Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 14:41

Пуплевӗш: 162; Сӑмах: 1439

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Григорий хӑйӗн ҫурма сотнипе Заамурски полкӗн пӗрремӗш разрядлӑ обозне пӗтӗмпех лӑскаса тӑкрӗ. Сакӑр хӗрлӗармееца хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ. Патран тиенӗ тӑватӑ лавпа утланса ҫӳремелли икӗ лашана тыткӑна илчӗҫ. Ҫурма сотньӑшӑн ку ҫапӑҫу пӗр лаша ҫухатнипе тата тепӗр казакӑн ӳтне кӑштах пуля шӑйӑрса кӑйнипе вӗҫленчӗ.

Атака ӑнӑҫнӑшӑн ҫав тери хӗпӗртенӗ Григорий хӗрлисенчен туртса илнӗ лавсемпе пӗрле Дон тӑрӑх каялла кайма тухрӗ. Ӑна никам та хыҫалтан йӗрлемерӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра Хӗрлӗҫыр патӗнчи сӑрт тӗмески ҫинче татӑклӑ ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Заамурски полкӑн эскадронӗ ун умӗн, казаксене хыҫалтан хупӑрласа илме тесе, питӗ тавра ҫулпа вунӑ ҫухрӑм пек ункӑ турӗ те, унтан сасартӑк, сӑрт хыҫӗнчен ыткӑнса тухса, утсене хураллакан казаксене атакӑпа пырса ҫапрӗ. Пурте арӑш-пирӗш пӑтрашса кайрӗ. Коноводсем, лашасем ҫине утланса, Хӗрлӗҫыр юппинчен вирхӗнсе тухрӗҫ. Хӑш-пӗр казаксене лашисене парса ӗлкӗрчӗҫ вӗсем, анчах ыттисен пуҫӗсем ҫинче заамурецсен хӗҫӗсем ҫиҫӗм пек ялтлатма пуҫларӗҫ. Пӑшалсӑр-мӗнсӗр коноводсенчен нумайӑшӗ, лашасене алӑран ярса, тӗрлӗ еннелле сапаланса тарчӗҫ. Хӑйсеннисене лектересрен шикленсе, пехота пеме пултараймарӗ, михӗрен тӑкнӑ пӑрҫа пек шырланалла чӑмрӗ те, тепӗр енне каҫса ӳксе, ним йӗркесӗр чупса кайрӗ. Учӗсене ҫитсе тытма ӗлкӗрнӗ казаксем (вӗсем ытларах пулчӗҫ), «хӑшӗн хытӑрах» тенӗ пек, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, хуторалла тапса сикрӗҫ.

Кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, Петро хӑвӑрт унталла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, коноводсем ҫине ыткӑнса килекен юланутсен йышлӑ ушкӑнне курса, команда пачӗ:

— Утсем ҫине! Пехота! Латышев! Шырлан урлӑ!.. Анчах хӑйӗн коновочӗ патне чупса ҫитме ӗлкӗреймерӗ. Унӑн утне ҫамрӑк йӗкӗт Андрюшка Бесхлебнов пӑхнӑччӗ. Вӑл сикӗпе Петро еннелле вӗҫтерсе килчӗ; унӑн лашипе юнашар, сылтӑм енче, Петропа Федот Бодовсков учӗсем ӗрӗхтерсе пычӗҫ. Анчах сарӑ кӗрӗкне йӳле янӑ хӗрлӗармеец, Андрюшка патне айккинчен вирхӗнсе ҫитрӗ те, хаяррӑн ятлаҫса илсе, вирлӗн кӑна хӗҫӗпе сулса ячӗ:

— Ах, сана, шӑршлӑ пакарта!..

Андрюшка телейне, хулпуҫҫийӗ хыҫӗнче винтовка ҫапкаланса пычӗ. Хӗҫ, унӑн шурӑ шарӑхлӑ мӑйне касса татас вырӑнне, кӑчӑр-качӑр туса, пӑшал кӗпҫи тӑрӑх шуса кайрӗ, вӑйнклатса илсе, хӗрлӗармеец аллинчен вӗҫерӗнче те, тӳрленекен пӗкече пек, сывлӑшалла ывтӑнчӗ. Андрюшка утланнӑ шухӑ ут картах сиксе ӳкрӗ, аяккалла тӗпӗртеттерсе кайрӗ. Петропа Бодовсков лашисем ун хыҫҫӑн тапса сикрӗҫ…

Петро, ахлатса илсе, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ; сӑнӗ кӗл пек кӑвакарса кайрӗ, пичӗ ҫине пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухрӗ. Вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ: пӗр вунӑ казак пулӗ ун еннелле ыткӑнса килет.

— Пӗтрӗмӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Бодовсков. Сехри хӑпнипеле унӑн пичӗ-куҫӗ хӑрушла сӑнсӑрланса кайнӑ.

— Шырлана сикӗр, казаксем! Тӑвансем, шырлана! Петро хӑйне хӑй алла илчӗ, пуринчен малтан шырлан еннелле чупса кайрӗ те вӑтӑр чалӑш ҫӳллӗш чӑнкӑ ҫырма тӗпнелле кӗпӗр-кӗпӗр шуса анчӗ. Темрен ҫакланса, ҫири кӗрӗкне кӑкӑр кӗсйинчен пуҫласа аркӑ хӑнтӑрӗ таран ҫурса пӑрахрӗ, ури ҫине сиксе тӑрса, йытӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе харӑс силленсе илчӗ.

Минут хушшинче вӗсем вунпӗрӗн шырлан тӗпне анса тӑчӗҫ. Петро вуниккӗмӗш пулчӗ. Лере, ҫӳлте, ҫаплах пӑшал сассисем кӗрӗслетеҫҫӗ. Кӑшкӑрашни, утсем тӗпӗртетсе чупни илтӗнет. Шырлан тӗпӗнче ав унта анса ӳкнӗ казаксем ҫӗлӗкӗсем ҫинчи юрпа хӑйӑра айванла силлесе аппаланаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем ыраттарнӑ вырӑнсене сӑтӑркалаҫҫӗ. Мартин Шамиль, винтовка затворне кӑларса, кӗпҫери юра вӗрсе тасатать. Пӗр ҫамрӑк йӗкӗтӗн — вилнӗ Маныцков атаман ывӑлӗн — йӑрласа юхакан куҫҫульпе йӗпеннӗ пичӗ, ытла та хытӑ хӑранӑран, вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтрет.

— Мӗн тӑвас? Ертсе кай, Петро! Вилӗм куҫ умӗнче… Ӑҫта тарас? Ой, ҫулса тӑкаҫҫӗ пире!

Федот, шӑлӗсене шӑкӑртаттарса илсе, ҫырма тӗпӗпе анаталла, Дон аннелле ыткӑнчӗ.

Ун хыҫӗнчен ыттисем те, сурӑхсем пек, тӗпӗртеттерсе чупса кайрӗҫ.

Петро аран чарчӗ вӗсене:

— Тӑрӑр-ха! Шутласа пӑхар… Ан чуп! Хыҫран переҫ!

Пурне те ҫырма тӗпӗнчи хӗрлӗ тӑмлӑ пырлан айккинчи ланкашкана илсе тухрӗ, тытӑнчӑклӑн, анчах лӑпкӑнрах курӑнма тӑрӑшса, ҫапла сӗнчӗ:

— Аялалла тарма юрамасть. Вӗсем унта пирӗннисене аякка хӑваласа каяҫҫӗ… Кунтах мӗн те пулин… Саланӑр бараксем тӑрӑх… Виҫҫӗшӗ ав ҫав енне кайӑр… Хирӗҫ персе тӑрӑпӑр!.. Кунта хамӑр ҫывӑха ямасан та пултаратпӑр…

— Пӗтетпӗр вӗт-ха эпир! Аттесем! Тӑвансем! Ан тытӑр мана кунта!.. Пӗтес теместӗп… Вилес килмест ман! — ӳлесе ячӗ сасартӑк унччен те макӑрса пӗтнӗ шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт Маныцков.

Федот, калмӑкӑнни пек куҫне ҫутӑлтарса, сасартӑк пӗтӗм вӑйран ӑна питӗнчен чышса ячӗ.

Йӗкӗт сӑмсинчен юн шарласа анчӗ. Вӑл, ҫурӑмӗпе ҫапӑнса, шырлан айккинчи тӑма ишӗлтерчӗ, аран ури ҫинче тытӑнса тӑчӗ, анчах ӳлеме чарӑнчӗ.

— Мӗнле-ха хирӗҫ персе хӳтӗленӗпӗр? — ыйтрӗ Шамиль, Петрона аллинчен ярса тытса. — Патрон мӗн чухлӗ пирӗн? Ҫук патрон!

— Граната ывӑтаҫҫӗ. Пӗтнӗ эпир!

— Эппин, мӗн тумалла-ха? — Петро сасартӑк кӑвакарса кайрӗ, тута хӗррисем мӑйӑхӗ айӗнче шуррӑн кӑпӑкланса йӗпенчӗҫ. — Выртӑр!.. Командир эпӗ-и, ҫук-и? Вӗлеретӗп!

Вӑл чӑнахах та казаксен пуҫ тӑрринче наганӗпе хӑмсарса хӑлаҫланчӗ.

Петро шӑхӑрнӑ пек пӑшӑлтатнӑ сасӑ ыттисене чун кӗртрӗ тейӗн. Бодовсков, Шамиль тата тепӗр икӗ казак, шырлан леш енне чупса каҫса, ҫырма тӗпне лӑпчӑнса выртрӗҫ, ыттисем Петропа пӗрле юлчӗҫ.

Ҫуркуннесенче ту-сӑрт ҫинчен кӗрлесе-шавласа анакан сарӑ хӗрлӗ шыв, катрам чулсене йӑвантарса, ҫырма тӗпӗнче пысӑк та тарӑн лакӑмсем алтса хӑварать, хӗрлӗ тӑм сийӗсене ишӗлтерет, ҫыран хӗррисене ҫисе ланкашкалантарать, шыв ҫулӗсем уҫать. Ҫав ланкашкасене пытанчӗҫ те казаксем.

Петропа юнашар, винтовкине хатӗр тытса, Антип Брехович хутланса тӑнӑ, ӑсран тухнӑ пек анкӑ-минкӗллӗн пӑшӑлтатать:

— Степка Астахов лашине хӳринчен тытса ӗлкӗрчӗ… хӑтӑлчӗ тарса, манӑн май килмерӗ… Пӑрахса тарчӗ пире пехота… Пӗтетпӗр, тӑвансем!.. Турӑ курать, ҫакӑнта пӑчланатпӑр!..

Ҫӳлте юра кӑчӑртаттарса чупнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Ҫырмана юр катӑкӗсем, тӑм тӗпренчӗкӗсем шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ.

— Ав вӗсем! — пӑшӑлтатрӗ Петро, Антипкӑна ҫаннинчен ярса тытса. Анчах лешӗ аллине карт туртса илчӗ те, пӳрнине пӑшал автанӗ ҫине хурса, ҫӳлелле пӑхрӗ.

Ҫӳлтен никам та шырлан ҫывӑхне пыракан пулмарӗ.

Унтан калаҫнӑ, лашана кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

«Канашлаҫҫӗ», — шухӑшларӗ те Петро, ӳт-пӗвӗнчи тар парӗсем сарлакан уҫӑлса кайнӑ пек, ҫан-ҫурӑмӗ, кӑкӑр лупашки, пичӗ тӑрӑх тар тумламӗсем йӑрласа юхса анчӗҫ…

— Эй, эсир! Тухӑр! Пурпӗр ҫӑлӑнаймастӑр! — кӑшкӑрчӗҫ ҫӳлтен.

Юр шырлан ҫине шурӑ сӗт юхӑмӗ пек ҫӑран ҫума тытӑнчӗ. Тахӑшӗ ҫыр хӗрринех пырса тӑчӗ пулас.

Тепӗр сасӑ ҫавнашкалах ҫирӗппӗн каларӗ:

— Ҫакӑнта сикрӗҫ, ак йӗрӗсем. Эпӗ хам куртӑм!

— Петро Мелехов! Тух!

Самантлӑха суккӑр савӑнӑҫ Петрона ҫулӑм пек пӗҫертсе кайрӗ. «Хӗрлисенчен кам пӗлтӗр-ха мана? Хамӑрӑннисем кусем! Сирпӗтсе кӑларнӑ лешсене!» Анчах ҫав сасах ӑна пӗтӗм кӗлеткипе ҫӳҫентерсе ячӗ:

— Куна Кошевой Михаил калать. Ыррӑн парӑнма сӗнетпӗр. Пурпӗр тараймастӑр!

Петро йӗпе ҫамкине шӑлса илчӗ, ал тупанӗ ҫинче юнпа хутӑшнӑ шупка хӗрлӗ тар йӗрӗ юлчӗ.

Темле пурнӑҫпа тӗлӗк хушшинчи сӳрӗклӗх йӑпшӑнса кӗчӗ ун чӗрине.

Тискерле туйӑнса кайрӗ вара Бодовсков сасси:

— Тухатпӑр, ирӗке яма шантарас пулсан. Ҫук-тӑк — ҫывӑха килтерместпӗр, перетпӗр! Иккӗшӗнчен пӗри!

— Яратпӑр… — хуравларӗҫ ҫӳлтен кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Петро тӗлӗкри пек анкӑ-минкӗлӗхне ҫав тери асаплӑн тӗрмекленсе сирчӗ. «Яратпӑр» сӑмах ӑна вӑрттӑн йӗкӗлтесе тӑрӑхланӑ майлӑ илтӗнчӗ. Шӑппӑн кӑшкӑрса каларӗ:

— Каялла! — анчах халӗ ӑна нихӑшӗ те итлемерӗ. Ланкашка тӗпӗнче лӑпчӑнса ларакан Антипкӑсӑр пуҫне, казаксем пурте, сакӑлтасенчен тыта-тыта, ҫыран хӗрринелле чаваланса хӑпарчӗҫ.

Петро пуринчен кайран шырлан хӗррине тухрӗ. Ун ӑшӗнче, хӗрарӑм чӗри айӗнчи пепке пек, пурнӑҫ хавалӗ пӑхӑнтаруллӑн йӑшаланса вилчӗ. Хӑйӗн кун-ҫулне упраса хӑварас хевте хистенипе, вӑл винтовка магазинӗнчен патронсене кӑларса пеме те тавҫӑрчӗ, чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх ҫӳлелле улӑхрӗ. Куҫӗсем тӗтреленсе чарӑлчӗҫ, чӗри пӗтӗм кӑкар анлӑшӗпе талтлатса тапрӗ. Ӑна халь ача чухне курса выртнӑ хӑрушӑ тӗлӗкри пек пӑчӑ та йывӑр пулса килчӗ. Вӑл гимнастерка тӳмисене туртса татрӗ, аялтан тӑхӑннӑ таса мар кӗпе ҫухине ҫурса ячӗ. Куҫӗ тарпа хупланчӗ, аллисем ҫыран айккинчи сивӗ сакӑлтасем ҫинче шӑва-шӑва кайрӗҫ. Хӑрӑлтатса сывласа, вӑл шырлан хӗрринчи таптаса хытарнӑ юр ҫине тухрӗ те, винтовкине ҫӗре пӑрахса, аллисене ҫӗклерӗ. Унтан маларах хӑпарса ӗлкернӗ казаксем пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтах ҫыпҫӑнса тӑнӑ. Ҫуран тата юланутлӑ заамурецсен пысӑк ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вӗсем патне Мишка Кошевой пычӗ, юланутлӑ хӗрлӗармеецсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Мишка тӳрех Петро патне утса кайрӗ, куҫне ҫӗклемесӗр шӑппӑн ыйтрӗ:

— Тӑрантӑн-и вӑрҫса? — Вӑл, Петро мӗн те пулин каласса кӗтсе, ун ури айнелле пӑхрӗ:  — Эсӗ-и вӗсен командирӗ?

Петрон тути чӗтре пуҫларӗ. Вӑл аллине, чӑтма ҫук хытӑ ывӑннӑ пек, йывӑррӑн ҫамки патне илсе пычӗ. Мишкӑн вӑрӑм та авӑнчӑк куҫ тӗкӗсем вӗттӗн сиккелесе хускалчӗҫ, сивчир хыҫҫӑн кӗсенленсе пӗтнӗ ҫӳлти тачка тута хӗрри ҫӳлелле шуса хӑпарчӗ. Ҫан-ҫурӑмӗ шултран сиксе чӗтреме пуҫланипе Мишкӑна, ура ҫинче тытӑнса тӑраймасӑр, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкес пек туйӑнчӗ. Анчах ҫав самантрах вӑл куҫне Петро ҫинелле ҫӗклерӗ те, ӑна куҫ шӑрҫисенчен чӑрр! пӑхса, вӗсене тӗлӗнмелле ют куҫпала тирӗнсе, хӑвӑрттӑн каларӗ:

— Хывӑн!

Петро, кӗрӗк пиншакне йӑпӑр-япӑр хывса, типтерлӗн юр ҫине майласа хучӗ; пиҫиххине салтрӗ, ҫӗлӗкне, симӗс кӗпине хыврӗ; кӗрӗк пиншакӗн арки ҫине ларса, сӑнӗпе кӑвакарнӑҫем кӑвакарса, аттине туртма пуҫларӗ.

Иван Алексеевич ут ҫинчен анчӗ, айккинчен утса пычӗ те, Петро ҫинелле пӑхса, кӗҫ-вӗҫ ӗсӗклесе ярасран хӑраса, шӑлӗсене ҫыртрӗ.

— Аялтисем юлччӑр, — пӑшӑлтатрӗ те Мишка, кӗлеткипе ҫӳҫенсе, сасартӑк вичкӗннӗн кӑшкӑрса тӑкрӗ:  — Хӑвӑрт, тенӗ!..

Петро вӗткеленсе ӳкрӗ, хывнӑ ҫӑм чӑлхасене атӑ кунчи ӑшне тӗркелесе чиксе, тӳрленсе тӑчӗ те юр ҫинче сарӑрах шурӑ тӗслӗ курӑнакан ҫара урисемпе кӗрӗк пиншак ҫинчен юр ҫине анса тӑчӗ.

— Кум! — тутине аран мӗкӗлтеттерсе чӗнчӗ вӑл Иван Алексеевича. Лешӗ Петрон ҫара ури айӗнче ирӗле пуҫланӑ юр ҫинелле нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ. — Иван кум, эсӗ ман ачана тытрӑн… Кум, ан вӗлерӗр мана! — тархасласа каларӗ те Петро, Мишка наганне кӑкӑр ҫӳллӗш ҫӗклесе те ӗлкӗрнине асӑрхаса, куҫне темле йӑмӑх япалана курас килнӗ пек чарса пӑрахрӗ, пуҫне сикме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр хулпуҫҫи хушшинелле хутлатрӗ.

Тахӑшӗ вӑйлӑн тӗртсе янӑ пек месерле кайса ӳкнӗ май вӑл пӑшал сассине пачах илтмерӗ.

Ӑна Кошевойӑн малалла кӑнтарнӑ алли, хӑйне чӗринчен ярса илсе, ун ӑшӗнчи пӗтӗм юна пӗрре пӑчӑртасах юхтарса кӑларнӑн туйӑнчӗ. Петро пурнӑҫӗнчи юлашки вӑйӗпе, кӑкӑрӗн сулахай енчи пуля шӑтарнӑ вырӑна ҫатӑрласа тытса, аялти кӗпин ҫухине аяккалла сирсе хучӗ. Кӑштахран суран шӑтӑкӗнчен юн сӑрхӑнса тухрӗ, унтан ҫулне тупрӗ те, тикӗт пек хура юхӑм шӑхӑрнӑ пек сасӑпа ҫӳлелле пӗрхӗнме пуҫларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех