Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ»

Автор: И.ДАНИЛОВА

Ҫӑлкуҫ: http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Хушнӑ: 2020.03.13 23:08

Пуплевӗш: 65; Сӑмах: 803

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тем те куртӑм пурнӑҫра

Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Евгения Федоровна Федоровӑна (Голубевӑна) шӑпа вӑрӑм ӗмӗр пилленӗ, мартӑн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать вӑл.

«Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫнӗ Евгень аппан пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан 16 ҫулта кӑна пулнӑ вӑл. Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсем вӑхӑтӗнче ыттисем пекех тар тӑкнӑ. Малтанах Шупашкарта чукун ҫул тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ, унтан Владимир облаҫӗнче торф кӑларнӑ. Шӑннӑ та пулӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ та ҫӳренӗ, анчах ӳпкелешмен, Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн шӑла ҫыртса чӑтнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн килне таврӑннӑ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӑван колхозра тӑрӑшнӑ — тырӑ вырнӑ, нумай ҫул хӑмла ҫитӗнтернӗ ҫӗрте, колхоз пахчинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, нимӗнле ӗҫе те тиркесе тӑман. Вӑхӑт никама та шеллемест. Ҫулсем иртнӗҫемӗн сывлӑхӗ хавшанӑ ӗнтӗ Евгень аппан. Хӑйӗн ҫемйи пулманран ват ҫын кӳршӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ. Светлана Алексеевнӑпа Николай Владимирович Черновсем тӑван амӑшне пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ ӑна.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитсе пынӑ ятпа иртнӗ кунсенче Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Горбунов Евгень аппана юбилейлӑ медальпе чысларӗ. Ҫав тери пысӑк парне пулчӗ вӑл вӑрҫӑ нушине тӳснӗ хӗрарӑмшӑн. Асаплӑ ҫулсене аса илсе пулӗ чылайччен шухӑша кайса, кӑкӑрӗ ҫине ҫакнӑ медале аллипе тытса ларчӗ вӑл. «95 ҫул тултаратӑп ӗнтӗ. Темӗн те куртӑм пурнӑҫра, анчах вӑрҫӑран хӑрушши нимӗн те ҫук», — терӗ вӑл куҫҫульне шӑлса. 95 ҫул — сумлӑ юбилей. Евгения Федоровнӑна ӑшшӑн саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

Иртнине асра тытмасӑр пуласлӑх ҫук

«Иртнине асра тытмасӑр пуласлӑх ҫук», — теҫҫӗ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫак каларӑша тӗпе хурса чылай ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Акӑ ҫак кунсенче кунта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗсемпе ветеранӗсене халалласа астӑвӑм хӑмисем уҫассипе иккӗмӗш хут акци ирттерчӗҫ. Унччен маларах энӗшпуҫсем ҫакӑн пек акцине февраль уйӑхӗнче ирттернӗ, ун чухне 19 астӑвӑм хӑми уҫнӑ.

Мероприятине Энӗшпуҫӗнчи вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен Канашӗн членӗсем тата унӑн председателӗ В.Нягин (вӑлах акцине йӗркелекенӗ), РФ МЧС-ӗн ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи Канашӗн представителӗсем, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Иванова, Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Энӗшпуҫ шкулӗн директорӗ А.Яковлев тата кунти коллектив, шкулти ҫамрӑк армеецсем, ҫамрӑк пушарниксен дружинин членӗсем, вӑрҫӑ участникӗсемпе ветеранӗсен тӑванӗсем, ял халӑхӗ хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах вӗсем шкул умӗнче пухӑнчӗҫ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хӑрушӑ ҫулӗсем вӑхӑтӗнче тӑван халӑхӑмӑр тӳснӗ йывӑрлӑхсене, ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене, вӑрҫӑ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыва ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратассипе ырми-канми ӗҫленӗ ентешӗмӗрсене аса илчӗҫ, вӗсене асӑнса шӑплӑх минучӗ ирттерчӗҫ. Ялти активистсем ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас ӗҫсемшӗн грамотӑсемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ, шкулта вӑй хуракан хӗрарӑмсем Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе парнесем илчӗҫ. Пухӑннисем СССР халӑх вӗрентекенӗ, вӑрҫӑ участникӗ Б.Макшанцев тата РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ А.Макшанцева ячӗсемпе уҫнӑ астӑвӑм хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Митинг хыҫҫӑн пухӑннисем ҫула тухрӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗсемпе ветеранӗсене халалласа торжествӑлла лару-тӑрура астӑвӑм хӑмисем уҫрӗҫ. Хисеплӗ делегацине астӑвӑм хӑми уҫма палӑртнӑ кашни кил умӗнче унта пурӑннӑ мухтавлӑ ентешӗмӗрсен тӑванӗсем кӗтсе илчӗҫ.

Асаилӳсем, тав сӑмахӗсем сахал мар пулчӗҫ ҫав кун, тепӗр 24 астӑвӑм хӑми уҫрӗҫ ун чухне.

Тӑван ене манмастӑп

Сывлӑхне пӗлес тесе, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитессипе саламлас тӗллевпех Анатолий Ивановича чӑрмантарас терӗм. Вӑл телефонне тӳрех тытрӗ. «Чупайсем хӗрӳллӗ салам пӗлтереҫҫӗ!» — тесен, вӑл хӗпӗртесе кайнине сассинченех чухларӑм.

— Эпӗ халӗ хваттертен ытлах тухса ҫӳреместӗп — куҫ йӑвашланчӗ, начар куратӑп. 5-мӗш гимназипе ҫыхӑнӑва татман, вӗсем ман кун-ҫулпа интересленсех тӑраҫҫӗ. Чупайсем Алексей Тимофеев («Мехзавод» инвесторӗ) кӗркелесе тухать, вӑл кунтах, аякрах мар, пӗр поселокра пурӑнать. Ҫамрӑкскер ҫул ҫӳреме пултарать, тӑван тӑрӑхра час-часах пулать, ҫавӑнпа Чупай хыпарӗсене ун урлӑ пӗлсе тӑратӑп. Тав ӑна мана, ват ҫынна, манманшӑн.

Эпӗ кӑҫал март уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 98 ҫул тултартӑм. Тӑван ялтан аякра пулин те Чупайсене манмастӑп. Хам шкулта вӗреннине, малтан уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче пуҫламӑш, 1931 ҫулта ял пуҫӗнче шкул ҫурчӗсене хӑпартса лартсан, ҫичӗ ҫуллӑх пӗлӳ илнине хальхи пекех астӑватӑп. Ҫиччӗмӗшсем икӗ класчӗ, пӗринче паттисем вӗренетчӗҫ, тепринче — эпир, чупайсем. 1920-1922 ҫулсенче ҫуралнисемччӗ.

Хамӑн вӑрӑм ӗмӗрӗмре ӑҫта кӑна пулман эпӗ. Ӑҫта пулсан та ял урамӗсемпе чупса ҫӳренине, пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ тантӑшӑмсене куҫ умне кӑлараттӑм. Юлташ-тантӑшсем ҫак тӗнчере ҫук ӗнтӗ, пирӗн ӑру ҫине ытла та капашсӑр йывӑрлӑх тухса тӑчӗ вӗт. Ҫитӗнсе те ҫитеймерӗмӗр — вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Тантӑшӑмсем пурте тенӗ пекех урнӑ тӑшманпа ҫапӑҫма тухса кайрӗҫ, шел, чылайӑшӗ тӑван яла ҫаврӑнса ҫитеймерӗ. Таврӑннисем фронтра «туяннӑ» чир-чӗре пула вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗҫ. Тен, ҫавӑнпа пуль, ачалӑхри кунӑмсем пӗртте асӑмран тухмаҫҫӗ…

Вӑрҫӑ пуҫлансан эпӗ те салтак тумӗ тӑхӑннӑ, артиллерист пулса ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен те ҫартах юлтӑм. Чылай вӑхӑт Бакура хӗсметре тӑтӑм, Мускав облаҫӗнчи Теперка ялӗ ҫывӑхӗнче тӳпене сыхлакан ракетчиксен йышӗнче тӑтӑм, унтанах канӑва тухрӑм. Тӑван тӑрӑхра, хамӑн ӗҫӗме кура, сайра-хутра пӗрре кӑна пулайнӑ. Тӑван кил-ҫурт пулнӑ вырӑнта йӑмӑкӑм Валентина Ивановна мӑшӑрӗпе Георгий Васильевичпа кирпӗч ҫурт хӑпартса лартнӑ, хальхи вӑхӑтра ӑна вӗсен хӗрӗ Ирина пӑхса тӑрать. Вӑл та мана чупайсенчен пӗрмаях хӗрӳллӗ салам пӗлтерет.

Анатолий Иванович калаҫӑвӗнчен тӗлӗнсе кӑна тӑратӑп. Астӑвӑмӗ те ҫирӗп, сасси те янӑравлӑ. Нумай ҫул ҫар хӗсметӗнче тӑрса полковник ятне тивӗҫнӗ вӑл, фронтри паттӑрлӑхшӑн илнӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальсем ҫумне тепӗр икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степень орденӗ тата ытти наградӑсем хушӑннӑ ун. Ҫар хӗсмечӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хистенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Ҫынпа тӗл пулса калаҫма ухутаскер, хӑй патне шӑнкӑравлаканпа, хӑй патне пырас текенпе яланах кӑмӑллӑ пуплет. Мана вӑл питех пӗлмест пулин те, пурпӗрех калаҫма хавас пулчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех