Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмӑкӑм (тĕпĕ: йӑмӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет.

— Товарищи, во-первых, предлагаю выпить за молодую, — сказал я. — Хотя она мне сестра, но так как никому из гостей не приходит в голову, что нужно всё-таки за неё выпить, приходится этот тост предложить мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн йӑмӑкӑм Саня ҫак пӳлӗме пурӑнма куҫать.

Здесь снимает комнату моя сестра Саня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑмӑкӑм унта манӑн, — терӗм эпӗ.

Сестра.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Унта манӑн йӑмӑкӑм пурӑнать, эпӗ ӑна сакӑр ҫула яхӑн курмӑн.

 — Там живет моя сестра, которую я не видел около восьми лет.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн йӑмӑкӑм парӗ!

 — Моя сестра.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн калаҫатӑр, йӑмӑкӑм! — мӑйӑхне пӗтӗркелесе ответлет Расщепей.

— Что ты говоришь, сестренка? — говорил Расщепей, покручивая усы.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн тери лайӑх калатчӗ ҫав сӑмахсене манӑн йӑмӑкӑм.

И как хорошо, как непохоже говорила эти слова сестра!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кая юлнӑ ӗнтӗ, кая юлнӑ, йӑмӑкӑм

— Поздно, поздно, родная.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Манӑн та Люҫҫа ятлӑ йӑмӑкӑм ҫук.

И у меня нет сестрёнки Люси.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Йӑмӑкӑм, Валяна хамӑр патра илсе каятӑп.

- Сестренка, Валю заберу к себе домой.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

1943 ҫулхи кӗркунне амӑшӗпе Аня йӑмӑкӗ патне ҫыру янӑ: «Хаклӑ та юратнӑ ҫыннӑмсем, аннепе йӑмӑкӑм!

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Ырӑ кун, юратнӑ ҫыннӑмсем, аннемпе йӑмӑкӑм!

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Манӑн поэзи династийӗ /асатте Якку Якурӗ, атте Василий Велвокай, йӑмӑкӑм Альбина Любимова-Юрату, хӗрӗм Илемпи Бородкина, ывӑлӑм Рома Бородкин, мӑнукӑм Дима Константинов, йӑмӑк хӗрӗ Ольга Любимова, аппа хӗрӗ Людмила Николаева, тӗнчене вун-вун кӗнеке, пин-пин сӑвӑпа поэма, калав, пьеса, юрӑ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Йӑмӑкӑм Илона манран икӗ ҫул кӗҫӗн.

Сестренка Илона на два года младше меня.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

40. Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ; вӑл Ун патне пынӑ та каланӑ: Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ, тенӗ.

40. Марфа же заботилась о большом угощении и, подойдя, сказала: Господи! или Тебе нужды нет, что сестра моя одну меня оставила служить? скажи ей, чтобы помогла мне.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫывӑратӑп, анчах чӗрем сыхӑ тӑрать; акӑ савнӑ тусӑмӑн сасси илтӗнет, алӑкран шаккать вӑл: «йӑмӑкӑм, савниҫӗм, уҫсамччӗ, кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм! пуҫӑма ӗнтӗ сывлӑм сырчӗ, ҫӳҫӗм кӑтри каҫ нӳрӗкӗпе йӗпенчӗ».

2. Я сплю, а сердце мое бодрствует; вот, голос моего возлюбленного, который стучится: «отвори мне, сестра моя, возлюбленная моя, голубица моя, чистая моя! потому что голова моя вся покрыта росою, кудри мои - ночною влагою».

Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Килтӗм акӑ хамӑн пахчама, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм; ырӑ шӑршӑллӑ мирра тата техӗмлӗ курӑк татса пуҫтартӑм, караслӑ пылӑма та ҫирӗм, эрехӗмпе сӗтӗме те ӗҫсе тӑрантӑм.

1. Пришел я в сад мой, сестра моя, невеста; набрал мирры моей с ароматами моими, поел сотов моих с медом моим, напился вина моего с молоком моим.

Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.

12. Запертый сад - сестра моя, невеста, заключенный колодезь, запечатанный источник: 13. рассадники твои - сад с гранатовыми яблоками, с превосходными плодами, киперы с нардами, 14. нард и шафран, аир и корица со всякими благовонными деревами, мирра и алой со всякими лучшими ароматами; 15. садовый источник - колодезь живых вод и потоки с Ливана.

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, мӗнле ҫепӗҫ сан евӗкӳ! ачашлатӑн та — эрехрен ытларах ӳсӗртетӗн, эсӗ сӗрӗннӗ сӗрӗш шӑрши пур ырӑ шӑршӑран селӗмрех!

10. О, как любезны ласки твои, сестра моя, невеста! о, как много ласки твои лучше вина, и благовоние мастей твоих лучше всех ароматов!

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн.

9. Пленила ты сердце мое, сестра моя, невеста! пленила ты сердце мое одним взглядом очей твоих, одним ожерельем на шее твоей.

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех