Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шупкарах хӗрлӗ ҫӳхе тутисем пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр йӑл кулнӑ, пуҫне вӑл хӗрлӗ те симӗс хӑюсемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ, вӗсем ӗнтӗ, вӑрӑм ҫивӗтӗсемпе, хӑю хушшине хӗстернӗ хир чечекӗсемпе пӗрле, унӑн ытарма ҫук илемлӗ пуҫӗ ҫинче ҫав тери хаклӑ йышши корона пек йӑлкӑшса тӑнӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепӗр чухне вутсыпписенчен, пуртӑпа ҫурнӑ чӗрӗ йывӑҫран, сасартӑк ҫутӑ-симӗс, кӑвак, хӗрлӗрех кӑвак тата тӗксӗм хӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем ӳсме тытӑнаҫҫӗ; вӗсем мӑръерен кӗрекен сывлӑшпа хускалкалаҫҫӗ, вӗсем чӗрӗ, чӗрӗ йывӑҫ ҫинчи пекех тӗсӗсене улӑштараҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Чӗпкуҫӗсен» хӗрлерех ҫуттинче парторг нумайӑшне хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пек куранчӗ, анчах вӑл кӑшт ҫеҫ хӗрлӗрех, питӗ ырхан, ывӑнса ҫитнӗ, салхуллӑ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпир унта та пӗр-пӗрне хирӗҫ ларнӑччӗ, анчах чӑрӑш турачӗсем ҫинчеччӗ, йӗри-тавра шупка хӗрлӗ вӑрман, шупка хӗрлӗ юр.Мы сидели тоже друг перед другом, только на еловых ветках, а вокруг — розовый лес, розовый снег.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паллах ӗнтӗ, ещӗксемлӗ сӗтел те, икелсем те, хӗрлӗ сӑрӑпа ҫырса хуни те Варвара Сергеевнӑпа Глашӑна кунта нумӑйччен тытса чарма пултарайман пулӗччӗҫ: вӗсене шӑпах ҫак хӗрлӗ питлӗ, илемсӗр сӑмсаллӑ арҫын туратлӑ тулӑ ҫинчен вӑхӑтлӑха мантарса сӗтел патӗнче тытса тӑчӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юлашкинчен арӑмӗн ура сасси илтӗнсе кайрӗ, алӑк кӑрт турӗ те уҫӑлчӗ, пӳлӗме хӗрлӗ сӑн-питлӗ те хитре арӑмӗ пырса кӗчӗ, хӑй пуҫне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ, хӗрачине йӑтнӑ.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ноябрӗн 7-мӗшӗнче ирхине Мускавра, Хӗрлӗ плошадьре, нумай ҫул ӗлӗкрех йышӑнса хунӑ йӑлапа, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсен парачӗ пулса иртрӗ.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Паянхи кун ӑна нимӗн те савӑнтарман: туса пӗтернӗпе пӗрех ҫӗнӗ линкор моделӗ те, шпулька ҫинчен кӑларса ямалли, вӗҫекен ҫӗнӗ вертушка та, гладиатор тумне тӑхӑнтартнӑ Спартак портречӗ те, — портрет йӑлтах хатӗр — восстани пуҫласа янӑ чурасен хастар ҫулпуҫӗн латӑ ҫинчи хӗрлӗ платне хӗрлӗ кӑранташпа сӑрламалли кӑна юлнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшӗсем тан мар ҫапӑҫура хӗрлӗ ялав айӗнче вилеҫҫӗ, анчах теприсем вӗсем вырӑнне тӑрса, хӗрлӗ ялава пӗтӗм кисреннӗ тӗнчене курӑнмалла ҫӗклеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аяллӑн тӑракан ҫурҫӗр хӗвелӗ карапӑн шурӑ надстройкине, хӗрлӗ пиҫихиллӗ ҫӳллӗ хура трубине, хӗрлӗ ялавне, суту-илӳ флочӗн мачта ҫинчи ансӑр та хӗп-хӗрлӗ вымпелне ҫутатрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Устенька — чиперкке хӗрача, пӗчӗкскер, кӳпшекскер, хӗрлӗ питлӗ, хавас чакӑр куҫлӑ, хӗрлӗ тутисем пӑрмаях йӑлтӑртатса кулса тӑраҫҫӗ; вӑл вӗҫӗмсӗр кулма тата халап ҫапма юратакан хӗр иккен.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗччӗ вӑл, пӗтӗмпех хӗрлӗ — мӑйӑхӗ те, кӑтрисем те!
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пичӗ унӑн тӳрккес мар, хӗрлӗ мар, шурӑ, ачаш; аллисем Мухояровӑнни пек чӗтремеҫҫӗ, хӗрлӗ мар, шурӑ, пӗчӗкҫеҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрлӗ эрех вӑл биржӑра илет те хӑех пытарса лартать, хӑех тупса кӑларать, анчах унӑн сӗтелӗ ҫинче хурлӑхан ҫулҫипе йӳҫӗтнӗ эрехсӗр пуҫне нимӗн те курма ҫук; хӗрлӗ эрехне вӑл мал-пӳлӗмре ӗҫсе ярать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлине чавса кӑларчӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлин ҫӑкӑр пурччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ палланӑ ҫынна ишӗлчӗк айӗнчен чавса кӑларнӑ, унтан вара ҫав хӗрлӗ ҫӳҫли Катя хваттерӗнче пурӑнчӗ, — тесе куҫарса пачӗ ачи.— Отрыла рыжего знакомого, — быстро перевёл мальчик, — и он потом жил в ейной квартире.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951