Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 17:52

Пуплевӗш: 346; Сӑмах: 3529

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Усть-Медведицӑран чакса тухнӑ тӑшмана асар-писеррӗн хӳтерсе пынӑ май, Дон ҫарӗпе Тури Дон тӑрӑхӗнчи повстанецсен пӗрлешнӗ чаҫӗсем ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗҫ. 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарӑн аркатса тӑкнӑ полкӗсем Шашкин хуторӗ патӗнче, Медведица юханшывӗ тӗлӗнче, казаксене тытса чарма хӑтланчӗҫ, анчах вӗсене тепӗр хут вирлӗн пырса ҫапрӗҫ те, вӗсен ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗр тенӗ пекех Грязе-Царицын чугун ҫул юппи патне ҫити чакса кайма тиврӗ.

Григорий, хӑйӗн дивизине Шашкин патӗнчи ҫапӑҫӑва ертсе кӗрсе, Сутулов генералӑн хӗрлисем флангран пырса тапӑннӑ пехота бригадине вӑйлӑ пулӑшрӗ. Ермаковӑн юланутлӑ полкӗ, Григорий хушнипе атакӑна кӗнӗскер, икҫӗр хӗрлӗармееца яхӑн тыткӑна парӑнтарчӗ, тӑватӑ станоклӑ пулеметпа патронсем тиенӗ вунпӗр лава тытса илчӗ.

Каҫалапа Григорий пӗрремӗш полкри казаксен ушкӑнӗпе пӗрле Шашкин хуторне пырса кӗчӗ. Дивизи штабӗ вырнаҫнӑ ҫурт патӗнче казаксен ҫурма сотни хӗрлӗармеецсен шурӑ пӳс кӗпесемпе кальсонсем вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑракан ҫӑра ушкӑнне хураллать. Тыткӑна илнисенчен нумайӑшне аялти кӗпи-йӗмӗсемпе ҫеҫ хӑварнӑ, вӗсен шурӑ ушкӑнӗнче теплерен пӗрре кӑна таса мар симӗс гимнастеркӑсем курӑнкалаҫҫӗ.

— Хурсем пек шуралса кайнӑ! — кӑшкӑрчӗ Прохор Зыков, тыткӑна лекнисем ҫине кӑтартса.

Григорий, чӗлпӗре карӑнтарса, утне хӑяккӑн пӑрса тӑратрӗ, казаксен ушкӑнӗпе Ермакова шыраса тупрӗ те, кӑчӑк туртса, хӑй патне чӗнсе илчӗ.

— Кил-ха, мӗн эсӗ ҫынсен ҫурӑмӗсем хыҫне пытанса ҫӳретӗн?

Чышки ҫине ӳсӗркелесе, Ермаков Григорий патне пычӗ. Унӑн ҫӑрах мар хура мӑйӑхӗ айӗнче, аманнӑ шӑлӗсем ҫинче, юн хытса ларнӑ, нумай пулмасть темиҫе тӗлтен шӑйрӑлнӑ сылтӑм питҫӑмарти тӑртӑннӑ. Атака вӑхӑтӗнче ун айӗнчи лаша сиккипе пынӑ чухне такӑнса ӳкнӗ те, вӑл йӗнер ҫинчен чул пек вӑркӑнса кайнӑ, тыллапуҫҫиллӗ пусӑ тӑрӑх икӗ чалӑша яхӑн хырӑмӗпе сӑтӑрӑнса пынӑ. Вӑл та, учӗ те пӗр вӑхӑтрах сиксе тӑнӑ.

Тепӗр минутран вара йӗнер ҫине утланса ларнӑ Ермаков, хӑй чӗп-чӗр юн пулсан та, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне аллинче тытнӑскер, карттуссӑр-мӗнсӗр, сӑрт айккипе вӗҫтерсе пыракан казаксене хӑваласа ҫитме ӗлкӗрнӗ…

— Мӗншӗн пытанмаллаччӗ-ши ман? — тӗлӗнем пек пулса ыйтрӗ вӑл, Григорипе танлашсан; хӑй вара ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫаплах йӑвашланса ҫитеймен хӗрелсе кайнӑ хаяр куҫӗсене именчӗклӗн аяккалла тартрӗ.

— Чухлать кушак кам какайне вӑрласа ҫинине! Мӗн хыҫалтан пыратӑн? — ҫилӗллӗн ыйтрӗ Григорий.

Ермаков, кӳпчесе кайнӑ тутипе аран кулса, тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсем ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.

— Мӗнле какай пирки калаҫатӑн ҫак? Эсӗ манпа ытарлӑ ан пупле, пурпӗр тӗшмӗртейместӗп. Эпӗ паян лаша ҫинчен пуҫхӗрлӗ сирпӗнсе кайрӑм.

— Сан ӗҫ-и ку? — Григорий хӗрлӗармеецсем ҫинелле чӑпӑрккипе сулса кӑтартрӗ.

Ермаков, тыткӑна лекнӗ ҫынсене пуҫласа курнӑ пек, хулпуҫҫийӗсене хускатса илчӗ те, ытла хытӑ тӗлӗненҫи пулса, сӑмахӗсене вылятса калаҫма тытӑнчӗ.

— Вӑт кӗрт аҫисем! Ах, эсрелсем! Хывӑнтарнӑ! Хӑҫан ӗлкӗрнӗ-ха куна?.. Пӑх-ха ӗнтӗ! Тин ҫеҫ эпӗ вӗсем патӗнчен пӑрӑнтӑм, ан тӗкӗнӗр тесе, питӗ хытарса каласа хӑвартӑм, ме ак, кур-халӗ: йӑлтах ҫарамаслантарнӑ мӗскӗнсене!..

— Эсӗ ман умра ухмаха ан сутса тӑр! Мӗн пӗлмӗше перетӗн? Эсӗ хушрӑн-и хывӑнтарма?

— Турӑ сыхлатӑр! Ӑсран тайӑлман пул-ҫке эсӗ Григорий Пантелевич?

— Приказа астӑватӑн-и?

— Леш мӗнне-и…

— Ара, ара, шӑпах ҫав леш мӗнне!..

— Епле-ха, астӑватӑп. Пӑхмасӑр калама пултаратӑп! Ӗлӗкрех шкулта вӗреннӗ чух сӑвӑ каланӑ пекех.

Григорий кулас килмесӗр кулса илчӗ, — йӗнер ҫинчен уртӑнса, Ермакова портупейран ярса тытрӗ. Юратать вӑл ҫак шухӑ, хӑрама пӗлмен пуҫтах командира.

— Харлампий! Шутлемесӗр калатӑп: мӗншӗн чармарӑн? Леш Копылов вырӑнне штаба пырса ларнӑ ҫӗвӗ полковник чухса парать те ак, ответ тытмалла пулать. Унта-кунта сӗтӗрме, ыйтма-тӗпчеме пуҫласан, питех хӗпӗртемӗн.

— Чӑтаймарӑм, Пантелевич! — терӗ пӗр пытармасӑр Ермаков. — Вӗсем йӑлтах вӗр-ҫӗнӗ тӑхӑннӑччӗ, тин анчах Усть-Медведицӑра тумлантарнӑ. Ну, манӑн йӗкӗтсем, ав, пӗтӗмпе ҫӗтӗке тухнӑ, унтан тата килӗсенче те ҫи-пуҫран пуянах мар. Тылра вӗсенне пурпӗр хывса илетчӗҫ! Эпир тыткӑна илер те, ҫи-пуҫӗсене вара тылри йӗксӗксем тӑпӑлтарччӑр-и? Ҫук ӗнтӗ, ан тив, хамӑрӑннисем усӑ курччӑр! Ответне эпӗ тытӑп, манран пит ытлашши ыйтмаҫҫӗ! Эсӗ, тархасшӑн, ан ҫулӑх мана. Эпӗ курман, илтмен, пӗлместӗп, унашкал ӗҫсене тӗлӗкре те тӗлленмен!

Тыткӑна илнӗ хӗрлӗармеецсен ушкӑнӗпе танлашрӗҫ. Ушкӑнри пӑшӑл-пӑшӑл калаҫу шӑпланчӗ. Хӗрринче тӑракансем юланутсенчен айккинерех пӑрӑнчӗҫ, казаксем ҫине сивлеккӗн шикленсе, малалла мӗн пуласса сыхчӳллӗн кӗтсе пӑхрӗҫ. Пӗр хӗрлӗармеецӗ, Григорий командир пулнине тавҫӑрса илсе, ун умне утса пычӗ, аллине йӗнер йӑранине сӗртӗнчӗ:

— Начальник юлташ! Калӑр хӑвӑр казаксене: шинельсене те пулин тавӑрса паччӑр хӑть. Хӗрхенӗр кӑштах! Каҫсерен сивӗ, эпир ав, хӑвӑрах куратӑр, ҫатта-ҫарамас.

— Ҫу варринчех шӑнса вилмӗн-ха, тырккас ҫури! — терӗ те сиввӗн Ермаков, хӗрлӗармееца лашипе аяккалла хӗссе, Григорий еннелле ҫаврӑнчӗ. — Эсӗ ан иккӗлен, эпӗ вӗсене ҫӗтӗк-ҫатӑк хушшинчен мӗн те пулин тупса пама калӑп. Ну, пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, салташкасем! Сирӗн казаксемпе ҫапӑҫмалла мар, килте йӗм пыйти вӗлерсе лармалла пулнӑ!

Штабра тыткӑна илнӗ рота командирне допрос тӑваҫҫӗ. Кивӗ клеенка сарнӑ сӗтел хушшинче ҫӗнӗ штаб начальникӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ ватӑла пуҫланӑ офицер, тӑнлавӗсенчи ҫӳҫӗ йӑлтах кӑвакарнӑ, ачанни пек урлӑ хӑлхаллӑ Андреянов полковник ларать. Ӑна хирӗҫ, сӗтелтен пӗр икӗ утӑмра, хӗрлӗ командир тӑрать. Вӑл допросра мӗн каланине дивизие Андреяновпа пӗрле килнӗ штаб офицерӗ Сулин сотник ҫыра-ҫыра пырать.

Хӗрлӗ командир, — кӗл тӗслӗ шупка ҫырӑ ҫӳҫне шӑртла кастарнӑ хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫӳллӗ арҫын — хушӑран полковник ҫине пӑхса илсе, сармакпа сӑрланӑ урайӗнче урисене пӗр вырӑнта улӑштаркаласа пусса тӑрать. Казаксем ун ҫинче шуратман сарӑ пӳсрен ҫӗленӗ аялти салтак кӗпине кӑна хӑварнӑ, хывса илнӗ йӗмӗ вырӑнне тӗсӗ кайса пӗтнӗ лампаслӑ, ҫыпӑҫусӑр алӑпа саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк казак шӑлаварне панӑ. Сӗтел патне иртнӗ чух Григорий тыткӑна лекнӗ командир, ҫара ӳтне витме тӑрӑшса, купарча тӗлӗнче татӑлса-ҫурӑлса пӗтнӗ шӑлаварне аллипе именчӗклӗн майласа тытнине асӑрхарӗ.

— Эсир Орел кӗпӗрнинчи ҫар комиссариачӗ, тетӗр-и? — ун ҫине куҫлӑх урлӑ тинкерсе ыйтрӗ те полковник куҫне каллех сӗтел ҫинелле усрӗ, темле хут таткине, — ахӑртнех, документ пулас вӑл, — аллинче ҫавӑркаласа, ун ҫине куҫӗсене хӗскелесе пӑхма тытӑнчӗ.

— Ҫапла.

— Пӗлтӗр кӗркуннепе-и?

— Кӗр вӗҫӗнче.

— Эсир суятӑр!

— Ҫук, тӗрӗссине калатӑп.

— Эпӗ татах калатӑп: эсир суятӑр!

Тыткӑна лекнӗ ҫын ним сӑмах чӗнмесӗр хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Полковник, Григорий ҫине пӑхса, пуҫӗпе йӗрӗнчӗклӗн хӗрлӗ командир еннелле сулса кӑтартрӗ:

— Савӑнӑр ак: император ҫарӗн офицерӗ пулнӑ ҫын, халӗ, куратӑр-и, большевик пулса тӑнӑ. Тыткӑна лекнӗ те, хӗрлисем патне ӑнсӑртран ҫакланнӑ, мобилизаципе илсе кайрӗҫ тесе тыттарма пӑхать. Намӑс-симӗсе пӗлмесӗр, юха сӑмсаллӑ гимназист пек айванла суять. Ӗненӗҫ тесе шутлать пулас тата. Хӑйӗн, ав, тӑван ҫӗршыва сутнине йышӑнма гражданла хӑюлӑх та пулин ҫитмест… Хӑрать, йӗксӗк!

Тыткӑнри ҫын карланкӑ мӑкӑльне йывӑррӑн мӗкӗлтеттерсе калаҫма пуҫларӗ:

— Куратӑп-ха, гражданла хӑюлӑхӑр ҫитет иккен сирӗн тыткӑнри ҫынна кӳрентерме, господин полковник…

— Эпӗ йӗксӗксемпе калаҫмастӑп!

— Манӑн ак калаҫмах тивет.

— Майӗпентерех! Виҫерен ан кӑларӑр мана, атту эпӗ урӑхла та кӳрентерме пултаратӑп!

— Сирӗн вырӑнта ку питӗ ансат тата — пач та — хӑрушӑ та мар!

Пӗр сӑмах хушмасӑр итлесе тӑнӑ Григорий сӗтел патне иртсе ларчӗ, тарӑхнипе шурса кайнӑ, ним хӑрамасӑр харкашакан хӗрлӗ командир ҫине ырланӑ майлӑ кулкаласа тинкерчӗ. «Вирлӗ ҫапса хуҫрӗ полковника!» — хӗпӗртесе шухӑшларӗ те Григорий Андреяновӑн ҫилӗллӗн туртӑна-туртӑна илекен хӗп-хӗрлӗ шыҫмак пичӗ ҫине хӑй ӑшӗнче вӑрттӑн савӑнса пӑхрӗ.

Григорий малтан курсах хӑйӗн штаб начальникне килӗштермерӗ. Андреянов тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче фронта кайман. Вӑл, службӑри тата тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе ҫывӑх пӗлекен ҫынсен ҫӳлерехри ҫыхӑнӑвӗсемпе усӑ курса, хӑрушӑ мар службӑра пӗтӗм вӑйран тытӑнса тӑнӑ, тылра ним хуйхӑ-суйхӑсӑр ӑшӑнса пурӑннӑ офицерсенчен пӗри пулнӑ. Андреянов полковник, Новочеркасскра ларнӑ май, граждан вӑрҫи чухне те оборонӑшӑн ӗҫлеме ӑс ҫитернӗ, Краснов атамана влаҫран кӑларса сирпӗтнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ унӑн ирӗксӗр ҫӗртен фронта кайма тивнӗ.

Андреяновпа пӗр хваттерте икӗ каҫ ҫӗр выртнӑ хушӑра Григорий ун сӑмахӗсенчен ҫакна пӗлчӗ: хӑй вӑл питӗ турра ӗненекен ҫын иккен те, чиркӳсенче тӗн йӑли-йӗркисене турра чаплӑн кӗлтуса тытса пыни ҫинчен куҫҫуль кӑлармасӑр калаҫма та пултараймасть; арӑмӗ вара, Софья Александровна тесе чӗнекенскер, — тӗнчере пур енчен те чи хӳхӗм хӗрарӑм; тахҫан ӗлӗк ӑна, наказной атаман барон фон Граббе хӑй юратса пӑрахнӑ пулнӑ та, анчах унӑн кунпа нимӗн те тухман имӗш. Кунсӑр пуҫне полковник Григорие ҫӗре кӗнӗ ашшӗ тем пысӑкӑш имени тытни, вӑл, Андреянов, мӗнле майпа полковник чинне ҫити ӳсни, 1916 ҫулта пысӑк вырӑнта ларакан чаплӑ ҫынсемпе сунарта ҫӳреме тӳрӗ килни ҫинчен ал-хапӑл та тӗплӗн кала-кала пачӗ; ҫавӑн пекех вӑл карт вӑййисенчен чи лайӑххи — вист, эрех таврашӗнчен чи усӑлли — калемпӗр ҫулҫи ярса тутлантарнӑ коньяк, пуринчен те тупӑшли — ҫар интендантствинчи служба пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ҫывӑхра тупӑ сассисем кӗрӗслете-кӗрӗслете кайнӑ чухне Андреянов кашнинчех ҫӳҫенсе илчӗ; пӗверӗ ыратни ҫине ярса, юланутлӑ екки килмесӗр ларса ҫӳрерӗ; штаб ҫумӗнчи хурала вӑйлатас тесе ывӑна пӗлмесӗр тӑрӑшрӗ; казаксем ҫине ютшӑнса пӑхрӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, вӑл каланӑ тӑрӑх, 1917 ҫулта пурте сутӑнчӑксем пулнӑ та, ҫавӑнтан вара вӑл «кӗҫен чинсене» пурне ним уямасӑр кураймасть иккен. «Дворянсем ҫеҫ Российӑна ҫӑлса хӑвараҫҫӗ!» — тесе хучӗ полковник, хӑй те дворян йӑхӗнчен тухни, Андреяновсен несӗлӗ Дон ҫинче чи авалхи те чи мухтавли пулни ҫинчен сӑмах хушшинче асӑнса.

Паллах, Андреяновӑн тӗп ҫитменлӗхӗ чӗлхе чараксӑрлӑхӗ, ватӑ ҫынла ним тытӑнкисӗр те ытлашши нумай сӳпӗлтетес йӑли пулнӑ. Кун пекки вӑл пуринчен ытла ватти ҫитсе пынӑ, ҫамрӑкранах кирек мӗне те ҫӑмӑлттайла хак парса талпас ҫапма хӑнӑхнӑ хӑш-пӗр ҫынсен пулать.

Ҫавӑн пек чакӑлти чакак йышши ҫынсемпе Григорий хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре мар курнӑҫнӑ, вӗсенчен яланах ӑш лӗкленесле йӗрӗннӗ. Андреяновпа паллашнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш куннех Григорий унпа тӗл пуласран пӑрӑнса ҫӳреме тӑрӑшрӗ. Кӑнтӑрла кунпа ӗҫ ӑнчӗ-ха, анчах каҫхине ҫӗр выртма чарӑннӑ-чарӑнман ӑна Андреянов шыраса тупрӗ те хыпаланса ыйтрӗ: «Пӗрле ҫӗр каҫатпӑр-и кӗҫӗр?» — унтан Григорий мӗн те пулин тавӑрса каласса кӗтмесӗрех сӑмах арманне хӑлтӑртаттарма пуҫларӗ: «Эсир, ырӑ ҫыннӑм, казаксем ҫуран ҫапӑҫура йӑвашрах терӗр те, эпӗ ак хамӑн пурнӑҫра унӑн превосходительстви ҫумӗнче порученисемпе ҫӳрекен офицер пулнӑ чух… Эй, кам унта, килсе парӑр мана чӑматанпа тӳшек!» Григорий месерле выртнӑ та ӑна, куҫӗсене хупса, шӑла ҫыртса итлет, унтан чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатакан калавҫӑ еннелле купарчине мӑкӑртса пуҫ ҫинчен шинельпе витӗнет. «Урӑх ӗҫе куҫарас пирки приказ илсенех пӗр-пӗр йывӑр япалапа пуҫӗнчен таклаттаратӑп та-ха, — хӑй ӑшӗнче ниҫта кайса кӗрейми тилӗрсе шухӑшларӗ вӑл. — Тен, хӑть ун хыҫҫӑн пӗр эрнелӗхе те пулин чӗлхи ҫӗтӗ!»  — «Эсир ҫывӑратӑр-и, сотник?» — ыйтрӗ Андреянов. «Ҫывӑратӑп», — терӗ уҫӑмсӑр сасӑпа Григорий. «Чимӗр-ха, каласа пӗтереймерӗм эпӗ», — вара Андреянов каллех пакӑлтатса кайрӗ. «Юри кураймасӑр ярса панӑ мана ку суптӗрккене, — ыйхӑ тӗлӗшпе шухӑшларӗ Григорий. — Фицхалауров тӑрӑшнӑ пулӗ-ха. Ну, ҫак сӳтӗк тӑманапа пӗрле мӗнле ӗҫлӗн ӗнтӗ?» Вара, тӗлӗрсе кайнӑ май, полковникӑн хӗҫтимӗр витнӗ ҫурт тӑррине ҫумӑр шӑпӑртаттарнӑ пек хӑлхана йӗрӗнтерсе янкӑлтатакан ҫинҫе сассине илтрӗ.

Ҫавӑнпа савӑнтарса ячӗ те Григорие хӑйӗн чараксӑр чӗлхе-ҫӑварлӑ штаб начальникне хирӗҫ хӗрлӗ командир вирлӗ кастарса калаҫни.

Андреянов, куҫӗсене хӗстерсе, пӗр минута яхӑн шӑпӑрт ларчӗ; унӑн урлӑ хӑлхисен вӑрӑм вӗҫӗсем кӑвар пек хӗрелсе кайнӑ, сӗтел ҫинче выртакан кӳпшеке шурӑ алли, шӗвӗр пӳрнине пысӑк ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑскер, кӑлт та кӑлт сиккелесе чӗтрет.

— Итлӗр, манка ҫури! — терӗ вӑл, хумханнипе хӑйӑлтатма пуҫланӑ сасӑпа. — Эпӗ сире йӗплесе калаҫас килнӗшӗн илсе килтермен хам пата, астӑвӑр ҫакна! Ӑнланатӑр-и хӑвӑрӑн чееленсе ним ӗҫ те тухас ҫуккине?

— Пит аван ӑнланатӑп.

— Ку сирӗншӗн хӑвӑршӑн лайӑх. Тепӗр тесен, эсир хӗрлисем патне хӑвӑр ирӗкпе е мобилизаципе кайни мана сурма та кирлӗ мар. Вӑл мар-ха, кунта эсир чыс мӗн иккенне йӑнӑш ӑнланнӑ пирки калаҫасшӑн пулманни тӗлӗнтерет…

— Эпир сирӗнпе чыс ыйтӑвӗсене расна ӑнланатпӑр пулас.

— Ку вӑл сирӗн чыс тени чӗрне хури чухлӗ те юлманран ҫапла.

— Сире илес пулсан, господин полковник, эсир манпа калаҫнӑ тӑрӑх шутлатӑп та, сирӗн вӑл нихҫан та пулман пуль тесе иккӗленетӗп!

— Куратӑп, сирӗн хӑвӑртрах ӗҫе вӗҫлес килет пулас?

— Эсир тата ман ӑна тӑстарас килет тесе шутлатӑр-и? Ан хӑратӑр мана, усси пулмасть!

Андреянов, чӗтрекен аллисемпе портсигара уҫса, пирус чӗртрӗ, ӑна икӗ хутчен ҫине-ҫине ӗмрӗ те каллех тыткӑна илнӗ командирпа калаҫма тытӑнчӗ:

— Эппин, эсир ыйтусем ҫине явап парасшӑн мар? Ҫапла-и?

— Хам пирки каланӑ эпӗ.

— Ан лӑпӑртатӑр! Мана эсир мӗнле йӑх-ях пулни сахал интереслентерет. Ак ҫак ыйту ҫине ответлесе калӑр: Себряково станцийӗнчен сирӗн пата мӗнле чаҫсем пырса ҫитрӗҫ?

— Пӗлместӗп терӗм-ҫке эпӗ сире.

— Пӗлетӗр!

— Юрать, савӑнтарам сире: ҫапла, пӗлетӗп, анчах каламастӑп.

— Эпӗ сире шомполпа ислетме хушатӑп та, ун чух калаҫма пуҫлатӑр ак!

— Ҫук пуль! — тыткӑнри ҫын, сулахай аллипе мӑйӑхне сӗртӗнсе, ҫирӗппӗн кулса илчӗ.

— Камышин полкӗ хутшӑннӑ-и вӑл ҫапӑҫӑва?

— Ҫук.

— Сирӗн сулахай фланга кавалери чаҫӗ хӳтӗлесе пынӑ, мӗнле часть вара вӑл?

— Пӑрахӑр ку юрра! Сире тепӗр хут калатӑп: унашкал ыйтусем ҫине ответ памастӑп.

— Суйла: е эсӗ халех чӗлхӳне салтатӑн, йытӑ, е тепӗр минутран стена ҫумне кайса тӑран! Ну?

Вара тыткӑна лекнӗ ҫын кӗтмен ҫӗртен ҫамрӑк ҫыннӑнни пек янӑравлӑ та уҫӑ сасӑпа татса каларӗ:

— Йӑлӑхтарса ҫитертӗр эсир мана, ватӑ ухмах! Сӳтӗк тӑмана! Енчен те эсир ман пата лекнӗ пулсан — эпӗ кун пек мар допрос тӑваттӑм сире!..

Андреянов, кӑвакарса кайса, наган кобурине ярса тытрӗ. Вара Григорий васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ те асӑрхаттарса аллине ҫӗклерӗ.

— Охо! Ну, халь ҫитӗ! Пуплешсе илтӗр — ҫитет. Куратӑп, иксӗр те вӗри эсир… Ну, пӗр йӗр ҫине ӳкеймерӗр, кирлӗ те мар — мӗн калаҫмалла-ха тата? Тӗрӗс тӑвать вӑл хӑйсеннисене сутмасӑр. Тупата, вирлӗ ку! Эпӗ кӗтменчӗ те!

— Ҫук, ан чарӑр!.. — хӗрӳленчӗ Андреянов, кӑлӑхах кобурине вӗҫертме хӑтланса.

— Чаратӑп! — терӗ хаваслӑн Григорий, сӗтел ҫывӑхнех пырса, тыткӑнри ҫынна хӑй кӗлеткипе картланӑ май. — Ун пеккине вӗлересси — ҫӑмӑл ӗҫ. Мӗнле намӑс мар-ха сире ҫавӑн пек ҫынна вӗлерес шухӑш тытма? Хӗҫпӑшалӗ ҫук унӑн, тыткӑна лекнӗ, ҫийӗнчи ҫи-пуҫне те хывса илнӗ ав, эсир пур, наганпа тата ӑна…

— Пӗттӗр! Мӑшкӑлласа кӳрентерчӗ мана ҫак йӗксӗк! — Андреянов Григорие вӑйпа тӗртсе сирчӗ, наганне туртса кӑларчӗ.

Тыткӑна лекнӗ хӗрлӗ командир, чӳрече еннелле вӑрт кӑна ҫаврӑнса, хулпуҫҫийӗсене шӑнса кайнӑ пек хутлатса илчӗ. Григорий Андреянов ҫинелле кулкаласа пӑхса тӑчӗ. Лешӗ вара, кӑштӑрка авӑрлӑ револьверӗпе темле мелсӗррӗн сулса, наган кӗпҫине ҫӗрелле усрӗ, айккинерех пӑрӑнса тӑчӗ.

— Алла варалас килмест… — пӳлӗнчӗклӗн сывлӑш ҫавӑрса тата типсе кайнӑ тутине ҫулласа хӑйӑлтатрӗ Андреянов.

— Варалаймастӑрччӗ те! — терӗ куллине чараймасӑр Григорий, мӑйӑх айӗпе шурӑ шӑлӗсене ҫутӑлтарса. — Тӗрӗслӗр-ха, нагана авӑрламан та эсир. Хамӑр ҫӗр каҫнӑ хваттерте, ирхине вӑрансан, пукан ҫинчен илсе пӑхрӑм… Пӗр патрон та ҫук унта, тата пӗр икӗ уйӑх тасатман та пулас! Тирпейлӗ тытмастӑр эсир хӗҫпӑшала!

Андерянов ҫӗрелле пӑхса пуҫ пӳрнипе револьвер барабанне ҫавӑркаларӗ те кулса илчӗ:

— Эсрел! Тӗрӗс те-ҫке…

Пулса иртнӗ пӑтӑрмаха сӑмах чӗнмесӗр, тӑрӑхласарах сӑнаса ларнӑ Сулин сотник допрос протоколне чӗркесе тытрӗ, кӑмӑла килмелле селӗппӗн каларӗ:

— Эпӗ сире пӑшала типтерлӗ тытманни ҫинчен темиҫе те каланӑ, Семен Поликарпович. Паянхи тӗслӗх те ҫавнах ҫирӗплетсе пачӗ.

Андреянов питне-куҫне пӗркелентерчӗ.

— Эй, кам пур унта кӗҫӗн чинсенчен? — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Кунта!

Тулти пӳлӗмрен икӗ ординарецпа хурал начальникӗ кӗчӗҫ.

— Илсе кайӑр! — Андреянов пуҫӗпе сулса тыткӑна лекнӗ ҫын ҫине кӑтартрӗ.

Лешӗ, Григорий еннелле ҫаврӑнса, сӑмах шарламасӑр пуҫ тайрӗ те алӑк патнелле утрӗ. Григорие унӑн тути хӗрлӗ мӑйӑх айӗнчен тав тунӑ чухнехи майлӑ кулӑпа кӑшт сисӗнмелле ейӗлнӗн туйӑнчӗ.

Ура сассисем шӑплансан, Андреянов куҫлӑхне ӗшенчӗклӗн хывса самӑш татӑкӗпе тасатрӗ, ҫилленнӗ сасӑпа каласа хучӗ:

— Вирлӗ хӳтӗлерӗр эсир ҫав йӗксӗке. Ку сирӗн ӗҫ те-ха, анчах ун умӗнче наган пирки калани, мана намӑслантарни — итлӗр-ха, мӗне пӗлтерет вара ку?

— Тем ытлашши инкекех мар, — терӗ мирлӗн Григорий.

— Ҫук, кӑлӑхах ҫапла хӑтлантӑр. Пӗлетӗр-и, эпӗ вӗлерме пултарнӑ ӑна. Ытла та сӗмсӗр тип! Эсир киличчен эпӗ унпа ҫур сехет асаплантӑм. Мӗн чухлӗ суйрӗ вӑл кунта, пӑтраштарчӗ, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, юри суя сведенисем пачӗ — тӗлӗнсе хытса кайӑн! Эпӗ унӑн суйине ҫиеле кӑлартӑм та вӑл пачах калаҫасшӑн пулмарӗ. Курӑр-ха ӗнтӗ, офицер чысӗ ӑна ҫар вӑрттӑнлӑхне тӑшмана сутма чарать иккен. Большевиксем патне тара кӗрӗшнӗ чух офицер чысӗ ҫинчен шухӑшламан-ха, йытӑ… Эпӗ ӑна тата командирсенчен тепӗр иккӗшне шӑв-шав тумасӑр персе пӑрахмалла тесе шутлатӑп. Хамӑра кирлӗ сведенисем илес енчен — вӗсем пурте шанчӑксӑр: тӳрлетейми путсӗр этемсем, ҫавӑнпа вӗсене шеллеме те кирлӗ мар. Сирӗн шутпа мӗнле?

— Эсир вӑл рота командирӗ пулнине ӑҫтан пӗлтӗр? — хуравлас вырӑнне хӑй ыйтрӗ Григорий.

— Хӑйӗн хӗрлӗармеецӗсенченех пӗри пӗлтерчӗ.

— Эпӗ командирӗсене тивмелле мар, леш хӗрлӗармеецне персе вӗлермелле тесе шутлатӑп! — Григорий, Андреянов ҫине кӑнн! пӑхса, вӑл мӗн те пулин каласса кӗтрӗ.

Лешӗ, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе, Григорий ӑнӑҫсӑр шӳтлет тесе ӑнланчӗ те кулса илчӗ.

— Ҫук, чӑнах, мӗнле шутлатӑр эсир?

— Каларӑм-ҫке сире — ҫавӑн пекех.

— Чимӗр-ха, куна мӗн шутпа?

— Мӗн шутпа? Вырӑс ҫарӗшӗн дисциплинӑпа йӗркене сыхласа хӑварас шутпа. Ҫӗркаҫ ҫывӑрма выртсан, эсир, большевиксене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑксен ӑстӑнне хӗрлӗ чир-чӗртен тасатас тӗлӗшпе ҫарта мӗнле йӗркесем тумалли ҫинчен питӗ ӑслӑ каларӑр, господин полковник. Эпӗ сирӗнпе пӗтӗмпех килӗшнӗччӗ, астӑватӑр пулӗ? — Григорий, полковник сӑнран улшӑннине сӑнанӑ май мӑйӑхне шӑлса илчӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ шухӑшласа каларӗ:  — Халӗ мӗн сӗнетӗр-ха эсир? Кунпа йӗркелӗхе пӑсатӑр кӑна! Апла пулсан, эппин салтаксем хӑйсен командирӗсене сутчӑр-и? Эсир мӗне вӗрентетӗр вӗсене? Иксӗмӗр ҫавӑн пек инкеке ҫакланас пулсан, ун чухне вара мӗнле? Ҫук, хӑть мӗн калӑр та, эпӗ кунпа килӗшместӗп! Эпӗ хирӗҫ.

— Мӗнле пӗлетӗр, — терӗ сиввӗн Андреянов, Григорий ҫине тинкерсе пӑхса. Вӑл повстанецсен дивизийӗн командирӗ тӳрккес те тӗлӗнтермӗш ҫын иккенне унччен те илтнӗ-ха, ҫапах та унран ҫакна пач та кӗтменччӗ. — Эпир тыткӑна ҫакланнӑ хӗрлӗ командирсене, офицер пулнисене уйрӑмах, кирек хӑҫан та персе вӗлернӗ. Сирӗн кунта темскер ҫӗнӗреххи пур… Ҫав тавлашмалла мар пек ыйту ҫине эсир кун майлӑ пӑхнине эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑп.

— Май килнӗ чух эпир вӗсене ҫапӑҫура вӗлернӗ, тыткӑна лекекенсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне персе пӑрахман! — хӗремесленсе кайса хуравларӗ Григорий.

— Юрать, тыла ярӑпӑр, эппин, вӗсене, — килӗшрӗ Андреянов. — Халӗ ак ҫакӑн пек ыйту: тыткӑна илнисен пӗр пайӗн — Саратов кӗпӗрнинче мобилизациленӗ хресченсен — пирӗн майлӑ ҫапӑҫас кӑмӑл пур. Пирӗн виҫҫӗмӗш пехота полкӗнче виҫҫӗр ҫын та ҫук. Тыткӑна илнӗ доброволецсен пӗр пайне, лайӑх суйланӑ хыҫҫӑн, унта яма май пур тесе шутлатӑр-и, ҫук-и? Кун пирки ҫар штабӗнчен пире тивӗҫлӗ кӑтартусем панӑ.

— Эпӗ пӗр мужике те хам пата илместӗп. Катӑлнисем вырӑнне казаксем паччӑр мана, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Григорий.

Андреянов ӑна ӳкӗтлеме пӑхрӗ:

— Итлӗр-ха, атьӑр тавлашар мар. Эпир дивизире казаксене ҫеҫ тытасшӑн пулнине ӑнланатӑп-ха эпӗ, анчах лару-тӑрӑва кура эпир тыткӑна илнисене те тиркесе тӑма пултараймастпӑр. Добровольчески ҫарта та, ав, хӑш-пӗр полксене ҫавсемпех комплектлаҫҫӗ.

— Вӗсем хӑть мӗнле хӑтланччӑр та, эпӗ мужиксене йышӑнмастӑп. Атьӑр тек калаҫар мар кун ҫинчен, — пат татса хучӗ Григорий.

Кӑштахран вӑл тыткӑна лекнисене тыла ӑсатас пирки хушусем пама тухрӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вара Андреянов пӑлханса каларӗ:

— Иксӗмӗр ӗҫ кӑлараймастпӑр пулас эпир…

— Эпӗ те ҫаплах шутлатӑп, — терӗ сӳрӗккӗн Григорий. Сулин кулкаланине асӑрхамасӑр, вӑл, пӗҫернӗ така ашне турилккерен кӑларса, хытӑ кимӗрчеке кашкӑрла кӑчӑртаттарма тытӑнчӗ те, Сулинӗ, темскер ҫав тери ыратса килнӗ пек, питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ, самантлӑха куҫӗсене те хупрӗ.

* * *

Тепӗр икӗ кун иртсен, хӗрлисен каялла чакакан чаҫӗсене Сальников генерал ушкӑнӗ хыҫран йӗрлесе кайрӗ. Григорие ҫав ушкӑн штабне чӗнтерсе, штаб начальникӗ, кӗрнек сӑн-питлӗ ватӑ генерал, ӑна Дон Ҫарӗн командующийӗ повстанецсен ҫарне салатса ярасси ҫинчен ҫырнӑ приказпа паллаштарчӗ, тӳрех каларӗ:

— Хӗрлисене хирӗҫ партизанла вӑрҫнӑ вӑхӑтра эсир дивизие аван ертсе пытӑр, анчах халӗ сире дивизи мар, полк та шанса параймастпӑр. Сирӗн ҫар пӗлӗвӗ ҫук, ҫавӑнпа та эсир фронт анлӑн тӑсӑлса кайнӑ, тӑшмана хирӗҫ ку чухнехи меслетсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗрте пысӑк ҫар чаҫне ертсе пыма пултараймастӑр. Ҫакӑнпа килӗшетӗр-и эсир?

— Килӗшетӗп, — тавӑрчӗ Григорий. — Эпӗ хам та дивизи командирӗ ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтасшӑнччӗ.

— Эсир хӑвӑр пултарулӑхӑра ытлашши пысӑка хуманни питӗ лайӑх. Хальхи ҫамрӑк офицерсен ҫак паха ен ытла та кӑйттӑ палӑрать. Эппин, акӑ мӗн: фронт командующийӗн приказӗ тӑрӑх эсир Вунтӑххӑрмӗш полкри тӑваттӑмӗш сотньӑн командирӗ пулатӑр. Полк халӗ поход йӗркипе малалла куҫса пырать. Вӑл кунтан пӗр ҫирӗм ҫухрӑмра, таҫта Вязников хуторӗ ҫывӑхӗнче пулма кирлӗ. Паянах май ҫук-тӑк, ыран унта тухса кайӑр. Эсир темскер каласшӑнччӗ пулас?

— Эпӗ хама хуҫалӑх чаҫне куҫарттарасшӑнччӗ.

— Ун пек май ҫук. Эсир фронтра кирлӗ пулатӑр.

— Икӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эпӗ вунтӑватӑ хут аманса контузиленнӗ.

— Ку ниме те пӗлтермест. Эсир ҫамрӑк, пӑхма патвар курӑнатӑр, ҫапӑҫма татах та пултаратӑр. Сурансем тесен, хӑш офицерӑн ҫук халӗ вӗсем? Кайма пултаратӑр. Телейлӗ ҫул сунатӑп!

Повстанецсен ҫарне салатса янӑ чух, — ҫакӑншӑн Тури Дон казакӗсем пурпӗр кӑмӑлсӑр юлассинчен асӑрханса-тӑр, — Усть-Медведица станицине илнӗ хыҫҫӑн тӳрех восстани вӑхӑтӗнче палӑрнӑ нумай рядовой казакӑн пакунӗсем ҫине хӑюсем ҫӗлесе ячӗҫ, вахмистрсене пурне те пекех подхорунжисем турӗҫ, восстание хутшӑннӑ офицерсене вара, чинӗсене ӳстерсе, наградӑсем пачӗҫ.

Григорие те манса хӑвармарӗҫ: ӑна сотника ҫитерчӗҫ, ҫар командованийӗн приказӗнче хӗрлисемпе ҫапӑҫнӑ чухнехи мухтавлӑ ӗҫӗсене палӑртрӗҫ, ҫакӑншӑн ӑна тав туни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Повстанецсене ҫар чаҫӗсем тӑрӑх салатас ӗҫ темиҫе куна пычӗ. Дивизисемпе полксен сахал вӗреннӗ командирӗсен вырӑнӗсене генералсемпе полковниксем йышӑнчӗҫ, опытлӑ офицерсене сотня командирӗсем турӗҫ; батарейӑсен командирӗсемпе штабсенчи пуҫлӑхсене пурне те улӑштарчӗҫ, ахаль казаксене Донец патӗнчи ҫапӑҫусенче лӑскаса тӑкнӑ Дон ҫарӗн номерлӗ полкӗсене пополнени шучӗпе ячӗҫ.

Григорий каҫ пулас умӗн, казаксене пухса, дивизие салатса ярасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Усалпа ан асӑнӑр, станишниксем! — терӗ вӑл сывпуллашнӑ чух. — Нушана пула пӗрле ҫапӑҫмалла килсе тухрӗ, паянтан ӗнтӗ хуйха-суйха уйрӑмшарӑн тӳсме тивӗ. Чи кирли — пуҫӑрсене хӗрлисем шӑтарса ярасран упранса ҫӳрӗр. Вӗсем, пирӗн пуҫсем, тӑнсӑрри тӑнсӑр та-ха, пурпӗрех усӑсӑрах пуля тиртерсе яма кирлӗ мар. Вӗсемпе пирӗн малашнехи ҫинчен шухӑшлама, хытӑ шухӑшлама тивет…

Кӑзаксем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа шӑпӑрт тӑчӗҫ, унтан пурте тӗрлӗ сасӑпа харӑссӑн шавласа кайрӗҫ:

— Каллех ӗлӗкхи пуҫланать-и?

— Халь ӑҫта яраҫҫӗ пире?

— Халӑха хӑйсене мӗнле кирлӗ, ҫапла хӗсӗрлеҫҫӗ, йӗксӗксем!

— Саланса каяс теместпӗр! Мӗнле ҫӗнӗ йӗрке вара ку?!

— Ну, атьсемӗр, пӗрлешрӗмӗр те хамӑр инкеке!..

— Каллех вӗсен благородийӗсем пирӗн мӑйсем ҫине утланса лараҫҫӗ!

— Халӗ чӑт ӗнтӗ! Тытӑнаҫҫӗ шӑмӑ сыпписене тӳрлетме те…

Григорий казаксем шӑпланасса кӗтрӗ, унтан ҫапла каларӗ:

— Кӑлӑхах карланкӑсене хыратӑр. Приказсене сӳтсе явма, начальниксене хирӗҫ тӑма май пулнӑ ырӑ вӑхӑт пӗтрӗ. Хваттерсем тӑрӑх саланӑр та чӗлхӗрсене сахалтарах йӳле ярӑр, атту ку чухнехи саманара вӗсем Киева мар, шӑпах ҫар сучӗсемпе штраф сотнисене илсе ҫитереҫҫӗ.

Казаксем, взводшарӑн пырса, Григорипе алӑ тытса сывпуллашрӗҫ:

— Сывӑ пул, Пантелевич! Эсӗ те пире усалпа ан асӑн.

— Пире хамӑра та ютсемпе служба ҫӑкӑрне ҫӗртме, ай-ай, йывӑр килет!

— Ахалех пире пӑрахса каятӑн. Килӗшмелле марччӗ дивизие пама.

— Кулянатпӑр саншӑн, Мелехов: Ют командирсем, тен, санран ытларах вӗреннӗ пулӗ те-ха, уншӑн пире ҫӑмӑл килес ҫук, йывӑртарах ҫеҫ пулать. Акӑ вӑл ӑҫта — инкекӗ!

Пӗр казакӗ ҫеҫ, Наполов хуторӗсем, сотньӑри ҫивӗч чӗлхеллӗ мыскараҫӑ, ҫапла каларӗ:

— Эсӗ ан ӗнен вӗсене, Григорий Пантелевич! Таса мар ӗҫпе ҫыхлантӑн пулсан, ӑна хамӑрӑннисемпе е ютсемпе тӑватӑн-и — пӗр пекех йывӑр!

* * *

Григорий Ермаковпа тата ытти командирсемпе пӗрле ҫӗрӗпех кӑмӑшка сӑрӑхтарса ларчӗ, ир еннелле, Прохор Зыкова пӗрле илсе, Вунтӑххӑрмӗш полка хӑваласа ҫитме кайрӗ.

Сотньӑна йышӑнса ҫынсемпе паллашма та ӗлкӗреймерӗ — ӑна ирех полк командирӗ патне чӗнтерчӗҫ. Григорий, сотня лашисене пӑхса ҫӳренӗ май, ытларах тытӑнса тӑчӗ, тепӗр ҫур сехетрен тин ун патне ҫитрӗ. Вӑл офицерсене ҫирӗп тытакан командир ҫакӑншӑн хӑйне асӑрхаттаратех тесе кӗтнӗччӗ, анчах лешӗ ӑна питӗ тараватлӑн сывлӑх сунчӗ те ыйтса пӗлчӗ: «Ну, сотня мӗнлерех туйӑнать? Лайӑх халӑх-и?» — Унтан, Григорий хуравласса кӗтмесӗр, таҫта аяккалла пӑхса, ҫапла каларӗ:

— Акӑ мӗн, тӑванӑм. Эпӗ сире питӗ хурлӑхлӑ хыпар пӗлтерме тивӗҫлӗ. Сирӗн килте — пысӑк инкек. Кӗҫӗр ҫӗрле Вёшкинчен телеграмма килнӗ. Кил-йышри пурнӑҫа майлаштарма сире уйӑхлӑх отпуск паратӑп. Кайӑрах.

— Кӳрӗр-ха телеграммине, — терӗ Григорий, сӑнӗпе кӑвакарса.

Вӑл тӑваттӑлла хуҫлатнӑ хут листине саркаласа вуласа тухрӗ те самантрах тарласа кайнӑ аллипе лутӑркаса тӑкрӗ. Хӑйне хӑй алла илме ӑна йывӑрах пулмарӗ, унтан:
— Ҫапла, куна кӗтмен эпӗ, — тенӗ чухне ҫеҫ сасси тытӑнчӑклӑрах тухрӗ:
 — Эппин, каятӑп. Сывӑ пулӑр.

— Ан манӑр отпуск хутне илме.

— Юрӗ, юрӗ. Тавтапуҫ, манмастӑп.

Хӗҫне яланхилле хӑнӑхупа хӑй ҫумне хӗстерсе тытса, ҫенӗке вӑл ним пулман пек ҫирӗппӗн утса тухрӗ, анчах ҫӳллӗ крыльцаран анма пуҫланӑ чух сасартӑк хӑй утнӑ сасса илтми пулчӗ те ҫав самантрах чӗри штыкпа тирнӗ пек ҫивӗччӗн ыратса килнине туйрӗ.

Аялти картлашка ҫинче Григорий, сулӑнса кайса, сулахай аллипе лӑнк-ланк силленсе тӑракан карлӑкран ярса тытрӗ, сылтӑммипе хӑвӑрт гимнастерка ҫухине вӗҫертсе хучӗ. Пӗр минут патне ҫине-ҫинех тарӑннӑн хашлата-хашлата сывласа тӑчӗ, анчах ҫав пӗр минут хушшинчех вӑл хуйхӑпа анкӑ-минкӗленсе кайрӗ, унтан карлӑк ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, урисене йывӑррӑн илкелесе пусса, майӗпен тайкаланса, калинкке умне кӑкарнӑ лаши патне утрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех