Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яков Лукичӑн ывӑҫ тупанӗнче ӑшӑнса йӗпеннӗ йӗлме пуртӑ аврине Половцев хӑйӗн кӗске кӗрӗкӗ айне, шалавар пиҫиххийӗ хушшине хӗстерчӗ, кӗрӗк ҫухине тӑратрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Каҫ ӑшӑнса, ҫемҫелсех пырать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кӑнтӑрла ӑшӑнса юлнӑ тӑпра ҫӗрле те сивӗнмест.Дни стояли сухие, жаркие, и даже вечером земля хранила дневное тепло.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Календарь кӑтартнӑ пекех, март уйӑхӗнче ҫуркунне ҫитет, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнать, ҫӗр ӑшӑнса пӑспа мӑкӑрланма пуҫлать; хресчен кӗрӗк пиншакне хывса, кӗпе вӗҫҫӗн урама тухать, вара аллисене куҫӗ тӗлне тытать те чылайччен хӗвел ҫине савӑнса пӑхать, киленсе кайсах хулпуҫҫине сиктеркелет; унтан кулленхи ӗҫе хатӗрленсе, ӳпӗнтерсе хунӑ урапине пӗр туртинчен е тепӗр туртинчен тытса туртать, е сухапуҫне пӑхса тухса, урипе тапса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑшӑнса ҫитнӗ-ҫитменех, тыттарма пуҫларӑм: казаксем пирӗн отряда аркатрӗҫ те, эпӗ, барабанҫӑ Мишель, аран вӑрман урлӑ тарса хӑтӑлтӑм, тетӗп.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл пӑлханнӑ чух е шыв лечебницинчен ӑшӑнса хӗрелсе таврӑнсан, ҫав ҫӗвӗксем ӑна пачах та илемсӗрлетсе янӑ, вара ҫавӑн пек минутсенче хӑйне тӗкӗр ҫинче курсан, Гвоздев макӑрса яма та хатӗрех пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камышинра пылчӑкпа епресе кайнӑ тротуарсем ҫуммипе, урама сарнӑ йӑлтӑртатакан чулсем тӑрӑх пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ, ӑшӑнса ирӗлнӗ ҫӗр шӑрши, нӳрлӗхпе лаша тислӗке шӑрши кӗрет.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑр хӗвелӗ пуҫ ҫинчех ҫутатса тӑрать, смалапа хыр лӑссисен шӑрши кӗрет, ирӗлекен юр нӳрекӗ ҫапать, таҫта ҫӳлте, ӑшӑнса ҫитмен ҫӗртен инҫетре, каҫса кайсах тӑри хӑйӗн пӗр евӗрлӗ ҫӑмӑл юррине шӑратать.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та ку шӑршӑ Алексейшӗн ниме те пӗлтермерӗ, мӗншӗн тесен хырӑмӗ тӑранчӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ ӑшӑнса кайрӗ, ҫывӑрас килекен пулчӗ!
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ куҫ курми тӗттӗмре, лутӑркаса пӗтернӗ ваннӑ урисем тӳсми ыратнӑран, вӑл вутӑ шырама каймалӑх та вӑй тупаймарӗ, ҫамрӑк хырсем хушшинчи чӑтлӑха кӗрсе кайрӗ те пӗр йывӑҫ айне хутланса ларчӗ, аллисемпе ыталаса тытнӑ чӗркуҫҫисем хушшине пуҫне пытарчӗ, вара, хӑйӗн сывлӑшӗпе ӑшӑнса, лӑпкӑ та ырӑ канлӗхпе киленнӗ май тӗлӗрсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл кӑштах хуралнӑ тата ӑшӑнса кайнӑ пушӑ снаряд гильзине тытрӗ, ӑна аяккалла илсе кайса ытти пушӑ гильзӑсен купи ҫине хучӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ытти енчен блиндаж вырӑссем пурӑннӑ тӗслӗ пулса ҫитнӗ ӗнтӗ: вырӑс артиллерисчӗсен шинелӗсемпе, попонӑсемпе, палаткӑсемпе пӗр хутламасӑр витнӗ койкӑсен пуҫӗнче симӗс михӗсем тӑнӑ, вӗсене таса алшӑллисемпе витнӗ, кӑмака ҫинче чаплӑ пӑхӑр чейник ӑшӑнса тӑнӑ, «Суворовский натиск» хаҫатсемпе витнӗ сӗтел ҫинче, пысӑк ҫӑкӑрпа юнашар, йывӑҫ кашӑксем йӗрккеллӗн выртнӑ, кружкӑсем тӑнӑ, лайӑх тасатнӑ, ҫиелтен ҫупа сӗрнӗ вырӑс хӗҫ-пӑшалӗ кӗтессенче симӗс шлемсем айӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл судья пек ҫӳлтен ҫеҫ пӑхса кулнипе шкула ҫутатса, хӑйӗн чаплӑлӑхӗпе ӑшӑнса ларать тейӗн, мӗншӗн тесен вӑл та хӑйне майлӑ «мухтанать».
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӳрчӗ ҫунса кайтӑр та — ӑшӑнса юлар, теҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Кӗрхи калча юр айӗнче ӑшӑнса хӗл каҫать теҫҫӗ, — каллех пырса кӗрет пуҫа шухӑш. — Ӑна нихҫан та тӑм илмест-ҫке.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ытлашшипех ӑшӑнса кайнӑ кухньӑна уҫӑлтарас шухӑшпа вӑл чӳречене яриех уҫса ячӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
25. Симон Петр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун чухне сивӗ пулнӑ, чурасемпе тарҫӑсем вут хурса ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ; Петр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та, 67. Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.