Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чун ыратӑвӗ

Автор: Луиза Васильева

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хушнӑ: 2016.07.23 15:13

Пуплевӗш: 184; Сӑмах: 1430

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Липецк облаҫӗнчи Задонск хулинчи скверта скульптура ушкӑнӗ. 12 ачана пурнӑҫ парнеленӗ Мария Матвеевна Фролован тата вӑрҫа пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ сакӑр ывӑлӗн палӑкӗсем... Михаил, Дмитрий, Константин, Тихон, Василий, Леонид, Николай, Петр — пурте ашшӗ-амӑшне, хӑйсен ҫемйине, Тӑван ҫӗршыва юратнӑ, пысӑк шухӑшсемпе ҫунатланса пурӑннӑ. Анчах ылханлӑ вӑрҫӑ вӗсен ҫутӑ ӗмӗчӗсене самантрах татнӑ...

Мария Матвеевна мӑшӑрӗн-чен, Георгий Игнатьевичран, кӗҫӗнрех пулнӑ. Ӗҫчен те сатур, лавкка тытса тӑракан ҫамрӑк мӑнкун умӗн Мария патне пынӑ, качча тухма ыйтнӑ.

Фроловсен килӗнче ӑнланулӑх хуҫаланнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне чунтан юратнӑ. Мария Матвеевна уҫӑрах ҫанталӑкра урама тухсан Георгий Игнатьевич унӑн хулпуҫҫи ҫине фуфайка уртса янӑ. Ывӑнсан — урисене те ҫуса янӑ.

Ҫемьере ҫулсерен «ҫӗнӗ кайӑк» хутшӑнса пынӑ, вун икӗ ачана ҫурт тӑвӑрланса пынине сиссе ҫӗннине, хӑтлӑраххине, пысӑкраххине лартма ӗмӗтленнӗ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хунӑ вӗсене. Апла пулин те пӗчӗкшерӗн чул туянса картише купаласа пынӑ. Ҫав купа пӗчӗккӗн ӳссе пынӑ. Анчах пӗррехинче Задонск хулинче шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ, мӑнастир стенисем ишӗлнӗ. Фроловсем вара хӑйсен чулӗсене ҫав стенана хӑпартма панӑ.

Туслӑ ҫемье каҫсерен кӗнеке вуланӑ, ӑна сӳтсе-явнӑ. Гитарӑпа выляса юрӑ шӑрантарнӑ. «Сирӗн ачасем кӑмпасем пек хӑвӑрт ҫитӗнеҫҫӗ», — тенӗ кӳршӗсем Фроловсемшӗн хӗпӗртесе.

Георгий Игнатьевич вӑрҫӑ пуҫланнине курайман, таврана хӑрушӑ хыпар сарӑличчен пӗр уйӑх маларах ҫӗре кӗнӗ. Ҫакӑ ҫемьешӗн калама ҫук пысӑк хуйхӑ пулнӑ.

— Пурнӑҫ кустӑрми ҫапла ҫав, унран ниепле те иртме ҫук. Юрать ачамсем пӗчӗк мар, ура ҫине тӑчӗҫ, — тесе хӑйне час-час лӑплантарнӑ Мария Матвеевна куҫҫульне хытарса.

Ленинградра пурӑннӑ тӗпренчӗкӗсем. Вӑл тӑрӑха чи малтан вӑрҫӑчченех Михаил тухса кайнӑ. Ӑслӑ та лӑпкӑскер, шкулта лайӑх вӗреннӗ вӑл. Пултарулӑхне кура института ҫул тытнӑ. Унта та хастаррисенчен пӗри пулнӑ. Кӗнекесӗр пурӑнайман, час-час библиотекӑна ҫӳренӗ.

Ашшӗ вилнӗ вӑхӑтра вӑл подполковник званине тивӗҫнӗскер, тинӗспе ҫар академийӗнче преподавательте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхинех радиопа калаҫнӑ, пурне те Тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ. Хӑй вара ҫар пӑрахучӗпе ишнӗ. Пӗррехинче вӗсен пӑрахучӗ ҫине бомба «ҫумӑрӗ» тӑкнӑ тӑшман. Йывӑр аманнӑ Михаил Ленинградри госпитальте ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ. Ку усал хыпара тӑванӗсем малтанлӑха пӗлмен те, вӑл академире ҫаплипех лекци вулать тесе шухӑшланӑ.

Иккӗмӗш ывӑлӗ Дмитрий ачаранах тинӗспе «чирленӗ». Вӑл тинӗс флотне лекме ӗмӗтленнӗ. Пӗр кун та спортсӑр пурӑнман, шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ. Чӑн та, ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ, 1930 ҫулсен вӗҫӗнче карапсемпе тинӗс шывне касса ҫӳренӗ. Таҫта та пулса тем те курнӑ, килтисене унӑн каласа памалли чылай пухӑннӑ, анчах вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Тӑван тӑрӑха ҫитеймесӗрех Ленинградшӑн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи кӗркунне вӗсен пӑрахучӗ мина ҫинче сирпӗннӗ. Йывӑр аманнӑ виҫӗ моряк ҫеҫ сывӑ юлнӑ, вӗсенчен пӗри — Дмитрий Фролов. Хӑмаран ҫакланнӑскерсем, пулӑшуҫ ;ӑсем пырса ҫитиччен, сивӗ шывра чылайччен пулнӑ. Тухтӑрсем Дмитрий пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ. Сывалсан тӳрех фронта васканӑ вӑл. Хӗрӳ ҫапӑҫура каллех темиҫе хутчен йывӑр аманнӑ. Час-час госпитальте выртнӑ. Юлашкинчен нимӗҫ пульли унӑн пуҫне шӑтарса кӗнӗ. Тухтӑрсем пурпӗр ура ҫине тӑратнӑ. Анчах килне таврӑнсан сурансене пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ.

Фроловсен виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Константин та хастар ҫитӗннӗ. Пулӑшу ыйтаканран нихӑҫан та айккинчен пӑрӑнса иртмен. Пӗррехинче Дон юханшывра хӗрачасем путма пуҫланине асӑрханӑ. Шкулта вӗренекен Костя, шӑп ҫав вӑхӑт-ра ҫыран хӗррипе утса пынӑскер, ним шухӑшламасӑрах шыва сикнӗ. Иккӗшӗн пурнӑҫне те ҫӑлса хӑварнӑ.

Хастар арҫын ача ҫӗр ӗҫне мӗн тери юратнӑ! Хӑех тӗрлӗ тӗслӗ кӗлчечексем ӳстернӗ. Пахчари хӗрлӗ, сарӑ, шурӑ ҫеҫкесене иртен-ҫӳрен ытарайми пӑхнӑ. Костя ҫитӗнсен хӗрпе ҫӳреме тытӑннӑ, ун патне нихӑҫан та чечексӗр кайман каччӑ. Аллинчи хитре ҫеҫке ҫыххине ҫул ҫинче пурте ӑмсанса тинкернӗ.

Хӑйсен тӑрӑхӗнчи училищӗрен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пиччӗшӗсем патне Ленинграда ҫул тытнӑ. Институтра ӑс пухнӑ вӑхӑтрах ӗҫленӗ те вӑл. Кӗҫех авланнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхинех хӑй ирӗкӗпех фронта кайнӑ. Пӗррехинче мӑшӑрӗ патне шӑнкӑравланӑ.

— Эпӗ фронтран таврӑнтӑм! Телейлӗ кун! Мана кӗтме тух, поездпа ҫитетӗп, — тесе савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ.

Мӑшӑрӗ хӗпӗртенипе самантрах вокзала чупнӑ. Унти хӑрушӑ ӳкерчӗке курсан кӑшкӑрса макӑрнӑ. Нимӗҫсем сирпӗтнӗ пуйӑсра пурте вилнӗ...

Тӑваттӑмӗш ывӑлӗ, Тихон, вӑрҫӑччен аэроклуба ҫырӑннӑ. Фронтра шӑп та вӗҫев чаҫне лекнӗ. Ӑна яланах чи йывӑр заданисене пурнӑҫлама янӑ, темиҫе хутчен те аманнӑ. Килте пурӑнакан амӑшӗпе Аня йӑмӑкне час-часах аса илнӗ, вӗсем патне тӑтӑш ҫыру вӗҫтернӗ. «Ырӑ кун, юратнӑ ҫыннӑмсем, аннемпе йӑмӑкӑм! Ӗнер Тоня аппаран ҫыру илтӗм. Мишӑпа Нина вилнӗ-мӗн. Маншӑн ку тӗлӗнмелле хӑрушӑ хыпар пулчӗ. Йӑлтах, йӑлтах ирсӗр нимӗҫсем айӑплӑ! Ҫитменнине икӗ пӗчӗк ача хӑр тӑлӑха юлчӗҫ. Тупа тӑватӑп, эпир Мишӑн шӑллӗсем, фашиста тавӑратпӑрах! Пирӗн Леня та фронта кайнӑ иккен, савӑнатӑп ҫеҫ. Пирӗн пурин те пӗрле кар тӑрса нимӗҫсене ҫапса аркатмалла, ирсӗрсене Тӑван ҫӗршывран хӑваламалла».

1945 ҫулхине бомбежкӑна лекнӗ Тихон куҫӗсене ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Ӑна тӑванла масара пытарнӑ.

Василий та пиччӗшӗсем хыҫҫӑн Ленинграда ҫул тытнӑ. Заводра токарьте ӗҫленӗ. Фронта хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Килне янӑ ҫырӑвӗнче ҫакнашкал йӗркесем шӑрҫаланӑ: «Темӗн, тӑван тӑрӑха таврӑнасси пулмасть ахӑртнех... Йӑлтах ахӑр самана кунта. Ҫапах та эпир фрицсене парӑнас тӗллевлӗ мар, хӑйсенех шӑтӑк алттарса унта чӑмтарса хӑварӑпӑр. Эпӗ вилсен, маншӑн ыттисем Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларӗҫ. Сире ӑшшӑн ыталатӑп, чуптӑватӑп».

Николай пурнӑҫа ҫав тери юратнӑ. Амӑшне чунтан-чӗререн хисепленӗ. Йытӑсенчен питӗ хӑранӑ вӑл. Ара, вӑл вӑхӑтра хуҫасӑрскерсем ытла ӗрчесе кайнӑ-ҫке. Пӗррехинче амӑшӗ хула ҫывӑхӗнчи яла япалапа ҫимелли улӑштарма кайнӑ. Арҫын ача вара ӑна каҫ енне кӗтме тухнӑ. «Аннене йытӑсем ан ҫыртчӑр ҫеҫ», — тесе хӳме ҫумне тӗршӗнсе анлӑ ҫул еннелле тӗмсӗлсе пӑхнӑ.

Чаплӑ пулӑҫӑ пулнӑ вӑл. Пӗве хӗрринчен яланах тулли витрепе таврӑнаканскертен пурте тӗлӗннӗ.

— Епле-ха капла? Ара, ман вӑлтана кун чухлӗ мар, пӗрре те ҫакланмасть. Эсӗ авӑ мӗн тери пултаруллӑ, — тенӗ савӑт еннелле ӑмсануллӑн пӑхнӑ май.

Вӑрҫӑ тухиччен каччӑ Ленинградри заводра слесарьте ӗҫленӗ. Алли ылтӑн пулнӑ, ун патне канаш ыйтма инженерсем те пынӑ. Ахальтен мар хӑй тӗллӗн телевизорсем пуҫтарнӑ.

Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче кӗҫӗн командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрӳ ҫапӑҫура пӗрре мар йывӑр аманнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илнӗ вӑл, анчах ун хыҫҫӑн нумай пурӑнайман, ҫӗре кӗнӗ.

Леонида та пиччӗшӗсем пекех хастар пулнӑ. Ача чухне йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳксе хытӑ аманнӑ. 1941 ҫулхине Ленинградри заводра токарьте тӑрӑшнӑ. Хӑй ӗҫне питӗ лайӑх пӗлнӗскере пурте хисепленӗ. Директор та ҫамрӑка фронта каяс ӗмӗте пӑрахӑҫлама хушнӑ. «Паянхи кун заводра та ӑстасем кирлӗ. Унсӑрӑн тӑшмана парӑнтараймӑпӑр», — тенӗ ҫирӗппӗн. Анчах Леня унӑн сӑмахӗсене ӑша хывман, салтака илме ҫине-ҫине заявлени ҫырнӑ. Хӑй ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртетех яш. Ытти ҫамрӑкпа поезда ларса фронта кайнӑ. Ҫул ҫинче ӑна завод директорӗ янӑ телеграммӑна тыттарнӑ, хуҫа ӑна каялла таврӑнма йыхравланӑ. Ҫук, хӑй тӗлле вӗнчен пӑрӑнман Леня. «Пиччесемшӗн ирсӗрсене тавӑрмаллах! Вӑрҫа каятӑп», — тенӗ ҫирӗппӗн юлташӗсен умӗнче.

Нимӗҫсене пӗр шелсӗр тӗп тунӑ яш. Вут-ҫулӑм хирӗнчех танк юсанӑ, ытти салтаксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Пӗррехинче вара паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ...

Шкул вӑхӑтӗнчех Петр пиччӗшӗсем патне Ленинграда ҫитнӗ. Вӗсен ҫӑкӑрне ҫиес мар тесе хӑй те ӗҫе вырнаҫнӑ. Уроксем хыҫҫӑн тӳрех завода чупнӑ.

Вӑрҫӑра мотоциклпа ҫӳренӗ. Пӗр ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ, госпитале лекнӗ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ та каллех хӗрӳ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. 1943 ҫулхине ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ.

Эвакуациленӗ заводра ӗҫленӗ Алексея фронта яман. «Кунта та ӗҫлекен кирлӗ. Пурте вӑрҫа кайсан салтаксене кам пулӑшӗ?» — тенӗ. Чӑн та, вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Алексей заводра. Вӑрҫӑ чарӑнсан мӗн виличченех Хусанта пурӑннӑ.

Митрофан час-час чирленӗ, вилӗм-рен те аран ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа имшеркке ӳснӗ. Ҫапах та пӗр ҫулталӑк фрицсемпе ҫапӑҫнӑ, сывӑ юлнӑ... Унччен Ленинградра пурӑннӑскер час-час Задонск хулине амӑшӗ патне кайса ҫӳренӗ. «Пӗррехинче атте-анне килне пурте пӗрле пухӑнасчӗ, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларасчӗ», — ӗмӗтленнӗ ҫамрӑкскер. Шел, ҫутӑ ӗмӗтне хӑрушӑ вӑрҫӑ татнӑ...

Яшсен аппӑшӗ, Антонина, вӑрҫӑч-ченех Ленинградра пурӑннӑ. Шӑллӗсемшӗн амӑшӗ вырӑнӗнчех пулнӑ. Качча тухнӑскер пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Хӑрушӑ кунсенче эвакуациленмен, хуларах юлас тенӗ. 1943 ҫулхи кӗркунне амӑшӗпе Аня йӑмӑкӗ патне ҫыру янӑ: «Хаклӑ та юратнӑ ҫыннӑмсем, аннепе йӑмӑкӑм! Сирӗн пата ҫырманни чылай пулать. Ҫав тери хытӑ чирлерӗм. Ҫавӑн пекех хамӑн йывӑр пурнӑҫ пирки пӗлтерсе пӑшӑрхантарас килмерӗ. Ырри нимӗн те ҫук кунта. Хӑрушӑ пурӑнма! Нимӗҫсем никама шеллемеҫҫӗ, персе вӗлереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑх выҫӑ. Нимӗн те ҫимелли ҫук. Ир пуҫласа каҫчен ӗҫленӗрен Валерика садикрен киле илсе каяймастӑп. Унтах пурӑнать. Хам ҫиес апата ун патне йӑтатӑп. Мана курсан антӑхса макӑрать, пӗрле илсе кайма тархаслать. Мӗн тумаллине хам та пӗлместӗп. Вӑйлӑ чирлерӗ, ӳслӗкӗ халӗ те иртмест. Эх, пӗлетӗр-и, эпир унпа ҫӗрулми пирки ӗмӗтленетпӗр. Ара, ӑна ҫименни ҫулталӑк ҫурӑ та иртрӗ».

Ҫак ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн Антонинӑпа виҫҫӗри ывӑлӗ вырӑн ҫинчен те тӑрайми пулнӑ. Юрать, пӗр кунхине Тоньӑн ӗҫтешӗсем ун патне пынӑ, вӗсемех вилӗмрен ҫӑлнӑ. Каярах Мария Матвеевна хӗрӗ патне посылка янӑ. Ҫул ҫинче нумай тытӑннӑскер кая юлса ҫитнӗ Антонина патне. Панулмисем ҫӗрнӗ, ешчӗк хӗррисене йӗкехӳресем кӑшланӑ, шӑтӑкран кӗрпесем юхса тухнӑ... Куншӑн та ҫав тери хӗпӗртенӗ амӑшӗпе ачи. Пысӑк пулӑшу-ҫке.

Анна мӗн пӗчӗкрен явапӑлха туйса ӳснӗ, шкулта та лайӑх вӗреннӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче амӑшӗпе юнашар пулнӑ, пӗртӑванӗсен вилнӗ хучӗсене илмессерен татӑлса макӑрнӑ. Учительте ӗҫленӗскер пӗтӗм юратӑвне ачасене панӑ.

Мария Матвеена вӑрҫа пула вилнӗ ывӑлӗсене кунсерен аса илсе куҫҫульленӗ. Кашни тӗпренчӗкӗн ҫырӑвне пӑхмасӑр пӗлнӗ салтак амӑшӗ. Тепӗр чухне пӳрт умӗнчи сак ҫине тухса чылайччен ҫул еннелле пӑхса ларнӑ. Хӑй умӗнчен иртекен ача-пӑчана канфет-пӗремӗкпе сӑйланӑ. Е тата чӳречерен урамалла тӑтӑш тинкернӗ. «Ах, ҫынсене пӑхса тӑранаймастӑп. Мӗн тери хитрескерсем-ҫке вӗсем», — тенӗ Аньӑна.

Аня — Фроловсен чи кӗҫӗн ачи. Пиччӗшӗсем каласа хӑварнӑ сӑмаха асра тытса амӑшне пӑхса пурӑннӑ. «Аня, тархасшӑн, аннене упра. Текех ҫамрӑк мар, ҫитменнине вӑрҫӑ та сывлӑхне хавшатрӗ. Ӑна санӑн пӑхмалла пулать. Пӗччен ан хӑвар эсӗ ӑна — нихӑҫан та! Ӑнлансам, уншӑн чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри эсӗ пулатӑн», — тесе шӑрҫаланӑ Тихон хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче.

96 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ Мария Матвеевна. Аня вара 1993 ҫулта ҫӗре кӗнӗ...

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех