Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 13 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.02 00:49

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 591

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Малалла шума йывӑрланчӗ. Чӗтрекен алӑсем, кӗлетке йывӑрӑшне йӑтса пыма пултараймасӑр, хуҫлана-хуҫлана анаҫҫӗ. Темиҫе хутчен те вӑл пичӗпе ирӗлекен юр ҫине тӑрӑнчӗ. Ҫӗр хӑй ҫумнелле туртакан вӑйне темиҫе хут та ӳстернӗ пекех туйӑнчӗ. Ҫав вӑя ниепле те ҫӗнтерме ҫук. Кӑштах та, ҫур сехет те пулин, выртса канасах килет. Анчах Алексей паян малаллах туртӑннӑ. Ал-урана ҫыхлантаракан ӗшенчӗклӗхе ҫӗнтерсе, шунӑҫем шунӑ вӑл, ӳкнӗ, — ҫӗкленнӗ те каллех малалла шунӑ, суранӗсем ыратнине те, хырӑмӗ выҫнине те туйман, тупӑ-пӑшал сассисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтмен. Ал тупанӗсем ҫинче туртӑшса пыма вӑй пӗтсен, чавсисем ҫинче шума пикеннӗ. Анчах та капла шума питӗ кансӗр пулнӑ. Вара вӑл тӑсӑлса выртнӑ та чавсисемпе хирӗнсе йӑванма тытӑннӑ. Пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине йӑванса пыма нумай вӑях кирлӗ пулман. Анчах та капла йӑваннипе пуҫ ҫаврӑннӑ, кашни минутрах тӑн-пуҫ пӑтрашса кайнӑ, ҫавӑнпа та час-часах тӑн кӗриччен канса лармалла пулнӑ.

Вӑрман сайраланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн уҫланкӑсем курӑннӑ. Юр ҫинче хӗллехи ҫул йӗрӗсем палӑрнӑ. Алексей халӗ ӗнтӗ хамӑрӑннисем патне ҫитессе-ҫитмессе шутламан, вӑл хӑйӗн шӑмшакӗ хускалма пултарнӑ таран шуса е йӑванса пыма хатӗррине ҫеҫ лайӑх пӗлнӗ. Халран кайнипе хушӑран тӑнне ҫухатсан та, аллисем унӑн хӑйсен ӗҫнех тунӑ, ҫакна пула вӑл тупӑ сассисем илтӗннӗ ҫӗрелле — хӗвелтухӑҫнеллех йӑваннӑ.

Алексей ҫак ҫӗре мӗнле ирттернине те, тепӗр ирхине малалла мӗн чухлӗ шунине те астуман. Ун пуҫӗнчи шухӑшсем йӑлтах асаплӑ манӑҫлӑхпа пӑтрашӑнса кайнӑ. Ҫула картласа тӑракан япаласем ҫеҫ асра тӑрса юлнӑ: касса янӑ хырӑн ылтӑн вулли ҫутӑ сухӑр юхтарса выртнӑ, пӗрене купи, пур ҫӗрте те пӑчкӑ кӗрпипе сава турпассисем сапаланса выртнӑ тата сӑйлӑ-сӑйлӑ тунката куҫа курӑннӑ. Сасартӑк ҫывӑхрах илтӗннӗ сасӑ унӑн тӑнне уҫса ячӗ. Алексей ларчӗ те йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Йӗри-тавра касса ҫаратнӑ вӑрман: касса янӑ йывӑҫсемпе пӗренесем урлӑ-пирлӗ выртаҫҫӗ, вутӑ куписем курӑнаҫҫӗ. Кӑнтӑр хӗвелӗ пуҫ ҫинчех ҫутатса тӑрать, смалапа хыр лӑссисен шӑрши кӗрет, ирӗлекен юр нӳрекӗ ҫапать, таҫта ҫӳлте, ӑшӑнса ҫитмен ҫӗртен инҫетре, каҫса кайсах тӑри хӑйӗн пӗр евӗрлӗ ҫӑмӑл юррине шӑратать.

Темрен шикленсе, Алексей каснӑ вӑрман уҫланкине тинкерсе сӑнарӗ. Йывӑҫсене халӗ ҫеҫ касса янӑ пулас, иртмен туратсен лӑсси шанса сарӑхма та ӗлкӗреймен-ха. Каснӑ хырсенчен сухӑр тумласа тӑрать, сывлӑша пур ҫӗрте те выртакан турпас шӑрши сарӑлнӑ. Ку вӑрманта этем пурри сисӗнет. Тен, кунта нимӗҫсем блиндажсем тума йывӑҫ касса хатӗрленӗ пуль. Апла пулсан, кунтан хӑвӑртрах шӑвӑнас пулать. Вӑрман касакансем кӗҫ-вӗҫ килсе тухма пултараҫҫӗ. Анчах та лутӑрканнӑ шӑмшак чул пекех хытса ларнӑ, хусканма та вӑй ҫитмест.

Малалла шумалла-и? Ҫук, вӑрманта пурӑнса ирттернӗ хушӑра умри хӑрушлӑха туйма вӗреннӗскер, вӑл хӑй тӗллӗнех темрен асӑрханчӗ. Вӑл никама та курмасть-ха, анчах та ҫак вӑхӑтрах хӑйне такам хыттӑн тинкерсе сӑнанине тискер кайӑк сисӗмӗпе туять. Кам пулӗ-ши? Вӑрман шӑпах, уҫланкӑ ҫинче тӑри юрри янрать, улатаккасем йывӑҫ вуллине шаккаҫҫӗ, касса янӑ хырсен усӑннӑ тураттисем хушшинче вӗҫкелесе кӑсӑясем ҫилессӗн чӗнклетеҫҫӗ. Ҫапах та такам хӑйне вӑрттӑн сӑнанине Алексей пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе сисет.

Турат шатлатса хуҫӑлчӗ. Алексей сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫилпе хумханакан ҫамрӑк хырсем хушшинче, пӗр тӗлте, темиҫе турат уйрӑмӑнах хытӑ хускалнине асӑрхарӗ. Ҫавӑнтанах шиклӗн пӑшӑлтатни. этем пӑшӑлтатни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Пӗр кунхине йытӑпа тӗл пулнӑ чухнехи пекех, ҫӳҫӗсем вирелле тӑнине туйрӗ вӑл.

Алексей тутӑхса, тусанланса ларнӑ пистолетне хӗвӗнчен туртса кӑларчӗ, икӗ аллипе те тӑрмашса курока каялла туртса лартрӗ. Курок шатлатса илсенех, хырсем хыҫӗнче такам каялла чакнӑ пек туйӑнчӗ, йывӑҫ тураттисем чӳхенсе илчӗҫ те тавралӑх каллех шӑпланчӗ.

«Мӗн-ши ку — тискер кайӑк-и е этем-и?» — шутларӗ Алексей, ҫав самантрах тӗмӗсем хушшинчен те такам иккӗленсе: «ҫынах-ши?» тенӗ пек илтӗнчӗ ӑна. Мӗн ку, вӑрманта янраса кайнӑ сасӑ ҫеҫ-и, е чӑнах та унта такам вырӑсла калаҫать-ши? Вырӑс сӑмахне илтнипе вӑл ӑсран каяс пекех савӑнчӗ. Тӗмӗсем хыҫӗнче кам пулнине те пӗлесшӗн пулмарӗ, — тус-и, тӑшман-и вӑл — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, сасӑ илтӗннӗ еннелле мӗнпур пӗвӗпе ыткӑнчӗ те ҫавӑнтах, касса янӑ йывӑҫ пек, йынӑшса ҫӗре персе анчӗ, пистолечӗ юр ҫине ӳкрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех