Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIV

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 09:23

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1199

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Темиҫе кунран губернатор патӗнче бал пулчӗ. Матвей Ильич «уяври чӑн герой» пулчӗ. Губернири предводитель пурне те хӑй губернатора кӑмӑл тунипе хӑнана килни ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрерӗ; губернатор балра та, хускалмасӑр ларнӑ чухне те «хушусем» парса ларчӗ. Матвей Ильичӑн ҫынсемпе калаҫнӑ чухнехи ҫемҫелӗхӗ пысӑк чыслӑхӗпе кӑна танлашма пултарнӑ. Вӑл пурне те ачашлать — пӗрне йӗрӗнсерех, теприне кӑмӑллӑнтарах; дамӑсем умӗнче «en vrai chevalier fransais» пек чӗвӗлтетет, шултӑра, янӑравлӑ ҫапах та лӑпкӑ, сановнике килӗшӳллӗ кулӑпа пӗр чарӑнми кулать. Вӑт Аркадие ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ те «шӑллӑм» терӗ, кивӗрех фрак тӑхӑннӑ Базарова пичӗ урлӑ сапаланчӑклӑн та хисеплӗн пӑхса тата ӑнланмалла мар, ҫапах кӑмӑллӑн «эпӗ»… тата «ҫҫма» тесе мӑкӑртатса ӑнланмалла мар темӗскер каласа кӑмӑл турӗ. Ситникова пӳрнине пачӗ те, пуҫне тепӗр енне пӑрса ӑшшӑн кулчӗ. Кукшинӑна та — бала нимӗнле кринолинсӑрах, вараланчӑк перчетке тӑхӑнса, анчах та ҫӳҫӗсем ҫине рай-кайӑкӗ лартса пынӑскере, — вӑл «enchante» терӗ. Халӑх темӗн чухлех, кавалерсем ҫителӗклӗ. Штатскисем нумайӑшӗ стена ҫумӗнче хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, ҫар ҫыннисем вара тӑрӑшсах ташлаҫҫӗ; пуринчен ытла вӗсенчен пӗри, Парижра ултӑ эрне яхӑн пурӑннӑскер, унта тӗрлӗрен: «zut», «Ah fichtrrre», «pst, pst, mon bibi» т. ыт. ҫавӑн пек ашкӑнса кӑшкӑрмалли ытти сӑмахсене те вӗреннӗскер, хытӑ ташларӗ. Вӑл ҫак сӑмахсене питӗ тӗрӗс, чӑн Парижри шукӑллӗхпе калать, ҫав вӑхӑтрах «si j`avais» вырӑнне «si j`aurais» «непременно» теес вырӑнне «absolument» тесе хурать: пӗр сӑмахпа каласан, французсем пирӗнешкел калаҫакансене эпир вӗсем чӗлхипе ангелсем пек «comme des anges» калаҫатпӑр тесе ӗнентерме нуша ҫук чухне, великорусла-французла чӗлхепе калаҫать.

Аркадий начар ташланӑ, эпир кӑна пӗлетпӗр ӗнтӗ; Базаров вара пачах ташламан; вӗсем иккӗшӗ те пӗр кӗтессе вырӑнаҫса ларчӗҫ, вӗсем патне Ситников та пырса хутшӑнчӗ. Вӑл, йӗрӗннӗ пек кулса, йӳҫӗ сӑмахсем каласа, йӗри-тавра чӑрсӑррӑн пӑхкалать, чӑн-чӑнах киленнӗн туйӑнать. Сасартӑк унӑн сӑн-пичӗ улшӑнса кайрӗ те, Аркадий енне ҫавӑрӑнса именчӗклӗн: «Одинцова килчӗ», — терӗ.

Аркадий ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, алӑк патӗнче хура платье тӑхӑннӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм чарӑнса тӑнине курчӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн сӑн-пичӗпе тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Унӑн ҫара аллисем тӑп-тӑпӑл та тикӗс кӳлепи тӑрӑх илемлӗн выртаҫҫӗ; йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем ҫинчен сӗвек хулпуҫҫисем ҫине ҫӑмӑл фукси турачӗсем илемлӗн ӳкнӗ; ҫутӑ куҫӗсем кӑштах усӑнкӑ шурӑ ҫамки айӗнчен лӑпкӑн та ӑслӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем кӑшт ҫеҫ палӑракан кулӑпа кулаҫҫӗ. Унӑн питӗнчен темӗнле ачаш та ҫемҫе вӑй вӗрсе тӑрать.

— Эсир паллатӑр-и ӑна? — ыйтрӗ Аркадий Ситниковран.

— Кӑштах. Кӑмӑлӑр пур-и, паллаштаратӑп сире?

— Юрӗ те… Ҫак кадриль хыҫҫӑн. Базаров та Одинцовӑна асӑрхарӗ.

— Ку мӗнле фигура? — терӗ вӑл. — Пӗртте ытти пикесем пек мар.

Кадриль пӗтсен, Ситников Аркадие Одинцова патне илсе пычӗ; анчах вӑл унпа кӑштах пулин те паллашнӑ-ши вара: вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене йӑлтах пӑтратса пӗтерчӗ, Одинцова ун ҫине кӑштах тӗлӗнерех пӑхрӗ. Аркадин хушаматне илтсен, ҫапах та унӑн сӑн-пичӗ хавасланса кайрӗ. Вӑл унран: вӑл Николай Петрович ывӑлӗ мар-и, — тесе ыйтрӗ.

— Шӑпах ҫапла.

— Эпе сирӗн аҫӑра икӗ хутчен курнӑ, ун ҫинчен нумай илтнӗ, — терӗ вӑл малалла:  — Сирӗнпе паллашма питӗ хавас эпӗ.

Ҫак вӑхӑтра ун патне темӗнле адъютант вӗҫтерсе пычӗ те, ӑна кадриле чӗнчӗ. Вӑл килӗшрӗ.

— Эсир ташлатӑр-и вара? — ыйтрӗ хисеплӗн Аркадий.

— Ташлатӑп. Эсир мӗншӗн ташламастӑп, тесе шухӑшлатӑр вара? Е эпӗ питӗ ватӑ пек курӑнатӑп-и?

— Каҫарӑр, мӗнле апла… Апла пулсан, хӑвӑра мазуркӑна чӗнме ирӗк парӑр мана.

Одинцова кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

— Юрать, — терӗ вӑл Аркадий ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ пек мар, качча тухнӑ аппӑшӗсем хӑйсен ҫап-ҫамрӑк шӑлнӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхса.

Одинцова Аркадирен кӑштах аслӑрах. Вӑл ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫула кайнӑ, анчах ун умӗнче вӑл хӑйсем хушшинчи ҫулсен уйрӑмлӑхӗ тата та пысӑкрах пулнӑ пек, шкул ачи пек, ҫамрӑк студент пек тӑрать. Матвей Ильич ун патне мӑнаҫлӑн, йӑпӑлтиллӗ сӑмахсемпе пырса тӑчӗ. Аркадий аяккалла пӑрӑнчӗ, анчах Одинцовӑна сӑнама чарӑнмарӗ: кадриль вӑхӑтӗнче вӑл ун ҫинчен куҫ илмерӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле ташлаканпа та, сановникпе калаҫнӑ пекех ирӗклӗн калаҫать: пуҫне, куҫӗсене майӗпен ҫавӑркалать, пӗр-икӗ хутчен шӑппӑн кулса та ячӗ. Унӑн сӑмси ытти вырӑссенни пекех кӑштах хулӑм, ӳт-тир тӗсӗ ытла тасах мар. Анчах, апла пулсан та, Аркадий кун пек хӳхӗм хӗрарӑма халиччен курман тесе шутларӗ. Одинцовӑн сасси унӑн хӑлхинче янӑрасах тӑчӗ, унӑн платьин хутламӗсем те ыттисеннинчен уйрӑмрах, тӳрӗреххӗн те анлӑраххӑн выртнӑн туйӑнаҫҫӗ, хусканӑвӗсем те уйрӑмах йӗркеллӗ те ҫавӑн пек пулма тивӗҫлӗн курӑнаҫҫӗ.

Мазурка янӑрама пуҫласан, хӑйӗн дами ҫумне ларса сӑмах хушма хатӗрленнӗ чухне Аркадий кӑштах именчӗ, сӑмах тупайманнипе ҫӳҫӗсене кӑна сӑтӑркаласа илчӗ. Анчах вӑл нумаях пӑлханмарӗ. Одинцова лӑпкӑлӑхӗ ун ҫине те куҫать: чӗрӗк сехет те иртмерӗ, вӑл ӑна ирӗклӗнех хӑйӗн ашшӗ, мучийӗ ҫинчен, Петербургри, ялти пурӑнӑҫ ҫинчен каласа пама пуҫлать. Одинцова ӑна ҫепӗҫҫӗн те тимлӗн итлесе, веерне кӑштах уҫса хупкаласа илет. Аркадин сӑмахӗсем Одинцовӑна кавалерсем суйласа илсе кайсан кӑна татӑлчӗҫ. Ӑна ыттисемпе пӗрлех Ситников та икӗ хутчен чӗнчӗ. Одинцова каллех пырса ларчӗ, каллех веерне тытрӗ. Ку вӑхӑтра унӑн кӑкӑрӗ те пулин хӑвӑртрах сывламасть. Аркадий вара, унӑн ҫывӑхӗнче пулма тӗл килнӗшӗн савӑнса, унӑн куҫӗсене, хӳхӗм ҫамкине, мӗнпур ырӑ та чаплӑ ӑслӑ пит-куҫне пӑхса, каллех пакӑлтатма тытӑнать. Вӑл хӑй сахал калаҫать, анчах унӑн сӑмахӗсенче пурӑнӑҫа пӗлни палӑрать унӑн хӑш-пӗр асӑрхаттарӑвӗсем тӑрӑх, Аркадий ку ҫамрӑк хӗрарӑм нумай сисӗм-туйӑма курса пӑхма ӗлкӗрнӗ, тесе шутларӗ.

— Ситников господин сире ман пата илсе пынӑ чухне кампа тӑраттӑр эсир? — ыйтрӗ вӑл унран. — Эсир асӑрхарӑр-и ӑна? — ыйтрӗ хӑй черечӗпе Аркадий. — Тӗрӗс мар-и, мӗнле илемлӗ сӑн-питлӗ вӑл? Вӑл ҫын, Базаров текенскер, манӑн тусӑм пулать.

Аркадий «хӑйӗн тусӗ» ҫинчен калама тытӑнчӗ.

Вӑл ун ҫинчен ҫав тери тӗплӗн, ҫав тери хӗрӳллӗн каланӑ май, Одинцова ун ҫине ҫавӑрӑнсах пӑхрӗ. Ҫав хушӑра мазурка вӗҫне ҫите пуҫларӗ. Аркадие хӑйӗн дамипе уйӑрӑлма шел пулса кайрӗ: вӑл унпа сехете яхӑн ҫав тери аван ирттерчӗ! Чӑнах та ӑна ҫав вӑхӑтра яланах Одинцова кӑмӑл тунӑ пек, вӑл ӑна тав тума тивӗҫлӗ пек туйӑнчӗ… Анчах ҫамрӑк чӗресене вӑл туйӑм чӑрмантармасть.

Музыка шӑпланчӗ.

— Меrsi, — терӗ Одинцова ура ҫине тӑрса. — Эсир ман пата пырса курма сӑмах патӑр, юлташӑра та илсе пырӑр ӗнтӗ. Нимӗскере те ӗненмесӗр пурӑнма хӑюллӑх ҫитерекен ҫынна курма манӑн питех те кӑмӑл пур.

Губернатор Одинцова патне пычӗ те, каҫхи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ, вара, шухӑша кайнӑ пек пулса, ӑна алӑ пачӗ. Кайнӑ чухне вӑл Аркадие юлашки хут ӑшшӑн кулса пуҫне сӗлтме каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Аркадий пӗшкӗнсех пуҫне тайса пӑхса юлчӗ (епле хӳхӗм курӑнса кайрӗ ӑна хура пурҫӑнӑн сӑрӑ йӑлтӑрккипе ҫуталан кӳлепи!). Вара: «ҫак самантра вӑл эпӗ пуррине те манса кайрӗ», — тесе шухӑшларӗ те, унӑн чӗри темӗнле йӑвашшӑн лӑпланса ларчӗ…

— Ну мӗнле? — ыйтрӗ Базаров Аркадирен, ун патне кӗтессе тавӑрӑнсанах. — Чуну канчӗ-и? Мана халь пӗр улпут каласа пачӗ, вӑл госпожа ой-ой-ой, терӗ; улпучӗ те ухмахрах пулас. Ну, сан шутпа, вӑл чӑн та — ой-ой-ой пекех-и?

— Эпӗ ун пек каланине пӗтӗмпех ӑнланаймастӑп, — тавӑрчӗ Аркадий.

— Акӑ тата! Мӗнле айӑпсӑрскер!

— Апла пулсан, эпӗ санӑн улпутна ӑнланмастӑп. Одинцова питӗ шеп, тавлашмалли те ҫук, анчах вӑл хӑйне ҫав тери сиввӗн те хыттӑн тытать…

— Лӑпкӑ кӳлӗре… пӗлетӗн пуль! — ярса илчӗ Базаров. — Эсӗ вӑл сивӗ, тетӗн. Шӑп ҫакӑнта ӗнтӗ вӑл чи лайӑххи. Эсӗ сивҫӑва юрататӑн вӗт?

— Пулма пултарать, — мӑкӑртатса илчӗ Аркадий: — эпӗ ун ҫинчен калаҫма пултараймастӑп. Вӑл санпа паллашасшӑн, сана хӑй патне илсе пыма ыйтрӗ.

— Чухлатӑп, эсӗ ман ҫинчен мӗнле сӑрласа панине! Ҫапах та, аван тунӑ эсӗ. Илсе кай мана. Кирек кам пултӑр вӑл — губернири ахаль арӑслан ами-и, е Кукшина пек «эманципе»-и. Анчах ун пек хулпуҫҫисем эпӗ нумайранпа курман.

Базаров мӑшкӑллани Аркадие хутлатсах лартрӗ, анчах, ытти чухне те час-часах пулнӑ пек, вӑл хӑйӗн юлташне хӑйне мӗн килӗшменнишӗн мар, урӑххишӗн ӳпкелешрӗ…

— Мӗншӗн эсӗ хӗрарӑмсене ирӗклӗн шухӑшлама парасшӑн мар? — ыйтрӗ вӑл ҫурма сасӑпа.

— Мӗншӗн тесен, тӑванӑм, хам асӑрханӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хушшинче пӗр кӑнттамсем кӑна ирӗклӗ шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫакӑнпа сӑмах пӗтрӗ. Икӗ ҫамрӑк та каҫхи апат хыҫҫӑнах тухса кайрӗҫ. Кукшина вӗсем хыҫҫӑн сиввӗн те йӳҫҫӗн кулса юлчӗ. Унӑн мӑнкӑмӑллӑхне вӗсем иккӗшӗ те ун ҫине ҫавӑрӑнса пӑхманни сӑхса илчӗ. Вӑл балра пуринчен кая юлчӗ, тӑваттӑмӗш сехетре Ситниковпа Парижри майлӑ полька-мазурка ташларӗ. Ҫакӑн пек вӗрентӳллӗ курӑнӑҫсемпе губернаторӑн праҫникӗ те пӗтрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех