Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата, ку ҫирӗпрен пулӗ, ҫирӗп ҫынсем хӗрлӗ сӑнлӑ пулаҫҫӗ, тесе шутлаттӑм; иртнӗ эрнере вара килтӗм те — пӑхатӑп: тунисем те сарӑха пуҫланӑ, ҫеҫкисем хӗрлӗрех тӗслӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн тахҫантан вара сӑрламан ҫивиттине сарӑрах хӗрлӗ тутӑх витнӗ, стенисем ҫумӑр шывӗпе хӑмӑрланса улаланнӑ, штукатурка ишӗлнӗ вырӑнсенче ҫаралса юлнӑ кирпӗч речӗсем вӗр-ҫӗнӗ чухнехи пекех ҫутӑ хӗрлӗ тӗссемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлӗ командир, — кӗл тӗслӗ шупка ҫырӑ ҫӳҫне шӑртла кастарнӑ хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫӳллӗ арҫын — хушӑран полковник ҫине пӑхса илсе, сармакпа сӑрланӑ урайӗнче урисене пӗр вырӑнта улӑштаркаласа пусса тӑрать.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Богатырев алӑ сулса кӑтартрӗ те, хӗрлӗ командира илсе килнӗ сотня командирӗпе ҫӑварне карса пӑхса тӑракан кил хуҫи — хӗрлӗ сухаллӑ старовер — пӳртрен тухрӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн пуҫри мулаххайӗ пекех хӗрлӗ пичӗ ытла та ним тума пӗлми хыпӑнчӑк сӑнлӑ, тарӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑннӑран сухалӗпе кӑшт хӗрлӗрех усӑк мӑйӑхӗ вӗсем ҫине вӗтӗ шӑрҫа сапса тултарнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫуркуннесенче ту-сӑрт ҫинчен кӗрлесе-шавласа анакан сарӑ хӗрлӗ шыв, катрам чулсене йӑвантарса, ҫырма тӗпӗнче пысӑк та тарӑн лакӑмсем алтса хӑварать, хӗрлӗ тӑм сийӗсене ишӗлтерет, ҫыран хӗррисене ҫисе ланкашкалантарать, шыв ҫулӗсем уҫать.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кӗре кӗлеткеллӗ, сарлака питлӗ хӗрлӗ гвардеец-казак, тутине мӑкӑртса, гимнастерка тӳмисене вӗҫертрӗ те хӗрлӗрех хӑмӑр ӳтлӗ ҫӑмламас кӑкарӗ ҫинчи симӗсленсе кайнӑ пӑхӑр хӗресе кӑларса кӑтартрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нумай ҫул ҫар хӗсметӗнче тӑрса полковник ятне тивӗҫнӗ вӑл, фронтри паттӑрлӑхшӑн илнӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальсем ҫумне тепӗр икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степень орденӗ тата ытти наградӑсем хушӑннӑ ун.
«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3
Ирхи шуҫӑмлӑ, хӗрлӗ эрех пек хӗрлӗ хӗвелтухӑҫ шыва юн тӗсӗпе пӗветсе ялкӑштарнӑ чух, кимӗсем ҫине ларса шаксем патне ишекен пулӑҫсем вӑрман хӳтлӗхӗнче канса ларакан акӑшсене те пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пантелей Прокофьевич кил хушшинче утсене шӑварса аппаланчӗ; пилӗкӗнчи хӗрлӗ пиҫиххипе пуҫӗнчи хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗлӗкне пула хӑй те хӑмач пек курӑнаканскер, вӑл ҫуна йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн лӑкӑштатса ҫӳрет.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пер, шуйттан мӑйраки!.. — тӑватӑ уран ҫӗкленсе кӑшкӑрса ячӗ вут пек хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хӗрлӗ гвардеец, унпа юнашар выртаканскер.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫук, вӗсене тачанка пар, ахаль тачанка мар, хӗрлӗ хӑмачпа, чечексемпе, йывӑҫ турачӗсемпе илемлетнӗ пултӑр, малта, лашасене тытса пыраканпа юнашар, колхоз ялавӗ вӗлкӗштӗр, картузӗ ҫине чечек ҫыххи тирнӗ купӑс ӑсти лартӑр, тачанкӑсем хыҫӗнчен ҫавӑн пекех капӑр линейкӑсем ҫӗр ҫӗмӗрсе пыччӑр, лаша ҫилхисене хӗрлӗ хӑю ҫивӗтленӗ пултӑр.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗпесӗр, хӗрлӗ лампаслӑ галифепе, яланхи пекех хӗрлӗ сӑнлӑ, кӑпӑш та илемлӗ сарӑ мӑйӑхлӑскер, вӑл бричка айӗнче ларнӑ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫурри таран ҫара кукуруза пуҫӗсем, питӗ пысӑк хӗрлӗ кӑшмансем, тулӑран ҫыхнӑ пӗчӗк кӗлтесем, урпа кӗлтисем, сӗлӗ кӗлтисем, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан хӗрлӗрех вир ҫиххисем, типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем, ҫӗрулми — Голубева звени мӗн акса ӳстерни пурте кунта пулнӑ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑрман тӑррине сивӗ тӗтрере йӑмӑх хӗрлӗ ҫаврашка хӑпарчӗ, ҫара йывӑҫ тӑррисем, хӗрлӗ сӑн ҫапнӑскерсем, шурӑ ту ҫинче уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Инҫетре хӗрлӗ ҫыран хӗррипе, карниз ҫинчи пек, район станицин тӑваткал площачӗ, пахчисем, икӗ ӗрет хӗрлӗ ҫуртсем курӑнса кайрӗҫ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кирек мӗн шухӑшласан та куҫ умӗнче вут пек хӗрлӗ вӑкӑрсем, курӑк ӑшӗнчи хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗсем, шыв хӗрринчи хӗр тухса тӑрать…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Григорийӗн сулахай куҫӗ йӗппе тирнӗ пек ыратать, пӑхма памасть; вӑл аран-аран сылтӑм куҫне уҫрӗ: ҫуртӑн ҫурри ишӗлсе аннӑ, хӗрлӗ кирпӗч тӗпренчӗкӗсем нӗрсӗррӗн купаланса выртаҫҫӗ, вӗсенчен хӗрлӗ тусан мӑкӑрланать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шупкарах хӗрлӗ ҫӳхе тутисем пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр йӑл кулнӑ, пуҫне вӑл хӗрлӗ те симӗс хӑюсемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ, вӗсем ӗнтӗ, вӑрӑм ҫивӗтӗсемпе, хӑю хушшине хӗстернӗ хир чечекӗсемпе пӗрле, унӑн ытарма ҫук илемлӗ пуҫӗ ҫинче ҫав тери хаклӑ йышши корона пек йӑлкӑшса тӑнӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепӗр чухне вутсыпписенчен, пуртӑпа ҫурнӑ чӗрӗ йывӑҫран, сасартӑк ҫутӑ-симӗс, кӑвак, хӗрлӗрех кӑвак тата тӗксӗм хӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем ӳсме тытӑнаҫҫӗ; вӗсем мӑръерен кӗрекен сывлӑшпа хускалкалаҫҫӗ, вӗсем чӗрӗ, чӗрӗ йывӑҫ ҫинчи пекех тӗсӗсене улӑштараҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.