Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нуша сăмах пирĕн базăра пур.
нуша (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пысӑк вырӑнта ларакан чиновниксен ачисемшӗн ҫеҫ хӑрушӑ мар, ҫӗр ҫинче е завод-фабрикӑсенче ӗҫлекенсен ҫемйисенче ҫураса ӳснисемшӗн аслӑ пӗлӳ илесси чӗр нуша.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл хӑйӗн ырӑ ятне ҫирӗп упраса усрать, ҫав ырӑ ята вӑл нуша, вӑрҫӑсем, революци витӗр илсе тухнӑ…

Он дорожил своим честным именем, которое пронес через нужду, войны, революцию…

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Кӗтмен ҫӗртен нуша килсе тухрӗ.

— Пришла беда, откуда не ждали.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Вӑл нумай нуша курнӑ, теҫҫӗ ҫынсем.

Люди говорят, что хватил он немало горя.

V // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.

Вӑл яла тахҫанах тата инҫетрен килнӗ, апла пулсан та, ҫак старик нумай нуша тӳссе ирттернине ҫынсем часах ӑнланса илнӗ.

Он пришел на село давно, издалека, но люди сразу поняли, что этот человек немало хватил горя.

I // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.

— Унсӑр пуҫне тата, — пӳлсе хучӗ Базаров, — мӗн нуша вара пуринчен ытларах хамӑртан килмен малашнехи пурӑнӑҫ ҫинчен калаҫма тата шухӑшлама?

— Да и кроме того, — перебил Базаров, — что за охота говорить и думать о будущем, которое большею частью не от нас зависит?

XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑл ҫак сӑмахсене питӗ тӗрӗс, чӑн Парижри шукӑллӗхпе калать, ҫав вӑхӑтрах «si j`avais» вырӑнне «si j`aurais» «непременно» теес вырӑнне «absolument» тесе хурать: пӗр сӑмахпа каласан, французсем пирӗнешкел калаҫакансене эпир вӗсем чӗлхипе ангелсем пек «comme des anges» калаҫатпӑр тесе ӗнентерме нуша ҫук чухне, великорусла-французла чӗлхепе калаҫать.

Он произносил эти слова в совершенстве, с настоящим парижским шиком,и в то же время говорил «si j’aurais» вместо «si j’avais», «absolument» в смысле: «непременно», словом, выражался на том великорусско-французском наречии, над которым так смеются французы, когда они не имеют нужды уверять нашу братью, что мы говорим на их языке, как ангелы, «comme des anges».

XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Нуша-ҫке, Фома Кузьмич, нуша пӗтерет… ярсам!

Нужда, Фома Кузьмич, нужда, как есть того… отпусти!

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

— Ку ырлӑхшӑн нуша курмалла пулӗ-и-ха… — тет ман тете хӗрӗ.

— За такую благодать, может, придётся ещё помучиться, — говорит дочка моего дяди.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Вӗсемшӗн халь, ҫав йӗксӗксемшӗн, нуша тӳсетпӗр, хӑйсем пур…

За них же, сволочей, страдаем, а они…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халлӗхе ҫук пирӗн ун пек нуша.

Пока нужды нету.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нуша вӑл — тӑван анне мар та, ҫавах ҫынсене тӑванлаштарать…

— Нужда — не родная матушка, а людей роднит…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗнле кӑна нуша тӳсмест пуль халӑх — калама май ҫук!

Какую нужду народ трепает, и не расскажешь!

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗрне ҫеҫ ҫисе пӑхнӑ ҫав вӑл, ыттине нуша суттарнӑ.

Лишь одну попробовал, больше — нужда не велит.

Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.

Мӗншӗн-ха, апла-тӑк, ӑна операципе тепӗр хут нуша кӑтартас? — калаҫса илчӗ Горюнов.

Зачем его дополнительно мучить операцией? говорил Горюнов.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.

Но изредка, опустив глаза и ощущая на ресницах приятный пощипывающий холодок инея, она улыбалась тому, что так неожиданно и странно сбылась давно пленившая ее мечта — уехать с Григорием куда-нибудь подальше от Татарского, от родной и проклятой стороны, где так много она перестрадала, где полжизни промучилась с нелюбимым мужем, где все для нее было исполнено неумолчных и тягостных воспоминаний.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иксӗмӗр ҫеҫ пулас-тӑк, ним нуша та пӗлместӗмӗрччӗ! —

То бы мы одни и нужды не знали! —

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫури те ҫура темелӗх ҫукчӗ те-ха, нуша кӑначчӗ унпа…

— Он и поросенок-то был так, одно горе…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нуша пирӗншӗн юрлать!

Нужда за нас поет!

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑх ӗнтӗ, нуша килнӗ!..

Неволя ее заставила!..

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех