Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр ҫурт хапхи патне ҫитсессӗн, мана чӗнсе илчӗҫ.

В воротах нашего двора меня окликают.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускава хӳтӗлеме туркмен халӑхӗн чи лайӑх йӗкӗчӗсем кайнине, вӗсене Сталин хӑй чӗнсе илнине хӗрӳллӗн пӗлтерчӗ мана Курбан.

И долго еще пояснял мне Курбан, что пошли защищать Москву самые лучшие туркменские джигиты.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Витя чӗнсе те чӗнмест.

Витя отмалчивался.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ашшӗпе икӗ пиччӗшне унӑн фронтра, амӑшне тата Изьӑпа Соньӑна Астраханьти хурӑнташӗсем хӑйсем патне чӗнсе янӑ.

Его отец и два старших брата ушли на фронт, а мать с Изей и Соней вызвали к себе родственники в Астрахань.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман ӑна каялла чӗнсе илсе, темӗн чухлӗ лайӑх сӑмах калас килчӗ.

Мне захотелось вернуть Ромку и сказать ему что-нибудь очень хорошее.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня ӑна чӗнсе сӑмах хушать те, вӑл, ват ҫынсем пек, кулмасӑр-тумасӑр куҫлӑх айӗн ҫеҫ пӑхса илет, сасартӑк аллинчи купӑста пуҫӗ лаштах ҫӗрелле ӳкет.

Саня окликает её. Она по-стариковски, строго глядит на него из-под очков и вдруг беспомощно роняет кочан на землю:

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑпа ывӑлӗ те тата «наукӑллӑ няня» та ҫулахи вӑхӑта яланах Энскра ирттереҫҫӗ, Даша инке те пире кашни ҫырӑвӗнчех Энска пыма чӗнсе ярать, акӑ каятпӑр та ӗнтӗ эпир — ирхине ҫавӑн пирки калаҫса татӑлатпӑр, каҫхине эпӗ вагон патне ҫитсе тӑратӑп та Саньӑна вӑрҫатӑп, мӗншӗн тесен поезд тапраниччен пилӗк минут кӑна юлать, вӑл ҫаплах ҫук-ха, торт туянма кайнӑччӗ.

Петя с сыном и «научной няней» проводят в Энске каждое лето. В каждом письме тётя Даша зовёт нас в Энск. И вот мы едем наконец. Утром решаем, а вечером я стою у вагона и ругаю Саню, потому что до отхода поезда осталось не больше пяти минут, а его ещё нет — поехал за тортом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку хут — Гитлерӑн ҫар пуҫлӑхӗсем Мускав ҫыннисене чӗнсе калани.

Это было обращение гитлеровского командования к москвичам.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Башкирски геологически управлени мана Арктически института ӗҫлеме пӗр ҫуллӑха командировка пачӗ, В. профессор мана чӗнсе илчӗ те унпа эпир анлӑ широтари экспедицийӗн геологиллӗ задачи ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе калаҫрӑмӑр, питӗм хӗрелесси те сахалах пулмарӗ, мӗншӗн тесен Инҫетри Ҫурҫӗрӗн геологине ун чухне эпӗ нимӗн те пӗлместӗм-ха.

Башкирское геологическое управление прислало мне командировку на год в распоряжение Арктического института, профессор В. вызвал меня, и мы подробно обсудили геологическую задачу высокоширотной экспедиции, причём я порядочно «плавала», потому что в геологии Крайнего Севера тогда ещё ничего не понимала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вальӑпа Кира иккӗшӗ те мансӑр вӗсен килйышлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫас ҫук терӗҫ те, Александра Дмитриевна та хама вӑрттӑн чӗнсе илсе: халӗ ӗнтӗ эпӗ те каятӑп, терӗ, мӗншӗн тесен эпӗ кунта «мӗнле пулсан та ҫав кӗмӗл тӗслӗ тилӗсене пӳлсе тӑраканни» пулнӑ имӗш, Валя ӑна мансӑр йӑлтах пӗтерет ӗнтӗ терӗ, эпӗ ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, хваттер илсенех куҫса кайрӑм.

Хотя Валя с Кирой в один голос заявили, что без меня из семейной жизни у них ничего не выйдет, а Александра Дмитриевна добавила, отведя меня в сторону, что теперь и она уйдёт, потому что я была «всё-таки каким-то громоотводом для чёрно-бурых лисиц» и без меня Валя заговорит её до смерти, я всё же решила не оставаться и, получив комнату, сразу же переехала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ӑна ман ҫинчен мӗн каласа кӑтартнине пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах вӑл мана телефонпа чӗнсе илчӗ те, тахҫан палланӑ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫма тытӑнчӗ.

Не знаю, что Саня рассказывал ему обо мне, но он позвонил и сразу стал говорить со мной, как со старой знакомой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан «Литературнӑй газетӑран» чӗнсе илчӗҫ, мӗнле Григорьев — писатель мар-и, терӗҫ.

Потом позвонили из «Литературной газеты» и спросили, какой Григорьев — не писатель ли?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иккӗмӗш акт пуҫлансан, чӗнсе кӗртӗп-ха эп ӑна, — терӗ вӑл Кораблева такам пирки.

— Я его позову, когда начнётся второй акт, — загадочно сказал он Кораблёву.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Аха, ӑнлантӑм, — шухӑшларӑм эпӗ каллех, — Николай Антоныч мана сан урлӑ чӗнсе янӑ иккен, ҫав ӗҫ пирки калаҫасшӑн ӗнтӗ.

«Ага, понятно, — подумал я снова. — Николай Антоныч поручил тебе свести нас, чтобы поговорить об этом деле.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас.

В эту минуту Лури выглянул из кабины и окликнул меня, и я что-то ответил ему очень издалека, из того далёкого мира, в который меня внезапно перенесла эта вещь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тухтӑра хам пата чӗнсе илтӗм те ненецсене пӗр ҫӗре пуҫтарма хушрӑм…

Я подозвал доктора и попросил его собрать ненцев…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тухтӑр, эпӗ сире пӗр чирлӗ ҫын патне чӗнсе пӑхасшӑн, — терӗм эпӗ хӑвӑрттӑн.

— Доктор, я хочу пригласить вас к больному, — сказал я быстро.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте кула-кула профессора сырса илчӗҫ, Саня вара ҫав вӑхӑтра мана шӑппӑн кӑна чӗнсе илчӗ, эпир кухньӑна тухрӑмӑр.

Все с хохотом окружили его, а Саня тихонько поманила меня, и мы вышли на кухню.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Темӗнле судовладелец тинӗсе тухса каяс умӗн командӑна чӗнсе илнӗ, радиотелеграфа ҫав тӗри хӗнпе кӑна тупаҫҫӗ, ӑна та радист пулман пирки хӑварма тӳрӗ килет, тем те пулнӑ унта.

 — Какой-то судовладелец снял команду перед выходом в море, с большим трудом достали радиотелеграф, и его пришлось оставить, потому что не достали радиста, и еще что-то, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна пӗрле Геологи музейне кайса курма чӗнсе пӑхасшӑнччӗ (ун чухне эпӗ вожатӑйчӗ, манӑн ачасем ҫав музее кайса курас терӗҫ).

Я хотел попросить его пойти с нами в Геологический музей (я был тогда вожатым, и мои ребята просили показать им этот музей).

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех