Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лӑсканчӑк вӗҫлӗ хура пӗлӗтсем сулахайра ҫӳлелле ҫӗкленме тытӑнчӗҫ ӗнтӗ, вӗсенчен пӗри, пӳрнеллӗ ал лаппи пек курӑнаканни, уйӑх еннелле туртӑнать.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах йӑваш та именекен Рада студента тӳррӗн татса сивӗтме хӑюлӑх ҫитереймерӗ, пултӑклӑн курӑнакан ҫын чун хавалӗпе ҫапла туртӑнать пуль тетӗн те, ун пек ҫынна ҫурта кӗртес мар теместӗн-ҫке.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Мӑнастир ҫаранне кайса пӑшал перекен ҫил хӑвансен айванлӑхӗнчен тӗлӗнместӗп-ха эпӗ, вӗсем тем те аташма пултарӗҫ, — тесе пуҫларӗ Марко бай, — хӑшӗн-пӗрин ав сухалӗ кӑвакарнӑ, хӑй ҫапах унталла туртӑнать, ҫавӑн йышшисем тӗлӗнтереҫҫӗ мана; мӗнле шӑна сӑхнӑ-тӑр, шуйттанӗ те пӗлсе пӗтерес ҫук…
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн ырханкка хул пуҫҫийӗсем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ, сӑмса тутри чӑмӑртаса тытнӑ алли кулнипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне шӑлма туртӑнать.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Калчан шӗп-шӗвӗр вӗҫлӗ сӑнни, ачаш та тӗрексӗрскер, хӗвел шӑрши кӗрекен ӑшӑ, кӑпка тӑпра муклашкисем айӗнче шанса кайса выртать, ҫутӑ патнелле туртӑнать, анчах нӳрлӗхӗ пӗтнӗ, куштӑркаса кайнӑ тӑпран ҫиелти сийне ниепле те шӑтарса тухаймасть.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗр тӗмисем ҫинче ӑшӑ ҫуратнӑ ӑрша йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса вӗлтӗртетсе вылять; чечен курӑк ҫулҫин шӗп-шӗвӗркке ешӗл сӑнни, иртнӗ ҫулхи хӑрнӑ курӑк тунисене сире-сире, хӗвел патнелле кармашса туртӑнать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑнтан варах ӗнтӗ есаул Половцев ӑшша туртӑнать, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнса ҫӳреме юратать…С той-то поры есаул Половцев и тяготеет к теплу, к теплой валяной обуви…
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӑлтӑрти ҫутӑпа анранӑ ҫын кӗтӗвӗ ҫаплах, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ пек, пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа тӑракан хускалми кӳлӗ пек, ҫутӑ енне туртӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Эпӗ каллех шыв кӳлленчӗкне кӗтӗм те юрлакан хӗрарӑма хул айӗнчен ҫӗклесе, хыҫран чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, хӳме патне илсе тухрӑм; вӑл каялла туртӑнать, аллисене сулкаласа кӑшкӑрать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ху стаканӑн ҫуррине ӗҫсе яраймастӑн, ун патнелле тепӗр алӑ туртӑнать те…Не успеешь допить свой стакан до половины, а к нему уже потянулась новая рука…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Ак килтӗр-ха вӑл кунта, эпӗ ӑна тӳрех: «Манне туртса пӑхӑр-ха. Тапакӗ-амакӗ, сарай хыҫне кам акӗ, туртсан тута ҫӳхелет, курсан куҫ-пуҫ алчӑрать. Ӗмсен — ӗнсе ҫӳхелет, ҫӑтсан — ҫӑтмах курӑнать, ҫӑтмасӑрах туртӑнать», — теме те пултарӑп.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Илья Ильич пӗр пар лаша та туянчӗ, анчах, хӑй асӑрхануллӑ пулнӑран, лашисем юлхав: пушӑпа виҫӗ хут ҫапсан тин крыльца патӗнчен тапранаҫҫӗ; пӗрре-иккӗ ҫапсан, пӗр лаши, сулӑнать те аяккалла туртӑнать, унтан иккӗмӗш лаши сулӑнать те аяккалла туртӑнать, вара, мӑйӗсене, ҫурӑмӗсене, хӳрисене тӑсса, иккӗшӗ те харӑс тапранаҫҫӗ те пуҫӗсене сулласа чупаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑл мана юратать, ун кӑмӑлӗ ман еннелле туртӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах пӑхатӑн, ирхи вӑхӑт иртрӗ, кун каҫ еннелле сулӑнать, унпа пӗрлех Обломовӑн хавшанӑ вӑйӗ те канма туртӑнать; ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗ лӑпланать, пуҫӗнчи шухӑшӗсем сирӗлеҫҫӗ, юнӗ те майӗпен тапма пуҫлать, Обломов лӑпкӑн, шухӑша кайса, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртать те чӳрече ҫине, пӗлӗт ҫине хурлӑхлӑн пӑхма пуҫлать, такамӑн тӑватӑ хутлӑ ҫурчӗ хыҫне мӑнаҫлӑн анакан хӗвеле хурлӑхлӑн пӑхса ӑсатать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Машина ӗҫленипе кӑштах чӗтренсе тӑракан пӑрахут сӑмсипе хумсене касса малаллах туртӑнать.А пароход, сотрясаемый машиной, все идет вперед, уверенно рассекая носом волны.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Дюльдяль ӑслӑ куҫӗсене хуҫи ҫинчен ямасть, Амед ӑҫта каять — унталла туртӑнать, канӑҫсӑр кукалет, сарлака сӑмса ҫунаттисене чӗтрентерсе сывлать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Курбан, пӑртак тӑхтаса, икӗ кулӑйла кавалерист енне витер пӑхса илчӗ те малалла пуҫларӗ: «Савни чун савнийӗ патне туртӑнать, тӗнче законӗ ҫапла курӑнать».
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗтӗм халӑх, кашниннех ӑна мӗн те пулин каласа памалли пур пекех, ун патнелле туртӑнать.Весь этот народ как бы стремился к нему, точно каждому хотелось о чем-нибудь ему рассказать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951