Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.23 00:18

Пуплевӗш: 822; Сӑмах: 6957

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Испытани

— Акӑ мӗнле паллӑ вӗҫевсем пулнӑ пирӗн, — сӑмахне вӗҫлерӗ Володя, хӑй умӗнче ларакан пӗчӗк ачасем ҫине пӑхса илчӗ. — Мӗншӗн тесен, пирӗн летчиксем — тӗнчере чи лайӑххисем, вӗсем — Сталин соколӗсем! Вӗсем нимрен те хӑрамаҫҫӗ. Конструкторсем те — ҫӗнӗ самолетсем шухӑшласа кӑларакансем — вӗсем те пирӗн чи лайӑххисем. Ну, эпӗ сире ӑнланмалла каласа патӑм-и?

— Пурне те ӑнлантӑмӑр! — хаваслӑн ответлерӗҫ пӗчӗккисем. — Тата каласа пар.

— Пурне те ӑнлантӑр пулсан, халь эпӗ сире чӗнсе кӑларатӑп… Ну, урӑхла каласан, камӑн мӗн асра юлнине ыйтатӑп.

Кӑҫал Володя, улттӑмӗш класа куҫнӑранпа, пионер организаци тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртсе, пӗрремӗш класри ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Ак ҫапла пуҫланса кайрӗ ку ӗҫ: пӗрре Володя шкул картишӗнче пӗрремӗш класра вӗренекен пӗчӗк ачана хӳтӗлерӗ; ача ҫумне ҫиччӗмӗш класра вӗренекен, патмар ача ҫыпҫӑннӑ-мӗн. Кӳрентерекенӗ Володьӑран шит ытла ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫитӗнес енӗпе Володьӑн ӗҫ ӑнман: вӑл класра халь те чи пӗчӗкки пулнӑ. Анчах ӗҫ ҫапӑҫу патне ҫитсен, Володьӑна пӗвӗ хӑратман. Унӑн, хӑйӗн пӳне кура, урӑхла кӗрешӳ мелӗсем пулнӑ. Вӑл яланах аялтан пырса тапӑннӑ, хӑйпе кӗрешекен ҫӳллӗ ачана пӗрре тӗртнӗ те, леш ун урлӑ чикӗленсе кайнӑ. Ку меле Володя тинӗс ҫинче чӑтӑмлӑ Женя Бычковпа кӗрешсе вӗреннӗ. Тӳррипе каласан, паян чӑн-чӑн ҫапӑҫу пулмарӗ. Пӗчӗк ача туртса илнӗ хӗрлӗ-кӑвак кӑранташне каялла пама ыйтса макӑрнине илтсен, Володя ямпашка йӗкӗте хӑваласа ҫитсе:
— Намӑс мар-и… пӗчӗкҫӗ ачанне? — терӗ.

— Ху эс пит пысӑк, — ответлерӗ леш.

— Пысӑкки пысӑках мар та, сана ҫитет.

— Мӗн ҫитет?

— Пурте ҫитет. Сӑмахран, ӑс-тӑн.

Малалла калаҫу парламентра сӑмахланӑ пекех тӑсӑлчӗ:

— Ҫын япалисене туртса илме юратакансене мӗн тунине пӗлетӗн-и эс? — ыйтрӗ Володя.

— Эпӗ санне илтӗм-и? — парӑнмасть кӳрентерекен.

— Камӑнне илнине халех пӗлӗн.

— Тапса сик, тӗрӗс-тӗкел чух… Ман санпа ҫыхланас килмест.

— Апла пулсан, пӗчӗк ачаран илнине пар.

— Кам пулатӑн эс унашкал калаҫма? Командовать тума кӗске-ха!

— Кӗске пулсан та, санпа танлашӑп. Кам ҫӳллӗреххи паллӑ мар-ха.

— Ну, танлашса пӑх: эсӗ пуҫупа ман мӑй таран ҫеҫ.

— Ну, апла пулсан, пӗр тан.

— Мӗнле — пӗр тан? Эп санран пуҫ тӑршши…

— Сан пуҫна кам шута илет! Сан пуҫӑнтан нимӗн усси те ҫук.

Малалла хаҫатсенче «парламентри тӑвӑллӑ сцена» тенӗ пекки пулса иртрӗ. Володьӑна пуҫ тӳпинчен ҫатлаттарнӑ хыҫҫӑн, вӑл кӳрентерекене пуҫӗпе хырӑмӗнчен тӗкрӗ те, леш ҫавӑнтах пӗшкӗнчӗ: Володя хыҫалтан чупса пырса, ун ҫурӑмӗ ҫине вӑшт хӑпарса ларчӗ те, ӗнселеме тытӑнчӗ, хӑй ҫавӑнтах:
— Тимӗрҫӗ Вакула шуйттан ҫинче! Илнине каялла пар, унсӑрӑн эпӗ сан ҫинче киле каятӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Лешӗ Володьӑна хӑй ҫинчен ывӑтса ярас тесе, мӗнле ҫаврӑнкаламарӗ пулӗ, стена ҫумне те пырса ҫапма хӑтланчӗ, ҫапах та парӑнма тиврӗ: пӗчӗк ачаран туртса илнӗ кӑранташне Володьӑна пачӗ.

— Ну, ӗҫ пӗтрӗ, — пӗлтерчӗ Володя, — халӗ кайма пултаратӑн. Анчах тепӗр чух асту, ман сӑмах ҫавнашкал: каларӑм пулсан, каялла чакмастӑп.

Унтан Володя макӑракан ача патне пырса, кӑранташне тыттарчӗ. Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ. Пӗчӗк ача, телейне ниҫта хума пӗлмесӗр, ҫак тӗлӗнмелле ӳкерчӗке кӑранташ ҫине ялав пек тӑхӑнтарса, хӑй умӗнче тытса, килелле утрӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗчӗккисем шкул картишӗнче Володя ҫумне ҫыпӑҫма пуҫларӗҫ, вӗсем ҫак пысӑках мар ача ҫине хавхаланса пӑхаҫҫӗ, унӑн вӑйӗнчен, хӑюлӑхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ, вӑл пурнӑҫра сахал мар курнӑ пулас, теҫҫӗ. Володя пӗрремӗш класри ачасене хаваслансах самолетсем, карапсем ӳкерсе панӑ. Вӑл хутран туса панӑ кӑвакарчӑнсем, пӗрремӗш класра пуринчен инҫете вӗҫсе рекорд илнӗ.

Ку ӗҫ ак ҫапла вӗҫленчӗ: пионер отрячӗн штаб председателӗ Светлана Смирнова, Юлия Львовна вӗрентнипе пулӗ (тӳррипе каласан, Володя хӑй ҫапла шутланӑ), Дубинин пионера культура ӗҫӗпе пӗрремӗш класӑн шефӗ тунӑ. Сбор протоколӗнче ҫаплах ҫырса хунӑ. Малтан Володя кун ҫинчен илтесшӗн те пулмарӗ: «Эп вӗсемшӗн нянька-и?  — Ну, вӗсемпе, вӗт-шакӑрсемпе! Сӑмсисене шӑлма-и? Ман мӗн ҫинчен сӑмахлас вӗсемпе? Питех кирлӗ пулсан, футболла тренировка тума е ишме вӗрентме ямаллаччӗ. Кунпа эп мӗнле те пулин килӗшӗттӗм. Ӗҫле унта… Мӗнле тумалла-ха вӑл культурӑлла шеф ӗҫне?» Анчах кун хыҫҫӑн Юлия Львовна унпа сӑмахларӗ. Юлия Львовна калаҫма пӗлет ҫав, вӑл сӑмахланӑ хыҫҫӑн ахаль яланхи япалах сасартӑк тӗлӗнмелле интересленсе каять, темӗнле кӑткӑс ӗҫ те, тӗрӗслесе пӑхсан, ҫав териех йывӑр пек курӑнмасть. Юлия Львовна ачасене Володьӑна хӑйне интереслекенни ҫинчен каласа пама канаш пачӗ.

— Мӗн, ман вӗсене граждан вӑрҫи ҫинчен, Чапаев ҫинчен каласа памалла-и?

— Пит аван. Мӗн кирлине тепӗр хут вуласа пӑх-ха, каласа парӑн.

— Самолетсем ҫинчен те юрать-и?

— Юрать.

— Вӗсем нимӗн тӗ анланаймаҫҫӗ вӗт.

— Ху вӗсем пек чух нимӗн те ӑнланман-и?

— Вӑл эпӗ… Эпе вӗсем пек чух, таҫта та ҫитсе курнӑ.

— Ох, Дубинин, сана сахал лекнӗ курӑнать-ха.

— Мана ҫитет, Юлия Львовна.

— Ҫук, тата хушма тивет пулӗ.

Шӳтлессе — шӳтлерӗҫ, анчах шӳт тумасӑрах ӗҫе тытӑнма тиврӗ. Ачасем хӑш чух ҫавнашкал ыйтусем лартнӑ, Володя ним калама та пӗлмен. Ҫавӑнпа вӑл, ачасем умӗнче улттӑмӗш класра вӗренекенӗн ятне ярас мар тесе, занятисене тӗплӗн хатӗрленме пуҫларӗ.

Паян вӑл «Совет летчикӗсен историллӗ вӗҫевӗ» ятлӑ калаҫу ирттерчӗ. Ачасем ӑна пит аван итлерӗҫ. Володя вӗсене ҫирӗп тытнӑ.

— Шӑп пулнӑ пултӑр! — текеленӗ вӑл, шӗвӗр пӳрнипе сӗтеле шаккаса. — Астӑвӑр! Эп сире ирӗккӗн хӑтланма памастӑп. Маншӑн чи кирли — дисциплина. Ӑнлантӑр-и?

Вӑл хӑйне Юлия Львовна пек тытма тӑрӑшнӑ, Ефим Леонтьевичран илтнӗ сӑмахсемпе усӑ курма юратнӑ, хӑш чух ашшӗн сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене кӗртсе хунӑ.

— Ну, кам каласа парас, тет, ыйтас, тет? — ыйтрӗ Володя вӗҫевсем ҫинчен калаҫу пӗтсен.

— Володя, ман ыйтас килет… — пуҫларӗ пӗчӗк хӗрача, анчах Володя ӑна чарчӗ:

— Мӗнле калаҫу вӑл: «ман ыйтас килет»? Чӑтӑм кирлӗ. Ыйтас тетӗн пулсан — аллуна ҫӗкле. Ыйтсан — ответле.

— Ыйтма юрать-и? — терӗ ҫав хӗрачах, аллине ҫӗклесе.

— Халӗ ыйт.

— Чкалов пӗчӗк чухне лайӑх вӗреннӗ-и?

Володя хӗрача ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ те гимнастеркине тӳрлетрӗ, унтан ашшӗ пек, витӗмлӗн каларӗ:

— Лайӑх вӗреннӗ. Пур предметпа та «пиллӗк». Анчах ӗлӗкхипе шутласан, унӑн поведени пит ҫирӗпех пулман. Мӗншӗн тесен дисциплинӑна пӗлмен. Ӑнлантӑн-и? Ҫавнашкал ҫынсем ҫинчен вӗреннӗ чух, эсӗ ҫакна асра тыт: вӗсен йӑнӑшне тума кирлӗ мар, вӗсем йӑнӑшсене мӗнле тӳрлетнине пӗлес пулать.

Володя хӑй сассине итлесе пӑхрӗ. Пырать… Юлия Львовна сасси пекех янӑрать.

Ачасем Володя ҫине ӗненӳллӗн, юратса пӑхаҫҫӗ. Вӗсене ҫак пысӑках мар, аслӑ класра вӗренекен ача кӑмӑла каять, вӑл ҫав тери вӑйлӑ пулмалла, унсӑрӑн ҫав ямпашкине хӗнеме хӑяймӗччӗ… Володя ӑса вӗрентекен калаҫупа интересленсе, нумайччен аллине ҫӗклесе, айккинче ларакан ачана асӑрхамарӗ. Анчах Чкалов ҫинчен ыйтакан хӗрача каллех аллине ҫӗклерӗ.

— Мӗн? Сан каллех ыйту пур-и?

— Ҫук, — терӗ хӗрача, ура ҫине тӑрса, — эпӗ: Илюша Сыриков сиртен тем ыйтасшӑн, тесшӗнччӗ. Вӑл тахҫанах аллине ҫӗклесе ларать.

Аяккинче ларакан Илюша Сыриков хӑрах аллине ҫӗклесе, теприне чавсинчен тӗревленине, Володя тин ҫеҫ асӑрхарӗ.

— Ну, ыйт, Сыриков.

— Володя Дубинин, сиртен ыйтма юрать-и? — терӗ именсе.

— Пӗчӗккӗ чухне эсир те лайӑх вӗренсе-и?

— Ку пирӗн ӗҫпе ҫыхӑнса тӑмасть, — хӑвӑрт пӳлчӗ Володя, калаҫу паянхи кун ҫине куҫасран хӑраса: — ӑнлантӑн-и?  — Ку — пӗрре. Иккӗмӗш, пӗлес тетӗн пулсан, эпӗ сан пек чух пур енӗпе те отличник пулнӑ.

Ачасем Володя ҫине сума суса пӑхса илчӗҫ.

— Мана та паян «отлично» лартрӗҫ, — пӗлтерчӗ Сыриков.

— Мӗнле предметпа?

— Физкультурӑпа… Эпир кукленмелли упражненисем турӑмӑр.

— Пит аван, — терӗ хӑвӑрт Володя. — Самолет ҫинчен тата ыйту пур-и? Ҫук эппин? Паянлӑха ҫитӗ. Сывӑ пулӑр, ачасем.

— Сывӑ пул… Сывӑ пул, Володя Дубинин!.. Тавтапуҫ! Эсӗ питӗ интереслӗ каласа патӑн! — пӗр-пӗрне пӳле-пӳле тав тӑваҫҫӗ ачасем.

Володя пионер галстукне тӳрлетрӗ те, коридора тухрӗ. Алӑк хыҫӗнче унӑн вожатӑйӗ тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Жора Полищук тӑнӑ. Володя вӑтанса кайрӗ. Вӑл ачасене вӗрентнине вожатӑй итлени ӑна кӑмӑла каймарӗ. Анчах Жора, хӑй те кӑшт именнӗ пек каларӗ:

— Пӗтертӗн-и? Калаҫу мӗнле иртсе кайрӗ? Ман шутпа, лайӑх. Маттур, пултаратӑн. А эсӗ пур, пӑрӑнасшӑнччӗ.

Володя чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ. Вожатӑй унӑн куҫӗнчен пӑхса малалла каларӗ:

— Эсӗ пӗлетӗн-и, сана отряд штабӗн заседанинче кӗтеҫҫӗ?

— Мана? — тӗлӗнчӗ Володя.

— Сана каламан-им? Мӗнле капла ку?.. Эсӗ Вальӑна куртӑн-и? Пӗлместӗн пулсан, эпӗ сана пӗлтеретӗп. Сана штаба чӗнеҫҫӗ. Пурте пуҫтарӑнчӗҫ, сана ҫеҫ кӗтеҫҫӗ.

…Митридат тӑвӗ хыҫне анма хатӗрленнӗ хӗвел, хӑйӗн юлашки чалӑш пайӑркисемпе класа ҫутатать. Класӑн шурӑ стени ҫинче чӳрече рамин урлӑ планкисен мӗлкисемпе йӗрлесе тултарнӑ ҫап-ҫутӑ тӳркӗтеслӗхсем ялтӑртатаҫҫӗ. Сӗтел хушшинче отряд штабӗн председателӗ Светлана Смирнова ларать. Ун ҫинче тӑваткал тӗрӗллӗ кӗпе, хӗрлӗ галстук. Хӗрачи ҫитӗннипе кӗпи тӑвӑрланнӑ, ҫавӑнпа унӑн аллисем, урисем ытлашши вӑрӑммӑн курӑнаҫҫӗ. Ылттӑн тӗслӗ ҫивӗтне халӗ вӑл пуҫ тавра хурса ҫӳрет, ҫавӑнпа пуҫӗ пысӑкрах курӑнать, мӑйӗ ҫав тери ҫинҫе.

Штаб членӗсем малти партӑсем хушшинче лараҫҫӗ. Володя кӗчӗ те салютларӗ. Ӑна хирӗҫ те, ҫавнашкалах, алтупанӗсене пуҫ тӗлне хӑвӑрт ҫӗклесе ответлерӗҫ. Володя акӑ мӗн асӑрхарӗ: хӑшпӗр штаб членӗсем ун ҫине ырӑ мар пӑхаҫҫӗ, теприсем йӑлтах урӑхла: Володя вӗсем ҫине пӑхсанах, пуҫӗсене аяккалла пӑраҫҫӗ.

Вожатӑй Жора Полищук Светлана хыҫне кӗчӗ те, кӑштах пӗшкӗнсе, хӑлхинчен темскер шӑппӑн каласа илчӗ, унтан стена ҫумнелле чакса, аллисене каялла тытса тӑчӗ.

— Ну, пуҫлар эппин, — терӗ те Смирнова, тӑчӗ. — Улттӑмӗш «А» класӑн отряд штабӗн заседанине уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. Кун йӗркинче пӗр ыйту: пирӗн класри пионерсем вӗренӳре кая юлса пыни ҫинчен.

Володя хӑлхисене тӑратрӗ.

— Акӑ мӗнле ӗҫ пирӗн, — малалла каларӗ Светлана Смирнова, Володя ҫине пӑхмасӑр. — Пирӗн класра килӗшӳсӗр ӗҫ пулса пырать… Кӑна пирӗн хӑшпӗр активлӑ пионерсем тӑваҫҫӗ. Пуринчен малтан Володя Дубинина илер.

— Пит лайӑх! — кӑшкӑрса ячӗ Володя. — Апла пулсан, ӗҫ ман ҫинчен пырать эппин?

— Дубинин, эсӗ сӑмах илсен калӑн. Халӗ эпӗ сана сӑмах памастӑп. Мӗншӗн эпӗ малтан, Володя Дубинин, терӗм? Мӗншӗн тесен, ачасем, вӑл лайӑх вӗренме пултарать. Учительсем пурте ҫапла калаҫҫӗ. Вӑл, вӗренес тесен, пуринчен те лайӑхрах, ӗлӗкхинчен авантарах, анчах нумайӑш предметсемпе вӑл кая юлса пырать. Мӗншӗн тесен вӑл урӑх ӗҫсемпе ытлашши интересленет. Вӑл мӗне тытӑннӑ, ҫавна тума пултарать. Унтан вӑл мӗнле те пулин урӑх япалапа интересленет те, пуҫланӑ ӗҫне пӑрахать. Мӗншӗн тесен унӑн ӗҫлесе ларма чӑтӑмӗ ҫитмест, тет анне.

— Сан аннӳ мӗн каланине эпӗ сансӑр пуҫнех пӗлетӗп, — вырӑнтан реплика пачӗ Володя.

Анчах Светлана ӑна хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, сӑмахне малалла шутарчӗ:

— Акӑ пирӗн халь мӗн пулса тухрӗ. Пирӗн класс вӗренес енӗпе пӗрмай малта пыратчӗ. Халӗ эпир ӑҫта? Тӳррипех калас пулать, кунта пӗр Дубинин ҫеҫ айӑплӑ мар. Эпӗ апла каламастӑп. Анчах вӑл ыттисене хӑй хыҫҫӑн туртать. Вӑл чи активлисенчен пӗри… Юлашки вӑхӑтра хӑй кая юла пуҫларӗ те, ыттисене те каялла туртать. Пуринчен ытла вырӑс чӗлхине илер. Пӗркун кам пуринчен те япӑхрах сочинени ҫырчӗ?

— Вӑл йӑнӑшсем тунӑ пирки ҫеҫ, — сиксе тӑрсах протестлеме тытӑнчӗ Володя, — шухӑш енчен Юлия Львовна тӗрӗс ҫырнӑ, терӗ.

— Йӑнӑшсем — мӗн? Шутланмаҫҫӗ-им? Эсӗ грамматика енӗпе виҫӗ йӑнӑш тунӑ, сочиненисене горонона янӑ, эсӗ пирӗн класа намӑс турӑн.

Пурте Дубинин ҫине пӑхаҫҫӗ. Володя хӗрелсе кайрӗ. Вӑл янахне хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрчӗ те, шӑппӑн мӑкӑртатса илчӗ:

— Манӑн пуҫра грамматика шухӑш хыҫҫӑн ӗлкӗрейменшӗн эп айӑплӑ-им?

Аван-ха халӗ пӗчӗккисем ӑна курмаҫҫӗ, пилӗк минут каярах вӑл вӗсем умӗнче чаплӑ ҫынсен йӑнӑшӗсем ҫинчен, вӗсене тӳрлетни ҫинчен ӗнентерӳллӗн калаҫсаччӗ!

Женя Полищук ҫурӑм хыҫне тытнӑ аллисемпе тӗртсе стена ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, ерипен Светлана ларакан сӗтел патне пычӗ.

— Эсӗ кӑна тӗрӗс каларӑн, — терӗ вӑл Володьӑна. — Санӑн пуҫӑнта шухӑшсем чӑнах та ҫителӗклӗ. Ҫав шухӑшсене ыттисене йӗркеллӗ каласа пама, сӑмахсене тӗрӗс ҫырма, грамматикӑпа синтаксис вӗренетӗн те ӗнтӗ.

— Пӗлетӗп. Шухӑша сӑмахпа каласа пани предложени пулать. Виҫҫӗмӗш класра вӗреннӗ, — мӑкӑртатса илчӗ Володя.

Унӑн пуҫне кулӑшла шухӑш пырса кӗчӗ. Ват Жора халӗ лайӑх вӗренесси ҫинчен ӑна та, ытти пионерсене те ҫав тери аван, хитре каласа парать. Пилӗк минут каярах Володя хӑй пӗчӗккисене вӗрентрӗ. Кам пӗлет, тен, каҫхине комсомол пухӑвӗнче Жорӑна та лайӑхах вӗренсе пыман пирки лектерӗҫ? Вӑт кулӑшла пулӗччӗ! Хӑюлӑхне пухса, Володя аллине ҫӗклерӗ:

— Манӑн ыйту пур — юрать-и? Эпӗ Жорӑран ҫакна ыйтас тетӗп: хӑй вӑл мӗнле вӗренсе пырать?

Кунта вожатӑйне те вӑтанма черет ҫитрӗ.

— Ку пирӗн ыйтупа нихӑш енчен те айсолютно ҫыхӑнса тӑмасть, — ҫилленсе кайрӗ Светлана.

— Апла пулсан, эп мӗнле вӗренни те пионер ӗҫӗпе ҫыхӑнса тӑмасть, — терӗ Володя. — Штаб хушнине тӑватӑп, асӑрхаттарнисем пулман. Ман тетрадьри йӑнӑшсене Юлия Львовна туртса палӑртнӑ. Ҫитет.

Жора Полищук аллине сӗтел ҫине хучӗ те, пуҫне пӑркаларӗ:

— Эсӗ, Дубинин: «Апла пулсан», тетӗн. Ҫук, пирӗн апла пулмасть. Дубинин мана тытрӑм, тесе шухӑшлать пулмалла. Вожатӑя пит лайӑх касса татрӑм, ниҫта кайса кӗме ҫук, стена ҫумне хӗстерсе лартрӑм, тет пулӗ. Эх, Дубинин, Дубинин! Малта пыракан активлӑ пионер шутӗнче тӑратӑн, Пӗчӗккисемпе калаҫу ирттеретӗн.

— Вӑл ыттисен авторитетне пӑсать, — ӳпкелешрӗ Светлана.

— Ҫук, — вожатӑй пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ, — эп, Смирнова, авторитет пӗтесрен хӑрамастӑп. Пур ҫӗрте те чӑнлӑх пулма тивӗҫ… Санӑн, Дубинин, эпӗ мӗнле вӗреннине пӗлес килет-и? Каласа парам. Пытармастӑп, лайӑхрах та вӗренсе пыма пулатчӗ. Анчах вӗренӳ ҫул пуҫламӑшӗпе танлаштарсан, эпӗ халь авантарах вӗренме пуҫларӑм — манӑн халӗ пӗр предметпа ҫеҫ «вӑтам», икӗ «лайӑх», ыттисем «отлично». Ан иккӗлен, Дубинин, ку «вӑтам» отметкӑна та, сахалтан та «лайӑха» ҫитеретӗп. Отметка пӗр ӗҫ, пионер ӗҫӗ тепӗр ӗҫ тесе ан шутла. Пӗлес тетӗн пулсан, мана комсомол пухӑвӗнче, вӗренӳре кая юлма пуҫласан, аван хӗртрӗҫ. Тӳрех каларӗҫ: капла вӗренсен вожатӑйран кӑларатпӑр, терӗҫ. Ку аван перспектива, тетӗн-и? Ку мӑшкӑл вӗт! Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӗҫе тытӑнтӑм. Эпӗ те халӗ ҫапла решени йышӑнма сӗнетӗп: Дубинин вырӑс чӗлхипе лайӑхрах вӗренме пуҫламасан, пӗчӗкҫисемпе ӗҫлеме ирӗк памастпӑр. Апла пулсан, ӗҫне тума унӑн вӑйӗ ҫитмест, вӑхӑт сахал. Ҫакӑн хыҫҫӑн та ӑса кӗмесен, тата пионер мӗнле вӗренсе пыни — вӑл манӑн ӗҫ кӑна теме пуҫласан, ҫакнашкал пултаракан ача пӗтӗм вӑйне хурса вӗренмест пулсан, чӑн-чӑн пионер пулма тивӗҫлӗ-и? Володя сиксе тӑчӗ:

— Ну, Жора… Кӑна эс… Эпӗ ӑнланатӑп, темӗн тунӑ пулсан… — Володя галстукне икӗ аллипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ те, мӑйне пӑркаларӗ. — Эсӗ апла калама пултараймастӑн!

— Унта курӑпӑр, пултаратӑп-и калама, пултараймастӑп-и, — ответлерӗ Жора. — Тепӗр тесен, эпӗ сӗнетӗп ҫеҫ. Ку штаб мӗнле йышӑннинчен килет. Анчах хам пулсан, пӗчӗкҫисен занятинчен халех хӑтарӑттӑм.

— Илтетӗн-и, Володя? — ыйтрӗ Светлана. — Ху мӗнле шутлатӑн?

— Вӑхӑт парӑр, — парӑнчӗ Володя, — кайран мӗн кирлине тӑвӑр.

— Ух, апӑрша! — сасартӑк чӑмӑрӗсене пӑчӑртарӗ те Светлана, ӑнсӑртран хӑйӗн начальниклӗхне ҫухатса, ятлама пуҫларӗ: Володя ӑна ҫав тери ҫиллентерчӗ. — Чӑнах та ӗнтӗ апӑрша!

— Мӗншӗн-ха эпӗ апӑрша?

— Мӗншӗн тесен ялан сан пирки мӗн те пулин сиксе тухать. Халиччен грамматика вӗренейместӗн. Тепӗр тесен, сан ҫине пӑхма та йӗрӗнмелле.

— Ан пӑх. Кам апӑршине курӑпӑр ак. Вӑхӑт палӑртса парӑр. Мӗн чухлӗ пама йышӑнатӑр, ҫав вӑхӑтрах вӗренетӗп.

Светлана штаб членӗсемпе шӑппӑн калаҫса пӑхрӗ те Володя патнелле ҫаврӑнчӗ:

— Сана пӗр уйӑх ҫитет-и?

— Мӗн вӗренессинчен килет.

— Согласованисем вӗренмелле, малтан вӗреннисене тепӗр хут пӑхса тухмалла, сӑмах вӗҫӗсене пӗлмелле.

— Ытлашшипех ҫитет.

— Апла пулсан, ҫапла ҫырса хурӑпӑр. Ну, асту, Дубинин, эсӗ штаба сӑмах патӑн!

— Эпӗ сӑмах патӑм пулсан, каялла чакнине ӑҫта ҫырса хунӑ? — мӑнаҫлӑн пӗтерчӗ Володя. — Пӗчӗккисемпе ӗҫлеме юрать-и?

— Ман шутпа, халлӗхе ӗҫлетӗр, — терӗ Светлана штаб членӗсене.

— Ҫак ыйтупа манӑн тата тепӗр сӗнӳ пур, — терӗ вожатӑй. — Дубинина камӑн та пулин тӗрӗслес пулать, кирлӗ пулсан, пулӑшас та пулать. Кам ҫине ҫыратпӑр? Светлана, тен, эсӗ ху килӗшӗн? Кирлӗ пулсан, сана Юлия Львовна та пулӑшма пултарать.

— Эпӗ? — Светлана куҫхаршисене ҫӗклерӗ.

— Вӑл? — ыйтрӗ Володя тӑрса. — Кирлӗ мар, тавтапуҫах.

— Тархасшӑн, — терӗ Светлана.

— Эпӗ пӗчченех вӗренетӗп, — кутӑнланчӗ Володя.

— Кӑлӑхах, кӑлӑхах юлташ пулӑшӑвне йышӑнмастӑн, пионера капла хӑтланни килӗшмест, — терӗ вожатӑй. — Эпӗ ҫапах та Светлана ҫине ҫырӑттӑм.

Светлана тӳрех Володьӑна куҫӗнчен пӑхрӗ. Ҫинҫе мӑйӗ ҫинче кӗрен лаптӑк сарӑла пуҫларӗ, унтан хӑлхисем хӗрелсе кайрӗҫ, кӗҫех пӗтӗм пит-куҫӗ хитре кӗрен пулчӗ. Вӑл кӳренӳллӗн турткаланса илчӗ те:
— Дубинин хирӗҫ пулмасан, тархасшӑн, — штаб мӗнле решени йышӑнать. Маншӑн пулсан пурпӗрех, — терӗ.

Киле таврӑннӑ чух Володьӑн хуҫӑлнӑ кӑмӑлӗ кӑштах уҫӑлчӗ. Ҫул тӑрӑх вӑл тӗл пулнӑ палисадник картисене кӗнеке сумкипе, параппан тӑнкӑртаттарнӑ майлӑ, шакӑлтаттарса, шӑхӑркаласа утать, малашне вӑхӑта мӗнле пайламалли ҫинчен шухӑшлать: пур ҫӗре те ӗлкӗрмелле-ҫке-ха, «ЮАСа» та каймалла, пӗчӗккисемпе те заняти ирттермелле, согласовани те вӗренмелле. Пӗр уйӑхра вӑл ыттисене хӑваласа ҫитетех, куншӑн пӗртте иккӗленмест. «Тӑвас тесен — тӑватӑпах; сӑмах патӑм пулсан — тӑватӑпах», шухӑшлать Володя.

Пӑлтӑра кӗрсенех, пусма патӗнчех вӑл хӑватлӑ табак шӑршине туйрӗ. Ку ашшӗ килтине пӗлтерчӗ. Паян ашшӗ рейсран таврӑнасса Володя кӗтмен. Акӑ Бобик та пусма айӗнчи чӑлантан шуса тухрӗ. Ун ҫине пӑхсан, такам ӑна хӗненӗ тейӗн. Вӑл аякранах кӑшт хӳрипе сулларӗ, Володя ачашлама аллине тӑссан, ҫӗре лӑпчӑнса выртрӗ те, ҫавӑнтах аяккалла тапса сикрӗ. Володя ӑна ҫапма хӑмсарнӑ пек, йытӑ нӑйкӑшса илчӗ. — Мӗн эсӗ, Бобик? Мӗнрен хӑраса ӳкрӗн? Володя Бобика чӗнсе шӑхӑрчӗ те, пусма тӑрӑх чупса хӑпарса, алӑка шаккарӗ. Володьӑна амӑшӗ уҫрӗ.

— Анне, пӗр-пӗр шӑмӑ пар-ха, Бобика парам, — терӗ Володя, каллех йытта шӑхӑрса.

— Хуллен, ан шӑхӑр, тархасшӑн, — чарчӗ амӑшӗ шӑппӑн, — пӳрте кӗме ан вӗрент. Вӗрет, ура айӗнче ҫапкаланса ҫӳрет… Халӗ йытӑ шухӑшӗ мар.

Амӑшӗ Володя хыҫҫӑн алӑкне хупрӗ те, аран илтмелле каларӗ:

— Инкек пирӗн, Володенька… Аҫуна…

Вӑл хӑрах аллипе питне хупларӗ те, тепринпе саппунне ҫавӑрса илсе, кӗтессине ҫӑвара чиксе ҫыртса лартрӗ.

Чӗри патне темскер йывӑр та сивӗскер анса тулнӑн туйӑнчӗ Володьӑна, вӑл амӑшӗнчен мӗн пулчӗ тесе ыйтма хӑраса, куҫне чарса пӑхрӗ.

— Вӑл залра, — терӗ амӑшӗ шӑппӑн, ӗсӗклесе. Володя шӑпрах пулма тӑрӑшса, зала чупса кӗчӗ. Унта вӑл кантӑк умӗнче ашшӗ ларнине курчӗ, ашшӗн усӑннӑ аллинче чӗлӗм. Вӑл Володя патнелле ҫурӑмпа ларнӑ; ашшӗ хускалмасӑр, сарлака ҫурӑмне мӑкӑртса ларни те, ӗнтӗркенӗ кӗлетки те, усӑннӑ аллинчи чӗлӗмӗ те, — ҫаксем пурте инкек пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ Володьӑна. Кӑшт аяккарах пукан ҫинче ашшӗ ҫине пӑхса Валентина ларать. Пӗрле тытнӑ алтупанӗсене чӗркуҫҫи хушшине хӗстернӗ, пӗшкӗннӗ, хулпуҫҫисене уснӑ, хӗрелнӗ куҫӗсене ашшӗ ҫинчен илмесӗр пӑхса ларать. Володя кӗнине илтсен, аппӑшӗ пӳрнине тути ҫумне тытрӗ те тӑрса шӑллӗне хирӗҫ утрӗ. Вӑл Володьӑна аллинчен тытса, алӑк хыҫне илсе тухрӗ:

— Аттене ӗҫрен кӑларнӑ… — аран пӗлтерчӗ вӑл.

Володя ҫакнашкал хыпар илтсен, ахлатса, хӑраса ӳксе, ыйтма тытӑнать пулӗ, тенӗ вӑл. Анчах шӑллӗн пит-куҫӗ, рак хуранӗ тӗслӗ, вилнӗ пек пулса кайрӗ те, ахаль те пысӑк куҫӗсем, хурлӑхлӑн, тӗлӗнсе пӑхнипе ерипен чарӑлса кайрӗҫ.

— Партирен кӑларма пултараҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ аппӑшӗ. — Ӑнлантӑн-и эс?..

Володя ҫаплах чӗнмест. Вӑл аппӑшӗ каланине ӑнланма тӑрӑшать. Унӑн сӑмахӗсене илтет, кашни уйрӑм сӑмахӗ мӗне пӗлтернине ӑнланать, анчах илтнин пӗлтерӗшне, ҫав, леш, грамматикӑра каланӑ: «сӑмахпа каласа панӑ шухӑшне» ӑнланаймасть. Вара аппӑшӗ, ашшӗ «Красин» ҫинче помполит пулнӑ чух, карап ҫинче служить тунӑ моряка партие тата ӗҫе кӗме рекомендаци пани ҫинчен шӑппӑн каласа пачӗ. Ҫав ҫын шанчӑклӑ пулман-мӗн. Вӑл карапа япӑхтарса янӑ, икӗ авари тунӑ, ҫак кунсенче тӳрӗ моряка тивӗҫсӗр ӗҫ тунӑ: вахтӑна ӳсӗрпе тухса, карапа чул ту ҫине тӑрӑнтарса ҫӗмӗрнӗ. Темиҫе моряк аманнӑ, хаклӑ груз чылай пӗтнӗ. Ашшӗ уншӑн, коммунист тесе те, ӗҫне лайӑх пӗлет тесе те ответлӑха хӑй ҫине илсе шантарнӑ. Халӗ ҫав моряка суд тӑваҫҫӗ, ашшӗне вӑхӑтлӑха ӗҫрен кӑларнӑ.

— Аҫу патне кайса пӑх, — шӑппӑн канашларӗ Евдокия Тимофеевна, Володя патне ҫывхарса. — Вӑл виҫҫӗмӗш сехет ҫапла ларать ӗнтӗ, никампа та сӑмахламасть. Таврӑнсан мана пурне те каласа пачӗ те, унтан: «Ах, Вова кӑна пӗлсен, вилес патнех ҫитӗ», — терӗ. Вӑл саншӑн пит хурланать.

Пуринчен ытла Володьӑна ашшӗ ӑна — хӑйӗн ывӑлне — пулса иртни ҫинчен каласа пама вӑтанни хӑратрӗ. Вӑл хӑюллӑнах ашшӗ патне пычӗ. Никифор Семенович Володя еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн илемлӗ пит-куҫӗ тӗксӗмленнӗ. Вӑл сӳннӗ чӗлӗм тытнӑ аллине ҫӗклерӗ, кӑшт ҫеҫ айӑплӑн кулса илчӗ те, каллех аллине ӳкерчӗ.

— Ҫапла. Вова… Илтрӗн-и? — терӗ вӑл, янӑраман сассипе, ывӑлӗ умӗнче аван мар хыпар пӗлтернӗшӗн каҫару ыйтнӑ пек, кулса илчӗ. — Ҫакнашкал ӑнман ӗҫ, шӑллам…

— Мана Валя каласа кӑтартрӗ, — ответлерӗ Володя.

Иккӗшӗ те кӑшт шарламасӑр ларчӗҫ.

— Куратӑн-и, мӗнле пулса тухать… — малалла каларӗ ашшӗ, — шантӑм ҫынна, вӑл пур…

Никифор Семенович аллипе сулчӗ те, каллех кантӑк витӗр пӑхма тытӑнчӗ.

Володя ашшӗне ҫав тери хӗрхенчӗ. Вӑл ашшӗ ҫакнашкал пулнине нихҫан та курман. Чи хӑрушши ҫакӑ пулнӑ: Володя ашшӗне пит лайӑх, чи вӑйлӑ, парӑнман ҫын тесе шутланӑ, вӑл ашшӗпе мухтаннӑ, унӑн хастар ҫамрӑклӑхне ӑмсаннӑ, пур ӗҫре те ялан ывӑлне пулӑшса пынӑ ашшӗ сасартӑк инкеке лекнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ача чӗрине ҫавӑрса илнӗ хӑрушлӑх, чи тӗреклӗ, чи шанчӑклӑ, никӗссен никӗсӗ — ҫӗр кисренме пуҫласан, хускалакан тата хускалман япаласене тӗрек пами пулсан, пӗтес патне ҫитнӗ этем ним тума пӗлмесӗр аптранӑ евӗрлех пулчӗ пулӗ.

— Атте, — лӑплантарма тытӑнчӗ Володя, — эсӗ пурӗпӗр хӑвна хӳтӗлетӗн вӗт… Ну, кӗрешетӗн. Атте, сан партбилет ҫеҫ пулмасть вӗт… Ну, удостоверени. Эсӗ ху тӗллӗн, пӗччен коммунист пулатӑн.

— Пӗччен коммунист пулма пултараймасть, — терӗ ашшӗ. — Айван эсӗ. Ҫыннӑн, хӑй пеккисемпе пӗрле чӑмӑртансан, ӑнлан, вӑй ӳсет. Ҫав тери пысӑк, ҫав тери вӑйлӑ пӗрлешӳ, ывӑлӑм, парти пулать. Пӗччен эпӗ мӗн? Хирте пӗччен — салтак мар. Эпӗ, Владимир, совет влаҫӗ пуҫланнӑ ҫултанпах партире тӑратӑп. Партире ҫын пултӑм. Партире вӗрентӗм. Парти мана ҫын турӗ. Мӗн пулатӑп-ха эпӗ партисӗр? Нимӗн те мар.

— Партире тӑманнисем мӗнле? — ыйтрӗ Володя. — Партире тӑманнисем те пур-ҫке, вӗсем те граждан вӑрҫинче пулнӑ, аван ӗҫлеҫҫӗ.

— Тӗлӗнтермӗш, кам ун пирки тавлашать! Калаҫу ун ҫинчен мар вӗт. — Ашшӗ Володя еннелле ҫаврӑнчӗ. — Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, чаплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ — пурте партире мар. Кам малта пырать — ҫавӑ парти. Вӑл — халӑх гвардийӗ. Парти — вӑл халӑхӑн малта пыракан отрячӗ. Унӑн ретӗнче тӑни — пысӑк чыс, ывӑлӑм! Вӑл чыса тивӗҫлӗ пулас пулать. Эпӗ ку чыса тивӗҫлӗ пекчӗ, анчах юрӑхсӑр ҫыншӑн большевик сӑмахӗпе, парти чысӗпе шанса сӑмах патӑм та, халӗ ун пирки хам та парти шанӑҫне ҫухатма пултаратӑп.

— Атте, партирен кӑларса ярсан, вӑл яланлӑхах пулать-и? — ыйтрӗ Володя.

— Ҫук, эсӗ ку шухӑша пуҫран кӑларса пӑрах! Эпир санпа, шӑллӑм, унашкал ҫынсем мар, пире яланлӑха кӑларса пӑрахаймӑн. Эпир, шӑллӑм, Дубининсем! Мана хут ҫинчен резинкӑпа сӑтӑрса яраймӑн.

— Паллах ӗнтӗ, атте! — савӑнса кайрӗ Володя. — Астӑватӑн-и, чул кӑларакан вырӑнта ҫырнӑ: «Н. Дубинин». Миҫе ҫул иртнӗ ӗнтӗ, ҫапах чул ҫинчех юлнӑ.

— Ку тӗрӗс, Вовка, кӑна эсӗ астутарни аван-ха, тавтапуҫ сана. Паллах, ман хушамат ытлашши чаплах мар, анчах ырӑ ҫынсем хурламастчӗҫ. Ҫав парти списокне хамӑн хушамата, вунсаккӑрмӗш ҫулта, хам юнпа ҫырса хӑвартӑм, Вовка. Мӗн калас тенине ӑнланатӑн-и эс? Ҫапла. Чул ҫине те эпӗ ӑна хамӑн чыса ҫухатмасӑр ҫырса хӑвартӑм, борт журналӗсем ҫине те ята вараламасӑр ҫырса пынӑ. Халӗ мӗнле-ха вара? Тӳрех хушамата чӗрсе пӑрахмалла-и? Ҫук, Вова, пирӗн хушамат хӑйӗн вырӑнӗнче пулатех. Курӑпӑр-ха, парти комитечӗ мӗн калӗ. Кунта ӗҫ тухмасан, горкома каятӑп. Тӳрех кӑларса пӑрахма юрамасть ӗнтӗ… Тавлашмастӑп, айӑплӑ, анчах кунашкалах ытлашши… Выговор илме тивӗҫ ӗнтӗ, хирӗҫ каламастӑп. Ретрен кӑларса пӑрахма — каҫарӑр… Вӑл-ку пулсан Мускава каятӑп, Сталин юлташ патнех ҫитетӗп, чӑнлӑха тупатӑпах.

Вӑл тахҫанах пӳлем тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, аллинчи чӗлӗмӗ мӑкӑрланать, Володя ашшӗ хыҫҫӑн пӗрре сулахая, тепре сылтӑма пуҫне ҫавӑркаласа, ун ҫине тинкерсе пӑхса тӑрать. Ачан паҫӑрхи хурлӑхлӑ шухӑшӗсем ерипен иртсе кая пуҫларӗҫ; паҫӑр ӑна тархасласа чарӑнми, ҫав тери вӑйлӑ халӑх ушкӑнӗ малалла, хӑйсен ҫулӗпе утса пынӑн туйӑнчӗ, вӗсен ретӗнче пыракан ашшӗ кая тӑрса юлнӑ пекчӗ… Ҫук, ашшӗ ыттисемпе юнашарах утать-ха!

Анчах ашшӗн сасартӑк хавхаланни, сасартӑках сӳнсе ларчӗ те, каллех сӑмахлама пӑрахса, Володя ҫине именсе, хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ:

— Ҫапла, Владимир, кунашкаллине курмалла ан пултӑр. Хӑвӑн сӑмахна упра! Сӑмахна хӑвӑншӑн та, ҫыншӑн та ахаль ан салат. Коммунист пулсан, тата ҫӗр хут ытларах упра. Коммунист сӑмахӗ вӑл — пысӑк ӗҫ.

Ашшӗ ывӑлӗ патнех пычӗ, ассӑн сывласа илчӗ, тем ыратнӑ пек, пуҫне пӑркаларӗ те куҫӗсене хӗссе, Володьӑна икӗ аллипе чавсисенчен тытрӗ:

— Ҫапах та парӑнмастпӑр! Тӗрӗс-и, Владимир? Эпир Дубининсем-и, Дубининсем мар-и?

— Дубининсем, атте.

— Ну, апла пулсан, ҫапла калаҫса татӑлатпӑр та. Унтан Никифор Семеновичпа Володя амӑшӗ хӑйсен пӗр юлташӗ патне, малашне мӗн тумалли ҫинчен канашлама кайрӗҫ. Володя Валентинӑпа пӗччен юлчӗ. Алевтина Марковна хӑйӗн пӳлӗмӗнчен темиҫе хут та тухса пӑхрӗ, зал алӑкӗ умӗнче, пӗлнине палӑртса тата ҫавӑн ҫинчен сӳпӗлтетме хатӗррине систерсе, хӗрхенӳллӗн ахлаткаласа илчӗ. Анчах Володя тӑчӗ те, ун сӑмси умӗнчех алӑка хупса хучӗ.

— Калама ҫук аван хӑтланать! — илтӗнчӗ алӑк хыҫӗнче. — Ывӑлӗ те ашшӗне хунӑ!

Володя пит-куҫӗ хӗрелсе кайнине туйрӗ, вӑл кӳршӗ арӑмне темскер кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах аппӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ те, хӑйне алла илсе, ним шарламасӑр хӑй сӗтелӗ патнелле утрӗ. Сӗтел ҫинчи кӗнекисемпе тетрадьсене шухӑшламасӑр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна илсе хума тытӑнчӗ. Аппӑшӗ ун патне пычӗ те:
«Чӑнахах сана паян отряд штабӗн заседанине чӗнтерчӗҫ-и?» — тесе ыйтрӗ.

— Ну, чӗнтерчӗҫ, — калас килмесӗр каларӗ Володя. — Сирӗн Полищук сана малтанах каласа тултарчӗ эппин! Нимех те мар, эп ӑна паян хӗстертӗм.

— Мӗнле хӗстертӗн-ха эс ӑна?

— Эпӗ ӑна хӑй вӗренме ӗлкӗрсе пырайманни ҫинчен систерсе каларӑм. Вӑл тӳрех лакса ларчӗ.

— Ҫапах та эсӗ чӗпӗ-ха, Вовка. Сана: Вовчик — чип-чип, теҫҫӗ пулӗ. Мӗнле эсӗ ӑна хӗстертӗн-ха, Жорӑн пур предметпа тенӗ пекех «отлично». Вӑл пирӗн класра халӗ лайӑххисенчен пӗри.

— Ан калаҫ? — терӗ Володя ӗненмесӗр.

— Эсӗ пӗлмен-им? Ун ҫинчен сӑмахлас мар-ха. Эсӗ мана ак ҫакна кала пӗреххут: лайӑхрах вӗренме шутлатӑн-и, ҫук-и?

Володя шухӑшлакаларӗ, мӑшӑлтаткаларӗ те, питҫӑмартипе хулпуҫҫи ҫумне сӗрӗнсе илчӗ.

— Эпӗ, Валя, малтан вӗренме шутларӑм, ачасене сӑмах та патӑм. Анчах халӗ маншӑн пулсан пурпӗрех. Аттепе ҫавнашкал пулчӗ пулсан…

— Эх, Вовка, Вовка! — Валя сасартӑк хӑйне ҫитӗннӗ ҫын пек туйрӗ. — Эсӗ каланине итлеме те йӗрӗнмелле. Пирӗн халь иксӗмӗрӗн те лайӑхрах вӗренес пулать. Аттепе аннен ахаль те хурлӑх ҫителӗклӗ.

— Эпӗ вӗренме тытӑнӑттӑм… Анчах мана Светланка Смирнова ҫумне ҫырасшӑн. Кун хыҫҫӑн ачасем витлеме тытӑнӗҫ.

— Ан тив, витлеччӗр. Йӑнӑш ҫырнӑшӑн витлени авантарах-ши? Вовка, кӑтарт-ха, мӗнле предметпа эс унта кая юлса пыратӑн?

Тепӗр чух Володя йӗрӗнсе хм! тесе, аппӑшне: кирлӗ мар ҫӗре сӑмсуна ан чик, тейӗччӗ, анчах паян сумкинчен тетрадьне кӑларса йӑнӑшсене кӑтартрӗ те хӑех сӑмах вӗҫӗсен согласовани ҫинчен каласа пама ыйтрӗ. Вӗсем пуканӗсене юнашар лартса, учебник ҫине пӗшкӗнсе, тӗттӗм пуличченех ларчӗҫ, Володя хӑй мӑнкӑмӑллӑхне пусарса, аппӑшӗ хушнине, чӑтӑмне ҫухатмасӑр, правилӑсене темиҫе хут кала-кала вӗренет. Тепӗр кунне шкулта уроксем хыҫҫӑн, Володя киле кайма хатӗрленсен, ӑна Юлия Львовна чарчӗ.

— Эпӗ сан аҫун инкек пулнӑ тенине илтнӗччӗ? — ыйтрӗ вӑл. — Сана халь йывӑр пулӗ, Дубинин? Санран вӑхӑтлӑха урок ыйтма пӑрахас мар-и? Эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, юлашкинчен аҫун ӗҫӗ майлашатех. Вӑл ҫавнашкал ҫын, мӗн чухлӗ усӑллӑ ӗҫ тунӑ… Пурне те шута илӗҫ… Мӗн тӑвас-ха, Дубинин?

— Тавтапуҫ, Юлия Львовна, анчах капла тума кирлӗ мар. Эсир манран яланхи пекех ыйтӑр. Эпӗ лайӑхрах вӗренме сӑмах патӑм, эсир пӗлетӗр…

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп: Дубинин сӑмах пачӗ — Дубинин хӑй сӑмахне тытатех. Ӗненетӗп, ӗненетӗп. Эсӗ пирӗн пата ҫӳре — ман шутпа, сана тӗрӗслеме штаб Светланӑна хушнӑ мар-и?

— Кӑшт вӗренем-ха, вара тӗрӗслетӗр, — ответлерӗ Володя. Тепӗр эрнерен Володя урок хыҫҫӑн класа юлса, Светлана Смирновӑна вырӑс чӗлхипе тӗрӗслеме ыйтрӗ. Вӗсем иккӗшӗ улттӑмӗш класра ларчӗҫ, класнӑй доска ҫинче геометри урокӗ хыҫҫӑн шӑлса яман параллелограмсем курӑнаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен ҫӗтӗк татӑкӗ ҫакӑнса тӑрать, тӗнӗ ҫинче хутран тунӑ шуйттан кӗлетки сулланса тӑрать. Светлана учитель сӗтелӗ хушшине, Володя малти парта хушшине аллисемпе чӗркуҫҫисене тытса ларчӗ.

— Ну, мӗн ҫинчен ыйтас? — терӗ Светлана.

— Разделрине пурне те ыйт, — сӗнчӗ Володя.

— Юрӗ, анчах асту, Дубинин! Пӗтӗм разделпа пулсан, кала мана…

Темиҫе минут хушши Светлана Володьӑна грамматикӑн «ӑнӑҫсӑр» разделӗ тӑрӑх хӑваласа ҫӳрерӗ. Хӑйне мӑн ҫын пек тытма хӑтланакан штаб председателӗ ҫине Володя кулкаласа пӑхса, ыйтнине пӗр такӑнмасӑр каласа пычӗ.

— Куратӑн-и, мӗнле пултаракан ача эс, Дубинин, — терӗ Светлана юлашкинчен. — Эсӗ ҫавнашкал иртӗнчӗк пулмасан, чи лайӑх вӗренекен ача пулмалла.

Светлана хӑйӗн тӑрӑшма юратман подшефникӗ юлашки вӑхӑтра ӗҫсӗр ларманнине ӑҫтан пӗлме пултартӑр-ха! Иртнӗ шӑматкунах вӑл хӑйӗн чӑн-чӑн тусӗ Ваня Гриценко патне ҫӗр выртмаллах ыйтса кайрӗ. Ку хутӗнче Володьӑна хӑй характерне пусарма тиврӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне, яланхи пек мар, йӑвашшӑн тытать. Кӗҫӗн тусӗ улшӑннине Ваня тӳрех асӑрхарӗ:

— Сана мӗн пулнӑ? Хырӑм ыратмасть пулӗ те? Атя, тӗттӗм пуличчен лапталла выляма! Анчах чур, эпӗ мечкӗ параканӗ пулатӑп!

— Эпӗ сан пата, Ваня, лапталла выляма килмен, — терӗ Володя, аяккалла пӑхса. — Эсӗ манӑн чӑн-чӑн тус пулсан, хӑваласа ҫитме пулӑшатӑн-и?

— Ӑҫта хӑваласа ҫитмелле?

— Ну, вӗренес енӗпе… Ман унта согласованисем тухмаҫҫӗ… Отряд пухӑвӗнче те тишкерчӗҫ-уш. Мана асӑрхаса пыма Светланӑна хушрӗҫ. Пӗлетӗн-и, Смирновӑна? Вӑл пирӗн штаб председателӗ.

— Нянькӑпа эппин, пит аван! — чӑтаймасӑр тӑрӑхласа илчӗ Ваня.

Володьӑн чӑмӑрӗсем пӑчӑртанчӗҫ:

— Итле-ха, Ванька, эсӗ ҫакнашкал хӑтланатӑн пулсан, тӳрех сывӑ пул! Эп сан пата йӗркеллӗ ҫын патне килнӗ пек килтӗм. Ман хамӑн та ӑна хӑйне ытла ӑслӑ ҫын вырӑнне хуртарас килмест: пӑхӑр-ха, эпӗ Дубинина мӗнле ҫӗклесе ятӑм, тейӗ вӑл. Эсӗ мана луччӑ пулӑш, ун чухне эпӗ хамӑн сӑмаха та тытатӑп, ӑна та хам ӑссӑр маррине кӑтартӑп. Ӑнлантӑн-и? Эпӗ хамах кӑшт-кашт вӗренкелерӗм. Эсӗ мана тӗрӗслесе пӑх.

— Ман санпа халь урок вӗренме лармалла-и?

— Мана ачасем лапталла выляма кӗтеҫҫӗ.

— Апла пулсан, саншӑн юлташ ыйтнинчен лапта хаклӑрах пулать?

— Хаклӑрах мар… анчах хӑвӑн кунсерен вӗренсе пымаллаччӗ. Лар халӗ санпа!

Ваня урамра хӑйне кӗтекен Кивӗ Карантин ачисем ҫине кантӑк витӗр пӑхса илчӗ, унтан Володя ҫине пӑхрӗ. Ялан хӑйне ирӗклӗн тытакан Володя паян йӑвашланни, унпа хисеплӗн калаҫни ӑна кӑмӑла кайрӗ. Анчах вӑл татах Володьӑна тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ.

— Ыйтатӑн пулсан, юрать! Пырать эппин, — терӗ Ваня. — Анчах ҫакна асту: эпӗ вӗрентес енӗпе пит хытӑ тыткалатӑп. Эпӗ сана пашкаттарӑп — тарласах кайӑн! Анчах чур, каялла чакма юрамасть! Ну? Кӗнеке илсе килтӗн-и? То-тӑ. Пар-ха. Мӗн вӗреннине кӑтарт. Ҫакӑ-и? Мӗн кунта, шӑллӑм, ӑнланмалла марри пур?

Иккӗшӗ те сӗтел хушшине ларчӗҫ.

— Аллусене сӗтел ҫинчен ил! — терӗ Ваня тата хаяртарах. — Сӗтел айӗнчи кушака та ан тив. Кирлӗ мар япалапа аппаланса ан ларнӑ пултӑр!

— Сӑмахран, кушак япала мар. Вӑл — чӗрчун, — йӗкӗлтесе илчӗ Володя.

— Эсӗ ху ҫав тери вӗреннӗ ҫын пулсан, хӑвах вӗрен! — ҫилленчӗ те Ваня, учебникне хупрӗ.

— Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар, урӑх ӗмӗрне те пӗр сӑмах та хирӗҫ каламастӑп, — тесе Володьӑн ирӗксӗрех тупа тума тиврӗ. Ваньӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, вӑл каллех кӗнекине уҫрӗ:

— Ак ҫакӑнтан вулама пуҫла. Ку калама ҫук ҫӑмӑл-ҫке. Эпир кӑна пӗлтӗр пӗр урок хушшинчех ӑнлантӑмӑр. Эх, пуҫ та сан! Аллусене ил тенӗ, тӑп лар, ан суллан.

Володя ним шарламасӑр сӗтел ҫинчен аллисене илчӗ. Вӑл сулланмасӑр ларма тӑрӑшать, сӗтел айӗнчи кушака урипе хӑвалать. Вӑл кашни правила параграфне пилӗкшер хут вуласа тухрӗ. Паян вӑл пурне те тӳсме, анчах тем пулсан та, Светлана ун умӗнче пурте манран килет тесе мухтанасран хӑраса, ҫак усал согласованисене вӗренме шут тытрӗ. Луччӑ кунта, Ванькӑран асап тӳсес, кайран класа хӑваласа ҫитсен, кашни вӗреннӗ параграфшӑн ӑна тавӑрма пулать…

Шӑматкун ҫывӑрма выртичченех, вырсарникун кӑнтӑрлачченех вӗренчӗҫ пирӗн туссем. Хӑй те ҫӑмӑлах вӗренмен Ваня Володьӑна правилӑсене, сӑмах вӗҫӗсене пӑхмасӑр калама вӗренме хушрӗ. Гриценко мучипе Нюша инке ачасем ҫине пӑхса тӗлӗнчӗҫ: эккей, мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ!..

Халӗ ӗнтӗ, эрне иртсен, Володя вӗренӳ уссине курчӗ. Светлана Володьӑна питӗ ырларӗ.

— Эсӗ шутсӑр лайӑх вӗренме пултаратӑн, час ӑнланатӑн! — тӗлӗнет вӑл.

Анчах Володя темшӗн часах сӳнчӗ. Вӑл урисене ларта ҫинчен усрӗ те, аллисем ҫине тӗреленсе, параллеллӗ брус ҫинчи пек, ҫӗкленсе, ҫӗрелле пӑхрӗ.

— Эс мӗншӗн шӑматкун пирӗн ачасемпе футболла вылямарӑн? — ыйтрӗ Светлана.

— Выляс килмерӗ… манӑн халь футбол шухӑшӗ мар.

— Пӑх-ха, мӗнле ерҫӳсӗр ҫын! Эпӗ сана пӗрмай аҫупа ҫӳренине куратӑп. Утса ҫӳретӗр вара, малта сирӗн йытӑ пырать. Мӗнле, Дубинин, сан аҫу халь тинӗс ҫинче ҫӳремест-и?

Володя Светлана ҫине ҫав тери хурлӑхлӑн, ҫав тери пӑлхануллӑн пӑхса илчӗ те, лешӗ ҫавӑнтах ыратакан вырӑна тӗкӗннине ӑнланчӗ.

— Эсӗ пӗлместӗн-им? — терӗ Володя. — Сана Юлия Львовна ним те каламан-и?

— Ҫук, каламан. Мӗн пулнӑ?

— Манӑн атте халӗ ӗҫлемест… Паллах, вӑхӑтлӑха, — хушрӗ Володя. — Вӑл пӗр ҫыншӑн шантарса сӑмах панӑ, лешӗ шанчӑксӑр ҫын пулнӑ. Эх, парӑттӑм ҫав ҫынна! Ман аллӑма лек-тӗрччӗ ҫеҫ вӑл…

— Ой, каҫар мана, Дубинин, эп кун ҫинчен ним те пӗлмен. Вал Володя умӗнче галстук вӗҫӗсене турткаласа тӑрать.

Светлана Володьӑран кӑшт ҫӳллӗрех пулнӑ, Володя халӗ парта ҫинче ларнӑ пирки ҫав кӳрентерекен ҫитменлӗхе туйман. Юлашки эрне хушшинче Дубинин ырханланнине тин ҫеҫ курчӗ Светлана.

— Эпӗ унпа юри ҫӳретӗп, — Светланӑна шанса каларӗ Володя. — Эпӗ ӑна, пӗрле ҫӳренӗ чух, Митридат ҫинчен, ӗлӗк-авал пурӑннӑ халӑхсен историйӗнчи тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паратӑп. Бобик тата… Вӑт, Смирнова, тӗлӗнмелле тӑнлӑ йытӑ! Пӗрмай аттене тинӗс патнелле илсе каясшӑн. Ирхине чупса пырать те, вӗрет, пусма ҫине тухма чӗнет. Эпир аттепе тухсанах тӳрех тинӗс еннелле ыткӑнать. Унтан ҫаврӑнса пӑхать те, тӑрать пире кӗтсе. Пире тинӗс патне кайма кирлӗ маррине курать те, каялла пирӗн пата вӗҫтерет. Пӗрмай вӗрет, нӑйкӑшать… Атте тата ытларах пӑшӑрханать…

— Йывӑр пулӗ санӑн аҫуна, — хӗрхенчӗ Светлана.

— Йывӑр пулмасӑр! Эпӗ вӑт… астӑватӑн-и, штабра мана Жора, эп пионер пулма тивӗҫли ҫинчен ыйту лартатӑп тесен, манӑн пӗтӗм чун тӑвӑлса ҫитрӗ. А вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшипе партире тӑнӑ, сасартӑк… Анчах эсӗ, Смирнова, тархасшӑн, ан иккӗлен: эпир аттепе Дубининсем, пире хут ҫинчен резинкӑпа сӑтӑрса яраймӑн.

— Паллах, Дубинин, анчах эсӗ асту: эпӗ те ун чухне, эсӗ штабран тухса кайсан, саншӑн шантарса сӑмах патӑм. Ҫавӑнпа сана пӗчӗккисемпе ӗҫлеме хӑварчӗҫ те. Асту вара, ан ултала, юрать-и?

— Ан пӑшӑрхан, Смирнова, — терӗ Володя. — Шантарса панӑ сӑмахшӑн тавтапуҫ, — хӗрхенмӗн.

Халӗ вӗсем час-часах уроксем хыҫҫӑн класа юлнӑ. Хӑш чух Юлия Львовна кӗркелесе тухнӑ, ӗҫ мӗнле пырать тесе ыйтнӑ та, анчах хӑй вӗрентӗве хутшӑнман. Класа Жора Полищук та кӗрсе тухнӑ, иккӗшне те мухтакаланӑ. Шӑматкун Володя, малтанхи пекех, пӗчӗккисемпе ӗҫленӗ. Пурте хӑй йӗркипе пырать пек, анчах ачасем кураҫҫӗ, Володя начарланнӑҫемӗн начарланать. Вӑл ӗлӗкхи пек савӑнӑҫлӑ пулман, «ЮАСа» ҫӳреме пӑрахнӑ, футбол командинче сулахай хӗрринчи вырӑнта та выляман.

Никифор Семенович ӗҫӗ портри парти комитетне куҫнӑ. Володя кашни кун, шкултан таврӑнсан, алӑк уҫсанах: «Ну мӗнле? Решени ҫук-и?» — тесе ыйтма тапӑннӑ.

Ӗҫсӗр ларма вӗренмен ашшӗ тертленнине курсан, Володьӑн чунӗ ыратма пуҫланӑ. Вӑл ӗҫлекен ашшӗне курма хӑнӑхнӑ: Никифор Семенович е сӗтел-пукан юсанӑ, е хуҫалӑх енӗпе мӗн те пулин майлаштарнӑ, е кирлисене хулӑн тетрадь ҫине ҫырса вуланӑ, унтан тетрадьне сӗтеле питӗрсе хунӑ. Халӗ вӑл сехечӗ-сехечӗпе залра, кантӑк умӗнче пӗр хускалмасӑр, сӳннӗ чӗлӗмне тытса ларнӑ.

— Уҫӑлса ҫӳреме кайсам ӗнтӗ, — ӳкӗтленӗ Евдокия Тимофеевна.

Володьӑпа ашшӗ урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен хӑлхана ҫурасла вӗрекен ҫил шыв юхмалли вырӑнсене кӗрсе ӳкнӗ, витӗр шӑннӑ ҫулҫӑсене хӑвалать, пралуксем ҫинче шӑхӑрать, туртса ҫурнӑ кино афишисене чӑштӑртаттарать. Бобик малта чупать, шуратнӑ акаци тунисене шӑршласа ҫаврӑнать те тулхӑрса илет. Хӳрине ҫил аяккалла пӑрса янӑ. Кашни урам тӑваткалӗнче, тинӗс хӗррине каякан ҫул тӗлне ҫитсен, Бобик каялла ҫаврӑнса кӗтсе тӑнӑ, хуҫи паллӑ урам тӑрӑх порт патнелле каймасть-ши тесе чӗтресе пӑхнӑ.

Анчах хуҫи тепӗр еннелле пӑхса, ҫул тӑваткалӗнчен иртсе кайнӑ.

— Атте, сана ӗҫе каялла илме тивӗҫ, — хавхалантарнӑ Володя. — Эп пӗртте иккӗленместӗп! Анчах эсӗ тӑрмаш.

— Тӑрмашатӑп, тӑрмашатӑп, ывӑлӑм.

Ашшӗ патне авалхи юлташсем — моряксем килнӗ, пӗрле зала хупӑнса ларса темӗнле хутсемпе кӑштӑртаттарнӑ, нумай туртнӑ.

Сивӗ те хурлӑхлӑ вӑхӑт пит вӑрӑма кайрӗ! Ӗҫе хамӑн тытӑнса пӑхмалла мар-ши тесе шухӑшлама пуҫланӑ Володя. Вӑл Сталин юлташ патне ҫыру ҫырса ярас тесе план та турӗ. Ҫырура ашшӗ ҫинчен пурне те каласа пама шут тытрӗ: вӑл чул кӑларакан ҫӗрте ҫапӑҫни ҫинчен те, унта чул ҫинче унӑн хушамачӗ сыхланса юлни ҫинчен те, пур тинӗссем ҫинче хӗрлӗ ялав айӗнче ишсе ҫӳрени ҫинчен те. Анчах Володя ҫыру ҫырма кӑштах тӑхтас терӗ. Парти комитечӗ мӗн каланине пӗлес пулать, ку пӗрре. Вӑхӑт ҫитиччен Сталин юлташа та кансӗрлеме кирлӗ мар: унӑн ахаль те ӗҫ нумай пулӗ. Иккӗмӗшӗ, тӗрӗссипе каласан, Володя ҫакнашкал вӑрӑм ҫырура йӑнӑш нумай туса Светлана Смирновӑна та, Юлия Львовнӑна та, пӗтӗм пионер организацине те, Керчь хулине те намӑслантарасран хӑрарӗ. Ҫавӑнпа вӑл килте те, уроксем хыҫҫӑн Светланӑпа та, чӑтӑмне ҫухатмасӑр вӗреннӗ. Пултарулӑх, ӑс-тӑн ҫителӗклӗ пирки, Володьӑн ӗҫӗ, паллах, ӑнса пынӑ.

Часах вырӑс чӗлхипе контрольнӑй ҫыру пулнӑ. Кам ытларах хумханни паллӑ мар: Володя е унӑн хӑй ирӗкӗпе вӗрентекен репетиторши — Светлана Смирнова. Юлия Львовна класс тӑрӑх пӗр виҫеллӗ утӑмпа утса, кӗнекине тӑснӑ аллипе хӑй умӗнче, ҫивӗч куҫӗсенчен аякра тытса: «Как упоительна, как роскошна летняя ночь в Малороссии!» диктовать тума пуҫларӗ. Светлана хӑйӗн пионерла ҫирӗп правилӑсене, амӑшне сума сунине манса, ҫинҫе пӳрнипе Володьӑна фраза вӗҫӗнче кӑшкӑру палли лартмалла тесе кӑтартрӗ. Володя кӑшкӑру палли лартрӗ. Вӑл тӑрӑшса, пит тимленипе чӗлхине кӑштах ҫыртса, перине тирпейлӗн чернил ҫине пуҫса илсе, чернильница ҫумне, ҫерҫи сӑмсине тасатнӑ пек, шӑлса тасатса ҫырать. Чи ҫӗнӗ, хӑй конструкципе лайӑхлатса тунӑ, автоматлӑ — хӑй тӗллӗн ҫыракан ручкӑна Володя хальхинче шанмарӗ.

Хӑш чух, аптранӑ вӑхӑтра, вӑл Светлана Смирнова ҫине пӑхса илет, лешӗ пунктуаци тӗлӗшпе темӗнле ӑнланмалла мар паллӑсем туса кӑтартать, анчах ку «калаҫӑва» Юлия Львовна хутшӑнчӗ: «Светлана, ку мӗн, чӗлхесӗр-хӑлхасӑрсен азбуки-и?» Хӗрачасем чӑтаймасӑр кулса ячӗҫ, арҫын ачасем тутисене чӑмӑрӗсемпе хупласа ӗхӗлтетме тытӑнчӗҫ, мӗскӗн Светлана шур ҫухинчен пуҫласа ылттӑн ҫӳҫ тымарӗсем патне ҫитичченех хӗрелсе кайрӗ.

Тата виҫ-тӑватӑ кун иртсен Юлия Львовна класа тетрадь купи йӑтса кӗчӗ те, ачасене йӗркипе чӗнсе кӑларса салатма тытӑнчӗ. Ҫакӑнта Володя Дубинин контрольнӑй письменнӑйӗнче икӗ йӑнӑш ҫеҫ туса «лайӑх» паллӑ илни палӑрчӗ.

Володя юлашки вӑхӑтра каллех тунсӑхлама пуҫланӑ ашшӗне лайӑх отметка илнипе савӑнтарас тесе киле васкарӗ. Анчах килте ашшӗне порта чӗнсе илни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Никифор Семеновича апата кӗтеҫҫӗ. Пӗри те сӗтел хушшине ларасшӑн пулмарӗҫ, ашшӗ килни курӑнмасть-и тесе пӑхаҫҫӗ. Унтан амӑшӗ Валентинӑпа Володьӑна аран-аран ҫитерчӗ. Володя хӑвӑрт апатланса илчӗ те, порта чупрӗ. Партком алӑкӗ умӗнче хуҫине кӗтсе выртакан Бобик хӗпӗртенипе ун ҫине ыткӑнчӗ, Володя пӑртак кӗтсе тӑчӗ те, пайтах шӑнса кайсан, киле таврӑнчӗ. Бобик юлчӗ. Володя ӑна темле те чӗнсе пӑхрӗ, вӑл вырӑнтан та хускалмарӗ.

Каҫхине ҫеҫ ашшӗн ури айӗнче пусма картлашкисем чӗриклетни илтӗнчӗ. Вӑл уҫҫине алӑк ҫӑри шӑтӑкне чикме ӗлкӗричченех, алӑка яр уҫса ячӗҫ. Ашшӗ кӗчӗ те, амӑшне хулпуҫҫийӗнчен ҫавӑрса тытса, хӑйӗн хыҫҫӑн пӳлӗмелле илсе кӗчӗ, чарӑнчӗ — ашшӗн пит-куҫӗ ҫинче, Володя тахҫантанпа курман, телейлӗ савӑнӑҫ ялкӑшать. Вӑл аллине хӗве чиксе, асӑрхануллӑн пӗчӗк хӗрлӗ кӗнеке туртса кӑларчӗ те, ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

— Акӑ! — терӗ вӑл. — Манӑн пулнӑ, халӗ те манӑн, ӗмӗрех манӑн пулать.

Вӑл партбилет тытнӑ аллине антарчӗ. Ҫак пӗчӗк кӗнекене пуҫласа курнӑ пек, пурте ун алли патне пӗшкӗнчӗҫ. Ҫӑк пысӑках мар удостоверение тытакан ҫын тӗнчене ӑслӑ та хӑюллӑн ҫӗнтерекен аслӑ халӑхӑн хастар гварди ретӗнче тӑракан, ӗҫҫыннисен чи малта пыракан отрячӗн — урӑхла каласан Пӗтӗм Союзри Коммунистсен (большевиксен) Парти членӗ иккенне пӗлтерет.

Валентина кӑшкӑрса ярса, ашшӗ мӑйӗ ҫине ыткӑнчӗ те чуптума тытӑнчӗ. Амӑшӗ упӑшкин хулпуҫҫи ҫумне лӑпчӑнчӗ. Володя… Володя халиччен пулманнине — макӑрса яма пултарнине сисрӗ те, сасартӑк ашшӗн каллех вӑйлӑланнӑ, пысӑк аллине ҫавӑрса тытрӗ, пӗчӗк кӑвак якӑр тунӑ ҫӗртен чуптума пуҫларӗ.

Хальхинче Дубининсем ҫӗрлечченех ҫывӑрма выртмарӗҫ. Ашшӗ хӑйӗнчен парткомра мӗнле ыйтни ҫинчен, унӑн тӳрӗ ӗҫӗ ҫинчен ытти юлташсем мӗнле каланине, леш, ашшӗне хур тӑваканни юлашки уйӑхра ҫеҫ, пысӑк хуйхӑ хыҫҫӑн — ывӑлӗ вилсен ҫавнашкал киревсӗр ӗҫ тунӑ иккенне, унччен вӑл япӑх ӗҫлеменни ҫинчен темиҫе хут та каласа пачӗ. Чӑнах та, Никифор Семенович Дубининӑн — карап ҫинчи помполитӑн ҫав ҫын ҫирӗп маррине малтанах курмалла-мӗн, анчах вӑл ӗлӗк кунашкал пулман. Портри парти комитечӗ Дубинин юлташа выговор панӑ пулсан та, каялла ӗҫе илмелле тунӑ.

Ҫӗрле, Володя ҫывӑрма выртсан, ашшӗ хулпуҫҫи урлӑ алшӑлли ҫакса ун пӑтне пычӗ те:
— Ну, Вовка, ҫывӑрмастӑн-и-ха? — терӗ.
— Ирччен калас мар тесеччӗ, анчах хамӑн та чӑтӑм ҫитмест. Мана Мускава командировкӑна яраҫҫӗ иккен. Порт валли ҫӗнӗ суднӑсем пирки. Отметкӑсем сан япӑх пулмасан, пӗтӗм ҫемьепе, шӑллӑм, Мускава, столицӑна вӗҫтерӗпӗр. Ан тив, унта та эпир мӗнлине, тӗнчере чӑн-чӑн Дубининсем пуррине курччӑр.

Володя, ҫывӑрмалли кӗпе вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчех ташша яра пачӗ.

Юлия Львовна каникул умӗн табель салатнӑ чух:
— Ну, Дубинин Володя, тыт, — терӗ.
— Икӗ «лайӑх», ыттисем «отлично». Анчах вырӑс чӗлхипе пирӗн халичченхи пекех аванах мар-ха: устнӑй — «лайӑх», ҫырупа — ҫапах та, «вӑтам». Эсӗ Мускава каять, тенине илтрӗм. Ҫапла, сана каҫа хӑварас мар тесе, эпӗ сана — сире те, ачасем! — каникула задани паратӑп: Эс ман пата ҫыру ҫырса яр, Мускавра мӗн курни ҫинчен пурне те ҫыр. Кашни вӗренекен «Эпӗ каникула ак мӗнле ирттертӗм» тенӗ сочинени ҫыртӑр. Юрать-и?  — Юрать, — килӗшрӗ Володя.

Хӗллехи каникул та ирте пуҫларӗ. Юлия Львовна пурӑнакан шкул ҫумӗнчи ҫуртӑн алӑкне почтальон шаккарӗ. Вӑл сумкӑран пысӑк пакет кӑларса, Юлия Львовнӑна тыттарчӗ те кӗнеке ҫине алӑ пусма хушрӗ. Йывӑр та хулӑн пакет ҫинче аялта: «Москва, гостиница Ново-Московская, В. Н. Дубинин», тесе ҫырнӑ.

— Светлана! — чӗнчӗ Юлия Львовна. — Пӑх-ха, санӑн Дубинин мӗнле маттур! Панӑ задание турӗ. Ав мӗн пысӑкӑш ҫыру ҫырса ячӗ!

Вӑл конвертне уҫма тытӑнчӗ. Конверт ӑшӗнче икӗ пысӑк картон татӑкӗ пулнӑ. Картон хушшинчен сӗтел ҫине — те желатин, те целлулоид ҫӳхе дискӗ шуса тухса ӳкрӗ. Юлия Львовна хӑранипе диска ҫавӑрса тытрӗ те, аллинче ҫавӑра-ҫавӑра аптраса пӑхса тӑчӗ. Ҫаврака диск ҫинчи концентрлӑ пӗчӗк йӗрсем тӑрӑх витӗр курӑнман ҫутӑ секторӗсем йӑлтӑртатса шӑваҫҫӗ. Диск варрине ҫаврака шурӑ хутран шӑтӑклӑ этикетка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫаврака хут ҫине кӑранташпа: «Патефон ҫине лартмалла, йӗппи мӑка пулмалла» — тесе ҫырнӑ.

— Ялан мӗн те пулин тӗлӗнмелли шухӑшласа кӑларать, — терӗ Юлия Львовна. — Ох, ҫав сан Дубинин!

— Тӗрӗссипе каласан, вӑл санӑн, — манӑн мар, — кӑмӑлсӑрланчӗ Светлана.

— Анчах эсӗ мар-и, Дубинина урӑхла воспитани парас текенни?

— Акӑ мӗн, анне, — Светлана хӗрелсе кайрӗ, — мана хӗрачасем витлешнине аран-аран ӑнланма пулать, анчах сана каҫарма ҫук.

— Ну ҫитӗ, ҫитӗ, айван. Эпӗ шӳт тӑватӑп. Василий Платонович патне чупса кайса кил-ха пӗреххут, вӗсен патефон пур. Пускил тесе парса ятӑр. Интереслӗ, мӗнле музыка ярса панӑ пире Дубинин.

Василий Платонович патефонне хаваслансах парса ячӗ, анчах шутсӑр тӗлӗнчӗ, мӗн тума сасартӑк кӑнтӑрла Юлия Львовнӑна музыка кирлӗ пулнӑ. Вӑл пластинкисене те суйласа илме сӗнчӗ, анчах Светлана пластинкисем кирлӗ мар тесен тата ытларах тӗлӗнчӗ. Унтан Светлана ҫӗнӗ йӗп те кирлӗ мар терӗ; вӑл тем пулсан та мӑкалнӑ йӗп пама ыйтрӗ.

Акӑ ӗнтӗ патефона уҫрӗҫ, аврипе, шарманкӑна ҫавӑрнӑ пек, заводить турӗҫ. Ҫӳхе те авӑнакан пластинкӑна патефон дискӗ ҫине хучӗҫ, Светлана мӑка, хыр йӗппи пек, симӗсрех йӗппе пластинка хӗррине лартса, ҫаврӑнма пулӑшас тесе, диска хуллен тӗртрӗ те пӳлӗмре сасӑ янӑраса кайрӗ:

— Салам, хаклӑ Юлия Львовна! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире ырӑ сунатӑп! Ырӑ кун пултӑр…

Амӑшӗпе хӗрӗ пӗр-пӗрин ҫине хӑраса ӳкнӗ пекех пӑхса илчӗҫ. Вӗсем патефон чашкӑрса хайӑлтатнӑ шав витӗр хӑйсем патӗнче те, ҫак пӳлӗмре, класра та, шкул картишӗнче те ҫӗр хут ытла илтнӗ сасса палларӗҫ. Иккӗленмелли пулман: ку Володя Дубининӑн сасси пулнӑ.

— Володька! — пӑшӑлтатрӗ Светлана. — Тупата, анне, Дубинин!

Юлия Львовна итлеме ан кансӗрле тесе хӗрне аллипе сулчӗ те ҫӳҫне якаткаласа, пӗшкӗнсе, хӑлхине патефон патнерех тытрӗ.

Патефон ӑшӗнчен Дубинин сасси илтӗнет:

— Эпӗ ҫак ҫырӑва Мускавран яратӑп. Эсир мана эпӗ каникула мӗнле ирттерни ҫинчен ҫырма хушрӑр. Вӑл ман килти контрольнӑй пулать терӗр. Эпӗ сире ҫыру ҫыратӑп, терӗм. Хам каланине тӑватӑп, акӑ халӗ сире ҫыру яратӑп, анчах калаҫакан ҫыру…

— Ох, чӗлхе, чӗлхе! — ассӑн сывласа илчӗ Юлия Львовна, пуҫне пӑркаласа.

Дубинин ҫаплах калаҫать:

— Эпир паян аттепе Горький ячӗпе тӑракан канмалли культура паркне килтӗмӗр. Кунта пур ҫӗрте те манерсӗр илемлӗ каток пур. Аллеясене пурне те шыв сапса шӑнтнӑ та, йӗри-тавра каток пулнӑ. Эпир кинона кайнӑ чух, пӗр ҫӗрте эпӗ вывеска ҫине «кашни гражданин кӗрсе пластинка ҫине виҫӗ тенкӗлӗх, пилӗк тенкӗлӗх калаҫса тултарма пултарать», тесе ҫырнине куртӑм. Ҫавна: «калаҫакан ҫыру», теҫҫӗ. Эпӗ сире сӑмах панине аса илтӗм. Анчах ҫыру ҫырма ман вӑхӑт пулмарӗ. Вӑхӑт ҫук, ку пӗрре, иккӗмӗшӗ, йӑнӑш тупсан эсир кайран вӑрҫатӑр. Калаҫакан ҫырура йӑнӑшне асӑрхаймастӑр, асӑрхасан та, чӗрме вырӑн ҫук…

— Чим-ха, эпӗ сана! — Юлия Львовна патефона юнаса илчӗ.

Светлана сӗтел ҫине чавсаланса, шӗвӗр янахне чӑмӑрӗсем ҫине хурса, Володя хӑюлӑхӗнчен, шухӑшласа кӑларнинчен тӗлӗнсе хытса кайсах итлет. Чӑнах та, тӗлӗнмелле ӗнтӗ: таҫта патефон ӑшӗнче, ещӗкӗн тимӗр карланкинче Володькӑн палланӑ сасси янӑрать; сасси кӑшт улшӑннӑ, яланхинчен кӑшт хулӑнтарах, анчах ҫапах та, иккӗленмелли ҫук, Володя Дубинин сасси:

— Мана кунта пит аван, интереслӗ пурӑнма. Пӗчӗккӗ чух Мускавра пулнӑ та, анчах ним те ӑнланман, халӗ мана пурте килӗшет. Пуринчен ытла, паллах, Кремль. Эпӗ унта пултӑм… урӑхла каласан ун ҫывӑхӗнче… килнӗ кун ҫӗрлечченех пултӑм. Анне мана милици урлӑ шырасшӑн пулнӑ. Эпӗ ҫухалнӑ пулӗ тенӗ. Анчах, паллах, эпӗ хамах тупӑнтӑм. Эпӗ, туррипе каласан, Хӗрлӗ площадьре ҫӳрерӗм, Ленин мавзолейне куртӑм, — унта пурте историллӗ. Кремльтен Сталин юлташ пӗрре те пулин машина ҫинче ларса тухать пулӗ терӗм. Тепӗр кунне тата кайса пӑхрӑм. Анчах Сталин юлташа ку таранччен кураймарӑм-ха. Унтан эпир Колонӑллӑ залра ӗлкӑра пултӑмӑр. Вӑл Совет Союзӗн тӗп ӗлки, унашкалли пӗтӗм тӗнчере те ҫук. Вӑл пирӗн шкултан та ҫӳллӗрех. Ӑна капӑрлатнӑ чух пушар пусми тӑрӑх хӑпарса капӑрлатаҫҫӗ, терӗҫ мана. Эпӗ унта пӗр «викторинӑшӑн» приз илтӗм, ӑна сӑран атӑллӑ Кушак тумне тӑхӑннӑ артист ыйтрӗ. Ыйтусем ҫӑмӑл пулчӗҫ, эпир сирӗнпе ӑна вӗреннӗччӗ. Призӗ интереслӗ пулмарӗ — пӗчӗккисем валли: сӗтел ҫинче вылямалли лото «Угадай». Эп ӑна пӗр ачана парнелерӗм, вӑл манран ыйтрӗ. Юлия Львовна! Эпир — атте, анне тата Валя СССР-ти чи Художествӑллӑ Академи театрӗнче тата пӗтӗм Союзӑн чи Пысӑк Академи театрӗнче пултӑмӑр. Малтан историллӗ драма «Федор Иванович патша» куртӑмӑр. Питӗ интереслӗ. Унтан «Акӑш кӳлли» балет, пачах сӑмахсӑр, мана килӗшрӗ те ытлашшиех мар, Валентинӑна кӑмӑла кайрӗ. Тата эпир Революци музейӗнче пултӑмӑр, 1927 ҫулхи Октябрьте пулнӑ тупӑна куртӑмӑр. Эпӗ метрора нумай ҫӳрерӗм. Ҫав тери илемлӗ метро, эпир унпа ҫӳрерӗмӗр. Ҫав тери илемлӗ метро, эпир унпа мухтанма та пултаратпӑр, мӗншӗн тесен, ют патшалӑхра кунашкалли урӑх ниҫта та ҫук. Йӑлтах мрамӑртан! Юлия Львовна! Эпир Третьяков галерейинче пултӑмӑр. Унта чи чаплӑ картинӑсем: «Иван Грозный», «Виҫӗ паттӑр» тата «Мишкӑсем вӑрманта». Атте мана кунта илсе килни пит аван. Тавтапуҫ ӑна ҫакӑншӑн…

Патефонри сасӑ калаҫма чарӑнчӗ. Йӗппи варринчи хут ҫаврашки патне ҫывхара пуҫларӗ. Пӗр ҫур минут пулӗ патефонран чӑшӑлтатнӑ сасӑ ҫеҫ илтӗнчӗ, унтан каллех Володьӑн сасси янӑрарӗ:

— Тата мӗн калас-ши… ҫырура, пӗлместӗп… Пӗтрӗ пулас. Атте мана пластинка ҫине ҫырӑнма пилӗк тенкӗ пачӗ. Халех пӗтет. Атте те сире салам ярать. А эсир манран тархасшӑн хӑвӑр хӗрӗре, Светланӑна, салам калӑр. Тата Ефим Леонтьевича, Яков Яковлевича, Мария Никифоровнӑна, Василий Платоновича тата ачасене пурне те салам калӑр. Ак халӗ пӗтрӗ ӗнтӗ. Манӑн сире курас килет. Ку сирӗн улттӑмӗш класри ученик Дубинин Володя калаҫать. Халӗ пӗтрӗ…

Патефон чарӑнчӗ.

— Ну, мӗн калас тетӗн? — ыйтрӗ Юлия Львовна, пластинкине ҫавӑра-ҫавӑра пӑхкаласа. — Ну, мӗн тӑвӑн-ха ҫакнашкал ачапа? Сана та манман, салам ярать.

Унтан кӳршӗсене Василий Платоновичпа Ефим Леонтьевича чӗнме кайрӗҫ. Мария Никифоровна географичка килчӗ, директор Яков Яковлевич та пырса кӗчӗ. Мускавран янӑ «калаҫуллӑ ҫыру» — Володя Дубинин пластинкине ҫӗнӗрен лартса итлерӗҫ.

— Да, Юлия Львовна, вӑл сиртен чеерех пулчӗ, — кулаҫҫӗ пурте.

— Кӑна курӑпӑр-ха… Вӑл тӗрӗс каларӗ.

Каникул иртсен малтанхи хӑйӗн урокӗнчех Юлия Львовна ачасем килте каникул вӑхӑтӗнче ҫырнӑ, хӑйне ӗнер панӑ сочиненисене каялла панӑ чух, пӗтӗм класа тӗлӗнтерсе, портфельтен «калаҫуллӑ ҫыру» пластинка кӑларса, Володьӑна тыттарчӗ. Володя йӑл кулса диска тытрӗ те варринчи хут ҫаврашки ҫине хӗрлӗ чернилпа ҫырнине вуларӗ: «Содержанипе — отлично, изложенипе — ҫыпӑҫуллӑ мар. Вӑтам. Тетрадь ҫине ҫырса ил».

Пӗр хӗррине, тетрадь ҫинчи пекех, Юлия Львовна алӑ пуснӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех