Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрремӗш пайӗ

Пай: Сикчевлӗ кун-ҫул

Автор: Виталий Елтов

Ҫӑлкуҫ: «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫул: 2013; Хушнӑ: 2020.05.29 08:19

Пуплевӗш: 1699; Сӑмах: 14969

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пуш уйӑхӗн ҫурринче кӑнтӑртан ӑшӑ ҫил вӗрме пуҫ ларӗ. Тӳпене талккишӗпех карса илнӗ пӗлӗтсем чӑл-пар сирӗлчӗҫ те сар хӗвел ҫӗр питне хӑй ӑшшипе ҫупӑрла пуҫларӗ. Сывлӑш тем вӑхӑтра улшӑнчӗ — ҫуркунне шӑрши сӑмсана кӳ кӗрет. Ҫак куна кӗтнӗ пекех, ав, хура кураксем те вӗҫсе килнӗ, шкул тавра лартса тухнӑ йӑмрасем ҫинче ӑмӑртсах кранклатаҫҫӗ.

Уроксем вӗҫленсен Кирюк шкултан тухрӗ ҫеҫ тулти ҫанталӑк ун ӳт-пӗвне темле хӑват кӗртрӗ, кӑмӑлӗ те ҫав тери ҫӗкленсе кайрӗ — ҫак самантрах мӗнле те пулсан ырӑ ӗҫ туса хурас килчӗ. Хӑйӗнчен инҫех те мар Маюк йывӑр сумкӑпа килнелле утать. Пӗр савӑнӑҫлӑ каҫра ҫав хӗре пӗрремӗш хут танци тума илсе тухнӑччӗ вӑл.

Хӗрӗ сӑн-сӑпачӗпе ыттисенчен тӗксӗмтереххипе палӑрса тӑрать: тӗм хура куҫӗсем Кирюк ҫине пӑхнӑ чух хӗм сапнӑн ялкӑшаҫҫӗ, кулнӑ чух пичӗсем илемлӗн путӑкланаҫҫӗ, тикӗс ларса тухнӑ шӑлӗсем чӑлт шурӑ. Калаҫма та ҫепӗҫҫӗн калаҫать. Унпа танци тума та ҫӑмӑл. Ҫапах та вӑл чӑваш ҫынни пек ҫутӑ сӑнлӑ мар, Кавказ халӑхӗ пек тӗксӗм питлӗ. Ҫак хӗр те ун пекех 11-мӗш класра вӗренет, анчах тепӗр класра. Кутӑнлашса тӑмарӗ вӑл Кирюк танцине чӗнсен, шӑкӑлтатса калаҫрӗ йӗкӗтпе вальс ҫаврӑмӗсенче. Ҫавӑнтанпа Кирюк, ҫук-ҫук та Маюк ҫинчен шухӑшлать. Ниушлӗ юрату хӗлхемӗ чӗрере чӗрӗлчӗ, тесе те шутлать. Тата ҫав юратуран вӑл шикленет те. Мӗншӗн тесен Кирюк пӗвӗпе Маюкран палӑрмаллах лутрарах. Хӗр хӑйӗнчен шӑл йӗресрен хӑраса пурӑнчӗ ҫак вӑхӑтчен — калаҫма та вӑтанчӗ. Паян, ак, ҫав именӳллӗх таҫта ҫӗтрӗ, хӑй ялӑн тепӗр вӗҫӗнче пурӑнсан та Маюка кӑнтӑр кунӗнчех килне ӑсатма хӑюллӑх вӑранчӗ кӑмӑлӗнче. Хуса ҫитрӗ хӗре вӑл.

— Пар сумкуна, эп йӑтса пырам ӑна, — терӗ вӑл хӗр куҫӗнчен пӑхса.

— Эсӗ сӑвӑҫ майлах рифмӑлатса калаҫма пуҫланӑ-няк? Хура курак сӑхса илчӗ-и элле?

— Никам та мана сӑхман. Сан чуну, ӳт-пӗвӗ ҫутҫанталӑк улшӑннине, сӑмсу ҫуркунне шӑршине туймаҫҫӗ-им? Пӑх-ха сенкер тӳпене, сар хӗвел уҫлӑх пики евӗр ялкӑшать. Вӑл такамра та ырӑ туйӑм ҫуратать, темле пуклак чӗлхене те ҫивӗчлетет, ӑсра ҫепӗҫ сӑмахсем ҫуратать. Тата… тата хӗрсем ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхтарать…

— Чим-ха, чим, йышлах-и вара санӑн ҫав хӗрсем? Пурин ҫине те ӑшшӑн пӑха-пӑха куҫусем шарса каяҫҫӗ пуль. Ун пек чухне куҫҫуль те юхать тата. Чунтан юратакан хӗр пӗрре ҫеҫ пулать вӑл.

— Хӗрсем ҫине тесе эпӗ пур йӗкӗтсем пирки каларӑм-ҫке. Паллах, чун савни пӗрре ҫеҫ пурнӑҫра… Вӑл…, вӑл маншӑн — эсӗ пек, — пат татрӗ те Кирюк пичӗ вута лекнӗн пӗҫерсе кайрӗ.

— Халь ҫеҫ куҫ хыврӑн-и вара ман ҫине е тахҫантанпах шӑл хӑйраса пурӑнан?

— Савӑнӑҫлӑ каҫра танци тунине манман пуль? Ҫавӑнтанпа сан илемлӗ сӑну ман куҫ умне тухкаласа тӑрать. Ҫакна сана уҫҫӑн калама хӑюллӑх ҫитмерӗ халиччен…

Маюк пӗр авкана чӗмсӗрленчӗ. Хӗр Кирюк сӑмахӗсене ӑсӗнче тишкерчӗ куран, вӑхӑт-вӑхӑт вӑл йӗкӗте тӗсесе сӑнарӗ те хашлатса сывларӗ. Татах чӗмсӗр пычӗ-ха. Кирюк ҫине тепре пӑхса илчӗ те:

— Кая юлнӑ эсӗ, каччӑ. Ҫав савӑнӑҫлӑ каҫран мана хамӑр касӑри Кавӗрле ӑсатрӗ. Хӑюллӑх унра пахучӗпех. Ҫав каҫах вӑл мана ирӗксӗрлесе тенӗ пекех чуп турӗ. Тата анне те ӑна ҫав тери мухтать. «Яштака та патвар, чӑн-чӑн кӗреш пек ӳссет. Нумай хӗр чунне йӑшкаттарӗ вӑл, нумайӗшӗн пуҫне ҫавӑрӗ», — тет. Анне ҫак сӑмахсене ахальлӗн каламасть. Куҫсене кам ҫине ывтарах пӑхмаллине систерсе тӗкет. Эсӗ, Кирюк, ан ҫилен ман ҫине. Тата эпӗ саншӑн чун савни пек кӑна пулсан пуш сӑмах ҫаптарар мар. Сан сӑмахусем уҫӑмлӑ, вӗсем чун-чӗререн тухнине туятӑп. Санра чӑнлӑх ҫӑлӗ кал-кал тапнине сисетӗп. Атя-ха малтанлӑха ҫывӑх юлташсем пулар. Кавӗрлене пӑрахса санпа ҫӳреме тытӑнсан ял-йышра «Маюк каччӑсене алса тулӗ пек ылмаштарса тӑрать», — текен сӑмах самантрах сарӑлӗ.

Кавӗрле ирӗксӗрлесех чуп турӗ тенине илтсен Кирюка кӗвӗҫӳ йӗппи вирлех тирсе илчӗ. Ара вӑл халиччен пӗр хӗре те чуп туса курман, паҫӑр ҫеҫ ҫӗкленсе кайнӑ кӑмӑлӗ пачах пусрӑнчӗ, анчах та сӳрӗклӗхе хӗре вӑл кӑтартмарӗ, йӗкӗлтешлӗ сӑмахсен айне пытарчӗ.

— Чуну ирӗлсех кайрӗ пуль Кавӗрлен пылак тутисем санӑннипе пӗрлешсен. Чӗрӳ те кӑлт-кӑлт тапса илчӗ тӗр-ха? Вӑйлах юрататӑн пулӗ-ха Кавӗрлене?

— Каларӑм вӗт-ха сана, ирӗксӗрлерех тухрӗ ҫав хӑтлану, — тарӑхса кайрӗ Маюк. — Тата кам эсӗ маншӑн следователь евӗр ыйтусем пама? Пӗр-ик танци тунипех мана тӗпчеме ирӗк ҫуралчӗ-и санра?

— Вил, анчах юратусӑр хӑвна ан чуп тутар текен сӑмахсене темле кӗнекере вуланӑччӗ…

Кирюк хӑй калас тенине вӗҫне ҫитереймерӗ. Шурса кайнӑ Маюк ун аллинчи сумкине туртса илчӗ те ҫурчӗн крыльци еннелле чупсах кайрӗ. Сасртӑк ҫаврӑнчӗ те:

— Кампа чуп тума юранине санран ыйтӑп тепринче. Тата хӗр чухне хӗрӗх тус текен ваттисен каларӑшне асӑнта тыт. Эс килӗштерни эпӗ те сана кӑмӑлланине нимӗн чухлӗ те пӗлтермест!.. Эсир, йӗкӗтсем, кирек хӑш хӗре те хӑвӑр суйласа иленӗ пек шутлатӑр. Аташатӑр эсир! Эпир, хӗрсем, ӗмӗр ҫулташне пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа илетпӗр, суйласа илменни пырса ҫулӑхсан яхӑна та ямастпӑр! — терӗ те ваштах кӗчӗ алӑкӗнчен.

Тинӗсри тӑвӑл евӗр ҫӗкленчӗ пӑлхану Кирюк кӑкӑрӗнче. Ҫук, Маюка кӳренмерӗ вӑл. Мӗн килне ҫитиччен хӑйне тарӑхса пычӗ. Ара ытла та кӑнттам калаҫрӗ-ҫке вӑл хӗрпе. Маюк ҫывӑх юлташсем пулар тесе сӗнчӗ вӗт. Мӗншӗн тӳрех килӗшмерӗм-ха? Кӳлешме пуҫларӑм… Апла эпӗ ӑна чӑнахах юратса пӑрахнӑ пек пулса тухать-ҫке капла. Ҫак хӑтлану ҫурхи ҫанталӑк чуна темле хӑват кӗртнипе сасартӑкран ҫуралнӑ кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ ҫеҫ вӗт. Маюк патне ман чӗптӗм те юрату туйӑмӗ ҫук. Халь вӑл ман пирки тем начаррине те шухӑшлӗ. Епле те пулсан сӑлтав тупмалла унпа мирлешме. Анчах мӗнлерехне. Майне-шывне пуҫӗ ӑсласа кӑлараймарӗ. Кайран шутласа тупӑп-ха тесе килне кӗчӗ.

— Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрен эсӗ ҫак таранччен! Кӳршӗ Ҫинук паҫӑрах килчӗ, эсӗ — ҫук.

— Кукамай, тулта ҫуркунне хӑй шӑршине сарнӑ, ҫутҫанталӑкпа киленсе мӑрантарах утрӑм килелле.

— Ан суй мана, Ҫинук хӑй куҫӗпе курнӑ эсӗ Шур кассинчи Яхруҫ хӗрӗн, Маюкӑн сумкине йӑтса ӑна ӑсатнине.

— Ну вӑл Ҫинука, ну эп ӑна! — тарӑхса кайрӗ Кирюк. — Хӑш вӑхӑтра вӑл пурне те курма ӗлкӗрет. Пӑр тустарап-ха ӑна — мӗн курнине веҫех сана евитлесе ан тӑтӑр.

— Ҫӑварна уҫнӑ ан пултӑр Ҫинука вӑрҫма. Ҫав Яхруҫ хӗрне ӑсатма ҫӳриччен Ҫинукпа туслашасчӗ, ҫав Яхруҫ элекне пула аҫу пӑрахса кайрӗ, кӳршӗ ялти пӗр матка патне киле кӗнӗ теҫҫӗ. Чуна шӑнӑҫайми мӑшкӑла пулах аннӳ чирлерӗ, сыватмӑшрах выртса тухрӗ. Сӑмах вӗҫтерсе ан тӑр халӗ, апатлан та вите ҫинчи юра тасат.

— Юрӗ, кукамай, халех тухатӑп, манӑн пит ҫиес те килмест, юрне тасатса антарсан апатланӑп.

* * *

Кирюксемпе кӳршӗллӗ пурӑнакан Хӗлип Элеҫейӗпе Кӗтерне тӑватӑ ача ҫитӗнтернӗ — ик ывӑл та икӗ хӗр. Аслисем тӗнчене саланнӑ, кӗҫӗнни, Ҫинук, кӑҫал 11 класс пӗтерет. Пускилсем Хӗлипсен ҫемйипе туслӑ, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсенчен самай аслипе сума сӑваҫҫӗ. Ҫинук та Кирюкпа мӗн ачаран юлташлӑ. Ҫак касӑра хӑйпе выляма пӗр ҫуларахри хӗр ачасем ҫуккипе кӳршӗсен хӗрӗ Кирюкран пӗр утӑм та юлмасть. Арҫын ачасем клайла вылянӑ чух хӗрпӗрчи вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхса тӑрать, кам та пулсан шара тӗксе пыракан ачана юри такӑнтарса ӳкерсен пӗчӗк Ҫинук самантрах лаптӑка сиксе тухать те ҫинҫе сассипе янрашма тытӑнать:

— Эсӗ, Мӑккӑль, мӗншӗн Энтипе ура хурса ӳкертӗн?! ӳкермен пулсан вӑл кӑлая сирӗн хапхӑра ҫапса кӗртеччӗ!..

— Шӗмпӗлкке, эсӗ судья-им? Тӑр шӑпӑрт ҫеҫ пӑхса е пуканесемпе выляма кай. Ҫӗт хатӗр куҫран!

— Эсӗ, Мӑккӑль, Ҫинука ан тапӑн, эпӗ те куртӑм эсӗ ура хунине. Эсӗ пиртен аслипе санӑн каварлӑ ӗҫ тума та ирӗк пур тесе шутлатӑн-и? Чыссӑр эсӗ, мухлёвкӑ тӑван.

Кам чыссӑр? Эпӗ-и? Ҫичас сӑмсунтан хӗрлӗ шӗвек юхтарап, — автан пек сиксе кӗчӗ вӑл Кирюк ҫине.

Кирюкӗ те маххӑ памасть, тапӑнаканни ҫапма тесе аллине сулса янӑ чух кӳлепине велт айккинелле пӑрчӗ те ал лаппин тӳрттӗшӗпе нӑчӑк тутарчӗ ӗнсинчен, шапа пек аллисене сарса лач ӳкрӗ симӗс курӑк ҫине Кирюкран ик ҫул аслӑрах Мӑккӑль.

— Халех чарӑнӑр! Автан пулмалли чӗпӗсен кикирӗкӗсем ӳссе ҫитеймен, вӗсемсем ҫавах ҫуначӗсемпе ҫапа-ҫапах пӗрне-пӗри сӑхаҫҫӗ. Эсир те вӗсен хӑраххисем. Эпӗ те ыран кӑлай патаккипе килетӗп, эпӗ те шарла выляма хутшӑнатӑп. Такӑнтаракан пулсан ҫав патакпа ҫурӑм тӑрӑх лекӗ. Хӗр ачана хирӗҫ тавӑрма аллӑрсем ҫӗкленмӗҫ тесе шутлатӑп. Эп сире пурсӑра та тӗрӗслӗхпе выляма вӗрентӗп.

Ҫав каҫах, тӗттӗмленеспе килне таврӑнсан, Ҫинук ашшӗне йӳнретме тытӑнчӗ:

— Атте, кӑлай патакки тупса пар-ха, ытти ачасем выляҫҫӗ, эпӗ пӑхса тӑраканни кӑна…

Ҫак сӑмахсене илтсен амӑшӗ малти пӳртрен пысӑках мар карттон коропкине йӑтса тухрӗ.

— Кур-ха, хӗрӗм, еплерех чаплӑ парне туянтӑм сана валли, пӑхса ытараймӑн, — терӗ коропка уҫнӑ май Ҫинука тинкерсе. Чӑнах та унта ҫав тери илемлӗ Барби пукане выртать. Хӗр ӑна аллине илсе веҫех ҫавӑркаласа пӑхрӗ, аллисене хутлатса пуканене ача евӗр йӑтса у-у, у-у текелесе уткаласа ҫӳрерӗ. «Ачи» пӗр сас та кӑларманран унпа выляс туртӑм пачах сӳнчӗ.

— Кирлӗ мар мана чӗрӗ мар пукане. Макӑрма та, кулма та пӗлмест. Миҫе ыйтрӑм сиртен купӑста йӑранӗсем хушинчен пӗчӗк ача тупса кӗме. Вӑт унпа вылянӑ пулӑттӑм, макӑрма тытӑнсан ачашласа лӑплантарнӑ пулӑттӑм, вӑл кулнӑ чух эпӗ те кӑлтӑртатса кулӑттӑм. Итлемерӗр мана. Купӑста йӑранӗсем хушшинче хамӑн пӗчӗк йӑмӑкӑма е унта шӑллӑма тупӑп тесе упаленсе шырарӑм, алӑсене темле курӑксемпе вӗтелесе-пӗҫерттерсе, чиктерсе пӗтернисӗр пуҫне нимӗн те тупаймарӑм. Ултавҫӑсем эсир.

— Ҫук, улталамастпӑр эпир сана. Купӑста йранӗсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ, мӑрӑшӑланнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫеҫ ача тупаҫҫӗ.

— Апла, маншӑн пӗчӗк шӑллӑм е ймӑк ҫук-тӑк, атте, халех кӑлай паткне тупса пар!

— Ах Тур, хӗрӗм, капла эсӗ чӑн-чӑн арҫури пек ҫитӗнетӗн вӗт. ӳссе ҫитӗнсен, качча тухсан, мӑшӑрупа иксӗр купӑста йӑранӗсем хушшинче хӑвӑр пепкӗре тупса кӗрсен эсӗ ӑна пиелеме те пӗлмӗн.

— Мӗн вӑл арҫури, — тӗлӗннӗн ыйтрӗ Ҫинук.

— Ну, мӗнле калас, санра ҫурри арҫын ача, ҫурри — хӗр ача.

— Эпӗ арҫури-тӗк мана Кикҫин тесе ят хумалла пулнӑ.

— Ку тата мӗне пӗлтерет, — шалтах тӗлӗнчӗҫ Элекҫейпе Кӗтерне.

— Ну, Кикӗ Крюк тенине, Ҫинӗ — Ҫинука пӗлтерет.

— Итле-ха, хӗрӗм, хӗрарӑмӑн хӑйӗн тивӗҫӗсем пур, арҫыннӑн — хӑйӗн. Хӗрарӑм ҫурт ӑш-чикне тирпейре тытать, кӗпе-йӗм ҫӑвать, алса-чӑлха ҫыхать чашкӑ-тиркӗ ҫӑвать тата ҫурт хушшинчи ытти ӗҫсене тӑвать. Арҫын вӑрманта вутӑ касать, кӑвайт вакласа парать, витерен тислӗк тасатса кӑларать ытти йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлать.

— Эпӗ те арҫын ӗҫне пултарап. Пӗркун Кирюк кӑвайт тунине пӑхса тӑтӑм та киле таврӑнса аттен пӑчӑкине шыраса тупрӑм. Вите пуҫӗнчех кусла ларать, ҫавӑнтах тӗрлӗ шертӗсене вите ҫумне тӑратса хунӑ. Хулӑнраххине йӑтса кусла ҫине хума вӑй ҫитмӗ тесе чи ҫинҫине суйласа илтӗм. Якаччӗ вӑл, темле картсем те пурччӗ ун ҫинче. Самантрах эпӗ ӑна кӑвайтӑлӑх пӑчӑкӑпа касса вакларӑм.

— Ӑҫта кайса кӗчӗ ман пилӗк метрлӑ виҫе тесе пуҫа вататӑп, ӑна пирӗн матур Ҫинук кӑвайтта вакланӑ-мӗн. Уншӑн ан пӑшӑрхан, хӗрӗм, виҫине тепре те тӑвӑп, — тесе арӑмӗ ҫине пӑхрӗ, — Кӗтерне ача кӑмӑлне хуҫар мар, кампа, мӗнле выляс тет ҫапла вылятӑр. Ҫапла-и, Ҫинук? Халь тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ. Ыран иртерех тӑрса сана валли кӑлай патакне эс тӑнӑ ҫӗре ӑсталаса та хурӑп. Ҫак вӑхӑтра алӑкран такам шӑкӑртаттарчӗ. Элекҫей алӑка уҫсанах пӳрте Кирюк кӗрсе тӑчӗ. Ун аллинче чӑн-чӑн кӑлай патакки.

— Тыт, Ҫинук, кӑна сан валли турӑм. Ыран эсӗ те пуринпе пӗр тан кӑлайла выльӑн. Хӗр чиксӗр савӑннипе Кирюка тав тума та манчӗ. Икӗ пӗчӗк чун савӑнӑҫне пысӑккисем тӗлӗнсе те ӑмсанса пӑхса тӑчӗҫ: вӗсен куҫӗсем умӗнченех хуйхӑ-шухӑшсӑр ачалӑхӗ шуса иртрӗ.

* * *

Вӑр-вар хырчӗ юра Кирюк. Васкаса ӗҫленипе часах пӑшӑхрӗ, кӑштах канса илме кӗреҫи аври ҫине таянчӗ. Тӳпери хӗвел каҫ енне сулӑннӑ пулин те ун хӗрӳлӗхӗ аванах-ха. Ҫаплах кӑнтӑртан ӑшӑ ҫил тӳлеккӗн вӗрет. Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук. Кирюк пуҫӗнче вара вӑштӑр-ваштӑр ҫил ачи ашкӑнать, аса-илӳсене таҫтан та вӗрсе ҫиеле кӑларать, куҫӗ умне, ак, амӑш сӑнӗ уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ. Ашшӗ пӑрахса каиччен амӑшӗ сар хӗвел евӗр ҫиҫсе ҫӳретчӗ, сӑнӗнчен кулӑ татӑлмастчӗ. Ашшӗ пӑрахса кайсанах амӑш кӑмӑлӗ кӑмӑскӑланчӗ. Хӑй хуйхине, чун пӑшӑрханӑвне ывӑлне, кӳрши-аршисене тем пекех кӑтартас мар тесе тӑрӑшсан та ӑш-чикне хура пӗлӗт хупласа тӑни пурпӗрех ҫиеле тухатчӗ. Пӗрре мар курнӑ Кирюк амӑшӗ вӑрттӑн куҫҫуль юхтарнине. Кирюк ӑна хӑй пӗлнӗ пек лӑплантарма пӑхатчӗ.

— Аннеҫӗм, пӑрах-ха пӑшӑрханма, татӑлнӑ троса каялла пӗрлештереймӗн. Тата вӗҫсене ҫыхса хурсан та пысӑк тӗвӗ юлать. Куҫҫуль тӑкса аттене каялла тавӑраймӑн. Атте пирки ҫаплах ҫунма та кирлӗ мар. Унӑн чунӗ, кӑмӑлӗ ытла та ҫемҫешке, ҫын сӑмахӗпех хӑвӑр хушшӑрти юратуран писни ӑна чӑн арҫын пек кӑтартмасть. Ман эсӗ ун ҫинчен, тем пек йывӑр пулсан та ӑна хӑв чӗрӳнтен кӑларса пӑрах, ӗлӗкхи пекех савӑнӑҫлӑ сӑнпа ҫӳреме тӑрӑш.

— Манаймастӑп вӗт-ха, ывӑлӑм, вӑл каланӑ сӑмахсем асран тухмаҫҫӗ, хусканӑвӗсем куҫ умӗнче тӑраҫҫӗ. Эсӗ шкул пӗтерсен сана аслӑ шкула яма ӗмӗтленеттӗмӗр. Халӗ эсӗ вӗренме каяс пулсан та эпӗ сана пӗччен хӗрарӑм пулӑшаймӑп. Тата аслӑ пӗлӳ илесси ку чуне тӳлевлӗ.

— Кун пирки те хуйхӑрма кирлӗ мар. Эпӗ аслӑ шкула вӗренме кӗретӗпех. Ҫитменнине тӳлевсӗр уйрӑма. Укҫа-тенкӗшӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар — кӑнтӑрла вӗренӗп, каҫпа вакунсем пушатма ҫӳрӗп е ӑҫта та пулсан хурала кӗрӗп. Санӑн, анне, кӑнтӑрти курорта кайса килмелле. Тӗрлӗ ҫынсемпе калаҫса пуҫна пусса илнӗ шухӑшсем сирӗлӗҫ, чуну та уҫӑлӗ.

— Тӗрӗснех калатӑн-ха, ывӑлм, Ваҫҫа пӑрахса кайнипе шухӑшла-шухӑшла ҫын масинчен тухса ӳкрӗм вӗт. Тӗнче пӗр Ваҫҫа ҫинче кӑна тытӑнса тӑмасть. Эпӗ вӑтӑр пиллӗерк ҫеҫ. Ыранах кантура кайса отпускӑ пама заявлени ҫыратӑп, ыранах Шуршыва кайса прфсоюз комитечӗчен путёвка ыйтатӑп. Тен ман телее пӗр-пӗр «ҫунакан» путёвка пулӗ. Тавта пуҫ сана, ывӑлӑм, паха канаш панӑшӑн.

Амӑшӗ ҫак калаҫу хыҫҫӑн пӑрчӑкан пек чупкаласа ҫӳре пуҫларӗ. Ӑнса пычӗ унӑн веҫех: кантур пин тенкӗ парса пулӑшрӗ, Хура Тинӗс хӗрринчи пӗр санаторие путёвка та тупӑнчӗ. Ик эрне ӗнтӗ вӑл унта канать. Тата эрне ҫурӑран киле таврӑнмалла.

Ашшӗн кӑмӑлӗ ҫемҫешке терӗ-ха вӑл амӑшне, анчах ун сӑнӗ те Кирюк умӗнчех тӑрать. Вӑтам пӳллӗ, ырӑ сӑн-сӑпатлӑ, кӑмӑлӗ те унӑн хивре марччӗ. Кил-ҫурт хуҫалӑхне те пӗлсе, пуҫ тавра тӗплӗн шутласа тытса пыратчӗ. Амӑшӗ, ывӑлӗ ҫине сассине хӑпартса калаҫнине Кирюк астумасть. Платниксен бригадинче вӑй хунӑран хӑш-пӗр чухне хӗрӗнкӗрех таврӑнкалани те пулнӑ. Амӑшӗ кун пек чухне ятлаҫам пекки пулатчӗ-ха, анчах хӑйне тӳрре кӑларма ашшӗ нихӑҫан та чӑркӑшланман. Кирюкпа та туслӑччӗ вӑл: пуртӑ-пӑчкӑ тыткалама мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтаратчӗ. «ӳссе ҫитӗнсен, вӗренсе ӑс пухсан эсӗ кам пулассине пӗлместӗп, анчах пуртӑ-пӑчкӑпа мӗн те пулин ӑсталама пӗлни сан пурнӑҫна пӑсас ҫук», — тетчӗ. Ашшӗ пулла ҫӳреме юрататчӗ, хӑйпе пӗрле Кирюка та Тарса шывӗ хӗрне илсе каятчӗ. Пысӑках мар юхан шыв хӑй чӗлхипе шӑнкӑртатса саламланӑн кӗтсе илеччӗ вӗсене. Ҫутҫанталӑк ырлӑхӗнче киленеччӗ чун, йӑпӑрт-япӑрт пуллисем те вӑлтана ҫакланатчӗҫ. Ашшӗпе юнашар арҫын ача ҫӑтмах тӑнӑҫлӑхӗнчи пек туйӑнатчӗ. Кӑмӑлне хӑварса ҫемйине пӑрахса каймаллах мӗн элекленӗ-ши Маюк амӑшӗ Яхруҫ аппа? Кун пирки эпӗ нимӗн чухлӗ те кӑсӑкланман. Атте ик-виҫ кунтанах таврӑнас пек туйяттӑм. Виҫӗ уйӑх тулчӗ ӗнтӗ, ашшӗ ҫаплах ҫук-ха. Мӗн ӑна ҫав тери кӳрентернӗ-ши? Юра тасатса пӗтерсен кукамайран ыйтса пӗлетӗпех.

Кирюк тата вӑр-вартарах ӗҫлесе вите, лупас ай тӑррисене часах юртан тасатса пӗтерчӗ те картишне анчӗ, шӑлаварне ҫыпҫӑннӑ йӗпе юртан тасалса пӳртне кӗчӗ.

— Куамай, вите, лупас ай тӑррисем тап-таса, халь апат пар мана, — терӗ хывӑннӑ май. Анчах хирӗҫ нимӗнле сас-чӳ те пулмарӗ. Кукамӑш лавккана ҫӑкӑр илме кайнӑ пуль. Газ плити ҫинчен ашпа шаритленӗ ҫӗр улми илсе сӗтел хушине ларчӗ. Хырӑмӗ уҫӑ сывлӑшра аванах чӑрланӑ — ҫатма ҫинчи шарккӑвӑн ҫуррине самантра пушатрӗ те тутлӑ чей ӗҫсе апата тӗплерӗ. Ҫак вӑхӑтра кукамӑш те лавккаран ҫитрӗ.

— Кукамай, сан хушӑвна пурнӑҫларӑм!

— Маттур! Халь урокӑсене тума лар.

— Вӗсем ниҫта та тармӗҫ-ха, ман санран ыйтса пӗлмелли пур-ха… Тен, кӑштах калаҫса ларар.

— Мӗн ҫинчен-ши, эпӗ, ватӑлса йӳтенӗскер, сан ыйтуна хуравлама ӑс ҫитерейӗп-ши, мӑнукӑм? Эсир, хальхи ҫамрӑксем, ӑс-тӑн енӗпе ытла та мала ӳкнӗ вӗт.

— Ыйтӑвӗ кӑткӑс мар, мӗншӗн мана Яхруҫ аппан хӗрӗ, Маюк, ҫине пӑхма юрамасть? Ашшӗ-амӑшӗсен киревсӗр хӑтланӑвӗсемшӗн вӗсен ачисем айӑплӑ мар тесе шутлатӑп эпӗ.

— Ҫав Яхруҫа аппа тесе чӗнме ан хӑй! — ҫилленнипе шурсах кайрӗ ват ҫын.

— Тивӗҫлӗ мар вӑл аппа тесе хисепленине. Вӗсен йӑхӗнче пӗри те путлӗ ҫын пулман. Ку вӑл вӑрӑма каякан калаҫу. Халь вӗренме лар, ыран шкултан таврӑнсан Яхруҫ йӑхӗ ҫинчен каласа парӑп.

— Пыр та калаҫ, Шекспирӑн «Ромеопа Джульетта» хайлавӗнчи пӗрне-пӗри курайман Монтеккипе Капулеттисен ҫемйисем пекки Тӑрнапуҫ ялӗнче те пур иккен, — тӗлӗнчӗ Кирюк.

— Темскер-тепӗр ан сӳпӗлтет, урокӑсене ту! — хирӗҫлеме май ҫукла тавӑрчӗ ват хӗрарӑм.

Тархаслама хӑймарӗ вара Кирюк кукамӑшне, сумкинчен кӗнеки-тетрачӗсене кӑларчӗ те киле парса янӑ ӗҫсене тӗплӗн тума тытӑнчӗ.

* * *

Элекҫейпе Кӗтерне Ҫинук арҫын ачасен вӑййисене хутшӑннине хӑйсен тимлӗхӗнчен кӑларса пӑрахрӗҫ. «Шкула ҫӳреме пуҫласан хӑех хӗр тантӑшӗсен енне сулӑнӗ-ха. Вӑл усал ӗҫ туса ҫӳремест вӗт.» — терӗҫ.

Анчах хӗрӗ кӑлай вӑййисенчен час-часах хӑйне ятламалли сӑлтавсем тупса килетчӗ ҫав. Пӗр ырӑ каҫ Хӗлипсем патне Пӳлме касра пурӑнакан Кӗҫтин Эрҫюкӗпе Кулини урамранах ятлаҫса кӗчӗҫ.

— Эсир хӑвӑрӑн чарусӑр хӗрӗрӗре лӑплантармасан эпир сире суда пвратпӑр, — ахӑрашать Эрҫюк. — Вӑл пирӗн Кавӗрлене ҫурӑмӗнчен кӑлай патаккипе пӗр шелсӗр ҫапнӑ, ҫурӑмӗ веҫех кӑвакарса тухнӑ. Чӑн-чӑн арҫури ӳсет вӗт сирӗн!

— Ӑна эпир хамӑр та лайӑх туятпӑр-ха, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Кӗтерне. — Пирӗн касӑра хӗрӗмӗре выляма ун ҫулӗсенчи хӗр ачасем ҫук, ӗнтӗ Барби текен пукане те илсе патӑм, вӑл пурпӗрех арҫын ачасен вӑййисене чупать. Пире тата купӑста йӑранӗсен хушшинчен ймӑк е шӑллӑм тупса парӑр тесе йӳнретет. Элексейпе тӑрӑшса та пӑхрӑмӑр, анчах ачасем ҫуратас вӑхӑт пирӗн иртрӗ пулас, — тем ҫухатнӑн тарӑннӑн хашлатрӗ Кӗтерне.

— Эй, ан та кала ӗнтӗ Кӗтерне. Ҫирӗм-вӑтӑр ҫул каярах ял урмӗсенче нумай ача-пӑча хӗвӗшетчӗ. Халӗ касӑсенче пӗр-ик хӗр ача та пӗр-ик ывӑл. Эпӗ Эрҫюка тепрер ача ҫуратар тетӗп, вӑл пур ялан халь пурнӑҫ йывӑррипе тавӑрать, — упӑшкине кӳреннӗн сӑмахлать Кулине. — Эпӗ хам хӗрарӑм иккенне те манма пуҫларӑм. Те ӗнтӗ хӗрарӑмах иккенне чухлама кӳршӗри хусах Пракух патне кайкаласа ҫӳремелле ӗнтӗ…

— Ҫӳреттерӗп сана! — сассине хӑпартрӗ Эрҫюк. — Хамӑн ӗҫе пуҫарса янӑранпа аванах тӗреклентӗм. Пулаҫҫӗ пирӗн ачасем татах та. Пирӗн пӳрӗт асат хуҫнӑ ҫын евӗр курӑнать вӗт. Кирпӗчӗ пек блокӗсене хамах ӑсталатӑп, ҫӗнӗ ҫурта ҫӗклеме йывӑрах пулмӗ.

— Апла ман эсӗ ҫӗнӗ ҫурт лартичченех чӑтмалла-им? Капла та йывӑрланнӑ хӗрарӑмсем ҫине кӗвӗҫсе пӑхатӑп.

— Ҫитӗ-ха сана, Кулине. Нумайӑн-и вӗсем хырӑм йӑтса ҫӳрекенсем — виҫ-тват ҫулта ҫак пысӑк ялта пӗр-ик туй пулать. Халь ачасене ҫав кӑлай вӑййинчен епле майпа пистермелли ҫинчен калаҫар, кӑлайне вӗт йывӑҫран касса кӑларса ҫавракалатнӑ. Сывлӑшпа вӗҫсе пынӑ чух куҫран пырса тивертсен пур ачу та суккӑра юлма пултарать.

— Ун пирки пуҫа ватма та кмрлӗ мар, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Элексей — футбол пӳскине ҫеҫ туянса памалла. Вӑл сӑрантан, пит-куҫран лексен ыраттарӗ, пысӑк сиен кӳмӗ.

— Вӑт ку тӗрӗс шухӑш, Элексей тете. Ыран ман район центрне, Шуршыва каймалла, туянса килетӗпех ҫав пӳскене.

— Пӳске туяннипе ӗҫ вӗҫленмест-ха, хапхисене лартса памалла, анчах эпӗ фотболӑн тӳремӗ мӗн сарлакӑш, мӗн тӑршшӗ пулмаллине пӗлместӗп, — хашлатрӗ Элексей ҫавна та чухламаннишӗн кулянса, — ачасемшӗн чӑн-чӑн парне пултӑр ӗнтӗ.

— Ку темех мар. Ман кӳршех вӗт физкультура учителӗ, унран ыйтса пӗлӗп.

Ҫак вӑхӑтра пӳрте Ҫинук кӗрсе тӑчӗ. Шурса кайнӑ, сӑмси айӗнче юн юхнӑ йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӗр ача тӳрех амӑшӗ патне пырса пуҫне ун чӗрҫийӗ ҫине хучӗ те ӗсӗклеме пуҫларӗ.

— Ну, лӑплан, пӗр ӗсӗклемесӗр мӗн пулнине каласа пар. Кавӑрле те, ав, вырӑн ҫинчех ахлатса выртать тет.

Ҫакна илтсенех Ҫинук ӗсӗклеме пӑрахрӗ, пуҫне ҫӗклесе Эрҫюкпа Кулине ҫине айӑпа кӗнӗн пӑхрӗ. Унтан нӑшӑклатса илчӗ те:

— Чиперех выляттӑмӑр, эпӗ чи малта кӑлая ҫапса-тӗксе пыратӑп. Кавӗрлесен хапхи те инҫе мар. Пӗр-ик утӑмран кӑлая хапхана ҫапса кӗртетӗпех тесе ҫунатланса чупатӑп. Ҫав вӑхӑтра Кавӗрле патакӗпе такӑнтарчӗ те эпӗ ҫӗре сӑмса ҫинех вӑйлӑ ӳкрӗм. Сиксе тӑтӑм та юн кайнине пӑхмасӑрах Кавӗрлене ҫурӑмӑ тӑрӑх калай патакӗпе ҫапрӑм. Вӑйлах та ҫапасшӑн марччӗ, такӑнтарма юраманни асӗнче юлтӑр тесе ҫеҫ… — Тепӗр хут нӑшӑклатса илчӗ те: — Эсир мана каҫарӑр ӗнтӗ, — тесе пуҫне амӑш чӗрҫи ҫине чикрӗ.

— Пурте чиперех пулӗ, Кавӗрлен ҫурӑмӗ те часах тӳрленӗ. Эпир сан аҫупа сире, пур ачасене те пысӑк парне тӑвасшӑн-ха. Хальлӗхе вӑл — вӑрттӑнлӑх. Эсир Кавӗрлепе мирлешӗр, — пурте ачашласа шӑлчӗҫ Ҫинук пуҫне. Вӑл часах лӑпланчӗ те чӑрланӑ хырӑмне апатпа тивӗҫтерсе, мӗнле парне-ши тесе кӑсӑклансах тарӑн ыйха путрӗ.

Тепӗр кунне Тӑрнапуҫ ачисемшӗн чӑнах та пысӑк уяв ҫитрӗ — ялти усламҫӑ, Кӗҫтин Эрҫюкӗ Шуршывран футбол пӳскине туянса килнӗ. Вӗсем Элексейпе пӗрле клайла вылякан ачасем патне ҫав пӳскепе ҫитрӗҫ. Ачасем туппа курсан кӗр хупӑрласа илчӗҫ пысӑк арҫынсене.

— Ку пӳске пире-и, пуриншӗн те-и? — тӑкӑнаҫҫӗ ыйтусем.

— Кама пултӑр ӗнтӗ, паллах, сире, — хуравлать Эрҫюк. — Эсӗ, Кавӗрле, ку туппа ман атте туяннӑ тесе сӑмсуна ан каҫӑрт, ӑна пуриншӗн те туяннӑ, выляман чух кам аллинче упранмаллине хӑвӑр суйласа илӗр. Кама эсир ытларах шанатӑр?

— Кирюкпа Ҫинука! — тавӑрчӗҫ пӗр саслӑн хӗвел пек ҫиҫекен ачасем.

— Ку кӑна та мар, эпир Элекҫейпе пӳске тапса кӗртмелли хапхисене те лартса парасшӑн, ӑҫтарах меллӗрех, тикӗс лаптӑкне хӑвӑр тупӑр та ыранах сирӗн футболла выляма вырӑн пулӗ. Халӗ командӑсене уйрӑлӑр та пӳске хӑвалама тытӑнӑр.

Эрҫюкпа Элекҫей ачасем пӳске тапса ун хыҫҫӑн хӑшкӑлса чупнине кӑштах пӑхса тӑчӗҫ те ялалла утрӗҫ.

— Пӳскине парнелерӗмӗр, хапхисене те лартса парӑпӑр, анчах ачасен урисенче хӑшӗн тарӑн кулуш, хӑшӗн сандали, хӑшӗ пачах та ҫара уран. Ҫакӑ пӗртте килӗшмест мана, — сӑмах хускатрӗ утнӑ май Эрҫюк. — Шутласан парне тулли мар пек туйӑнать. Ӑҫта каймасть пӗр качака укҫи тенӗ пек, туянса парар вӗсене красовкисем.

— Лайӑх шухӑш, кӑмӑлпа килӗшетӗп санпа. Пӳске хӑваласа урисем, ҫан-ҫурӑмӗсем тӗрекленӗҫ, чӗлӗм туртасси пирки шутламӗҫ, — хавхаланчӗ Элексей те. Кӗҫтин Эрҫюкӗ пуш сӑмах ҫапмасть, пур ачана та урисене юрӑхлӑ красовкисем туянса парать.

* * *

Вӑхӑт шӑвать. Ҫинукпа Кирюк та шкула кайма ӳссе ҫитрӗҫ. Кӗрӗн пӗрремӗш кунӗ хӗвелӗ те ялкӑшса-ҫиҫсе тухрӗ. Кирюк амӑшӗ Верук ачине темиҫе хут енчен-енне ҫавӑркаласа пӑхать, пурте чиперрине тӗрӗслет. Чӗрӗп йӗпписемле кастарнӑ ҫӳҫне лӑп вырттарас тесе туракаласа илет, лешсем пурпӗрех чӑнк тӑраҫҫӗ. Ашшӗ часах пӗчӗк пахчаран тӗрлӗ чечексен ҫыххине йӑтса кӗчӗ.

Хӗлипсен килӗнче те савӑнӑҫлӑ хӗвӗшӳ. Кӗтерне Ҫинук тавра ҫаврӑннӑ май такмакласа та илет:

Хура юбкӑ, шурӑ кофтӑ хӗре тӑхӑнтаратпӑр,
Хӳхӗм чечек ҫыххипе эпир шкула каятпӑр.

Амӑшӗ хӗрӗн пуҫӗ ҫине бантиксем вырӑнаҫтарас тесе тем пекех тӑрӑшрӗ, анчах Ҫинукӑн ҫӳҫӗ кӗскерен ниепле те лартаймарӗ, арҫын ача пекех курӑнас тесе вӑл ҫӳҫне ашшӗне кастарсах тӑрать. Урисене илемлӗ туфли тӑхӑнсан Ҫинук тӗкӗр умне тӑчӗ, веҫех тӗсесе пӑхрӗ те:
— Фу! Эпӗ те Барби пуканене ҫаврӑнтӑм, — пӑшӑрханнӑн хашлатрӗ вӑл.

— Ах Тур хӗрӗм, чӗрене ан ыраттар-ха, хӗр ачан хӗр пек курӑнмалла ӗнтӗ.

— Юрӗ анне, чӗрӳне ан ыраттар, эпӗ те хӗр ача евӗр курӑнма тӑрӑшӑп. Эсӗ чечексен ҫыххине йӑтса пыр, эпӗ портфельне илӗп. Кирюкпа амӑш пире кӗтсе те ывӑнчӗҫ пуль, — терӗ те Ҫинукпа Кӗтерне ҫуртӗнчен тухрӗҫ.

Чӑнах та урамра Верукпа Кирюк, Ваҫҫапа Элексей вӗсене кӗтсе тӑраҫҫӗ. Кирюк ҫурӑмӗ ҫинче илемлӗ пӗчӗк рюкзак ҫакӑнса тӑнине курсан Ҫинук йӗрмӗшме пуҫларӗ:

— Ма мана валли ҫавӑн пек сумкӑ туянман, ытла та меллӗ-ҫке вӑл?

— Ан кулян хӗрӗм, эсӗ шкултан таврӑннӑ тӗле санӑн та ҫавӑн пек сумкӑ пулӗ, — лӑплантарчӗ хӗрне Элексей.

Тӑрнапуҫ — пысӑк ял. Пилӗкҫӗр ытла кил-ҫурт хуҫалӑхӗ шутланать кунта. «Тухӑҫ» совхоз чи тӗреклӗ хуҫалӑх пулнӑ Шуршыв районӗнче. Таврари пӗчӗк ялсене те вӑлах пӗрлештерсе тӑнӑ. Киштек, Ҫӗмӗртлӗ, Ҫирӗклӗ, Актай ялӗсем тата ытти пӗчӗк посёлкӑсем Тӑрнапуҫӗнчен ҫур ҫухрӑмра е ҫухрӑмра ҫеҫ ларнӑ. Асӑннӑ ялсене малашлӑхсӑррисен шутне кӗртсен, вӗсем вӗтелсе пынӑ. Киштекре ҫӗр ытла кил-ҫурт хуҫалӑхӗнчен халӗ пурӗ те ик теҫеткене яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ. Ытти ялсене те ҫав шӑпах ҫитнӗ. Ҫавӑнпах унти пуҫламӑш шкулсене те хупнӑ. Халь ҫав ялсенчи ачасем пӗрремӗш класранах Тӑрнапуҫ вӑтам шкулӗнче вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Кулинепе Кӗтернене, Ҫинукпа Кирюка шкул ача-пӑчасен хаваслӑ сассипе кӗтсе илчӗ. Хӗр ачасем шкул картишне сарнӑ асфальт ҫине пурпа клеткӑсем ҫырнӑ та вӗсене сике-сике выляҫҫӗ. Ҫинук та ҫав клеткӑсене сиккелесе пӑхрӗ, амӑшӗ савӑнсах кайрӗ Ҫинукӗ тинех хӗр ачасен вӑййине выляма тытӑннине курса, анчах хӗрӗ аллипе сулчӗ те ун патне пырса тӑчӗ.

— Ма выляма пӑрахрӑн? — кӑсӑкланчӗ амӑшӗ.

— Лӗкӗш-лӗкӗш сиккелӗве вӑйӑ тетӗн-и, анне? Усси ҫук ҫак вӑйӑра…

Амӑшӗ ним калама та аптрарӗ. Часах шкултан директор, вӗрентекенсем тухрӗҫ, пурне те строя тӑма хушрӗҫ. Пуҫласа шкула каякансен ушкӑнӗ патне типтерлӗ тӑхӑннӑ вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑмпа ҫамрӑк хӗр пырса хӗр ачасене пӗр ушкӑна, арҫын ачасене тепӗр ушкӑна тӑратрӗҫ, кӑҫалтан вӗсем уйрӑмшар классенче вӗренме пуҫланине пӗлтерчӗҫ. Ҫакна илтсен Ҫинук хӗр ачасен стройӗнчен тухрӗ те Кирюкпа юнашар кайса тӑчӗ. Ун патне вӑтам ҫулсенчи вӗрентекен пычӗ те:

— Мӗнле-ха сан хушамату, яту?

— Филиппова Зинаида Алексеевна эпӗ, — пӑт татса хуравларӗ хӗр.

— Эпӗ Анна Ивановна, арҫын ачасен класӗн учителӗ. Санӑн, Ҫинук, хӗр ачасен класӗн стройне тӑмалла.

— Эпӗ Кирюк пиччерен ниҫта та уйрӑлмастӑп, — чӗтревлӗ сасӑпа тавӑрчӗ хӗр. Унӑн куҫӗсем шывлана пуҫланине вӗрентекен асӑрхарӗ те ӑна ҫепӗҫ сӑмахсемпе лӑплантарчӗ.

— Кирюк пиччин хушамачӗ мӗнлерех-ха?

— Самаев Кирилл эпӗ, — тавӑрчӗ Ҫинук вырӑнне Кирюк.

— Мӗнле пичче пултӑр-ха вӑл? Эсир иксӗр те пӗр ҫулхисемех тата пӗр ҫемьерен те мар.

— Ҫук, пичче! Вӑл манран тӑватӑ уйӑх аслӑрах. Мана унран уйӑрсан эпӗ шкула ҫӳреместӗп! — хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ хӗр. Ку кӑткӑс ыйтӑва хӑй татас ҫуккине ӑнлачӗ вӗрентекен, шкул директорӗ патне васкаса утрӗ. Часах Анна Ивановнапа директор Ҫинук умне ҫитсе те тӑчӗҫ, ӑна хӗр ачасен стройне тӑма ӳкӗтлеме пуҫларӗҫ. Директорӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн хӗрӗн пуҫӗ ҫӗрелле усӑнчӗ, пысӑккисем ун сӑмахӗсене ӑнланманнипе ача чунӗ кӳренӳпе тулса пычӗ, стройрах макӑрса ярас мар тесе сасартӑк Кирюкран хӑпрӗ те инҫех мар тӑракан амӑш патне чупса кайрӗ, ун ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе сасӑпах макӑрса ячӗ.

— Мӗн тӑватпӑр-ха, Екатерина Фёдоровна? Сирӗн ачӑр хӗр ачасен класӗнче вӗренесшӗн мар, вӑл арҫын ачасен класӗнче вӗренесине хирӗҫлеместӗр пуль? Ачан кӑмӑлне пӗрремӗш кунтанах хуҫар мар.

— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ унпа? Кирюкӗ тӑватӑ уйӑх ҫеҫ аслӑ пулин те ӑна вӑл пичче тесе хисеплет. Аслисене халех сума сӑваслӑх унра пур-тӑк, вӑл киревсӗр кӑмӑллӑ мар. Вӗрентӗр апла арҫын ачасемпех. Ҫакна илтсен Ҫинук нӑшӑклатма чарӑнчӗ те йӗпеннӗ куҫӗсемпе амӑшӗпе директор ҫине ӑшӗнче тав тунӑн ӑшшӑн пӑхса илчӗ, йӑл кулса Кирюкпа юнашар кайса тӑчӗ. Ҫак хӗр пӗрчи хӑйӗн «карахтерӗпе» нумай тарӑху кӳрӗ-ха тесе шутласа Анна Ивановна тарӑннӑн хашлатрӗ.

Ҫинук урӑх нимле тарӑхтару та ҫуратмарӗ. Вӗрентекен часах Ҫинукпа Кирюк ӑспа та, хӑйсене тыткалассипе те, тӑнпа та ыттисенчен ик-виҫ картлашка ҫӳлерех тӑнине туйса илчӗ. Пӗлӳ пухаслӑха вӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ, кӑлай, пӳске хӑвалассипе кӑна ҫырлахман. Пушӑ вӑхӑтра букварьти саспаллисемпе паллашнӑ, пӗр такӑнми вулама хӑнӑхнӑ, арифметикӑри примерсене шутлама вӗреннӗ. Анна Ивановнан пӑшӑрханӑвӗ самантрах сӳнчӗ.

Вӗренӳ ҫулӗн чӗрӗкӗ вӗҫленсен шкулта ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсем иртеҫҫӗ. Элексейпе Кӗтерне те Ҫинукӗнчен йыхрав илчӗҫ. Вӗсем хушшинче пӗчӗк тавлашу сиксе тухрӗ: камӑн пухӑва каймалла? Хӗрӗ арҫын ачасен класӗнче вӗреннипе вӑл тата та хӑйне чӑрсӑртарах тытать пуль тесе шутлаҫҫӗ. Нихӑшӗн те пухура питне пӗҫертсе ларас килмест. Юлашкинчен иккӗш те кайма сӑмах татрӗҫ. Нина Ивановна пурне те сапӑррӑн кӗтсе илет. Часах пуху та пуҫланчӗ.

— Пӗрремӗш чӗрӗке эпир лайӑх вӗҫлерӗмӗр, анчах питӗ лайӑх кӑтартусем патне ҫитме хӑш-пӗр наянрах вӗренекенсем чӑрмантараҫҫӗ. Петровсен Ҫерушӗ, Ваҫкинсен Тимушши лайӑх паллӑсемпе вӗренме пултараҫҫӗ, анчах киле панӑ ӗҫсене тумасӑр килеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене ытларах тимлӗх яма ыйтасшӑн эпӗ, — япӑхрах вӗренекенсен ячӗсене асӑннипе пуҫларӗ сӑмахне вӗрентекен. — Пытармастӑп, малтанах Филиппова Зина мана нумай тарӑхтару кӳрӗ тесе шутланӑччӗ. Халь эпӗ ҫакӑн пек вӗренекен класра пурришӗн савӑнса пӗтерейместӗп. Пиччӗшӗпе, Самаев Кирюшапа, пирӗн класшӑн кӑна мар, мӗнпур шкулшӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Чӗрӗке вӗсем пур предметпа та «пиллӗк» паллӑсемпе вӗҫлерӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене мӗн пӗчӗкрен тӗрӗс воспитани панӑ.

Нумаях калаҫмарӗ Нина Ивановна. Вӑрӑмах мар тишкерӳре кам ачин арифметикӑпа, камӑн Тӑван Чӗлхепе, ҫырассипе туртӑнмаллине каларӗ те пуху саланчӗ.

Элексейпе Кӗтерне килне ҫитсен Ҫинук патне пычӗҫ те малтан амӑшӗ, унтан ашшӗ чуп туса илчӗҫ.

— Тавтапуҫ сана, хӗрӗм, пирӗн пите пӗҫертменшӗн, малашне те тӑрӑшса вӗрен, — пехиллерӗҫ хӗрне савӑнӑҫпа тулнӑ Элексейпе Кӗтерне.

Ҫак пехиле ӑсне тарӑна хывса вӗренчӗ Ҫинук. Физкультура урокӗсенче те вӑл арҫын ачасенчен юлса пымарӗ: вӗсем турник ҫинче мӗн чухлӗ туртӑнаҫҫӗ, вӑл та ҫавӑн чухлех туртӑнать. Футбол вӑййисенче те вӑл пӳскене хапхана тапса кӗртессипе ӑстисенчен пӗри. Чи тӗлӗнмели — саккӑрмӗш класс пӗтернӗ тӗле арҫури текен хӗр хӳхӗм пикене ҫаврӑнчӗ. Кӑкӑрӗсем хӑпарса тулчӗҫ, сӑн-пичӗ илемленчӗ, чӗлхи ҫепӗҫленчӗ.

— Ҫут ҫанталӑк хӑйӗнне илетех вӑл  — чиксӗр савӑнать Кӗтерне хӗрӗн чиперлӗхне пӑхса ытараймасӑр.

— Эсӗ те, Кӗтерне, хӗр чухне ун пекех чиперччӗ. Миҫе йӗкӗтпе ҫапӑҫнӑ саншӑн — шучӗ те ҫук, — хушса хурать Элекҫей. — Хальхи ҫӑмӑлттайрах ӑслӑ хӗрсем хӑйсен чысӑсене ҫамрӑклах татаҫҫӗ, имӗш, ку чуне хӗрлӗхе упрасси модӑра мар. Турӑ сыхлатӑрччӗ пирӗн Ҫинука ҫав ухмахла шухӑшран.

— Эпӗ те ҫавнах калатӑп, эпӗ те Турӑш умӗнче ҫавӑн пек шухӑшсенчен Ҫинука сыхласа упрама кӗлӗсем вуласа ыйтатӑп. Ахальтен каламан вӗт ваттисесем чыса ҫамрӑкран упрамалли пирки, — килӗшет упӑшкипе Кӗтерне.

Ҫинукра хӗрлӗх пиҫсе ҫитнин паллисем ҫиеле тухсанах ун чӗринче халиччен пӗлмен темле туйӑм ҫуралчӗ: ун чунӗ Кирюка курасшӑн ҫунать. Анчах вӑл ҫакӑн пирки ӳссе тӗрекленнӗ йӗкӗте калама вӑтанать. Ара Кирюк ун ҫине чи ҫывӑх юлташӗ пек кӑна пӑхать-ҫке, юлташӗ хӗре ҫаврӑннине те курмасть. Ниушлӗ ун чун-чӗри суккӑр?

Ҫук, Кирюкӗ те курать Ҫинук еплерех хӳхӗмленсе кайнине, анчах юрату пирки сӑмах тапратма хӑрать. Хӑйсенче пысӑк юрату тымарланнине пӗрне-пӗри калама именеҫҫӗ, ҫавӑнпах ҫав вӑрттӑн туйӑмсемпех вунпӗрмӗш класс тарранченех асаланса-тетртленсе пурӑнчӗҫ. Юрату — хӑватлӑ туйӑм. Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑй ҫинчен чан ҫапнӑн уҫҫӑн пӗлтерет.

* * *

Кун тӑрӑшшӗ аванах вӑрӑмланнипе хӗвелӗ те маларах тухать. Уйӑх ҫурӑ каярах тӗттӗмлех шкула утатчӗ Кирюк. Паян, ав, ҫич сехетрех тулта янк ҫутӑ. Тӳпе те ӗнерхи пекех сенкер тасалӑхра. Вӑл калинкерен урама кӳршӗ Ҫинукпа пӗр вӑхӑтрах тухса тӑчӗ. «Те эпӗ тухасса картишӗнче юри кӗтсе тӑрать, — шутлать йӗкӗт. — ӗнер Маюка кӑнтӑр кунӗнчех сумкине йӑтса ӑсатнишӗн йӗплесе шӑл йӗрме шутлать-тӗр вӑл». Ҫавӑнпа унпа юнашар утас килмест-ха унӑн паян, тем манса хӑварнӑ пек пӳртне каялла кӗрет. Кантӑкран тӑкӑрлӑкпа васкамасӑр хӗр утнине курсан ҫеҫ килӗнчен тухать.

Ҫинук ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ хӗр. Пӗр чӗнмесӗр вӑл амӑш ҫук чухне урайсене ҫуса тасатать, кукамӑшне вырӑн таврашӗсене, кӗпе йӗмсене ҫума пулӑшать. Вӑл Кирюксем патне килсенех ҫурт ӑш-чикӗ ҫуталса кайнӑн туйӑнать.

— Маттур хӗр ӳсет Хӗлипсен, сӑнӗпе те, кӗлеткипе те хитре пике. Ӑсӗ те ун шӗвилкке мар, пурнӑҫ ҫине тӗплӗ чӑнлӑхпа пӑхать. Эх, пиреччӗ ҫавӑн пек кин, — тӗкет амӑшӗ май килнӗ самантсенче Кирюка.

Кирюк хӑй те туять-ха Ҫинук ҫав тери пархатарлине. Сӑнӗ-пуҫӗпе те вӑл Маюкран темиҫе хут ирттерет. Тата ачаран пӗрле выляса ӳснӗ, инкек-синкексенчен пӗр-пӗрне хӳтӗленӗ. Халӗ те ун хутне кӗме хатӗр Кирюк. Епле илемлӗ, килӗшӳллӗ мӑшӑр тесе те калаҫаҫҫӗ вӗсем ҫинчен. Вӗренӳре те вӑл класра чи пултарулли. Пӗрре мар Кирюк пуҫӗ тӗшмӗртейменнипе ӑна пулӑшма ыйтнӑ. Тӳсӗмлӗн, ӑса лайӑх кӗрсе лармалла темиҫе те ӑнлантарать вӗт Ҫинук. Ҫавӑнпах Кирюк чи лайӑх вӗренекеннисен шутӗнче. Ачапчаран ҫирӗпленнӗ юлташлӑх Кирюк вӑтанӑвне пула юратӑва ҫаврӑнаймасть. Тата ҫамрӑк хӑйне Ҫинук вӗренӳре час-часах пулӑшнипе ун умӗнче парӑмра тӑнӑ пек, унпа тан мар пек туять. Тен ҫавӑнпах эпӗ те, Маюк калашле, хӗр суйлатӑп-ши, хама пӳрни сӑмса айӗнчехне асӑрхамастӑп? Тен паян кукамай каласа пани чӑн юрату куҫне уҫӗ?

«Чим-ха, Ҫинук мана хӑй чунне хывнӑ-ши?» — шутласа илет сасартӑк каччӑ. Ҫак шухӑшпа пӗрле ун ҫурӑмӗ тӑрӑх темле сив ҫӳҫенӳ чупса иртрӗ. Эпӗ хама Ҫинук мана юратать тесе тытман упа тирне сӳместӗп-ши? Юрату шӗкӗр-мекӗр чухне клайла выляни мар. Еплерех илемлӗ пикене ҫаврӑнчӗ Ҫинук ӳссе пынӑ май. Енчен те вӑл Маюк пекех каччӑсене шӗкӗлчесе хӑй савнине палӑртса та хунӑ? Ҫук, паянах чуна ҫуйхантаран ҫак ыйтусене татмалла!

Ҫинукпа Кирюк шкултан пӗрлех тухрӗҫ. Тулта чӑн-чӑн ҫуркунне. Хӗвел хӗрӳлӗхӗ юра пӗр шелсӗр ирӗлтерет, тӗл-тӗл анлӑ шыв кӳленчӗкӗсем сарӑлма ӗлкӗрнӗ.

— Туятӑн-и, Ҫинук, сисетӗн-и ҫуркунне ҫитрӗ вӗт! Сан кӑмӑлу мӗнлетӗр те ман чунра темле халиччен туйман вӑй тинӗс хумӗ пек кӗрлет. Ух! сана ытама илсе хам ҫума чӑмӑртас килет.

— ӗнер апла эсӗ Маюка та чӑмӑртарӑн пуль-ха? Ав, вӑл хӑйсен урамне илсе тухакан тӑкӑрлӑкра чарӑнса тӑнӑ та пирӗн ҫине ҫисе ярасла ӑмсанса пӑхать, — йӗкӗлтешрӗ Ҫинук.

— Тӑтӑрах! ӗнер вӑл мана хӗрсен вӑрттӑнлӑхне уҫрӗ. Пӗлессӳ килет-и?

— Тем пекех.

— Имӗш эсир, хӗрсем, ӗмӗр ҫулташӗсене, ну пулас упӑшкӑрсене, хӑвӑр суйласа илетӗр. Ман шутпа, савса пӑрахнӑ хӗре хӑй ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхтарасси, хӗрӗн кӑмӑлне ырӑ та пархатарлӑ ӗҫсем туса ҫавӑрса хӑйне юраттарасси кирек хӑш йӗкӗтӗн тивӗҫӗ. Эсӗ мӗнле шутлан? Тен эсӗ те хӑвӑн савнине суйласа та хунӑ?

— Суйланӑ, манӑн та чун пур. Ман пуҫа вӑл шухӑш ҫавӑрмасть-ха. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленесси инҫе мар. Эпӗ халь ытларах патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзамӗнӗсем ҫинчен шутлатӑп. Вӑл пирӗн шӑпана кирлӗ ҫулпа яраканни. Самани ку хушӑра айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнать: е дефолт, е кризис, е инфляци. Вӑл пысӑк вырӑнта ларакан чиновниксен ачисемшӗн ҫеҫ хӑрушӑ мар, ҫӗр ҫинче е завод-фабрикӑсенче ӗҫлекенсен ҫемйисенче ҫураса ӳснисемшӗн аслӑ пӗлӳ илесси чӗр нуша. Атте пирӗн совхоз часах панкрута тухасси пирки сӑмахлать. Пирӗн ялти фермӑ ӗнисене сутма та тытӑннӑ. Миҫе вӑйпитти хӗрарӑм, арҫын ӗҫсӗр тӑрса юлать. Атте мана асӑрхаттарсах тӑрать: «Тӑрӑшса вӗрен, хӗрӗм. Халь тӑрӑшсан кӑна пӗр-пӗр института тӳлевсӗр вырӑна лекме пултарӑн. Эпир аннӳпе тӳлесе вӗрентме хавал ҫитерес ҫук», — тет.

— Апла ман анне те ӗҫсӗр тӑрса юлать-ҫке. Ҫӑва патне вӑл юратӑва! Эпӗ те паянтанах кӗнекесенчен, задачниксенчен вӑраха уйрӑлмӑп. Эпӗ медицина университечӗн фармакологи факультетне вӗренме кӗме ӗмӗтленетӗп. Эсӗ ӑҫта кӗресшӗн?

— Кирюк, эсӗ хӑрушӑ ҫын-мӗн, ман пуҫ шутласа хунӑ ӗмӗтсем чун кӗнеки ҫине ҫырӑнса пыраҫҫӗ пуль. Ман чун саншӑн яланах уҫӑ пулнӑ. Эсӗ ҫав кӗнекене пӗр вӑтанми уҫса вулатӑн пулас. Эпӗ халиччен никама та сасӑпа хам ӑҫта вӗренме кӗрессине каламан. Малтанах эпӗ тухтӑр пулма ӗмӗтленеттӗм. Астӑватӑн-и уруна пуртӑпа каснине? Ман сехре пӑкки сиксех тухрӗ ун чухне. Атте ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ чечеклӗ тутӑра сӳсе илтӗм те пуҫран сан уруна вӑйлӑ пӑчӑртаса ҫыхрӑм, ял больницине ҫавӑтса кайрӑм. Мухтарӗҫ мана ун чухне ҫухалса кайманнишӗн. Ҫавӑн чухне ҫуралчӗ те тухтӑр пулас ӗмӗт. Анчах, пӗлтӗр кукка кирлӗ эмел ҫуккипе вилсе кайсан, ӗмӗте улӑштартӑм. Мӗншӗн тесен тухтӑр чире тӗрӗсех палӑртсан та кирлӗ эмел ҫук пулсан ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Ҫавӑнпа та ҫынна сыватассинче, ӑна вилӗмрен хӑтарассинче пӗрремӗш вырӑнта эмел тӑрать, ҫавӑнпах эпӗ те фармокологи уйрӑмне вӗренме кӗресшӗн.

— Апла, унта вӗренме кӗрсен те эпир санпа пӗрлех пулатпӑр.

— Кӗрейсен. Халь калаҫӑва татар-ха. Эпир санпа хамӑр килсем умӗнче, ҫул хытти ҫинче ҫур сехет ытла тӑратпӑр ӗнтӗ. Сан кукаму та, ман анне те кантӑкран пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Анне юлашки пӑхура чӑмӑрӗпе юнарӗ. Кӑнтӑр кунӗнче хӗрпе йӗкӗт урамра темччен тӑни илемлех мар вӑл, килсене кӗрер.

— Чим-ха, чим, эсӗ ман тӗп ыйту ҫине хуравламарӑн, атя кӗҫӗр укӑлча хӗрринчи виҫ хурӑн патӗнче тӗл пулар? — тархасларӗ Кирюк.

— Юрать, тулӗк кая ан юл, — тесе Ҫинук хапхи еннелле утрӗ, Кирюк та пӳртне кӗчӗ.

* * *

Кукамӑш мӑнукне тутлӑ апатпа кӗтсе илчӗ. Хӑй тем пек савӑнӑҫлӑ, пур-ҫукшӑн та йӑл-йӑл кулкаласа илет. «Кукамая та ҫуркунне «сӗрӗмӗ» тивнӗ-ши?» — шутлать Кирюк, мӗн пулнине ыйтса кӳрентересрен шикленет. Кукамӑш савӑнӑҫне текех пытарса тӑмасть, мӑнукӗ апатланнӑ май сӑмах пуҫарать.

— Тинех куҫу уҫӑлчӗ-им? Ҫинук чиперрине эсӗ асӑрхани мана савӑнӑҫ кӳчӗ. Юрату сӑннисем чӗрене тирӗнсе куҫсене уҫаҫҫӗ. Анчах хӑватлӑ туйӑм вӑхӑт шунине мантарать. Сирӗн умӑрта экзаменсем тӑнине асӑрта тытӑр.

— Кукамай, эпир ун ҫинчен пӗрре те манмастпӑр, ялан кӗнекесене алӑран ямстпӑр, — пусарчӗ ват ҫын пӑшӑрханӑвне Кирюк. — Эсӗ ӗнер мана Яхруҫсен тӑхӑмӗ ҫинчен каласа пама пулнӑччӗ. Кӑштах пуҫа кантармалла эпӗ сана итлеме хатӗр.

— Вӗсен йӑхӗ ҫинчен аса та илес килмест, панӑ сӑмаха тытмаллах. Итле эппин эпӗ вӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине, — тенкел илсе Кирюка хирӗҫ ларчӗ кукамӑш. Вӑхӑт ун питне ӑста тӗрӳҫӗ пекех йӗрленӗ. Пурнӑҫра килсе тухнӑ йывӑрлӑхсем хӑварнӑ вӗсене. Ҫӳҫне те шеллемен ав, шупка тӗс кӗртнӗ. Ҫулӗсем те пысӑк унӑн, ҫавах вӑл сывлӑх енчен аптрамасть-ха, хӑйӗнчи ӑшӑлӑха пӗр шелсӗр мӑнукне парать.

— Вӗсен хушамачӗ — Телешев, — пуҫларӗ калавне кукамӑш. — ял-йышра вӗсене Тилишухсем теҫҫӗ. Яхруҫ ашшӗн аслашшӗ Тӑрнапуҫӗнче вӑтам хресченсен шутне кӗнӗ. Хӑй пурлӑхне тӗрлӗ майпа ӳстерсе пынӑ — ӑҫта вӑрланӑ, ӑҫта улталанӑ. Тыр-пула пухса кӗртсен кӗр мӑнтӑрӗпе ялта савӑнӑҫлӑ ӗҫкӗсем пуҫланаҫҫӗ. Тӑван-хурӑнташсем кампанисене чӑмӑртанса килӗрен-киле ҫӳресе хӑналаннӑ. Эрех те, сӑра та ӗҫнӗ, анчах хальхи пек намӑса пӗлмесӗр ӑҫта-килчӗ унта ӳсӗрпе тӑсӑлса выртман. Ҫав йӑла халь пачах та ҫук. Виҫҫӗн пухӑнса лавкка хыҫӗнче кӗленчене пушатаҫҫӗ те килӗсене саланаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗчченех килте ӗҫсе выртать. Яхруҫ ашшӗн аслашӗ эрех ӗҫсе кӑмӑлне килентермелли аван меслет шутласа кӑларнӑ. Вӑл нихӑҫанта кил-ҫуртне кампани кӳртмен, хӑй ют кампание ермешсе эрех сӗрсе ҫӳренӗ. Какӑриччен ӗҫсе-ҫисе тултарсан килне юрласа таврӑннӑ.

Юратман ӑна ҫакӑн пек нӗрсӗрлӗхшӗн ял халӑхӗ, тӗттӗм кӗтесре чышкӑласа та илнӗ, анчах килпетсӗр йӑлана пӑрахман, вӑл ывӑлӗсене, хӗрӗсене те куҫса пынӑ. Яхруҫ ашшӗ, Карачӑм, мӑн аслашшӗсенчен те ирттерчӗ, кампанисемпе ӗҫес йӑла пӗтсен те вӑл мухмӑр чух кирек хӑш ҫурта кӗрсе: «Ах Тур вилеп, пӗрер черкке парса чӗртӗр-ха», — тесе тарӑхтарнӑ. Эрех ҫук тесе хуравласан одеколон та пулин ыйтса илнӗ. Ҫавӑнпах эрех сӗрсе ҫӳрекенсене пирӗн ялсем «Тилишух» теҫҫӗ.

Яхруҫ сан аннӳпе пӗр ҫулта ҫуралнӑ, ҫав тери чарусӑр ӳсрӗ. Сакӑр класс пӗтерсен вӑл хулана тухса кайрӗ. Ӑҫта ӗҫлени паллӑ мар. Унта вӑл йӗркерен тухса тӗрлӗ арҫынсемпе кӗрт йытти пекех чупнӑ пирки Хусанта тӗпленнӗ пирӗн ял ҫыннисемех тӑванӗсене ҫырса пӗлтернӗ. Кӑмӑлӗ пӑтранса хӑсса пӗтсен вӑл чухласа илет — унӑн ҫие юлнӑ. Тӳрех вӑл яла таврӑнать. Малтан сан аҫу ҫине куҫ хывать, анчах ӗҫ тухмасть. Унтан Артамун Петруҫне хӑмӑтлама тӗвӗлет.

Петруҫ ялта чи йӑваш каччӑччӗ, ҫамрӑк чух вӑл сан аннӳ ҫине куҫ хывнӑ пулнӑ. Яхруҫ ун ҫумне ҫыпҫӑнма тытӑнсан, йӑваш пулсан та, ӑна пӑрса яма хӑюллӑх ҫитерет. Анчах Яхруҫ каварлӑхне Петруҫ пӗлмен ҫав. Чупкӑн хӗр хӑй шутланинчен пӗр утӑм та чакмасть. Хӑй йывӑрланнине вӑл ашшӗне каласа парать, хырӑм пӑрахма та килӗшмест. Амӑшӗ йывӑр чире пула ир ҫӗре кӗчӗ. Епле те пулсан Петруҫа ӗҫтерсе ӳсӗртсе Яхруҫпа пӗр вырӑн ҫине вырттармалла. Каварлӑ шухӑша пурнӑҫа кӗртме мел те ӳкет. Карачӑм ялта лавкка лартма пуҫӑннӑччӗ ун чухне. Петруҫа чӗнет вӑл Шуршывран цемент, шифер тата ыттине турттарса килме. Каччӑ ун-кун ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах килӗшет. ӗҫ хыҫҫӑн эрехпе сӑйлану, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ. Пӗр-ик черке ӗҫсен картишне туртма тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Яхруҫ черккиисене тултарса хурать, Петруҫӑнни ҫине ҫывӑртакан эмел ярать. Ҫав эрехе ӗҫсен ҫамрӑк арҫын кӑшт ларсанах ыйха путать. Ӑна самантрах труҫикпе кӑна хӑварса Яхруҫӑн вырӑнӗ ҫине вырттараҫҫӗ. Ашшӗ кунтелей шырама тухса каять, хӗрӗ труҫикпе те кӑкӑр ҫыххипе юлса Петруҫ ҫумне выртать.

— Эсӗ, кукамай, ҫаксене ху курса тӑнӑ пекех каласа паратӑн, — татрӗ ват ҫынна Кирюк, — тен ку ҫынсен пуш сӑмахӗ кӑна?

— Эсӗ шӑпӑрт итлесе лар. Ялта кирек хӑш ҫын та ал тупанӗ ҫинчи пекех. Темле вӑрттӑнлӑх та тӑрӑ шыв ҫине тухать. Итлеме тӳсӗмӗ пӗтрӗ-им?

— Ҫук, ҫук, кукамай, — хӑраса ӳкрӗ калав татӑласран мӑнукӗ, — кала малалла.

— Нумай шырамасть Карачӑм кунтелей пулмалли ҫынна. Хӑйсен кассинче хусахла пурӑнакан Пракух патне кӗрет. Лешӗ хупӑпа пӗҫернӗ ҫӗр улмине килька пулӑпа каҫхи апат туса ларать.

— Ытла та ансат-ҫке сан апату, — пуҫлать калаҫӑва каҫхи хӑна, — атя ман пата хӑнана, юна хӗртмелли те кӑштах пур…

Пӑракух ҫакна илтсен шалтах тӗлӗнет. Тилишух Карачӑмӗ халиччен хӑй патне эрех ӗҫме никама та чӗнмен, хӑй ял тӑрӑх эрех сӗрсе ҫӳренӗ. «Ай-хай, ку хыт пӑрҫа манран куласшӑн мар-ши? — тесе те шухӑшлать. — анчах мӗн ҫухататӑп-ха эпӗ? Каҫ тӗттӗмӗнче кам курӗ мана хур кӑтартса кулнине?» Утаҫҫӗ вара вӗсем Пӳлме кас урамӗпе. Карачӑмсен ҫурчӗн кантӑкӗсенче ҫутӑ ҫуккипе Пракух чунӗнче темле кӗтменлӗх йӑшӑлтатса илет. Кӗреҫҫӗ вӗсем ҫурта, ҫутӑ ҫутса сӗтел хушшине лараҫҫӗ. Пӗрер черкке пушатсан Карачӑм сасартӑк ӑшталанса ӳкет.

— Ах ку Яхруҫа, алӑксене питӗрмесӗрех клуба тухса чупнӑ, кӗр те ҫаратса кай пӗтӗм пурлӑха, — сиксе тӑрса япалисене никам та илмен-ши тесе малти пӳртне кӗрсе ҫутӑ ҫутатать. Шӑналӑк хыҫӗнче тем ӗсӗкленӗ сас илтет те:

— Пракух! Кӗр-ха кунта. Те Яхруҫа такам хӗнесе хӑварнӑ…

Пракух кӗрсен шӑналӑка уҫаҫҫӗ те Петруҫ труҫикпе кӑна иккенне кураҫҫӗ. Вӑл хӑяккӑн выртнӑ та Яхруҫа хыҫ енчен ытакланӑ, аллисем хӗрӗн кӑкӑрӗ ҫинче. Яхруҫ ашшӗпе Пракуха курсанах:
— Атте эпӗ айӑплӑ мар, эсӗ тухса кайсанах Петруҫ мана пусмӑрлама тытӑчӗ, — ҫихӗрешме тытӑнчӗ вӑл.
— Тем пек хирӗҫ тӑрсан та вырӑн ҫине вырттарчӗ. Кӑшкӑрас тетӗп, унпа кӗрмешнипе, пӑлханса кайнипе сасӑ та тухмасть. Пӗтерчӗ ман хӗр чыслӑхне ҫак путсӗр! Халь кам мана качча илӗ ӗнтӗ?..

— Ан ҫухӑраш-ха, хӗрӗм. Эсӗ, Пракуҫ, кунтелей пулӑн. Енчен те Петруҫ Яхруҫ ҫине авланма хирӗҫлесен эпӗ ӑна суда паратӑп. Эсӗ судра ху куҫусемпе курнине тӗрӗс каласа парӑн.

— Курнине калӑп-ха ӑна, анчах эпӗ вӗсен уринчен тытса тӑман — те Яхруҫӑ Петруҫа пусмӑрланӑ, те Петруҫ — Яхруҫа? Петруҫӑн пичӗ ҫинче пӗр чӗрмеленӗ йӗр те ҫук. Хӗрсем вӗсем кушак евӗр чӑрмалама канас.

— Эсӗ тем ан сӳпӗлтет-ха, судра ху курни те Петруҫа сакӑр ҫула кирпӗч шутлама ямалӑх ҫителӗклӗ. Эсӗ хальлӗхе ҫынсене ним те ан шарла. Ыран ирпе Петруҫпа калаҫатпӑр та Яхруҫа качча илме килӗшсен суд тӑрӑхах ҫӳремӗпӗр — тет.

Петруҫӑн йӑваш кӑмӑлне ҫӑмӑллӑнах хуҫаҫҫӗ Тилишухсем. Ҫапла вӑл Яхруҫ упӑшки пулса тӑрать. Туй пекки те иртет. Йӳҫҫипе аванах хӗрнӗ Пракухӑн чӗлхи сӳтӗлсех каять. Туй курма пынисене хӑй мӗн курнине, хӑй мӗн шутланине веҫех каласа парать.

— Яхруҫ пурнӑҫра тепӗр артистран ӑста вылять. Авлантарчӗ вӗт вӑл Петруҫа хӑй ҫине. Ватта юлнӑ хӗрсем мана та ҫапла майпа хӑмӑтласран сехре хӑпса тӑрать.

— Асӑрхануллӑрах пул ӗнтӗ эс, Анаткасри Райкка сана шӑл хӑйраса пурӑнать текелеҫҫӗ…

— Ай чӗмере, ай Тур сыхлатӑрах…

Вӑт ҫапларах ҫынсем ҫав Тилишухсем. Яхруҫ сан аҫу хӑй вӑхӑтӗнче ӑна тиркенӗшӗн тавӑрма тӗвӗлесе хунӑ. Петруҫне лавккине тавар сутма ярсан кӑшт тӑрсанах ӑна тӗрӗслеме Яхруҫ ҫитет, лавккана кӗрет те унта сан аннӳпе Петруҫ кӑна. Вӑт аҫуна вӗсем кут-пуҫ халапӗ ярса тӑнине, хӑйсем ӑҫта тӗл пулмаллине калаҫса татӑгнине хам хӑлхасемпе илтрӗм тесе Ваҫҫа кӗрӗве каласа парать. Аҫу Верук хыҫҫӑн Петруҫ чупнине манман вӗт. Вӑт ӗненет вӑл Яхруҫӑн суя элекне.

Халь ҫӑвар типрӗ, мӑнукӑм. Атя-ха чей ӗҫер.

Кукмӑш чей хатӗрленӗ чух пӳрт алӑкӗ уҫӑлчӗ те пӳлӗме Кирюк ашшӗ Ваҫҫа кӗрсе тӑчӗ.

* * *

Тӳпери сар хӗвел хӑй ӑшшине пӗр шелсӗр сапнине те туймасть Маюк, хӑйсен кассине каякан тӑкӑрлӑкра юпа пек хытнӑ та Ҫинукпа Кирюк савӑнӑҫлӑн калаҫса пынине, Кирюкӗ хутран-ситрен аллисемпе хӑлаҫланса илнине ӑмсанса пӑхса тӑрать. Мӗн чухлӗ хӗр упраҫ, мӗн чухлӗ яш шкулта, вӑл ҫак ҫут тӗнчере — пӗр-пӗччен. Килӗнче те вӑл пӗчченлӗх тыткӑнӗнче, хӑйне амаҫури пек туять. Чун-чӗри хыпса ҫуннӑ чух никампа та ӑшшӑн калаҫса ӑна пусараймасть. Юрать-ха юлашки вӑхӑтра ӑна дискотекӑсенчен, клубран хӑйсен кассинчи Кавӗрле ӑсаткалать.

Каччи ырӑ кӑмӑллӑ, тӳсӗмӗ ҫукраххи ҫеҫ шиклентерет тата унӑн ашшӗ ялта ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен усламҫӑ. Вӑл хӑйӗн килӗнчех, анлӑ сарайра хӑйӑр, цемент, вӗт чул хутӑшӗсенчен ахаль кирпӗчӗсем евӗр пысӑк блоксем ӑсталать. Маюк уҫламҫӑсене пурне те ултавҫӑсен шутне кӗртет. Пурте амӑшӗ пекех укҫашӑн хыпса-ҫунса несӗпсӗрленсе кайнӑн туять. Каярахпа Кавӗрле ашшӗ вӗт-шакӑр ачасене футбол пӳскине, вӗсене хӑй укҫипе красовкисем илсе панине пӗлсен, шухӑшне улӑштарать. Усламҫӑсем те ыр кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ иккен тесе пӗтемлетет. Амӑшӗ улшӑнас ҫукки хӗр чунне ыраттарать, вӑл кашни пусшӑн харкашма хатӗр. Ял хӗрарӑмсен калаҫӑвӗ те чиксӗр пӑлхантарать.

— Хӑть ҫакӑнтах ҫапса пӑрахӑр мана, — илтрӗ вӑл пӗринче лавкка патӗнче пӗр хӗрарӑм ыттисене каланине, — Яхруҫӑн Маюкӗ Петруҫран мар, хулара чух пӗр каҫлӑх «упӑшкаран» ҫуралнӑ. Петруҫ сар хӑват чечкӗ евӗр сап-сарӑ, Маюк чикансем пек хура, куҫӗсем те пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек, ҫӳҫӗ те тӗм-хура, Яхруҫӗ хӑй те вӗт сарӑ. Апла-тӑк, Маюк вӗлтӗрен айӗнче акӑннӑ вӑрлӑхран тӗвӗленнӗ. Тата тепӗр факӑт, — тет чӗлхине йӳле янӑ хӗрарӑм. — Яхруҫ Петруҫпа пӗрлешсен ултӑ уйӑхранах Маюка ҫуратрӗ. Ҫут тӗнчене «вӑхӑтсӑр» килнӗ ачасем ик кило та туртаймаҫҫӗ. Хӑвӑрта илтнӗ пуль: «Ман хӗр пӑхаттир ача ҫуратрӗ — тӑватӑ килона чутах ҫитеймест», — тесе Тилишух Карачӑмӗ мухтанса ҫӳренине.

— Ҫапла, тӗрӗснех калан, Кулиҫ тӑхлачӑ, — килӗшеҫҫӗ ыттисем. Маюка асӑрхасанах калаҫу татӑлать.

Пӗрре кӑна илтмен Маюк ҫакӑн пек калаҫусене, килӗнче пысӑк тӗкӗр умне тӑрса хӑйӗн питӗнче ашшӗпе амӑшӗн сӑн-сӑпачӗн йӗрӗсене шырать, вӗсем чӗптӗм те ҫуккипе ҫынсем тӗрӗснех калаҫаҫҫӗ пуль тесе шутлать. Ҫак шухӑша уҫҫӑн калама хӑюллӑх ҫитмест. Енчен те ашшӗпе амӑшӗн иртнӗ ӗмӗрсен несӗлӗсенче Маюк пек хура сӑн-сӑпатлӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсен юнӗ тӑхӑсем урлӑ каҫса ун патне ҫитнӗ пулсан, вӑл вӗт кӑлӑхах ашшӗне кӳрентерет. Ӑна вӗт амӑшех ҫуратнӑ пирки хӗр нимӗн чухлӗ те иккӗленмест. «Манӑн атте Петруҫах иккенне тӗрӗслемелле! — тӗллев лартать хӗр. — Шуршывра ДНК тӗрӗслевне ирттермеҫҫӗ пулсан педагогсен институтне кӗме кайсан Хусанта тишкерӳ тутармалла», — картса хурать асне Маюк. Унччен чӑтмалла.

Пӗринче вӑл эрех ӗҫсе ӳсрӗлнӗ амӑшӗ ыйхинче: «Ах, Арсен, Арсен, епле ырӑ каччӑ эсӗ», — тесе калаҫса выртнине илтсен унӑн иккӗленӗвӗ вӗҫне тухать.

Маюкӑн ӑс пухасси малтанах ӑнса пымарӗ, пӗчченлӗх те витӗм кӳчӗ пулас. Тунсӑхпа тарӑн шухӑшсене путса вӑл темччен ыйхӑланӑ ҫын пек ларать. Унтан сасартӑк урокӗсем ҫинчен асне илет, анчах хаклӑ вӑхӑт пустуя иртнипе киле панӑ ӗҫсене тӗплӗнрех тӑваймасть. Ҫапах та вуннӑмӗш класран ыттисемпе танлашма палӑрмаллах туртӑнчӗ. Паташлӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ӑна аванах хӑратса тӑрать, педагогсен институтне тӳлевсӗр вырӑна кӗмелӗх балл пухса ҫитерйӗ-ши вӑл? Амӑшӗ ӑна тӳлесе аслӑ пӗлӳ илме укҫа парас ҫук.

— Эпӗ сакӑр класс кӑна пӗтернӗ, ҫапах та укҫана лайӑх шутлап, виҫепе те лайӑх ӗҫлеп, пус ҫумне пус хушатӑп. Тем пекех вӗрентекен пулас тетӗн пулсан, тӳлевсӗр вырана кӗрейсен манран чару ҫук. Лекеймесен хамӑр лавккра тавар сутӑн. Атте Шуршывра та лавкка уҫасшӑн. Ют ҫынна укҫа тӳличчен эсӗ шалусӑрах ӗҫлесе ҫемьене пысӑк тупӑш кӳрӗн…

«Ав епле иккен, — шутлать Маюк, — пӗр лав нухрат парсан та сутуҫ пулмастӑп. Анне пек укҫа чури пулма ҫуралман эпӗ.» Ҫавӑнпах юлашки вӑхӑтра аллинчен вӗренӳ кӗнекисене ямасть.

Вуласан-вуласан хаш сывласа илет те татах хӑй пурнӑҫне тишкерет. «Аттепе аннене пулах ман юлташсем ҫук. Юратмаҫҫӗ вӗсене Тӑрнапуҫӗнче. Кӑсӑк, анне мана Кавӗрлене качча парасшӑн. Мӗншӗнне те чухлатӑп. Кӗҫтин Эрҫюкӗ те пуянланса пырать. Амӑшӗ ҫавӑнпах вӗсен ҫемйипе тӑванлашма шутлать. Эрҫюкӗ мӗн шухӑшланине шута илмест. Кавӗрле сӑмахӗсемпе вӑл ывӑлне аслӑ пӗлӳ илме хистет, тӳлевсӗр вырӑна лекеймесен тӳлесе те пулин вӗрентесшӗн. Вӑт вӑл атте-тӗк атте, ачин малашлӑхӗшӗн ним те шеллемест. Манӑн атте анне сӑмахӗсенчен иртеймест, аннен хӗскӗч пек аллисенчен ниҫта та пӑркаланаймасть. Эх, ха-ха…» Пуҫне кӗнӗ шухӑшсенчен хӑтӑлать те Маюк кӗнекине алла илет.

Вуласа йӑлӑхтарчӗ. Ывӑннӑ пуҫне урама тухса ҫуркуннен техӗмлӗ сывлӑшӗпе кантарас терӗ. Курткине тӑхӑннӑ чух пӳрте вӑштӑр-ваштӑр амӑш килсе кӗчӗ.

— Чей ӗҫес килчӗ-ха, хам вырӑна Петруҫа хӑвартӑм, анчах унра пӗр чеелӗх те ҫук. Тавара пахучӗпех виҫсе парать. Чей ӗҫсессӗн санпа кайӑпӑр лавккана, санӑн та сутуҫ ӗҫне хӑнӑхмалла.

Хирӗҫлеймерӗ амӑшне Маюк. Акӑ вӑл та пуҫласа прилавкӑ умӗнче. Кӑтартмалла Яхруҫ Анаткасри Калӑм Кӗлмукне пӗр кило шӑкаладлӑ канфет виҫсе пачӗ. Куҫ умӗнчех улталарӗ амӑшӗ ҫак арҫынна — тавар хуракан чашкине виҫнӗ чух лешӗ курмалла мар пӳрнипе кӑштах пусса илчӗ. Кӗлмук мучи укҫа тӳлерӗ те лавккаран тухса кайрӗ.

— Куртӑн-и, нимӗн те сисмерӗ вӗт туянакан. Пӳрнесен сисӗмсӗр вылянчӑкӗ ҫеҫ — кӗсьене вунӑ-вунпилӗк тенкӗ кӗрет. Эсӗ те час хӑнӑхӑн сутуҫсен вӑрттӑнлӑхне. Халь эсӗ тӑр ӗнтӗ виҫе патне.

Кӑткӑсах мар сутуҫ ӗҫӗ. Целофан пакетне сахӑр песукӗ е кӗрпе тултаран та тараса ҫине хуран, ытлашши-тӗк — чакаран, ҫитмест-тӗк — хушан. Таваршӑн укҫа илен те ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ик-виҫ ҫынна ҫеҫ тавар сутма ӗлкӗрчӗ Маюк, лавккана айӑн-ҫийӗн вӑрҫӑшса Кӗлмук арӑмӗ Улюҫ кинеми килсе кӗчӗ.

— Хӗрне те хӑнӑхтаратӑн апла ҫынсен укҫине катертме. Эпир Кӗлмукпа иксӗмӗр те пенсире. Пысӑках мар вӑл пирӗн. Анчах кашни уйӑхрах пенси панӑ кун пӗчӗк уяв тӑватпӑр килте — хаклӑ конфет туянса тутлӑ чей ӗҫетпӗр. Эсир, Тилишух йӑхӗсем, несӗпсӗрлӗх чиккинчен тухса кайнӑ. Намӑс тени пур-и сирӗн е пачах ҫук?

— Чим-ха, ытлаши ан ятлаҫ-ха, Улюҫ кинеми. Маюк пӗрремӗш хут тараса умне тӑчӗ, аташтарчӗ пуль кӑштах.

— Аха, кӑштах иккен! Килти тарасапа виҫсе пӑхрӑм та икҫӗр грамм ҫитмест вӗт пӗр килона.

— Ҫав икҫӗр грамшӑн янрашса та ҫӳреместӗп эпӗ, халех икҫӗр грамм конфет виҫсе парӑп…

— Парӑн, ӑҫта кайса кӗрӗн эсӗ? Эпӗ ҫак хӑтланӑва пурпӗрех ахаль хӑвармастӑп, ыранах Шуршыва Кӗлмукпа ҫитсе прокурора евитлетпӗр. Ҫитет сана, Яхруҫ, ҫынсене улталаса пуйма!

— Эсир ман хӗрӗме тӗрмене лартасшӑн апла?

Ҫакна илтсен Маюкӑн чӑтӑмӗ пӗтрӗ, прилавкӑран чупса тенӗ пекех тухса алӑка ҫиллессӗн шаплаттарса хӑварчӗ. Кӳренӳпе куҫҫуль-шӑрҫасем пичӗ тӑрӑх йӑпӑртатса аннине те асӑрхамарӗ. «Вӑт йӗксӗк, хӑй тунӑ хура ӗҫе веҫех ун ҫине ярать-ҫке амӑш. Ыранченех тискер ят Тӑрнапуҫне сарӑлӗ. Ах Тур намӑс-ҫке! Епле куҫпа пӑхӑп класри хӗрсем, вӗрентекенсем ҫине? Кама каласа парас-ши тӗрӗслӗхе, кам ӗненӗ-ши мана, кам хӳтте кӗрӗ-ши?» Ҫакӑн пек шухӑшсемпе Маюк урампа чупать, хӑйсен кассинелле мар, Хиркассине. Акӑ вӑл Кирюкпа Ҫинксен ҫурчӗсем тӗлӗнче чарӑнчӗ те аташса кайнӑ пек енчен енне пӑхкаласа тӑрать, юхакан куҫҫулне ал тутрипе шӑлать.

Кирюкпа Ҫинук пӗр вӑхӑталлах курчӗҫ ӑна, Маюк патне урама тухрӗҫ. Кӳтӗхсе ҫитнӗ Маюк пуҫне Ҫинук хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ. Аран лӑплантарчӗҫ ӑна хӗрпе йӗкӗт. Вара Маюк халиччен ӑшне тулнӑ хуйхи-суйхине, паян амӑшӗ ҫынсем умӗнче хӑйне еплерех намӑса кӗртнине веҫех каласа пачӗ. Сӑмахӗсем пӗтсен ӑш-чикӗ лӑштах пулчӗ хӗрӗн.

— Лӑплан, Маюк, лӑплан. Ниҫта та пӑрахса ан кай эсӗ. Экзаменсене хатӗрлен. Паянтан эпир сан хутна кӗрекенсем пулпӑр.

* * *

Укӑлча хӗрринчи виҫӗ шур хурӑн сахал мар курнӑ савакансен савӑнӑҫне, ик ҫамрӑк чун пӑшӑрханӑвне, кӑштах хирӗҫӳ хыҫҫӑнхи мирлешӗве. Виҫҫӗмӗш каҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем патӗнче Кирюкпа Ҫинук, виҫҫӗмӗш хут шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пириштисем евӗр курӑнакан хурӑнсем икӗ ҫамрӑк чуна сапӑррӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Вӗсем илтнӗ чӗре вӑрттӑнлӑхӗсем, юратупа тулнӑ чун хумханӑвӗсем вуншар кӗнекене шӑнӑҫмӗҫ. Кӗҫӗр вӗсем кӑмӑла хуҫакан калаҫӑва илтрӗҫ.

— Ух, тунсӑхларӑм сана, Ҫинук, чӑтӑмлӑн кӗтсе илтӗм каҫа. Эсӗ те тунсӑхларӑн-и мана?

— Мӗн тунсӑхламалли пултӑр, картишне тухатӑп та сана куратӑп, эсӗ — мана. Мӗншӗн эпир пӗр вӑхӑтрах картишне тухнине те чухлатӑп. Калас-и е хӑвах тавҫӑратӑн-и?

— Шӑпах ҫав вӑхӑтра кам тухма хӑваланине ниепле те пуҫа илейместӗп.

— Пирӗн чунсен тӑванлӑхӗ вӑл. Ҫав тӑванлӑх систерет пире картишне пӗр вӑхӑтрах тухма. Кун пирки эпӗ кӗске тишкерӳ те турӑм, пӗтӗмлетӳ кӑмӑла хуҫать.

— Мӗншӗн апла?

— Ара хӑвах шутла, капитализмӑн хаяр йӗркисене кӗрсе пынӑ май пирӗн ял ҫыннисем пӗр-пӗринчен ютшӑнса пыраҫҫӗ. Кашни ҫемье е уйрӑм ҫын хӑй телейне пӗччен тупма тӑрӑшать. Тата кашниех чурӑсланса кайрӗ, калӑн — патша. Тронӗ кӑна ҫук. Аттепе анне иртнӗ пурнӑҫа аса илсе калаҫкаланине итлетӗп. Вӑрҫӑ, ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче инкек-нушасенче пӗрне-пӗри пулӑшнӑ, уявсенче пӗрле савӑннӑ. Ма тесен чунсен тӑванлӑхӗ ҫынсенче вӑйлӑ пулнӑ. «Халь эпир кӗрхи ҫумӑрсемпе ҫӑрӑлса, путӑкланса пӗтнӗ, шӑнтса пӑрахнӑ ҫулпа лаша лавӗ ҫинче кӗлтти-мелтти сикелесе пыратпӑр. Кун-ҫулӑмӑрсем те сикчевлӗ йӑрӑмран тухаймаҫҫӗ», — тет атте.

— Ман аттепе куками те ку чунехи пурнӑҫа тивӗҫлӗ хак параҫҫӗ. Уйрӑмах телевизорпа пӗр-пӗр пысӑк вырӑнта ларакан ертӳҫӗ пурнӑҫа лайхлатас пирки кӑкӑр ҫапса сӑмах панине илтсен вӗсен калаҫӑвӗ хӗрсе каять. «Ҫапла пуль, — тет вара атте, — Раҫҫей халӑхне темле тӑвӑр тунеле хуса кӗртрӗр. Ҫав йышра эпир суйланӑ депутатсем те, пысӑк вырӑнта ларакан чиновниксем те, ултавпа пуйнисем те ҫук. Вӗсем тахҫанах капитализм ҫӗнтерӗвӗ патне ҫитсе ҫӑтмахри пек пурӑнаҫҫӗ. Тунельпе хура халӑх ҫирӗм ҫул утать. Таҫта аякра-аякра ҫутӑ курӑнать, тем пек ӑнтӑлса утсан та ҫав ҫутӑ нимӗн чухлӗ те ҫывхармасть…» Тӗрӗснех калать вӗт атте.

— Ман атте пирӗншӗн те пӑшӑрханать. «Ниушлӗ сирӗн, хальхи ҫамрӑк несӗлӗн, кун-ҫулӗ пирӗнни пекех сикчевлӗ пулӗ? Турӑ сыхлатӑрччӗ сире ҫав инкекрен, Турӑ пулӑштӑрччӗ сире палӑртнӑ тӗллевӗрсем патне кӑмӑлӑрсене хуҫмасӑр ҫитме», — тет.

— Ҫапла пултӑрччӗ, — тупа тунӑн калаҫҫӗ пӗр-пӗрин ҫине пӑхса савнисем.

Вӗсем пӗр вӑхӑта шӑпланаҫҫӗ. Анӑҫран вӗрекен ҫил вӑйланса пырать. Ҫил ачисем хурӑнсен турачӗсем хушшинче ӳлесе пӗрне-пӗри хӑвалаҫҫӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсене пӗлӗтсем хупланипе тавралӑх палӑрмаллах тӗттӗмленчӗ. Сивӗ, ӑшӑ тӑхӑннӑ пулсан та, ӳтсенех ҫитет. Кирюк Ҫинука хӑй ҫумнерех чӑмӑртаса тутинчен чӑпӑрт чуп тӑвать. Хӑватлӑ вӑй вӑл юрату, ӑна сивӗ те, ӑшӑ та пурпӗрех, анчах суялӑха, каварлӑха, элеке чӑтаймасть, хрусталь кӗленче пекех ванать. Ҫак чӑнлӑха Ҫинукпа Кирюк хӑйсен ӑсне тарӑна хывнӑ.

— Ҫинук, мӗн шутлатӑн эсӗ Маюк пирки?

— Лару-тӑру япӑх ун. Пӗчченлӗх, хӑй никама та кирлӗ мар пек туйни савӑнӑҫ кӳмест. Эпир те, хальхи ҫамрӑксем улшӑнса пыратпӑр пулас. Хамӑрпа юнашарах ҫыннӑн хуйхӑ-суйхине куҫсене чатӑр карнӑ евӗр курмастпӑр е курма та тӑрӑшмастпӑр. Дискотекӑсенче, клубра вӑл тӑр-пӗччен тӑнине пӗрре мар курнӑ, анчах йӗкӗтсем те, хӗрсем те ун патне пырса сӑмах хускатман. Вӑт еплерех витӗм ӳкет пирӗн ҫине атте-аннесенчен. Тилишухсене Тӑрнапуҫӗнче кам пит сусма сунӑ, кам вӗсемпе ҫывӑх хутшӑнӑва кӗнӗ? Никам та. Вӗсен витӗмӗ Маюка та пур енчен те хӳптӗрленӗ. Эпир Маюк чунӗ, кӑмӑлӗ мӗнлерехне пӗлме те тӑрӑшман, Тилишухсен йӑхӗ тенӗ те хамӑртан пистернӗ. Амӑшӗ ултавла ӗҫ тунине хӗрӗ ҫине яма тытӑнни Маюк чунне тулнӑ хуйхӑ, тӗрӗсмарлӑх, кӳренӳ, ҫурхи шыв пӗвене татнӗ пек, ҫиеле тапса тухрӗҫ. Эпир халь тин ҫеҫ унӑн чунӗ ҫӑл шывӗ пек тасине, вӑл ҫынсемпе пӗр ултавсӑр пурӑнма ӑнтӑлнине пӗлтӗмӗр. Епле вӑл пурӑннӑ хӗр ӳсӗмне ҫитиччен амӑшӗн, кукашшӗн путсӗр хӑтланӑвӗсене чӑтса?

— Ҫинук, атя Маюкпа, Кавӗрлепе ҫывӑх туслашар. Маюка элексенчен хӳтӗлесе унӑн таса ятне каялла тавӑрма май килӗ. ӗҫӗ йывӑр, кашни вӗренекенпе уйрӑмшарӑн калаҫса Маюк ним чухлӗ те айӑплӑ мар тесе ӗнентерме вӑрах вӑхӑт кирлӗ. Атя ыран завуч патне кӗрсе Маюк йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ пирки, амӑшӗ хӑйӗн ултавлӑ хӑтланӑвӗсене хӗрӗ ҫине тиеме пӑхни ҫинчен каласа парар, шкулта вӗренекенсен пухӑвне ирттерме, унта Кӗлмук мучине чӗнме ыйтар.

— Лайӑх шухӑш. Капла эпир Маюка ернӗ хура пылчӑка ыранах ҫуса тасататпӑр. Пуҫу ӗҫлет санӑн, хамах чуп туса илем-ха сана ҫавӑншӑн.

Вӑраха пынӑ чуп тӑвура вӗсем ҫил ачисем туратсем хушшинче ӳленине те илтмерӗҫ.

* * *

Тепӗр кунне Кирюкпа Ҫинук шкула иртерех ҫитрӗҫ. Курткисене гардероба хӑварса завуч пӳлӗмне утрӗҫ. Ҫинук алӑка шак-шак тутарчӗ.

— Кам унта? Кӗрӗр, — илтӗнчӗ шалтан.

Вӑтанарах кӗрсе тӑчӗҫ пӳлӗме, сӑмахне те тӳрех пуҫлаймарӗҫ, сывлӑх сунма та манчӗҫ.

— Хӑюллӑрах, — пӗр сӑмахпа хавхалантарчӗ завуч, — тенкел илсе мана хирӗҫ ларӑр. Ҫинукпа Кирюк вырнаҫрӗҫ те:
— Ирина Степановна, каҫарӑр, пӑлханнипе сывлӑх сунма та мантӑмӑр. Ыйтӑвӗ ытла кӑткӑс. Сывлӑх сунатпӑр сире, — пуҫларӗ калаҫӑва Ҫинук.
— Сирӗн хӑлхӑра та кӗчӗ пуль Маюк ҫинчен сарӑлнӑ элек?

— Илтрӗм-ха, ҫак сӑмах шкула чыс кӳмест.

— Ан ӗненӗр ҫав элеке, сире эпир ӗҫ-пуҫ чӑннипе еплерехне калас тетпӗр.

Маюк ӗнер хӑйсене каласа панине пӗр сӑмах сиктермесӗр завуча пӗлтерсен Ирина Степановна пӗр авка чӗмсӗр ларчӗ, Шкул, Маюк ҫинчен ҫак намӑса епле сирмелли пирки шутларӗ пулас.

— Ман шутпа, — терӗ Кирюк калаҫӑва малалла хускатса, — паянах вӗренекенсен пӗрлехи пухӑвне ирттермелле, Кӗлмук мучие те чӗнмелле. Малтанах Маюка калаҫӗ. Енчен те вӑл Кӗлмук мучие канфет виҫсе паман тесен ун сӑмахӗсене ҫирӗплетме ват ҫынна сӑмах памалла. Вара вӑрттӑнлӑх та уҫӑлать.

— Атьӑр халех директор патне, — сиксе тӑчӗ вырӑнӗнчен завуч. Вӑл та хирӗҫ пулмарӗ ачасен пуҫарӑвне.

— Халех Раиса Петровнана пӗлтерӳ ҫыртарса ҫаптарап, пӗр техничкӑна Кӗлмук мучие ик сехет тӗлне шкула ҫитме чӗнме ярӑпӑр.

Кашни ача хӑй тенкелӗпе спорт залӗнче вырнаҫса пӗтсен пухӑва директор уҫрӗ. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсе пыни, вӑхӑта уямасӑр вӗренмелли пирки кӑштах калаҫнӑ хыҫҫӑн тӗп ыйту ҫине куҫрӗ.

— Пурте илтнӗ пуль ӗнтӗ ҫак шкулта вӗренекен Марина Артамонова ват ҫынна, Клементий Калмыкова виҫене икҫӗр грамм ҫитермесӗр канфет виҫсе панӑ, укҫине килограмшӑнах илсе юлнӑ. Ҫак пулӑм шкула пысӑк намӑспа витет. Чӑнахах ҫапла пулнине эпир Мария Артамоноваран ыйтасшӑн. Тух пуху умне Марина.

Пӗр хӗрелсе, пӗр шурса тухса тӑчӗ Маюк вӗренекенсем, вӗрентекенсем умне. Пӑлханнипе чӗтреве ерчӗ. Малти ретре Кӗлмук мучине курсан ӑна хал кӗчӗ.

— Эпӗ Кӗлмук мучие нихӑҫан та канфет виҫсе паман. Анне мана тӗкеллесех сутуҫӑ ӗҫне хӑнӑхтарасшӑн, ҫав кун вӑл мана пуҫласа лавкана илсе кайрӗ. Канфетне Кӗлмук мучие анне хӑй виҫсе пачӗ. Мана мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартас тесе. Кӗлмук мучи тухса кайсан кӑна эпӗ виҫе умне тӑтӑм. Улюҫ кинеми ятлаҫса лавккана кӗрсен, анне хӑй айӑпне ман ҫине янине илтсен прилавкӑран та, лавккаран та тухса кайрӑм…

Маюк хыҫҫӑнах ури ҫине Кӗлмук тӑчӗ, ватӑлса хӗсӗннӗ куҫӗсемпе зала пӑхса илчӗ, кӑхӑм-кӑхӑм ӳсӗркелерӗ. Ун сӑмахне пурте чӑтӑмлӑн кӗтеҫҫӗ.

— Ку хӗр ача мана нихӑҫан та, нимӗн те виҫсе паман. Канфетне мана Яхруҫ виҫсе пачӗ. Улюҫ вӑрҫӑшма кайсан ҫав намӑссӑр хӗрарӑм хӑй айӑпне ҫак хӗр ҫине хунӑ. Эпир Улюҫ мӑшӑрӑмпа ҫак хура ӗҫе ахальлӗн хӑвармастпӑр. Район прокурорӗ патне ҫитсе килтӗмӗр ӗнтӗ. Часах яла унӑн пулушуҫи тӗрӗслеве килмелле. Ҫитет Яхруҫпа Тилишух Карачӑмӗн кулли айӗнче пурӑнма. Пуху ҫакӑнпа вӗҫленчӗ. Пайтах вӗренекен, вӗрентекен Маюка чысшӑн, тӗрӗслӗхшӗн тав туса саламларӗ. Вӗренекенсем тенкелӗсене йӑтса хӑйсен класӗсене саланчӗҫ. Ҫинукпа Кирюк пӗр-пӗрин ал лапписене ҫапсах тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ пуҫарнӑ кӗрешӳри пӗчӗк ҫӗнтерӳепе саламларӗҫ. Класс ачисем пурте пухӑнса ҫитсен вӗренекенсем хушшинче кӗске калаҫу иртерӗ.

— Пӗр шкулта, пӗр класра вӗренетпӗр, кам мӗнле сывлӑшпа сывланине пӗлместпӗр. Маюк тепӗр класра вӗренет, анчах вӑл пирӗн ӳсӗмри ҫамрӑках. Ашшӗ-амӑшӗсен киревсӗрлӗхӗшӗн ачисем айӑплӑ мар теҫҫӗ-ҫке. Вӑл Тилишухсен йӑхӗнчен тесе эпир пурте унран ютшӑнатпӑр. Атьӑр-ха атсем Маюка шефа илер, вӗренӳре пулӑшар. Килӗнчи лару-тӑру ӑна ретлӗ вӗрнме памасть-тӗр. Ан туйтӑр вӑл малашне пӗчченлӗхе, — вӗҫлерӗ сӑмахне Кирюк.

Чылайӑшӗ унпа килӗшрӗ, хирӗҫлекенсем те пулчӗҫ. Унсӑрӑн епле-ха ӗнтӗ.

Ҫинукпа Кирюк килӗсене утнӑ чух вӗсене Маюк хӑваласа ҫитрӗ.

— Сире ҫӗре ҫити пуҫа авса тав тӑватӑп. Мӗнле пӗлнӗ эсир пухӑва Кӗлмук мучине чӗнме? Ун сӑмахӗсемсӗр эпӗ тӳрре тухаймастӑччӗ пуль.

— Ҫитӗ Маюк тав туса. Кӑларса пӑрах ҫак хура йӑрӑма яланлӑхах хӑв пурнӑҫӑнтан, экзаменсене тӗплӗн хатӗрлен.

— Эпӗ ҫавӑнпах паян сан пата пырасшӑн та… Халех…

— Эпӗ хирӗҫ мар.

— Ӑҫта пырасшӑн эсӗ? — хӗсӗнчӗ вӗсен хушшине хуса ҫитнӗ яштака Кавӗрле. — Эпӗ те пырасшӑн. Пурте ахӑлтатса кулчӗҫ. Пӗрремӗш хут Маюк кӑмлтан кулчӗ.

— Тӑваттӑн пулса та тӑтӑмӑр. Атьӑр ҫывӑхрах юлташланар, — сӗнчӗ Кирюк.

— Ӑтьӑр, — хуравларӗҫ ыттисем.

* * *

Ваҫҫа вутӑлӑх сыпӑланӑ туратлӑ касӑксене тӑратса лартнӑ та вӗсем ҫине хулӑн хӑмана пӑтапах ҫапса хунӑ. Хӑй ӑсталанӑ столяр «верстакӗ» ҫинче хӗрттерсе темле рейкӑ савалать. Хапха ҫумӗнчи калинке уҫӑлса картишне Верук кӗрсе тӑнине те сисмест. Арӑмӗ вӑл ӗҫленине пӑхса тӑчӗ те:

— Ха, ман таркӑн упӑшка таврӑннӑ та-мӗн?

— Верук! Ман Верук курортран килчӗ. Чим-ха, ятлаҫса йӗплеме ан васка. Малтан сана тӑраниччен пӑхса савӑнам-ха. Ара эсӗ хӗр чухнехинчен чипертерех курӑнан. Ман тутасем сана чуп тума хӑйсемех тӑсӑлаҫҫӗ.

— Апла мӗн юпа пек хытса тӑран? Ытла вӑрӑмлансан тискерленсе кайӑн тата, — аллисене сарса утӑмларӗ Ваҫҫа патне мӑшӑрӗ. — Пӗлетӗн эсӗ хӑвна вӑрҫтарасран хӑтӑлма ҫӑка савӑла ҫапма. Столярсем ҫапларах-тӑр ҫав.

— Каҫаратӑн-и? — аллисене сарчӗ Ваҫҫа.

— Ӑҫта кайса кӗрӗп ӗнтӗ эпӗ? Каҫармаллах пуль…

Вӗсем чуп тума ӗлкӗреймерӗҫ, крыльца ҫине Верук амӑш тухса тӑчӗ. Арӑмӗн илӗртекен тутисене ӗмсе илеймерӗ Ваҫҫа.

— Эсӗ, хуняма, чи вӗчӗлтӳллӗ саманта пуҫланичченех татрӑн. Юрӗ-ҫке. Эсӗ, Верук, сӗтел ҫине ҫырткаламалли пуҫтар-ха, эпӗ ҫак савӑнӑҫа палӑртма кӳршӗсене чӗнесшӗн. Пӗркун Элексейпе Шуршыва кайсан эс таврӑннӑ тӗле чи тутлӑ хӗрлӗ эрех илсе килтӗм.

— Эрехпех чыслатӑн-тӑк, ӗшеннине пӑхмӑп, часах сӗтел ҫинче кученеҫ апачӗсем пулӗҫ. Чӗн кӳршӗсене, вӗсене, Кирюка, тӑван яла ҫав тери тунсӑхларӑм.

Ваҫҫа наструкне вырӑнне кайса хучӗ те пускиле утрӗ. Часах пӗчӗк ӗҫкӗ пуҫланчӗ. Кӗтерне Верук чиперлӗхне курсан Элексея сӑхӑртатма тытӑнчӗ.

— Кӗмӗл туй та иртрӗ, ылтӑнни те ҫывхарса килет. Ярӑн-ши эсӗ мана пӗрре те пулсан ҫав курорта?

— Эсӗ ун пирки сӑмах та уҫман тата пирӗн килтех курорт. Икӗ ӗне, икӗ пӑру, пӗр тынашка. Кашни ҫулах сысна ҫӑвӑрӗсене туянса ӳстеретпӗр. Аш-пӑш — савалиҫ. Ҫулла пахчара хӑярӗ, помидорӗ ытти ҫимӗҫсем йӑтӑнса ҫитӗнеҫҫӗ. Хӗвелпе пиҫессӳ килсен Тарса шывӗ хӗрне кайса ҫарамаслан та негр пекех хурал…

— Аха, ман Тарса ҫыранне кайса выртма тӗпчӗм вӑхӑт ҫук: сыснисене апат памалла, чӑххисене пӑтратса памалла, йӑрансене ҫумламалла, мӗнле калаҫ, хӗрарӑмӑн ӗҫне чӑх та сӑхса пӗтереймест. Эсӗ кантура кайса шут шӑрҫисене шалт-шалт ҫеҫ куҫарса ларан, киле таврӑннӑ тӗле сан валли апат пӗҫерсе хумалла. Юрать-ха, пахча ҫимӗҫӗсене шӑварма пулӑшан. Ҫинукӑн та алли-ури кирек мӗнле ӗҫ патне те ерҫӳллӗ.

— Ҫитӗ, Кӗтерне, мана питлеме, питех каяссу килсен ыранах Шуршыва шӑнкӑравлӑп, путёвкӑ пулсан ыранах ӑсатӑпӑр сана курота. Халь Ваҫҫана итлер. Вӑл ютри пурӑнӑҫне мана уҫмарӗ. «Ак, Верук килсен, пӗрле сӗтел хушшине ларсан веҫех каласа парӑп», — тет. Темле тархасласан та пӗр сӑмах та каламарӗ.

— Кала ӗнтӗ, — терӗҫ пурте, — мӗнлерех ютра пурнӑҫ?

* * *

— Мӗнле пурнӑҫ? — тетӗр эсир. — Яхруҫ элекне илтсенех ӑсӑм пӑтранса кайрӗ. Ара йӗкӗт чух Петруҫ Верук хыҫҫӑн чупнине хӑвӑр та пӗлетӗр. Каччӑ чух илтерейменнине авланнӑ хыҫҫӑн та пулин Верука хӑй ытамне илме туртӑнать пуль тесе шутларӑм. Ытла та ӗненмелле тухрӗҫ вӗт Яхруҫ сӑмахӗсем. Уйрӑмах совхозӑн ӗне витисем патӗнче тӗл пулаҫҫӗ имӗш кӗҫӗр тени тарӑхтарчӗ. Мӑшӑрӑм ҫавӑнта ӗҫлет-ҫке. Ҫитменнине, ҫав каҫ Верук ӗҫрен ҫук та ҫук. Ҫил яман хура куртка тӑхӑнтӑм та фермӑналла васкаса утатӑп. Хиртен кӳнӗ улӑм куписем патӗнче мӑкӑр-мӑкӑр илтӗнет. Арҫыннин сасси Петруҫӑнни пек те, Кукӑр касри Ваҫанӑнни пекрех те. Тӗрӗснех калать иккен Яхруҫ терӗм те киле таврӑнтӑм, Верук килсен унпа пӗр сӑмах та калаҫмарӑм, ҫутӑласса кӗтсе илтӗм те килтен тухса кайрӑм.

— Ун чухне мана Кӗтерне чей ӗҫме чӗнсе кӗртнӗччӗ, — сӑмах хушрӗ Верук.

— Эсӗ ан пӳл-ха мана. Утатӑп ҫуна ҫулӗпе, хам ӑҫта кайнине те пӗлместӗп. Кӑнтӑрла ҫитеспе Кӗтнепуҫ ялне пырса кӗтӗм. Урамра пӗр хӗрарӑм чарчӗ.

— Эсӗ платник пулас? Пурттуна та пиҫихи хушшине хӗстернӗ, пӑчӑку аври те сумкунтан тухса тӑрать. Манӑн малти пӳртӗн каҫакӗсем ҫӗрӗшнӗ, ҫӗннине лартса параймӑн-ши?

— Ҫакӑн пек пысӑк ялта пӗр платник те ҫук-и вара?

— Платникӗсем килӗренех те-ха, пирӗн колхоз панкрута тухсан ӗҫсӗр тӑрса юлчӗҫ. Вӑйпитти арҫынсем пурте шапашкӑра, — хашлатрӗ хӗрарӑм эрех-сӑмакун шӑршине ман ҫине.

— Упушку та сан пекех йӳҫҫине юратать пуль-ха?

— Ҫук ман упӑшка, ачасем виҫҫӗшпех. Асли Тӑрнапуҫ шкулӗнче вӗренет.

Тӗлӗннипе пуҫа пӑркаласа илтӗм те сӑмах вакламасӑр утрӑм хӗрарӑм хыҫҫӑн, пӳртне кӗричченех каҫакӗсене пӑхса тухрӑм. Чӑнах та малти пӳрчӗн ик чӳречин каҫакӗсем кӑна мар, шыв кайса тӑнипе аялти пӗрени те ҫӗрӗшнӗ.

— Материалӗ пур-и сан?

— Пур, кӳршӗ Матви шапашка кайнӑ чух хӑма ҫуртарма хатӗрленӗ ҫӑка каскисенчен суйласа илме хушса хӑварчӗ.

Ҫав кунах ӗҫе пуҫӑнтӑм. Матви купинчен виҫ каскине йӑтса килтӗм. Хырӑм чӑрланӑ, апат ыйтать. Кайри пӳртне кӗтӗм, хӗрарӑм ҫук. Сӗтел хушшинче типшӗмтерех арҫын ача хупӑлӑ ҫӗрулмине килькапа, ҫӑкӑрпа ҫисе ларать.

— Кам эсӗ? Аннен черетлӗ еркӗнӗ-и? — ҫиллессӗн ҫиҫтерет куҫӗсене.

— Ҫук, эпӗ платник, малти пӳрт чӳречисен каҫакӗсене улӑштаратӑп.

— Каҫарӑр, эпӗ Ҫеруш. Тӑрнапуҫ шкулӗнче вӗрнетӗп. Шӑматкунпа вырсарнине киле килетӗп. Лар апатланма. Темех ҫук та, хырӑм чӑрланине пусарма пулать.

Апатлантӑмӑр пӗр сӑмахсӑр, чей ӗҫрӗмӗр. Сывлӑш ҫавӑрса илсен иксӗмӗр малти пӳлӗм чӳречисем патне тухрӑмӑр. Каскана виҫсе кассан ӑна ҫурмалла ҫуртӑмӑр. Ачи тӑнлӑ пуҫлӑ, хушмасӑрах мӗн тумаллине пӗлет. Тата тепӗр виҫе касса ҫуртӑмӑр.

— Ах Тур чутламалли нумай-ҫке, — пӑшӑрхантӑм эпӗ.

— Кӳршӗ Матви пиччен циркулярки пур. Вӑл ҫук чухне эпӗ ӑна-кӑна ҫурса илетӗп. Чармасть вӑл мана.

Чӑнах та ӗҫ малалла хӑвӑрт кайрӗ. Пӗр чӳрече каҫакне тӗттӗм пуличченех хатӗрлесе хутӑмӑр. Пӳрте кӗтӗмӗр. Ҫерушӑн Лизук йӑмӑкӗпе Палюк шӑллӗ шкултан таврӑннӑ. Вӗсем ман ҫине шиклӗн пӑхаҫҫӗ.

— Ан хӑрӑр, ку ырӑ пичче, малти пӳрте кӗрсе ларӑр, — хушрӗ Ҫеруш. Лизукне ҫӗр улми, шуратма ҫӗҫӗ, хуппине хума пӗчӗк витре пачӗ. — Ваҫҫук пичче, мӗн шыран эсӗ Кӗтнепуҫӗнче — телей, юрату е вӑрӑм укҫа? Тӑрнапуҫӗнче санӑн арӑму, ачусем, кил-ҫурт хуҫалӑхӗ те пур-тӑр?

Пӗлетӗр-и, ҫак ыйтӑва илтсен эпӗ ҫухалса кайрӑм. Ман умра ӑс-тӑнпа вӑхӑтсӑр ман шая ҫитнӗ ҫын тӑрать. Шкул ачи кӑна хӑй, чуна витекен ыйту парать. Ӑна тӗрӗссине уҫмасан, вӑл тӳрех ман суялӑха туйса илет, эпӗ вара ун шанчӑкӗнчен тухса ӳкетӗп. Тӗрӗссине каларӑм. Ҫеруш пуҫне ҫеҫ пӑркаларӗ.

— Эсӗ, Ваҫҫа пичче, телейпе иртӗхнӗ ҫын. Санӑн Тӑрнапуҫне таврӑнса арӑмунтан, ывӑлунтан, хунямунтан пуҫ ҫапса каҫару ыйтмалла. Вӗсем саншӑн — чи пысӑк телей.

— Ҫапла, Ҫеруш, Ырӑран ырӑ шырамаҫҫӗ. Суя сӑмаха илтсе Верука кӳренни сӗврӗлсе пырать. Ыран каҫакӑсене лартса пӗтеретпӗр те тӑван йӑванах таврӑнатӑп.

Такам алӑка шакӑртаттарчӗ. Пӳрте типтер тӑхӑннӑ ватӑ енне сулӑннӑ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ, сывлӑх сунчӗ.

— Ку, Ирина Семёновна, Кӗтнепуҫ шкулӗн директорӗ, — паллаштарчӗ Ҫеруш.

— Эпӗ Василий Петрович Самаев, Тӑрнапуҫ чӑвашӗ.

— Василий Петрович, эпӗ пысӑк нушапа-ха, пирӗн шкул чӳречисем пӗр хутлӑ кӑна, сире иккӗмӗш хут рамисене тутарса ларттарасшӑн. Материалӗсем те хатӗр, арҫынсем шапашка ҫӳренипе ӗҫ алли тупма хӗн. Классенче сивӗ, ачасем хӗл тумтирӗсемпех лараҫҫӗ, ҫӗлӗкӗсене те хывмаҫҫӗ, аллисем шӑннипе ҫыру ӗҫӗсене тӑваймаҫҫӗ. Тархасшӑн лартса парӑр иккӗмӗш хут кантӑкӗсене.

— Юрӗ, — килӗшрӗм пӗр турткалашми, — ыран каҫаксене лартсанах шкула пырӑпӑр Ҫерушпа.

Директор тухса кайсанах Ҫеруш амӑшӗ, Матрюн, килсе кӗчӗ. Тӑвӑл вӑхӑтӗнчи пек алӑк патӗнче сулланса тӑрать. Ҫерушӗ пӗр вӑрҫми ӑна салтӑнтарса малти пӳртне ҫавӑтса кӗрсе хӑй вырӑнӗ ҫине вырттарчӗ.

— Вӑт ҫапларах ман пурнӑҫ, Ваҫҫа пичче. Эпир виҫсӗмӗр те пӗр каҫлӑх «упӑшкасенчен» ҫуралнипе аттесем камне те пӗлместпӗр, — хашлатсах сывларӗ Ҫеруш кайрине тухсан. — Эпӗ — Михайлович, Лизук — Петровна, Палюк — Алексеевич. Анне хӑй те пӗлмест камран кам тӗвӗленнине, асне мӗнле ят пырса кӗнӗ, ҫапла ҫыртарнӑ, — каллех тарӑннӑн сывлать Ҫеруш. — Анне тӑрӑлнӑ вӑхӑтсем те пулкалаҫҫӗ. Ун пек кӗске вӑхӑтсенче пирӗн ҫурта телей хӑнана килнӗ пек, ҫуртра хӗвел ҫиҫнӗ евӗр туйӑнать. Лизукпа Палюк кулни час-час илтӗнме пуҫлать, ман сӑн ҫуталать. Анне тутлӑ апатпа сӑйлать, хуралнӑ кӗпе-йӗмсене ҫӑвать, кашнинех кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса пуҫсенчен ачашлать. Хӑйӗн куҫӗсенчен йӗпе шӑрҫасем пичӗ тӑрӑх чупаҫҫӗ. Виҫсӗмӗре хӑй ытамне илсе: «Ах манӑн чӗппӗмсем, ах манӑн мӗскӗнсем», — тесе ӳлесех макӑрать. Эпир лӑплантаратпӑр, куҫҫуль витӗр йӑл кулать те ӗҫсене пуҫӑнать: е алса-чӑлха ҫыхать, е ҫӗтӗлнӗ вырӑнсене саплӑк лартать. Васкать вӑл тепӗр хура йӑрӑма кӗриччен: пирӗншӗн ыррине нумайрах туса хӑварма тӑрӑшать.

— Итле-ха, Ҫеруш, тен сире ача ҫуртӗнче меллӗрех пулӗ?

— Ҫук, Ваҫҫа пичче. Килчӗҫ кунта социаллӑ хӳтлеврен ача ҫуртне илсе кайма, эпӗ яхӑнне те ямарӑм, Лизукпа Палюка та памастӑп терӗм. Анне — ӗҫкӗҫ, анчах вӑл пирӗн анне! Ҫак сӑмаха сасӑпа калани те пире хавхалантарать. Вӑл хӑҫан та пулсан ҫак инкекрен хӑтӑласса виҫсӗмӗр те шанса пурӑнатпӑр.

Эпӗ урӑх сӗнӳсем те памарӑм, ачалӑх мӗнне пӗлмесӗр ӳснӗ, ӑс-тӑнӗпе ытла мала кайнӑ Ҫеруш чунне пӑлхантарас темерӗм.

* * *

Ирпе тӗттӗмлех вӑрантӑм, — тӑсрӗ калавне Ваҫҫа пӗчӗк черккери эрехне ӗҫсе ҫырткаланӑ хыҫҫӑн. Сӗтел хушшинче ларакан Верук, хунямӑш, Кӗтерне куҫӗсем Матрюна, ун ачисене шелленипе шывланнӑ. Элекҫей те куҫне шӑрпӑк лекнӗ пек сӑтӑркаласа илет. — Часах малтинчен Матрюн кӗштӗртетсе тухрӗ. Ах та ах ахлатать. Витререн пӗр курка сивӗ шыв ӗҫрӗ те кӑмаки (газ кӗртнӗ пулсан та кайри пӳрт кӑмакине сӳтмен) ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ. Ҫӳҫӗсем тӑрмаланчӑк, сӑнӗ-куҫӗ тӑртаннӑ. Калӑн, вупӑр карчӑкӗ. Кӑмӑлӗ пӑтранчӗ пулас, кӑмкан айӗнчи витрене темчченех хӑсрӗ.

— Лайӑх-ха ку, лайӑх, — тетӗп, — ӑш-чикне тулнӑ пӗтӗм наркӑмӑшлӑ шӗвек тухсан хӑвна лайӑхах туйӑн, — тесе газ плити ҫине чейник лартрӑм. Стена ҫине ҫакнӑ шкафра чей, сар хӑват, матрюшке ҫыххисене тупрӑм. Пӗчӗк чейникне шеллемесӗр хура чей, сар хӑватпа матрюшке тӗпретрӗм, вӗренӗ шыв ярсан чейнике чей, курӑксем лайӑх пиҫчӗр тесе хам ҫӗлӗкпе хупларӑм. Куратӑп, Матрюн пальти патне кармашать.

— Паян эсӗ ниҫтата каймастӑн, час сана сиплеме пуҫлатӑп. Чӑт пӑртак. Мухмӑр кастарнине чейпе пусармалла.

Малти пӳртрен Ҫеруш тухрӗ. Вӑл та ӳкӗтлерӗ амӑшне. Пысӑк чей куркипе ҫӑра, пылак чейе сыпкӑм-сыпкӑм ӗҫрӗ Матрюн. Сӑнне тинех ҫын тӗсӗ кӗре пуҫларӗ. Анчах нумая пымарӗ, вӑл татах хӑсрӗ. Чарӑнсан эпӗ ӑна татах чей патӑм. Ҫамки ҫине шултра тар тапса тухрӗ, анасласа илчӗ те выртас терӗ. Ҫерушӗ эпӗ ҫӗр каҫнӑ вырӑн ҫине вырттарчӗ, ҫине ик хут утиял витрӗ. Ҫак вӑхӑтра Лизукпа Палюк малтинчен тухрӗҫ. Ҫеруш ймӑкне аш ярса ҫӗр улми шӳрпи пӗҫерме хушрӗ. Эпир каҫаксем патне тухрӑмӑр.

ӗҫ хӑвӑрт пычӗ. Ик чӳрече каҫакӗсене кӑнтӑрла тӗлне лартса пӗтертӗмӗр, рамисене вырнаҫтарса пӳрте кӗрсе иккӗмӗш рамисем вырнаҫрӗҫ. Матрюн пирӗн сасӑсемпе вӑранчӗ. Вӑл мухмӑртан хӑтӑлни тӳрех курӑнать. Пурте сӗтел хушшине ларса ҫӗр улми шӳрпине ҫирӗмӗр. Матрюн икӗ турилкипех ҫирӗ.

— Матрюн, кӑштах ӗҫлеме пултаратӑ-и? — шанмасӑртарах пӑхрӑм ун ҫигне.

— Каҫаксенчен тухса тӑракан чӳпӗксене ҫурӑксене тачӑ шаккаса лартмалла. Эпӗ сана йывӑҫ калекне те, мӑлатукне те туса парӑп.

— Пултаратӑп, — тавӑрчӗ пӗр сӑмахпа.

— Вӑт лайӑх та. Эпир Ҫерушпа халь шкула каятпӑр, — тесе пахчана тухрӑмӑр. Калекпе мӑлптук хатӗр тӗле пирӗн пата фуфайкӑ, урине кӑҫатӑ калуш, аллисене ӑшӑ алса тулӗ тӑхӑннӑ Матрюн та тухса тӑчӗ. Вӑл ӗҫленине кӑшт пӑхса тӑтӑмӑр та шкула утрӑмӑр. Пире директор кӗтсе илчӗ. Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӑл пире ӗҫ вырӑнӗпе паллаштарчӗ. Питӗ хуралтӑра столяр станокӗ пурри мана савӑнтарчӗ. Вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатать-ҫке. Рама тумалли рейккисем те чылай. Кайрӗ хӗрсе ӗҫ. Ҫеруш пурри те ӗҫ тухӑҫне ӳстерчӗ. Матви циркулярки те пулӑшрӗ. Кӗленче лармалли вырӑна ун пилипе касса кӑларатпӑр, штапиксем те хатӗр пулса пыраҫҫӗ. Тӗттӗмлениччен тӑватӑ рама туса та хутӑмӑр. Куҫӗсене касса лартма класа кайрӑмӑр. Часах рамӑсене лартрӑмӑр.

— Ну, мӗнле пек, — ыйтатӑп Ҫерушран.

— Аптекӑри пек, — хуравлать йӑл кулса.

Пуҫласа куртӑм Ҫеруш кулнине. Мӗн ун кӑмӑлне ҫӗклерӗ-ши? Хӑй яваплӑ ӗҫе хутшӑнни е урӑххи…

— Ан тӗлӗн, Ваҫҫа пичче, пирӗн киле татах телей хӑнана килет, татах пирӗн ҫурта хӗвел кӗрет. Анне пӗр авкана эрех ӗҫме пӑрахассине чун-чӗрепе туятӑп. Тавтапуҫ сана паян аннене эрех шырама яманшӑн.

— Эх, яланлӑхах пулсанччӗ вӑл, — тавӑртӑм кулянӑва пытармасӑр.

Ҫерушсем патне ҫитнӗ ҫӗре Матрюн пӳртреччӗ. Пӗчӗк Палюк чӗпӗ амӑш ҫумне чӑмӑртаннӑ пек амӑшпе чӗвӗлтетет. Пӳртре техӗмлӗ яшка шӑрши кӗрет.

— Эсир хушса хӑварнине веҫех пурнӑҫларӑм, тулти рамӑсемпе каҫак хушшисене мӗн килчӗ ӑна тӗккесе тултартӑм. Малти пӳртре те халь кайринчи пекех ӑшӑ, — пуҫне питех ҫӗклемесӗр калаҫать хӗрарӑм. Вӑтанать пулас хӑй хӑтланӑвӗшӗн. — ӗҫшӗн мӗнпе тӳлесе татас пирки пуҫа вататӑп, укҫа ҫук.

— Кирлӗ мар мана нимле тӳлев. Ак ҫак ачасемшӗн манран Ҫӗнӗ Ҫул парни пултӑр.

Тепӗр кунне шкулта тухӑҫлӑ ӗҫлерӗмӗр — тата икӗ клас рамисене лартрӑмӑр. Шкул директорӗ, Ирина Семёновна та пычӗ. Вӑл Кӗтнепуҫ хавлӗ ҫинчен пайтах каласа пачӗ. «Малалла» колхозӑн ҫӑм таптаракан машини, кӗрпе ҫуракан арманӗ, хӗртнӗ кирпӗч ӑсталакан пӗчӗк завод, вӑл кӑларнӑ кирпӗчрен хӑпартнӑ пекарня, темиҫе йӗтем, фермӑра выльӑх йышлӑ пулнӑ. Чи малтан анлӑ уйсенче акӑнмасӑр юлнӑ анасем йышлана пуҫланӑ. Топливӑ хакӗ ӳссе кайнипе тракторсем ӗҫсӗр ларнӑ. Ҫирӗп колхозах ним мар панкрута кӑларнӑ. Пуҫланнӑ вара асар-писер тустару. Тар тӑкса пуҫтарнӑ пурлӑха йӳнӗ хакпах сутнӑ. Вӑхӑтлӑха лартнӑ панкрут пуҫлӑхӗ пекарня ҫуртне сӳттерсе Шуршыва кӳртернӗ. Хӑйӗн котеджне хӑпартма. Хӑш-пӗр ҫемьесем ҫурчӗсен кантӑкӗсене хӑма ҫапса юта кайнӑ. Нумай пурӑнман, каялла куҫса килнӗ. Ютра та пурнӑҫ ҫав еккиллех-мӗн.

— Ҫапла, Ирина Семёновна, — ерӗҫрӗм калаҫӑва эпӗ те. Пирӗн «Тухӑҫ» совхоза ҫав тискер панкрут ҫитмӗ тесе шанса пурӑнать ял халӑхӗ. Тем кӗтет ӗнтӗ пире малашне.

— Ҫитнӗ вӑл чир Тӑрнапуҫне, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Ҫеруш. — Совхоз ферминчи ӗнесене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.

— Ай батюшки, ман Верук та ӗҫсӗр тӑрса юлать-ҫке!

— Эпӗ ҫавна ҫеҫ ӑнланмастӑп, халь халӑхран ыйтмаҫҫӗ ертӳҫӗсем, мӗн пуҫӗсене пырса кӗнӗ ҫавна тӑваҫҫӗ. «Демократи» теҫҫӗ вара ҫвна. Кашни суйлав умӗн бюджетран ӗҫ укҫи илсе тӑракансене Шуршыва пухаҫҫӗ. Яланах район ертӳҫи пурнӑҫ лайӑхланассине шантарать, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗ ҫеҫ пурнӑҫлама пултарать тет. Ҫав партишӗн сасӑлӑр суйлавра. Уншӑн сасӑламасан ӗҫсӗр хӑварассипе хӑратать. Ҫакӑ, имӗш, ирӗклӗ суйлав.

Ирина Семёновнапа сыв пуллашса Ҫерушсем патне таврӑнтӑмӑр. Матрюн урӑ, апат та пӗҫерсе хунӑ. Палюкӗпе ӑшшӑн калаҫса лараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте алпастӑланса кайнӑ хӗрарӑм килсе кӗчӗ. Сывлӑх та сунмарӗ.

— Матрюн, ӑҫта ҫухалтӑн эсӗ, килте эрех ҫур литӑрӗпех ларать. Пӗччен сыпма кичем. Тумлан та атя ман пата…

— Ман пырас мар-и? — татрӑм йыхравҫа. Хӗрарӑм аптраса ӳкмерӗ.

— Атя ара, атя. Мана кам пулсан та юрать. Пӗр кун никам та ҫуккипе тӗкӗр умне тӑтӑм та хамӑн мӗлкепе шакклаттарса ӗҫрӗм. Тулӗк мӗлке калаҫа пӗлмест, юрламасть тата.

— Ҫеруш, сумкӑран пӑчӑкӑ илсе кӗр-ха, ҫак ӗҫкӗҫӗн ури лапписене касса пӑрахар. Ун чухне вӑл хӑй мӗлкине те эрех ӗҫме хӗтӗхлеймӗ.

Ҫакна илтсен хӗрарӑм вӗлт кӑна тухса вӗҫрӗ ҫуртран, урам тӑрӑх «Караул! Хӑтарӑр, темле чӗмере ман урасене пӑчӑкӑпа касасшӑн», — тесе ахӑрса чупрӗ.

Матрюнпа ачисем ахӑлтатсах кулчӗҫ.

Тепӗр кунне Ҫеруш Тӑрнапуҫне ирех тухса кайрӗ. Пӗччен юлнипе ӗҫ тухӑҫӗ те самай чакрӗ. Ҫапах та рамӑсене лартса пӗтертӗм, ыран тӑван яла кайӑп ӗнтӗ тетӗп. ӗҫ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн директор мана шкул стловӑйне илсе кайрӗ. Ҫуттине те туяннӑ Ирина Семёновна, пӗрер черкке сыпнӑ хыҫҫӑн чӗлхесем те ҫемҫелчӗҫ, калаҫу та ҫыпӑҫуллӑ пычӗ.

— Мӗн хак ыйтатӑн ӗнтӗ, Василий Петрович, ӗҫшӗн?

— Мӗн чухлӗ тӳлес тетӗр, ҫавӑн чухлӗ тӳлӗр.

— Вунпилӗк пин ҫтет-и?

— Ҫитет, пахучӗпех. Эсир каҫаксемпе рамӑсен хушӑкӗсене ҫӗтӗк-ҫурӑксене шаккаса тултарӑр. Ун чухне класӑрсенче тата та ӑшӑрах пулӗ.

Сыв пуллашса укҫана кӗсьене чиксе Ҫерушсем патне утрӑм. Ҫула май Лизукпа Палюка валли шӑкаладлӑ канфет, пӗр кило пӗремӗк илтӗм.

— Итле-ха, платник-столяр, мана лар туса параймӑн-и? Киввине шӑшисем чисти шӑтарса пӗтернӗ, хупине уҫсан вӗсен каяшӗсем чисти хуп-хуран курӑнаҫҫӗ. Ахаль тумӑп,  — тет лавкаҫӑ Вӗҫелис.

— Юрӗ ара, ыран ирпе пырӑп хӑмисем пулсан.

* * *

Лизукпа Палюк кучкнеҫшӗн тем пекех хӗпӗртерӗҫ. Матрюн та шӑкаладлӑ канфетпа чей ӗҫрӗ. Шкулта апатланнипех ҫывӑрма выртрӑм.

Тепӗр кун Вӗҫелис сутуҫ патӗнче лар майлаштартӑм. Эп пынӑ ҫӗре вӑл кивӗ ларӗнчи ҫӑнӑхне урӑх савӑта куҫарнӑ.

— Кӑне ҫӗмӗр, ҫӗннине ҫав вырӑнах лартӑн, — терӗ те хӑмисем, рейккисем ӑҫта выртнине кӑтартса лавккине васкарӗ. Ачине те хӑйпе илчӗ. Ывӑлне вӑл кукамӑш патне хӑварать иккен.

Лар тӑвасси кӑткӑс мар, Вӗҫелис кӑнтӑрлахи апата килнӗ ҫӗре ӑна туса пӗтернӗпе пӗрехчӗ. Хӗрарӑм мана ҫӳхе ҫутӑ шӑвӑҫ тӗркӗмне тыттарчӗ.

— Шал енчен те, тулашӗнчен те ҫак шуҫпа сӑрса тух. Шӑшисем шӑтӑксем тӑваймӗҫ ун чухне. Халӗ атя апатланма.

Пуян пурӑнать Вӗҫелис. Сӗтел ҫине тӗрлӗ апат тухса ларчӗ. Духовкине ӗҫе кайнӑ чухах пӗчӗк ҫулӑм ҫине чукунпа щи лартса хӑварнӑ. Эрех кӗленчи те тухса ларчӗ. Упӑшки виҫҫӗмӗш ҫул Анӑҫ Ҫӗпӗрте нефтяниксем патӗнче виҫшер уйӑх ӗлесе пысӑк укҫапа килет. Вӑл ялта хӑй лавккине уҫма пуҫламӑш капиталл пухать-мӗн.

Вӗҫелис ман тавра чӑх амӑш пек кускалать. Ӑнсӑртран алла та тӗкӗнсе илет. Пӗрер черкке ӗҫсен хӗрарӑм хӑюлланчӗ: куҫран шӑтарасла тилмӗрсе пӑхать, куҫӗсем аскӑнлӑхпа ҫиҫеҫҫӗ. Вӗҫелис тилмӗрӗвне ӑнлантӑм эпӗ. Вӑл арҫыншӑн тунсӑхласа ҫитнӗ. Кирек кам пултӑр, вӑл ҫавӑнпа халех вырӑн ҫине выртма хатӗр. «Э, ҫук, — терӗм ӑшӑмра, — мӑшӑрӑма кӳренсе килтен тухса кайрӑм пулсан та Верук ман чун савнӑ арӑм. Ӑна ҫак ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхланса сутмастӑп. Хӑть тем шухӑшлатӑр ман пирки». Туять Вӗҫелис, куҫӗсемпе пенӗ сӑнӑсем ман чӗрене тивертеймеҫҫӗ.

— Атя тепрер черкке ярар, — сӗнет ҫине тӑрса.

— Ҫук ӗнтӗ, тепӗр черкке ӗҫсен алӑсем ҫыхланма пуҫлӗҫ те ларна чалӑш-чӗлӗш туса хурӑп. Эсӗ ӗҫшӗн халех тӳле, ҫуртна питӗрсе хӑвар. Ларне пӗтерсен кӗлет алӑкне патакпа чаракласа хӑварӑп.

— Кӗҫӗр кунтах ҫӗр каҫма пултаратӑн…

— Вӑт каяннӑй хӗрарӑм, э. Упӑшку ҫурҫӗр сиввисене чӑтса ҫемйӗр пурнӑҫне малалла ярасшӑн, эсӗ ӳт-тир киленӳллӗхӗшӗн вӗчӗлтетсе ҫӳретӗн. Намӑс мар-и сана. Ниушлӗ виҫӗ уйӑха та чӑтӑм ҫитмест?

Хӗрарӑм куҫ айӗн пӑхса илчӗ те пилӗк пинлӗххинех тыттарчӗ. Ларшӑн ку укҫа нумай пек туйӑнчӗ, анчах укҫине илсе алӑпа сӗлтрӗм те лар патне тухрӑм. Ҫур сехетрен ӗҫ те вӗҫленчӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ, ура айӗнчи юр чӑкӑртатнине итлесе Ҫерушсем патне утрӑм. «Ыран киле», — ӗмӗтленсе утатӑп. Хирӗҫ туялӑ карчӑк килет.

— Эй, маҫтӑр, манӑн пӗр енчи урай веҫех анса ларчӗ, хӑмисем те пусмассерен шӑкӑл-шӑкӑл калаҫаҫҫӗ. Ахальтен каламаҫҫӗ ҫав «Каҫхи сӑмах ҫине чӑх каяшӗ ӳкет» тесе. Пулӑшрӑм карчӑка. ӗҫӗсем татах та тупӑнса пычӗҫ. Ҫапла виҫ уйӑх ҫурӑран та иртрӗ Кӗтнепуҫӗнче. ӗҫлесе илнӗ укҫана шутларӑм та вӑтӑр пилӗк пинрен те иртет.

Вырсарни кун Матрюнӑн виҫ ачине те ял лавккине ертсе кайрӑм. Ҫерушне ӳсӗмлӗх тесе пысӑкрах ӑшӑ курткӑ, Лизукне хӗллехи пальто, Палюкне пӗр вӗҫрен ҫӗленӗ ӑшӑ йӗмпе куртка, кашнинех хӗллелӗх пушмак туянтӑмӑр. Ачасен чиксӗр савӑнӑҫне сӑмахпа каласа пама хӗн. Килне ҫитсен кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине лартӑм, ыран киле каяссине пӗлтертӗм. Ҫакна илтсен Палюкӗ ман урасен хушшине кӗрсе тӑчӗ те хӑйне чӗрҫи ҫине лартма ыйтрӗ. Лартрӑм, пуҫӗнчен ачашлатӑп. Ача мана пит ҫӑмартинчен чуп туса илчӗ те:
— Мӗншӗн манӑн сан пек атте ҫук — ши? — тесе тарӑннӑн сывларӗ.
Манӑн кӑмӑл ҫемҫелсех кайрӗ ача сӑмахӗсене илтсен — куҫсене йӳҫӗ тумламсем тапса тухрӗҫ. Вӗсене Палюк асӑрхарӗ.

— Пичче, мӗншӗн сан куҫусем шывлӑ, — ыйтать тӗлӗнсе.

— Эй, Палюк, — тетӗп, — столяр-платиниксен куҫӗсем ялан шывланса ҫӳреҫҫӗ: вӗсене е шӑрпӑк, е пила хыҫҫӑнхи кӗрпе лекет, ан пӑшӑрхан, ҫыӑрса тӑнӑ ҫӗре типеҫҫӗ, — ачашлатӑп ӑна пуҫӗнчен.

Вӑт ҫапла пурӑнтӑм эпӗ Кӗтнепуҫӗнче. Унти пурнӑҫ кунтинчен те йывӑртарах. Ирпе Ҫерушпа пӗрлех ҫула тухрӑмӑр. Вӑл манпа юнашар кӑшт пычӗ те шкула ӗлкӗрес тесе велосипечӗ ҫине ларса вӗҫтерчӗ. Ҫанталӑк ӗнерхинчен ҫемҫерех. Ҫуна ҫулӗн тумхах-путӑксене юр тикӗслетнӗ. Йри-тавра «Малалла» колхозӑн куҫ виҫсе илейми уйӑсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Ҫӗр шурӑ виткӗҫ айӗнче. Ниушлӗ вӗсем кӑҫал та акӑнмасӑр юлӗҫ? Ҫак шухӑш чӗрене ыраттарать. Ман ӗҫ ҫӗрпе ҫыхӑнман, анчах ун пуянлӑхӗ ман шӑпапа тӳррӗн ҫыхӑнса тӑрать: ун ҫинче эп ӗҫлекен йывӑҫсем, выльӑх апачӗлӗх курӑксем, чи кирли — тырпул, ҫитӗнеҫҫӗ. Ниушлӗ кӑҫал та ҫак хирсенче ашкӑрса салтак тӳми чечекӗсем ӳсӗҫ?

Вӑт хӗрсемшӗн юмӑҫ пӑхма ансат. Анкарти хыҫне тух та салтак тӳмин ҫеҫкисене юратать, юратмасть тесе татса лар. Эх ах-хай, хӑҫанччен пырӗ ҫак тискер аркату? Ҫакӑн пек шухӑшсемпех тӑван яла ҫитрӗм. Халь Верук курортра канни ҫинчен илтес килет. Ытла аскӑнмарӑн-и унта?

— Курортра лайӑх: апачӗсем техӗмлӗ, кун сиктерсе хӑрӑм тӗслӗ шывра ваннӑ кӗртеҫҫӗ. Мацеста теҫҫӗ ҫавна. Мӗн чухлӗ ҫыврас тетӗн, ҫавӑн чухлӗ ҫывӑр. Курорчӗсене те капитализм инкекӗ ҫитнӗ. Эпӗ каннӑ санаторинче пӗр ҫамрӑка та курмарӑм: стариксемпе карчӑксем ытларах. Ман ӳсӗмрисем те виҫ-тӑват ҫын кӑначчӗ. Аскӑнас тесен те аскӑнаймӑн. Хӗрӗхсенчен иртнӗ хула майрипе пӗр пӳлӗмре тӑтӑмӑр. Хӑпарса тӑракан тутисем сӑнне тискерлетсе тӑраҫҫӗ. Ма вӗсем сан ҫапла хулӑн тесе кӑсӑклантӑм.

— Эх, деровня, деровня, — терӗ мана шелленӗн, — ҫавна та тӗшмӗртейместӗн.

Хӗрарӑмӑн хулӑн тутисем кирек хӑш арҫына та илӗртеҫҫӗ, ма тесен хулӑн тутасем сексуаллӑ курӑнаҫҫӗ. Ман тутасене силикон уҫласа кӗртнӗ.

— Сана вара миҫе арҫын кирлӗ, упӑшку ҫитмест-им?

— Упӑшка вӑл упӑшка, хӑйма та кашни кун ҫисен йӑлхтарать, партнёра хутран-ситрен улӑштарни сывлӑхшӑн та сипетлӗ теҫҫӗ тухтӑрсем.

Ав епле иккен. Тухтӑрсем патне те кайкаланӑ, анчах вӗсенчен ун пек канаш илтмен. Юрӗ, кӗҫӗр санпа юриех танцине пырӑп, курӑпӑр кама маларах танцине чӗнӗҫ арҫынсем, сана-и е мана.

Тӗрлӗ мероприятисем ирттерекен зала ваттисем, ҫамрӑктараххисем йшлӑ пухӑннӑ. Тӑратпӑр мӑнтӑр туталӑ майрапа стена ҫумӗнче пӗр-пӗр арҫын танцие чӗнессе кӗтсе. Вальс кӗвви янрать. Ак пирӗн пата аллӑсенчи типтерлӗ арҫын пычӗ те мана танцие илсе тухрӗ. Хулӑн туталӑ майра ҫаплах стена ҫумӗнче пӗччен кичемлӗхре. Унтан фокстрот янрарӗ. Хай арҫын татах мана илсе тухрӗ. Хулӑн тутали патне утмӑлсенчи арҫын пырсан хӗрарӑм хӗвел пекех ҫиҫрӗ. Танцисем вӗҫленсен майра мана пуш пӳлӗмре ҫывӑрма хушрӗ. Вӑл имӗш ҫав арҫынпа ҫывӑрма калаҫса килӗшнӗ. Ватӑ-ҫке вӑл тесен, ватӑ ӑйӑр йӑрана пӑсмасть тесе хучӗ.

— Ҫӑраҫҫи, — тетӗп ҫакна.

— Вӑл алӑка пирӗнни те юрать.

Кайрӑм пуш пӳлӗме, телевизор хускатрӑм та пӑхса ларатӑп. Ҫирӗм минут та иртмерӗ, мӑнтӑр тута пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ. Ятлаҫать хӑй, ӑйӑр мар вӑл, ватӑ клячӑ тет.

Сывлӑха аванах тӗреклетсе таврӑнтӑм. ӗнесем суса кушӑрханӑ алӑсем те ҫемҫелсе якалчӗҫ. Шалкӑ, ӗҫе тухсан вӗсем каллех кушӑрхаҫҫӗ ӗнтӗ.

— Кушӑрхамӗҫ, — татрӗ Верук кулянӑвне Элексей, — ҫук ӗнтӗ пирӗн фермӑра ӗнесем, ҫамрӑк вӑкӑрсемпе тынашкасем, совхоз панкрута тухрӗ. Патшалӑх умӗнчи парӑма татма сутса ячӗҫ вӗсене. Сӑвакансемпе выльӑх пӑхакансене ӗҫ укҫи вырӑнне памалӑх кӑна пӗр ҫлхи пӑрусене хӑварнӑ. Ыран Ваҫҫапа кайӑр та пӗр тынашкине ҫавӑтса килӗр.

— Пӗтрӗ пуҫ, эпӗ те ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм-и? Мӗн ӗҫлесе пурӑнӑп-ха эпӗ? ӗне сӑвассисӗр пуҫне урӑх нимле ӗҫ те тӑваймастӑп-ҫке, — тем йывӑрӑш ҫӑк йӑтӑнса аннӑн пусрӑнчӗ Верук.

— Ытла ан пӑлхан-ха, эпир Элексейпе Тӑрнапуҫӗнче хамӑр лавккана уҫатпӑр. Эсир Кӗтернепе сутӑҫсем пулатӑр, — лӑплантарчӗ мӑшӑрӗ Верука. — Яхруҫ пултарнине пирӗн пуҫ та ҫитӗ.

— Сутуҫ пулма хӑратӑп эпӗ. Атте калатчӗ, ҫав ӗҫе кӗриччен ӗне илсе лавкка ҫумнех кӑкарса хумалла — растрата тусан тӳлеме.

— Ан шиклен, вӗрентӗпӗр, — терӗ Элексей. Пӗчӗк ӗҫкӗ вӗҫленчӗ, кӳршӗсем выльӑхӗсене апат пама килне утрӗҫ.

* * *

Тӑрнапуҫ ял-йышӗн ӗҫӗ-хӗлӗ «Тухӑҫ» совхоз панкрута тухсанах айӑн-ҫийӗн явӑна пуҫларӗ. Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем панкрута кӑларассине йӗркелесе пыма вӑхӑтлӑха лартнӑ управляющи пӳлӗмне ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗреҫҫӗ. Пуринте пӗр ыйту: ҫулталӑк ытла ӗҫ укҫи илмен, кам тӳлет ӑна халь? Хуравӗ те пӗрре ҫеҫ: укҫа ҫук, натурӑпа татӑлатпӑр. Пайтахӑшӗ ҫакна ӑнланмасть, пурте тӗп бухгатера тапӑнаҫҫӗ. Хӗлип Элексейӗ тӗплӗн ӑнлантарать:

— Пенсионерсене, ӗҫсӗр ларнисене ҫӗр пайӗшӗн икшер центнер тулӑ, ӗҫленисене — тӑватшар центнер. Хӑш-пӗрисемпе ӗҫ хатӗрӗсемпе татӑлаҫҫӗ.

— Аппай пысӑка хурса хакланӑ ҫулталӑк ытла пӗр пус илмесӗр тар тӑкнине, — ӳпкелешеҫҫӗ тӑрнапуҫсем.

— Мӗн панипе ҫырлахӑр, — хутшӑнать калаҫӑва Самай Ваҫҫи. — Кӗтнепуҫӗнче кашнине пӗрер центнер тырӑ ҫеҫ панӑ. Унти арҫынсем халь пурте шапашка кайса пӗтнӗ. Пирӗн ӗҫе патшалӑх ҫапларах хаклать. Кӗтнепуҫӗн анлӑ уйӗсенче халь салтак тӳми чечекӗ ҫеҫ ӳсет. Чиновнисем апат-ҫимӗҫ продукчӗсене чикӗ леш енчен туянни пайталӑрах тесе калаҫаҫҫӗ вӗт телевизорпа. Пӗр сӑмахпа, кам мӗнле пӗлет, ҫапла йӗркелет хӑй пурнӑҫне. Ытла ан пӑшӑрханӑр, патшалӑх умӗнчи кредит парӑмӗсене татсанах «Тухӑҫ» совхоза «Шуршыв — тӗш-тырӑ» холдинкпа пӗрлештереҫҫӗ.

Пурпӗрех кӳренӳпе, ӳпкелешӳпе саланать халӑх совхоз кантурӗ патӗнчен. Ваҫҫа Элекҫей пӳлӗмне кӗчӗ.

— Итле-ха Алексей Палыч, платник-столярсен цехӗнче хӑмасене савалакан станок, ун ҫинчех цикулярка пур. Ҫавна мана ӗҫ укҫи вырӑнне пама май ҫук-ши? Столяр верстакӗ те пӑсмӗччӗ. Тата тынашкине паянах киле ҫавӑтса килесчӗ.

— Ҫичас, — терӗ Элексей. Арифмометрӗпе шутларӗ те темле хут ҫине пӑхса илчӗ.

— Вӑт, Ваҫҫа, ҫулталӑк та виҫ уйӑхшӑн сана 45 пин тенкӗ тивет. Циркуляркӑпа фуганкӑ станокӗн, верстакӑн хакӗ пурӗ 35 пин. Эпӗ сана халех вӗсене килне куҫарма, тынашка илме хут ҫырса парап. Эсӗ ун ҫине упрвляющине алӑ пустаратӑн та капиталист пулса тӑратӑн. Станокне ман машинапа ӗҫ хыҫҫӑн кӳрӗпӗр.

— 15 уйӑхшӑн — 45 пин. Ах Тур, куҫкӗрет ҫаратаҫҫӗ вӗт ял халӑхне, — кӳренӳпе тарӑху Ваҫҫа кӑмӑлӗнче ҫӗкленет. Хӑвӑрттарах уҫасчӗ хамӑр ӗҫе, тен ун чухне ретлӗрех пурнӑҫ кайӗ пирӗн.

Хӗлип Элексейӗ те хӑйне тивӗҫлӗ тупра — Т-40 кустӑрмалӑ трактӑрпа унӑн телешкине, икӗ тренлӗ плуг, икӗ сӳре суйласа илнӗ. Ҫамрӑк чух механизатор пулнӑ вӗт. Вӑл пӑрахӑҫланӑ буханкӑ текен УАЗ машинина тимӗр-тӑмӑра яртарман хӑй килӗ умне кӳртернӗ: ҫуллен чакалана-чакалана, юсав пайӗсем туянса хута ячӗ вӗт ҫав машинана. Хӑйсен лавккине уҫсан тавар турттарма транспортшӑн ҫынна йӳтетесси ҫук.

Ваҫҫапа Верук тынашка илме ферма ҫитрӗҫ. Вӗсем Верук витине кӗчӗҫ. Вӑл пуш-пушӑ, ӑш-чикӗ тӑлӑххӑн курӑнать. Унӑн пырне темле чӑмака капланса килчӗ. Хурлану куҫҫулӗсем тухрӗҫ куҫӗнчен.

— Юрӗ ӗнтӗ, юрӗ. Лӑплан. Хӑҫан та пулсан кун-ҫулӑмӑрсем сикчевлӗ йӑрӑмран тикӗс ҫӗре тухас шанчӑкпа пурӑнар, — лӑп-лӑп ҫапса ачашларӗ ӑна ҫурӑмӗнчен упӑшки.

Тынашкине Верук суйласа илчӗ, хӑй ушкӑнӗнчи Манька пӑрушех пулчӗ.

— Килте пӗр ӗне пур, кӑна та ӗнелӗх ӳстеретпӗр, — ӗмӗтленсе пычӗ Верук пӑрӑва ҫавӑтса пынӑ май.

— Мӗн тума сана икӗ ӗне, Кирюк вӗренме каять, ӑҫта хурӑн сӗтне?

— Ан аптра, кӗҫӗртен тепӗр ача никӗсене хывма пуҫӑнӑпӑр. Илтмен-им, халь иккӗмӗш ача ҫуратсан амӑш капиталне параҫҫӗ. Кун пирки маларахах шутламалла пулнӑ. Ялан паянхипе кӑна пурӑнма хӑнӑхнӑ.

— Эпӗ халех хатӗр.

— Киле ҫитер ӗнтӗ… — йӑл кулать Верук. Унӑн кулли пурнӑҫ малаллах туртӑннине ҫирӗплетет. Хатарлӑ вӑхӑтсем ҫитнипе аллисене усасшӑн мар ҫынсем. ӗлӗксенче пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесем колхоз-совхозсемсӗрех пурӑннӑ. Малтанлӑха йвӑр пулӗ те хуллен хӑнӑхӑпӑр теҫҫӗ ял-йышра.

Яхруҫа ҫеҫ ҫынсене терт-нуша килсе ҫитни савӑнтарать. «Ӑслӑ ман атте, маларахах лавкка уҫса ӑнтарчӗ», — тесе хӗпӗртет. Анчах Яхруҫӑн та пурнӑҫӗ хӗсӗнчӗ. Прокурор пулӑшуҫи тӗрӗслесе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна администрацилле майпа айӑпласа 30 пине штрафларӗҫ, электронлӑ тараса туянма ҫирӗп хушрӗҫ. Штрафне тӳлерӗ, виҫине туянчӗ. Ку электронлӑ хатӗрпе ҫынсене пит улталаймӑн тата туянакансем Яхруҫ лавккине хӑйсен тарасисемпе ҫӳреме пуҫларӗҫ. Таса тупӑш илесси тата та хӗсӗнчӗ. Хӗлип Элексейӗпе Самай Ваҫҫи лавкка уҫаҫҫӗ тенине илтсен уяр кун аҫа ҫапнӑн ӑшталанса ӳкрӗ Яхруҫ. «Кусем чыс-сипетлӗх картинчен тухаканнисем мар, тавар хакӗсене манран ик-виҫ тенке каярах хурсан та вӗсен лавккинчен ҫын татӑлмӗ. Элексей ашшӗн ҫуртӗнче уҫаҫҫӗ пулсан вут тӗртсе ҫунтарас ӑна», — кӗрет ӑсне тискер шухӑш. Тулта ҫынсем шавланипе вӑл та унта тухать. Лавкка умне ушкӑн арҫын пухӑннӑ. Пурте Хӗлип Павӑлӗн халиччен пушӑ ларнӑ ҫурчӗ еннелле пӑхса калаҫаҫҫӗ. Ҫурт умӗнче пушар машини тӑрать. «Ха, эпӗ вут тӗртмесӗрех ҫав ҫурт ҫунма тытӑннӑ иккен», — савӑнать ӑшӗнче Яхруҫ. Мӗншӗн тӗтӗмӗ, ялкӑшакан ҫулӑмӗ ҫук? Пӗр пушарнӑйӗ ҫурта ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫтиех кӗпҫерен шыв пӗрӗхтерет.

— Вӗсем элле кив пӳрте шывпа ҫуса тасатасшӑн-и? Туянакансене ҫапла майпа та пулин хӑйсен лавккине илӗртесшӗн-и? — кӑсӑкланать Яхруҫ ушкӑнри пӗр арҫынтан. — Шампуньпе ҫусан та кивӗ ҫурт кивех курӑнать.

— Ӑнланмастӑн эсӗ, Яхруҫ, ахаль шывпа пӗрӗхмеҫҫӗ, ятарлӑ шӗвекпе. Ун хыҫҫӑн ҫурта кӗвӗҫ чунли вут тӗртсен те пӗренисем ҫунмаҫҫӗ. Элексей ашшӗ пекех малтине курса тӑрать, ҫурчӗ те, кӳнӗ таварӗ те сыхлӑхра юлаҫҫӗ. Вӑт еплерех пуҫлӑ конкурентсем пулаҫҫӗ санӑн. Ах, чунпа туятӑп, часах чухӑна тухатӑн эсӗ…

Яхруҫ лавккине кӗрет. Ним тӑвайман енне ҫиллипе шӑлӗсене шатӑрттарать, ылхав ҫине ылхав ярать Хӗлиппе Самайсен ҫемйисем ҫине.

Пошарнӑйсем хӑйсен ӗҫне пӗтерсе Шуршыва васкарӗҫ. Элексейпе Ваҫҫа УАЗик ҫине ларса совхоз столяркине циркуляркӑпа верстак илме кайрӗҫ. Вӗсене Ваҫҫа картишне пушатнӑ тӗле тӗттӗмлене те пуҫларӗ. Ашшӗсене пулӑшма Кирюкпа Ҫинук та тухрӗҫ.

— Ыран Кӗтернепе Верук Шуршыв больницине медицина кӗнекисене илме комисси иртме манпа ларса пыраҫҫӗ, эпӗ лицензи пирки район администрацине кӗретӗп, — терӗ Элексей. — эсӗ аттен малти пӳртне урам енчен алӑк кас.

— Итлетӗп шеф! — честь пачӗ Ваҫҫа.

* * *

Ака уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле ҫӗнӗ лавкка пур енчен те хатӗрлӗх шайне ҫитрӗ. Элексейпе Ваҫҫа Нурлат хулинчен, Чистайран, Самартан продуктӑсем кӳчӗҫ. Вӗсем ҫӳлӗксем ҫинче илемлӗрех курӑнччӗр тесе Кирюкпа Ҫинук та ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлерӗҫ. ӗнтӗ хатӗр веҫех. Элексей Шуршыва кайса пушарни инспекторне, саннитари тухтӑрне, районти суту-илӳ пайӗн ӗҫченне тӗрӗслеве УАЗикӗпе лартса килчӗ. Вӗсем нимӗнле кӑлтӑк та тупаймарӗҫ, таварсен хакӗсем те район лавккисеннинчен виҫ-тват тенкӗ йӳнерех. Пушарни инспекторӗ ҫеҫ ҫулӑмпа кӗрешекен тепӗр хатӗр туянма хушса хӑварчӗ. Ҫак кунтан лавкка ӗҫлме пуҫларӗ. Чи илемлӗ кӗписене тӑхӑннӑ Верукпа Кӗтерне килекенсене сапӑррӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Яхруҫ та кӗрсе курчӗ ҫӗнӗ лавккана, таварсем енчен пуянтарах та курӑнчӗҫ ҫӳлӗкӗсем. Хакӗсем ҫапсах хуҫрӗҫ Яхруҫ кӑмӑлне — ун лавккинчи хакскенчен ҫӗнӗ хуҫасен 5 — 6 тенкӗ каярах. Кӗвӗҫсе те мӑртӑхса тухса утрӗ вӑл хӑй лавккине. «Аҫа ҫаптӑр вӗсене, асат хуҫтӑр шӑмми-шаккисене!» — тулхӑрчӗ вӑл капланса килнӗ ҫиллипе. Пӗр ҫын та кӗмерӗ ун патне ҫав кун. Лавккине хупрӗ те ашшӗ патне утрӗ.

— Таварсен хакне вӗсенни шайнех антармалла пулать, — сӗнет Тилишух Карачӑмӗ. — Чӑт пӑртак, часах Шуршыври лавкка уҫӑлать. Унта ҫын та нумай ҫӳрет. Эпирех усламсӑр юлмӑпӑр.

Верукпа Кӗтерне продуктсем сутнӑ вӑхӑтра Элексейпе Ваҫҫа кайри пӳртре столяр верстакне, циркулярка вырнаҫтарчӗҫ. Кунта Ваҫҫан сӗтел пукан хатӗрлекен хӑйӗн цехӗ пулать. Кайри пӳртре вырӑн пайтах-ха. Ҫавӑнпа вӗсем юлнӑ вырӑна складлӑх пӳлме шутларӗҫ. Элексей ҫаплах вӗт-ха катнура ӗҫе ҫӳрет, скаладлӑх вырӑн тӑвассине Ваҫҫа хӑй ҫине илчӗ. Ваҫҫапа Элекҫей арӑмӗсем еплерех ӗҫленине курма кӗчӗҫ. Лавкка тулли халӑх. Верукпа Кӗтерне пичӗсенчен ӑшӑ кулӑ ҫухалмасть.

— Ку лавккара туянакансен тирне сӳмеҫҫӗ иккен, Яхруҫ лавккине ура та ярса пусматӑп, — тет Улюҫ кинеми.

— Ҫапла, — тавӑрать тепри, — ҫӗнӗ хуҫасен ӗҫӗсем ӑнса пыччӗр.

Каҫпа Элексейсем патне Ваҫҫапа Верук каҫрӗҫ. Элексей пӗр кунра миҫе тенкӗлӗх тавар сутнине шутларӗ.

— Саламлатӑп сире, сутуҫӑсем — эсир паян 30 пин тенкӗлӗх тавар сутнӑ. Ял лавккишӗн ку лайӑх кӑтарту.

Кӗтерне миҫе кило сахӑр песукне, кӗрпесене, ыттисене сутнине веҫех ҫырса пынӑ. Вӗсен хакне кӑларса пӑрахсан 10 пин ытла тупӑш.

— Налукне тӳлесен, ҫутӑ, бензин хакӗсене кӑларсан 7 пин тенкӗ таса тупӑш. Начар мар вӗт! — савӑнать Элексей.

— Эсӗ шут ӑсти, саншӑн начар мар-тӑк, пирӗншӗн те лайӑх, — тавӑраҫҫӗ ыттисем.

Кирюкпа Ҫинук та ашшӗ амӑшӗсен ӑнӑҫлӑ пуҫланса кайнӑ ӗҫӗшӗн савӑнчӗҫ. Вӗсен яваплӑ тапхӑр ҫывхарать — тата 25 кунран пӗрремӗш экзамен. Кӗнекисене аллисенчен ямасӑр вӗренеҫҫӗ, пӗр-пӗрне экзамен параҫҫӗ. Вӗсем юрату ҫинчен те манса кайрӗҫ. Пуҫӗсене кантарма уҫӑ сывлӑша тухса кӗреҫҫӗ те татах кӗнекисене алла илеҫҫӗ.

…Шкул картишӗнчи анлӑ тӳремре вӗренекенсем стройра. Вӗренӳ вучахӗнче ӑс пухнӑ кунсем, эрнесем, уйӑхсем, ҫулсем кашнин куҫӗ умӗнчен хӑвӑрт шуса иртеҫҫӗ. Ҫу хӗвелӗ тӳперен пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухакансене ӑшшӑн саламлать. Тепӗр вӗренӳ ҫулне пӗрремӗш класа килекнсен шучӗ самаях чакнӑ — пӗр класлӑх кӑна. Акӑ ӗнтӗ юлашки шӑнкӑрав янрать. 11-мӗш класс ачисем тӳпене кӑвакарчӑнсем вӗҫтереҫҫӗ. Тата виҫ кунтан патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экҫаменӗсем пуҫланаҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ линейкӑ вӗҫленсен строй саланчӗ, спорт вӑййисем пуҫланчӗҫ. Ҫинукпа Кирюк хӑйсен ачалӑхне асӑнса футбол вӑййине хутшӑнчӗҫ.

* * *

Маюк юлашки вӑхӑтра ашшӗпе ӑшпиллӗн калаҫать. Экзаменсем вӗҫленсе пынӑ май вӑл хӑй палӑртнине епле пулсан та пурнӑҫласшӑн. Ял-йышра хӑйӗн ҫинчен, ашшӗ пирки мӗн калаҫнине пӗр пытарми каласа парать.

— Илтнӗ, Маюк хӗрӗм, ҫав калаҫусене. Хыҫ енчен ырӑ мар сывлӑш кӑлармасӑр усал шӑршӑ сарӑлмать теҫҫӗ. Ют арҫынтан ҫуралнӑ-и эсӗ, манранах-и, эпӗ сана хам хӗр тесе шутлатӑп, сана юрататӑп. Анчах аннӳ ним ҫукаран сана кӳрентернӗ вӑхӑтсенче хутна кӗме хӑратӑп. Кӑмӑл ытла ҫемҫешке. Ҫынна хӑйне хӳтӗлеме кӑштах унра хаярлӑх та кирлӗ пуль ҫав. Хывман ман чун-чӗрене аттепе анне ҫав ене. Те тӗрӗснех палкаҫҫӗ, те суялӑха кӑна?

— Вӑт, атте, эпӗ тӗрӗслӗхе ҫав тери пӗлесшӗн. Чӑнлӑха уҫмашкӑн санӑн юнупа манӑнне ДНК тишкерӗвӗ ҫеҫ ирттермелле. Эсӗ хӑвӑн юнна илтерме хирӗҫ мар-и?

— Хирӗҫ мар, — терӗ Петруҫ.

— Халех мар-ха. Экзаменсем вӗҫленсен аслӑ шкула вӗренме кӗме Хусана каяс умӗн пӗр кун маларах Шуршыва ҫитӗпӗр. Ҫакӑ пирӗн вӑрттӑнлӑх пулӗ. Аннене пӗр сӑмах та ан шарла. Анализсем хирӗҫле тухсан та сан яту тасалӑхра юлӗ, ма тесен вӑрттӑнлӑхӗ те Хусантах путланӗ. Сана эпӗ намӑса кӗртесшӗн мар атте. Анчах ҫав тишкерӳ укҫалла. Эсӗ мана кӑштах пулӑшаймӑн-ши? Хакне Шуршыва кайсан пӗлсе килетӗп.

— Пулӑшӑп, тӗрӗслӗхе пӗлме шел мар.

…Маюка ирех вӑратрӗ Яхруҫ. Ӑна вӑл тӗкеллесе тенӗ пекех лавккине илсе кайрӗ, таварсен чакарнӑ хакӗсене ҫыртарса ҫактарчӗ. Хӑй пӗрмай ҫӗнӗ лавккаҫӑсене хирӗлсе ятлаҫрӗ, пӗрмай вӗсен пуҫӗсем ҫине ылхану ҫине ылхану сунчӗ.

Хӑй ӗҫне вӗҫлесен Маюк килне таврӑнса кӗнеке тытрӗ: паян юлашки экзамен.

— Хӗрӗм, — кӗчӗ малти пӳрте Петруҫ, — ме, ак, тыт пилӗк пин тенкӗ манран. Тата та парӑттӑм — урӑх ҫук… Шуршыва хӑҫан каяссине каҫран каласа хур.

— Тавта пуҫ, атте, халӗ эпӗ килте пӗчченлӗх ытамӗнче мар, шкулта та ҫывӑх юлташсем пур.

Юлашки экзамена ӑнӑҫлах пачӗ Маюк. Маларах панӑ экзаменсен хаклавӗсем килмен-ха, юлашкинне те ик-виҫ кун кӗтмелле. Маюк шкул картишне тухсанах ҫывӑх юлташӗсене курчӗ, вӗсене саламларӗ, лешсем — ӑна.

— Никам та палӑртнӑ тӗллеве улӑштарман-и,  — ыйтрӗ Ҫинук. — Ҫук-ҫук, — тавӑрчӗҫ юлташӗсем. — Апла кӑларӑмӑн савӑнӑҫлӑ каҫӗ иртсен виҫӗ кунтан — Хусана. Ман атте машинипе унта каять. Ҫул укҫи таткаламасӑрах шӗкӗр хулана ҫитӗпӗр. Эсӗ, Маюк, пиртен юлмастӑн пуль? — ӑшшӑн пӑхать тантӑшӗ ҫине Ҫинук.

— Паллах юлмасть, — тавӑрать хӗршӗн Кавӗрле. — Халь каяр икӗ класс пӗрлешсе улӑха, Тарса шывӗнче вӗренӳ ҫулӗсенче пухнӑ ҫылӑхсене ҫуса антарар, — сӗнет йӗкӗт.

Ҫак сӗнӳпе икӗ класс хӗр упраҫӗсемпе йӗкӗчӗсем пӗр чунлӑн килӗшеҫҫӗ. Вӗсем шавлӑн калаҫса, савӑнӑҫлӑн кулса улӑхалла утнине ял ҫыннисем ӑшшӑн пӑхса юлаҫҫӗ.

Кӗтнӗ кун ҫитрӗ. 11-мӗш классенче вӗренекенсене шкулӑн актӑвӑй залне пухрӗҫ. Экзаменсене йышӑнаеан комиссин прелселателӗ патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзамӗнӗсен хаклавӗсемпе кашнине паллаштарать.

— Тӗпрен илсен кӑларӑм класӗсенче вӗренекенсем экзаменсенче лайӑх пӗлӳ пухнине кӑтартрӗҫ. Вӑтам кӑтарту — 75 балл. Зинаида Филипповапа Василий Самаевӑн — 100 балл. Тӑрнапуҫ шкулӗн дирекцийӗ вӗсене ылтӑн медалсем пама ронона хутсем тӑратнӑ. Пӗр сӑмахпа, сиртен 50 — 60 проценчӗ аслӑ шкулсене тӳлевсӗр вӗренме кӗме пултарать. Чун-чӗререн саламлатпӑр сире пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ ятпа. Шкула, вӗрентекенсене яланах асӑрта тытӑр.

Директор ыран ял клубӗнче савӑнӑҫлӑ кӑларӑм каҫӗ иртессине пӗлтерчӗ.

…Ыран ирпе, атте, Шуршыва кайӑпӑр, — терӗ Маюк.

— Юрать, манӑн шӑп та лӑп бензин пӗтсе пырать. Кӗҫӗрех аннӳнтен укҫа илсе хурӑп — тавӑрчӗ ашшӗ.

Район болницинче Маюк лаборатори ертӳҫи патне кӗрсе хӑйсем мӗн йӳтӗмпе килнине тӗплӗн ӑнлантрачӗ.

— Юн илнӗшӗн тӳлес пулать, касса икҫӗр тенкӗ тӳлӗр те сире черетсӗрех кӗртӗҫ.

ӗҫ хӑвӑрт татӑлчӗ. Лаборантки кашни пробиркине лайӑх пӑкӑласа хӑшӗ камӑн юнне ҫырса марлӗпе чӗркесе, Хусанти лаборотори адресне, мӗн хака ларнине ҫырса пачӗ. Машина бакне бензин тултарса вӗсем яла таврӑнчӗҫ. Маюк тӳрех ҫула хатӗрленме пуҫларӗ. Хулара тӑхӑнма икӗ кӗпе, икӗ носки илчӗ. Ҫул ҫине вӑл спорт костюмне тӑхӑнать. Пробиркисене аялтан тӑхӑнакан кӗпипе тепӗр хут чӗркесе япаласен варрине хучӗ.

Каҫпа вӑййа тухсан юлташӗсем ӑна ыран ирпе 5 сехетрех тухассине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑнпа Маюкпа Кавӗрле вӑйӑран иртерех кайрӗҫ. Маюк килӗнче хучӗсене пурне те илнине тепӗр хут тӗрӗслерӗ те ҫывӑрма выртнӑччӗ, ун патне амӑш пычӗ.

— Хӗрӗм, каҫар мана, эсӗ ирех Хусана каяссине Петруҫ каларӗ. Хулара пурӑнма укҫа та ыйтмастӑн. Ҫав териех ҫиллентӗн-и мана? Каҫар… Сӗтел ҫине 10 пин тенкӗ хутӑм. Хулара унта пурнӑҫ хаклӑ. Ҫимерен юлсан хӑвна валли илемлӗ кӗпе туян. Урӑх нимӗн те калаймастӑп.

— Тавта пуҫ, анне, вӗренме кӗреймесен эпӗ яла таврӑнмастӑп. Ырӑ каҫ пултӑр, — терӗ те утиялне пуҫ ҫинченех витӗнчӗ.

…Ҫул тӑршшӗпех вӗсем малашнехи пурнӑҫ пирки калаҫса пычӗҫ.

— Эпир те атте-аннесен хӳттинчен тухса хамӑр тӗллӗн пурӑнма тытӑнатпӑр. Йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна хамӑрӑнах татмамалла пулать. Хулара пурнӑҫ тата та йывӑртарах теҫҫӗ, — пуҫларӗ сӑмахне Кирюк. — Ҫӗр ҫинче хамӑра тивӗҫлӗ вырӑн тупас тесен хамӑрӑнах ҫине тӑрса тӑрӑшмалла. Мӗнле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ-ши пире хулара?

— Ял ачисене, паллах, малтанах хула пурнӑҫне хӑнӑхма ансатах пулмӗ, — кӗрет калаҫӑва Кавӗрле. — Анчах эпир тӑр пӗччен пулмастпӑр вӗт-ха, ял ачисем татах та пулаҫҫех, вӗсемпе тусласшан йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерӗпӗр.

— Эсир халех тытман упа тирне сӳсе пыратӑр, — пӳлет вӗсене Ҫинук. — Малтан вӗренме кӗрер-ха…

Унпа пурте килӗшеҫҫӗ.

* * *

Хусан вӗсене ҫӳллӗ те катмар ҫуртсемпе, урамсенчи ҫын хӗвӗшӗвӗпе кӗтсе илчӗ. Пурте таҫта васкаҫҫӗ. Кавӗрле пӗр урама ҫитсен анса юлчӗ, унӑн амӑшӗн йӑмӑкӗ ҫав урамра пурӑнать.

Маюк Шуршывсӑр пуҫне ытти ҫӗре тухса курман. Пысӑк хула, ҫын ытла йышли ӑна тем пекех тӗлӗнтерчӗ, ҫак катмар ҫуртсен хушшинче аташса каясрн хӑраса пычӗ.

— Ан шиклен, Маюк, санӑн кӗсье телефонӗ пур-тӑр вӗт. Тӳрех ман пата шӑнкӑравла.

— Ҫук ҫав ман ун пекки. Сӑмах шӑтрӑм килте туянас пирки, анне мӗне кирлӗ вӑл ялта терӗ. Урӑх шарламарӑм вара.

Ҫинук пиччӗшӗ хула варринерехех пурӑнать, вӑл ӑшшӑн кӗтсе илчӗ хӑнасене: ашшӗне ыталаса чуп турӗ, Ҫинука ытамне илсех чӑмӑртарӗ.

— Вӑт пирӗшти, епле хӳхӗмленсе кайнӑ, хӑть паянах качча пар.

— Иртерех-ха пичче, вӗренсе професси илмелле малтан.

— Ку кӳршӗ Ваҫҫа пиччен ывӑлӗ Кирюк пулас, — алӑ пачӗ Кирюка. Маюка тӗсесе пӑхрӗ, камӑн хӗрне пӗлеймерӗ.

— Ку Артамун Яхруҫӗн хӗрӗ Маюк, — паллаштарчӗ Ҫинук вӗсене.

Пиччӗш кам ӑҫта ҫывӑрмаллине, ӑҫта мӗнле апатсем пуррине кӑтартрӗ те ӗҫне васкарӗ. Прокурор мундирне тӑхӑнсан Маюкпа Кирюк тӗлӗнсех кайрӗҫ. Пиччӗш ӑҫта ӗҫленине Ҫинук пӗрне те каламан, Элексей пиччи те сӑмах уҫман. Мӗтри кайсан Элексей сӗтел ҫине апат пуҫтарчӗ. Вӑл пӗрре кӑна пулман ывӑлӗ патӗнче, ӑҫта мӗн тӑнине лайӑх пӗлет. Газ плити ҫине чейник лартсан пурне те ваннӑйнче аллисене ҫуса сӗтел хушшине ларма хушрӗ, хӑй те аллисене ҫурӗ. Апатланнӑ, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ват енне сулӑннӑ Элексей хӑй вырӑнне выртса часах ҫывӑрса кайрӗ.

— Манӑн пӗр ҫӗре кайса килмелли пур-ха, — терӗ Маюк, — пӗччен шикленетӗп.

— Иккӗн кайӑпӑр, Кирюка хваттере хурала хӑваратпӑр та халех вӗҫтеретпӗр.

— Ай-яй чее эсир, — кӳренчӗ Кирюк.

— Ан кӳрен, пирӗн питӗрсе хӑварма ҫӑра уҫҫисем ҫук вӗт. Эпир час таврӑнатпӑр.

Маюк юн пробиркисене илчӗ те вӗсем хваттертен тухса кайрӗҫ.

Лабороторине вӗсем час шыраса тупрӗҫ. Маюк заведующийӗ патне кӗчӗ. Хӑй мӗн ҫӑмӑлпа килнине вӑтана-вӑтана каласа пачӗ. Ашшӗпе хӑйӗн юнне Шуршыв больницинче ӗнер кӑна илтернине пӗлтерсе прбиркӑсене пуҫлӑх сӗтелӗ ҫине чӑрканипех хучӗ.

— Анализ тӳлевлӗ вӗт. Касса 10 пин тенкӗ тӳлес пулать, вӑл аялти хутра, тӳле те ман пата хӑпар, тишкерӳсем тӑвакан пӳлӗме хамах ертсе кайӑп.

Кирлӗ хутсене ҫырса пӗтерсен Маюка икӗ кунтан 3 сехете килме хушрӗҫ.

— Ял хушшине тухсан пӗрре кӑна илтмен хӗрарӑмсем манӑн атте Петруҫ мар тесе сӑмах вакланине. Киле таврӑнсан хам сӑнра атте-анне паллисене тупас тесе тӗкӗр умӗнче пайтах тишкернӗ. Вӗсем ҫуккипе тарӑхнӑ та. Аттепе те калаҫрӑм кун пирки. Ун хӑлхине те кӗнӗ ҫав калаҫусем. Ҫавӑнпах тем пекех пӗлес килчӗ, Петруҫ манӑн атте-и е урӑххи? Атте пӗр сӑмахсӑр килӗшрӗ юнне илтерме, анализшӑн тӳлеме 5 пин укҫа пачӗ. Анне те апатланма, ҫул укҫишӗн 10 пинне шеллемерӗ. Каҫару та ыйтрӗ манран. Те чӗри сисрӗ эпӗ яла урӑх таврӑнас ҫуккине.

— Эпӗ те илтнӗ ҫав калаҫусене, анчах анализсем сан шухӑшусемпе тӳрре килсен ӑҫта каясшӑн-ха эсӗ? Халиччен атте тесе чӗннӗ ҫынна эсӗ Петӗр пичче теме тытӑнатӑн-им?

— Ҫук, Ҫинук, вӑл мана мӗн ҫуралнӑранпа пӑхса ҫитӗнтернӗ, анализсем хирӗҫле тухсан та ӑна эпӗ атте теме пӑрахмастӑп. Унӑн ӑшӑлӑхне эпӗ анненничен нумайрах туйнӑ. Ӑҫта каяссине халех каламастӑп. Вӗренме кӗнипе е кӗменнине пӗлсен хамӑн малашнехи ҫул ӑҫталла выртнине пурне те пӗлтерӗп.

Вӗсем Мӗтри пиччӗшсем патне хула илемне пӑхса-сӑнаса ҫуранах ҫитрӗҫ. Ҫинук ашшӗ канса тӑнӑ та таварсене курттӑм сутакан складсене вӗҫтернӗ . Ун вырӑнӗнче Кирюк канать. Ҫинук кравать патне пычӗ те:

— Эй, ыйхӑ чӑпти, вӑран! Ҫӗрле мӗн тӑвас тен?

Яштах тӑрса ларчӗ Кирюк, ыйхӑланӑ куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаларӗ.

— Каҫпа хула курса ҫӳрӗпӗр. Эсир килӗшсен. Эпӗ Кавӗрлене те шӑнкӑравларӑм, вӑл та ҫак адреспа 6 сехете ҫитетӗп терӗ.

— Килӗшетпӗр, — терӗҫ хӗрсем.

Чей ӑшӑтса кӑштах апатланчӗҫ те Маюкпа Ҫинук хӑйсен кравчӗ ҫине канма выртрӗҫ. Вӑрӑм ҫул ӗшентерет, вӗсем часах ҫывӑрса кайрӗҫ. Кирюк пӗр кӗнеке илчӗ те вулава путрӗ.

Часах Элексей пиччӗш таврӑнчӗ. Вӗсен калаҫӑвне илтсе Ҫинукпа Маюк та вӑранчӗҫ. Хваттере Мӗтри арӑмӗ Ирина кӗрсе тӑчӗ.

— О, кӗтнӗ хӑнасем те ҫитнӗ! Аван-и пурте. Часах Мӗтри те килӗ. Атьӑр-ха хӗрсем вӑл килнӗ тӗле каҫхи апат хатӗрлер. Шӑкӑлтатса калаҫса вӗсем кухнинче техӗмлӗ апат шӑрши кӑларчӗҫ. Часах Мӗтри те килчӗ.

Апатланнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем хула курма тухса кайрӗҫ. Урамра вӗсене Кавӗрле кӗтсе илчӗ. Ҫинукпа Кирюк малта утрӗҫ, вӗсенчен кӑштах юлса — Кавӗрлепе Маюк. Тӑватӑ ҫамрӑк анлӑ Атӑл хӗрнех пырса тухрӗҫ.

— Сан патна чӗрӗлнӗ юрату ҫак анлӑ та тарӑн юхан шыв пекех. Кала-ха Маюк, — тархасларӗ Кавӗрле, — юрататӑн-и мана е ҫук?

— Юрататӑп Кавӗрле, юрататӑп, — шӑппӑн хуравларӗ хӗр.

* * *

Тӑватӑ юлташ аслӑ шкула йышӑнакан комиссисене хӑйсен хучӗсене пачӗҫ. Паян шӑпах хӑйсене йышӑннине пӗлме каймалла. Маюк 10 сехет тӗлне пединститута ҫитрӗ. Стена ҫине ҫырса ҫапнӑ списокра вӑл хӑй хушаматне тупаймарӗ. Комисси членӗсем патне пырса хӑй хучӗсене каялла илчӗ.

— Эсир тӳлевлӗ вырӑна кӗме пултаратӑр, — сӗнчӗ комисси пуҫлӑхӗ.

— Пултараймасӑп.

Урама тухсан инҫех те мар пӗр ушкӑн хӗр тӑнине курчӗ. Хӑшӗ вӗренме кӗрейменнипе куҫҫуль юхтарать, хӑшӗ тӳлевлӗ вырӑна кӗретӗп тет. Икӗ хӗр хӗрсе кайсах ҫар ретне кайясси пирки калаҫать.

— Контрактпа каятпӑр та тепӗр ҫул куҫӑн мар вӗренме кӗме Хусанах килетпӗр, — тет пӗри.

— Мӗншӗн Хусана, хамӑр чаҫе ҫывӑхрах институт пулмӗ-им?

Вӗсен калаҫӑвӗ Маюк ӑсне ҫирӗп кӗрсе ларчӗ: тумтир хыснан, апачӗ тӳлевсӗр, ҫийӗнчен укҫа та тӳлеҫҫӗ. «Эпӗ те ҫар ретне хам ирӗкпе каятӑп, тепӗр ҫул пединститута куҫӑн мар вӗренме кӗретӗп. Пурпӗрех эпӗ аслӑ пӗлӳ илсе ачасене вӗрентекен пулатӑпах». — ҫирӗп тӗвӗлерӗ те ҫунатлансах кайрӗ хӗр. Ҫӑмӑлланса анализсене илме утрӗ.

Иккӗленӳллӗ шухӑшӗ кунта та тӳрре тухрӗ — Петруҫ унӑн тӑван ашшӗ мар.

«Чӑн аттене епле шыраса тупмалла-ши? Хулара пин-пин каччӑ, хӑшӗнпе анне хӗр чух Хусанта ҫывӑхланнӑ — ши? Унпа калаҫӑва кӗмесен те хӑть пӑхса илесчӗ ҫав ҫын ҫине». Ҫакӑн пек шухӑшсемпе утрӗ Маюк медицина университетне. Ҫинукпа Кирюка вӑл университет крыльци патӗнче курчӗ. Вӗсем хӑйсенчен ҫӳллӗрех, тӗм хура ҫӳҫлӗ, тӗксӗмтерех питлӗ, чӑлт шурӑ костюм тӑхӑннӑ арҫынпа хӗрсех калаҫатчӗҫ. Маюк сывлӑх сунсан палламан арҫын ун куҫӗнчен пӑхрӗ, сӑнӗнчен улшӑнчӗ. Хӗрӗ те ун куҫӗсенчен хӑюллӑн пӑхрӗ, хӗрӗхелле ҫывхарса пыракан арҫыннӑн куҫӗсем Маюкӑнни пек пиҫнӗ ҫӗмӗрт евӗр хура, кулнӑ чух пичӗсем те илемлӗн путӑкланаҫҫӗ. Ытла тинкерсе пӑхнӑран хӗр ун чунне вуланӑ пек туйӑнчӗ арҫынна. Аванмарланса куҫне тартрӗ те таҫта васканӑ пекех пӑрӑнса кайрӗ.

— Кам вӑл, — ыйтрӗ юлташӗсенчен, — эпӗ ӑна таҫта курнӑ пек.

— Пирӗн кафедрӑн доценчӗ, Арсен Ваганович Татулян, питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, — тавӑрчӗ Ҫинук.

— Арсен… Арсен, ҫук-ҫук, пӑтраштаратӑп пулас, — пытарчӗ хӗр амӑш ӳсӗрле ҫак ята асӑнкаласа илнине.

— Саламла пире, Маюк, паянтан эпир ҫак университетӑн студенчӗсем!

— Чун-чӗреренех саламлатӑп! Лайӑх вӗренсе тӗнчипе паллӑ ҫынсем пулӑр.

— Санӑн мӗнле ӗҫсем?

— Манӑн… Эпӗ ҫуралнӑ чухнех хуҫӑлчӑк шӑпапа ҫуралнӑ пулас, ачаранах кун-ҫулӑм сикчевлӗ йӑрӑмран тухаймасть. Ҫитмерӗҫ ман балсем тӳлевсӗр вырӑна лекме, пулмасть институтра вӗренесси. Йӗпе ҫине сапа тенӗ пек, ДНК анализӗсем те мана хирӗҫле: Петруҫ манӑн тӑван атте мар. Аннен ултавла хӑтланӑвӗсем мана вирлӗн ҫапса лӑскаҫҫӗ. Эпӗ пурпӗрех пуҫа усмастӑп, итлӗр те тӳнсе ан ӳкӗр: эпӗ хам ирӗкпе ҫар ретне хӗсмете каятӑп, тепӗр ҫул Хусан пединститутне куҫӑн мар вӗренме кӗмешкӗн килетӗп. Ку вӑл ман пуҫпа тӗплӗн шутласа палӑртнӑ тӗллев, эпӗ вӗрентекен пулатӑпах! Ҫак шухӑша пӑрахӑҫлама ан ӳкӗтлӗр мана.

Кирюкпа Ҫинук шелленӗн пӑхрӗҫ Маюк ҫине. Вӑл туйрӗ ҫакна, тарӑхса кайрӗ.

— Ан шеллӗр мана, эпӗ алӑсӑр-урасӑр мӗскӗн мар. Кирек хӑш ҫын та пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупассишӗн кӗрешет, эпӗ те кӗрешӗп.

Вӗсем Хусан университетне автобуспах кайрӗҫ. Кавӗрле йӑл-йӑл ҫиҫнине курсанах вӑл университета тӳлевсӗр вырӑнах лекнине туйрӗҫ.

Тепӗр кунне тӑватӑ юлташ ҫар военкоматне кайрӗҫ. Ҫамрӑк капитан Маюка сапӑррӑн йышӑнчӗ, вӑл ҫар ретне кайма кӑмӑлланине илтсен малтанах тӗлӗнчӗ, шухӑша пӑрахӑҫлама калаҫтарчӗ. Хӗр хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ.

— Акӑ мӗн, кунта ӗнер икӗ хӗр килсе заявлени ҫырса хӑварчӗҫ, ҫыр эсӗ те. Сире копьютерпа ӗҫлеме вӗренме яратпӑр, ҫитменнине ыранах. Ирпе 9 сехете кунта килӗр.

Маюк ӑшшӑн кулса тухрӗ юлташӗсем патне. Лешсем ун ҫине ыйтуллӑн пӑхаҫҫӗ.

— Саламлӑр, ырантан эпӗ Раҫҫей ҫарӗн салтакӗ! Пире, виҫ хӗре, компьютер вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме вӗренме яраҫҫӗ. Ҫакна илтсен Кавӗрле сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.

— Ан хурал тӑвӑл умӗнхи пӗлӗт пек, вӑрах пӗрне-пӗри курмасӑр тунсӑх хыҫҫӑн пирӗн тӗл пулу пылтан та пылакрах пулӗ. Эпӗ сана юратрӑм-тӑк, манран час хӑпаймӑн. Тата эпӗ вилме каймастӑп, хамӑн пурнӑҫ ҫулне такӑрлатма каятӑп. Ҫаврӑнса тӑрӑр-ха Ҫинукпа Кирюк, эпӗ хам сӑмахсене Кавӗрлене чуп туса ҫирӗплететӗп.

Хӗр йӗкӗте мӑйӗнчен ытакласа вӑрахчен чуп турӗ, Маюк куҫӗсенче сывлӑм шӑрҫисем пек куҫҫуль курӑнсан Кавӗрле чунӗнче ӗненӳпе шану хӑватлӑ тымарланчӗҫ.

Маюк Ҫинук пиччӗшӗн хваттерне ҫитсенех икӗ ҫыру ҫырчӗ: пӗрне Петруҫ ашшӗне, теприне — амӑшне. Ашшӗн конвертне ДНК анализне чикрӗ те Ҫинука пачӗ.

— Конвертли аттене, тепри — аннене.

Тепӗр кунне юлташӗсем Маюка ҫар ретне ӑсатнӑ хыҫҫӑн вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен Тӑрнапуҫне таврӑнчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех