Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку хӗр пуҫне амӑшӗн тутӑрне куҫӗ таранах антарса ҫыхнӑ, пӗрмеллӗ, вӑрӑм юбка тата ҫанӑллӑ, ситцӑран кӗске ҫӗленӗ кофта тӑхӑннӑ.Эта девочка была в длинной сборчатой юбке и короткой ситцевой кофточке с пышными рукавами.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Куҫӗ лайӑх курайманнипе, вӑл темиҫе хутчен гуммиарабика тӳнтерсе янӑ, ҫав «киревсӗр япала» тӑвакансене темиҫе тӗрлӗ ылханнӑ, ку «ухмах ӗҫе» кӑмӑлламаннине темиҫе майлӑ палӑртнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ ӑна аллинчен туртрӑм та вӑл тӳрленсе тӑчӗ, пӳлӗме кӗрсен вара пичӗ улшӑнсах ҫитрӗ унӑн, пӗр тикӗс те хускалми пулса тӑчӗ, хӑрах куҫӗ ҫеҫ кӑшт чалӑштарса пӑхать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана епле иртсе кӗмеллине кӑтартрӗ, — йӑтӑнса аннӑ ҫӗртен пӗр тӑвӑр хӑма тӑрӑх кӗмелле иккен, — кӑштах вӑхӑт иртсен эпӗ ун амӑшӗпе сӑмахла пуҫларӑм, ӗшеннӗ карчӑк вӑл, куҫӗ пиҫсе хӗрелнӗ, малтанхи сӑмахранах вӑл тутар иккенне уйӑрса илтӗм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аллине усса, выран пӑтне ҫитсе пӗшкӗннӗ самантра унӑн куҫӗ ҫуттӑн йӑлтӑртатрӗ.Они сияли в ту минуту, когда, опустив руки и сгорбившись, он остановился подле постели.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хальхинче вӑл мана куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ, куҫӗ те ытла тӗлӗнмелле пек курӑнчӗ — темле, хӗпӗртенӗ пек, чарӑлнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ырханкка та шурӑхнӑ вӑл, хӑлхисем те, Петрушкӑнни пек, сарӑлса тӑраҫҫӗ, сулахай куҫӗ аяккинелле асӑрханса ҫеҫ пӑхать.Он был тощ и бледен, уши торчали, как у Петрушки, левый глаз осторожно косил.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Бомбӑсем ҫывӑхрах ҫурӑлса сирпӗнетчӗҫ, Максим Горький проспекчӗ тӑрӑх ҫав каҫхине чӳречесенче пӗр ҫӗмрӗлмен кантӑк куҫӗ юлмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Такам алли ӑна пӗрмай чӗтретет, аслати пек кӗмсӗртетет, пин-пин вут куҫӗ сиктерет.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Куҫӗ тулли куҫҫульччӗ унӑн, куҫҫульне минтер ҫумне шӑласшӑн пулса пуҫне ҫавӑрасшӑн тӑрӑшрӗ.У неё глаза были полны слёз, и она старалась повернуть голову, чтобы вытереть их о подушку.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑштах тӑрсан вӑл чӑнах та килчӗ — ҫухасӑрччӗ, куҫӗ хӗрелнӗ — тӑватӑ тетрадь илсе кӗчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑрах куҫӗ унӑн хупӑннӑ пекех пулчӗ, тепринпе чалӑштарса пӑхать — ун ҫине пӑхсан сехрӳ хӑпса тухӗ ҫав.Один глаз у него теперь был почти закрыт, а другим он косил – довольно страшная картина.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн куҫӗ те сасартӑк ялкӑшса илчӗ, васкаса ҫырнӑ май кӑранташӗ те хуҫӑлчӗ.У него вдруг заблестели глаза, он стал быстро записывать и даже сломал карандаш.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ячӗпе мухтаса каласан куҫӗ хӗн курнӑ чухнехи пек пӑха-пӑха илчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак тискер кайӑксен шӑрши вара Валькӑн куҫӗ, ҫӳҫӗ, сухалӗ валли юриех пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Ивановна, пӗр-пӗринпе уйӑрӑлнӑ чухне, пурин куҫӗ умӗнче мана чуптурӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тухтӑр Заполярьене чи малтанхи пӑрахутпа килнӗ-мӗн, хулана вара пӗтӗмӗшпех унӑн куҫӗ умӗнче туса лартнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кутузовӑн пӗччен куҫӗ экран ҫинчен чее пӑхать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашки сӑмахӗсем ҫинче вӑл кӑмӑллӑн йӑл кулса ячӗ, калӑн ҫав — авалхи тусӗ Бирюкова Устя унӑн куҫӗ умне, чиперех тухса тӑчӗ, тесе, вара ҫак калама ҫук лайӑх хӗр ача ҫинчен вӑл темӗскер ырӑ япала, хӑй анчах пӗлнине, аса илчӗ, тесе.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗн-мӗн ҫинчен ҫеҫ ыйтса тӗпчемест тетрадь: эпӗ ҫутӑ тӗнчере кама пуринчен ытларах юратни, ҫакӑ тетрадӗн хуҫинче, тӳрӗрех каласан — Тятюкра, мана мӗн-мӗн ытларах кӑмӑла кайни, — ку страница вара пӗтӗмӗшпех Тятюка мухтаса пӗтернипе тулса ларнӑ: ӑсӗ, илемӗ, куҫӗ, ҫӳҫӗ, савӑк кӑмӑлӗ, лайӑх характерӗ — пурте пур кунта.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950