн калатӑн эсӗ, пичче? Мӗнле япаласем? Вырт. Вырт вырӑн ҫине. Сан ҫийӗнте нимӗнле тумтир те пулман.

— Яр, каятӑп…

— Акӑ инкек мана санпа, эсӗ ӑна пӗлетӗн пулсан! Эсӗ пӗчӗк ача пекех. Вырт тетӗп сана! — кӑшкӑрса ячӗ ача тӳсеймесӗр ҫилленсе. — Мӗн эпӗ кунта санпа, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек, аппаланатӑп!

Чирлӗ ҫын лӑпланса выртрӗ, вара Гаврик унӑн куҫӗсем каллех вӗри чирпе хуралса кайнине сисрӗ. Матрос шӑппӑн йӑнӑшса илчӗ, питне пӗркелентерсе карӑнчӗ.

— Турӑшӑн… Кам та пулин мана пытартӑрччӗ… Ярӑр мана комитета… Пӗлместӗр-и эсир, ӑҫта-ши вӑл, Одессӑри комитет? Ан перӗр пӑшалпа, усалсем, эсир пӗтӗм винограда персе пӑсатӑр…

Вӑл темӗн те пӗр аташма пуҫларӗ.

«Ӗҫ начар» — шухӑшларӗ Гаврик. Ҫав вӑхӑтра тулта ура сасси те илтӗнчӗ. Ҫумкурӑксем урлӑ, йывӑҫ тӗмӗсене хуҫса пӳрт патнелле такам утса килчӗ.

Ача сывламасӑр пӗр вырӑнта тӗлӗрсе ларнӑ. Темӗн те пӗр хӑрушӑ шухӑшсем кӗнӗ унӑн пуҫне.

Анчах ҫавӑнтах вӑл тулта ӳсӗрнине илтрӗ. Пӳрте аслашшӗ пырса кӗчӗ.

Алӑк патӗнче пушӑ корзинкине пӑрахнинчен, сӑмсине мӗнле шӑнкартнинчен тата турӑш ҫине ҫилленсе сӑхсӑхнинчен Гаврик аслашшӗ кӑшт ӗҫсе килнине пӗр йӑнӑшсӑрах сисрӗ.

Аслашшӗ сайра-хутра ҫеҫ ӗҫкеленӗ. Ӗҫессе вӑл мӗнле те пулин пысӑк телейлӗ е хурлӑхлӑ ӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗҫнӗ.

Халӗ вӑл Микул-турӑ ҫине мӗнле пӑхкаланӑ тӑрӑх, паян унӑн савӑнмалли ӗҫех пулман курӑнать.

— Мӗнле, асатте, вӑлта ҫине яма аш илтӗн-и?

— Вӑлта валли аш?

Аслашшӗ Гаврик ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, унӑн сӑмси патнех пӗр груша тӑсса пачӗ.

— Ме аш. Ларт вӑлтасем ҫине, — терӗ.

Пирӗн святой-айвана спасибо кала. Пуҫҫап ӑна, ватӑ ухмаха, ҫурӑлса каясскере! Вӑл шултӑра бычоксене тытма пултарать. Пасарта пулӑ хакне хӑпартма унӑн вӑйӗ ҫук! Мӗн калӑр эсир, господинсем! Ҫавӑн пек бычоксемшӗн ҫӗрне вӑтӑр пус, — ӑҫта курнӑ ун пек япалана?

— Вӑтӑршар пус! — ахлатса ячӗ ача та.

— Вӑтӑршар пус, суятӑп пулсан, вырӑнтан та тапранам мар. Эпӗ ӑна: «ҫакӑн пек таваршӑн вӑтӑршар пус-и? Турӑран хӑра, мадам Стороженко!» тетӗп. Вӑл мана: «Пирӗн турӑ пасарти хака хутшӑнмасть. Пирӗн хамӑрӑн хаксем, туррӑн — хӑйӗн. Эсир килӗшместӗр пулсассӑн, жидсем патне кайӑр, ахӑрнех вӗсем пӗрер пус хаклӑрах парӗҫ, анчах мана сакӑрвунӑ пус парӑмна тӳлесе тат», терӗ. Курнӑ-и эсир ҫавӑн пек япала? Сурмалла мар-и ҫакӑншӑн унӑн чыссӑр куҫӗсем ҫине? Ҫапла вара, эпӗ чӑнах та унӑн куҫӗсем ҫинех суртӑм. Пӗтӗм пасар умӗнче хӑрамарӑм, ҫӑра сурчӑках сурса хутӑм. Таса хӗрес! Туллиех сурса хутӑм!

Ҫакна каланӑ чухне старик васкасах сӑхсӑхма пуҫларӗ.

Анчах суять вӑл. Паллах, вӑл никам куҫне те сурайман. Вӑл чӗтресе, шуралса ҫеҫ кайнӑ, вара васкаса пулӑсене хӑйӗн корзинкинчен мадам Стороженко корзинкине ывӑтса мӑкӑртатнӑ: «Илӗр те чыхӑнӑр! Ҫак бычоксенчен ҫурӑлса кайӑр!» — тенӗ вӑл.

Мадам Стороженко унӑн сӑмахӗсене итлемен те. Вӑл пулӑсене шутласа тӗрӗсленӗ, старике вуникӗ пус пӑхӑр укҫа панӑ та: «Татӑлтӑмӑр», — тесе кӗскен ҫеҫ каланӑ.

Старик укҫана илнӗ те, нимӗн тума пултарайман ҫиллипе тӳрех эрех лавкине чупса, хӗрлӗ пуҫлӑ ҫутӑ кӗленчеллӗ шкалик эрех илсе тухнӑ. Вӑл, сургучне акаци ҫумне юри туса хунӑ хыркӑч ҫинче тасатса, чӗтрекен аллисемпе хутпа чӗркенӗ пробкине персе кӑларнӑ.

Вӑл эрехе пӗр сывламасӑр ӗҫсе янӑ та, закуска вырӑнне ҫӳхе кӗленчене ҫапса салатнӑ. Кӗленчешӗн вӑл пӗр пус укҫа та илме пултарнӑччӗ.

Унтан вӑл киле кайнӑ. Ҫул ҫинче Гаврик валли патак ҫине тирнӗ конфетран тунӑ хӗрлӗ автан илнӗ. Уншӑн Гаврик халӗ те пӗчӗк ача ҫеҫ шутланнӑ-ха. Сывӑ мар матрос валли монастырьте пӗҫернӗ икӗ шурӑ йӳҫӗ пашалу илнӗ.

Юлашки укҫипе вӑл пӗр кӗрепенке ҫурӑ хура ҫӑкӑр илнӗ. Ҫул ҫинче те вӑл ҫилленсех пынӑ. Ҫилленнипе ӑҫта лекнӗ ҫавӑнта сурнӑ. Хӑйне ӑна мадам Стороженкӑн чыссӑр куҫӗсене сурнӑ пекех туйӑннӑ.

— Святой таса хӗрес! — терӗ вӑл Гаврик аллине конфет-автан тыттарса. Гаврик аслашшӗ ҫӑварӗнчен эрехӗн пылакрах шӑрши кӗнине туйрӗ. Привозри ҫынсенчен хуть хӑшӗнчен ыйтсан та, эпӗ унӑн чыссӑр куҫӗсем ҫине сурни ҫинчен калӗ. Эсӗ ачам, автана ҫи. Вӑл премӗк пекех.

Вара старик, чирлӗ матрос ҫинчен аса илчӗ те, ӑна пашалу парасшӑн пулчӗ.

— Ан тив ӑна, асатте. Вӑл халӗ кӑна ҫывӑрса кайрӗ. Кантӑр.

Аслашшӗ пашалусене минтер ҫине, матрос пуҫӗ вӗҫне хучӗ те шӑппӑн:

— Ссс! Ссс! Кантӑр-ха. Вӑрансан ҫийӗ. Ыраш ҫӑкӑрӗ юрамасть ӑна, унӑн хырӑмӗ ыратать пулас, пашалу ҫиме аптрамасть, — терӗ.

Пашалусем ҫине, унтан сывӑ мар матрос ҫине пӑхса, старик пуҫне сулчӗ те хӗрхеннӗ пек каларӗ:

— Ҫывӑрать, нимӗн те сисмест. Эх, матрос, санӑн ӗҫӳсем чаплах мар иккен.

Унтан кӗтессе пиншакне сарса канма выртрӗ.

Гаврик, пӳртрен тухса, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те алӑка хытӑ хупрӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтрах Ҫывӑхри Армансем текен вырӑна, аслӑ пиччӗшӗ Терентий патне кайма шут тытрӗ.

Ку шухӑш ун пуҫне сывӑ мар матрос аташнӑ вӑхӑтра «комитет» сӑмаха асӑннӑ чухнех пырса кӗнӗ. Комитет мӗн иккенне Гаврик лайӑхах пӗлеймен, анчах вӑл ку сӑмаха пиччӗш Терентий пӗрре асӑннине астунӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех