Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Вӗри чул

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.23 14:06

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 132

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пылчӑкпа тата тӑмпа вараланса пӗтнӗ Ивашка чула аран-аран шурлӑхран кӑларнӑ та ҫӑварне карса сӑрт айккинчи типӗ курӑк ҫине канма выртнӑ.

«Акӑ! — шухӑшланӑ вӑл. — Халь эпӗ чула сӑрт ҫине йӑвантарса хӑпартатӑп, старик килет, чула ватать те ҫамрӑкланса ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлать. Вӑл нумай нуша курнӑ, теҫҫӗ ҫынсем. Вӑл ватӑ, пӗр-пӗччен, вӑйсӑрланнӑ, аманса пӗтнӗ, телейлӗ пурнӑҫа, паллах, курман. Ыттисем ӑна курнӑ». Акӑ, Ивашка хӑй, ҫамрӑк пулсан та, ҫав телейлӗ пурнӑҫа виҫӗ хутчен курнӑ. Пӗрре, урока кая юлсан, пачах палламан шофёр ӑна ялтӑртатса тӑракан ҫӑмӑл автомашина ҫине лартса колхоз витисем патӗнчен шкула ҫитиех илсе кайнӑ. Тепре вӑл ҫуркунне канавра алӑпах пысӑк ҫӑрттан тытнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче Митрофан пиччӗшӗ ӑна хулана Майӑн пӗрремӗшӗн хавас праҫникне илсе кайнӑ.

«Ан тив, телейсӗр старик те лайӑх пурнӑҫ курса пӑхтӑр», — тесе ырӑ кӑмӑллӑн шутланӑ Ивашка.

Вӑл тӑнӑ та чула сӑрт ҫине туртса хӑпартнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех