Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнипе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Намӑс курса пӗтнипе, хуйхӑ-суйхӑпа тата чӑм тара ӳкнипе йӗп-йӗпе пулнӑ Щукарь пулӑшӑва йышӑнать, аран-аран утланкаласа ларать.

Мокрый от стыда, горя и пота, Щукарь принял его услугу, кое-как сел.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пире ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле… — Яков Лукич савӑнса ӳкнипе чыхӑнсах ларчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинчен темӗн йывӑрӑш чул илсе пӑрахнӑнах туйӑнчӗ.

К новой жизни нас… — Яков Лукич захлебнулся от радости, с плеч у него будто гору сняли.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ лампӑн тӗксӗммӗн ҫунакан ҫутинче Давыдов малти йӗркесенчи ҫынсен чӑм тара ӳкнипе йӑлтӑртатакан сӑн-пичӗсене курать, лерелле вара пурне те ҫурма сӗмлӗх хупласа тӑрать.

При тусклом свете двух ламп Давыдов видел лоснящиеся от пота лица в первых рядах, дальше все крылось полусумраком.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кусене тӑшмана тапӑннӑ пекех тапӑна-тапӑна илнӗ, вӗсем вара хӑраса ӳкнипе часрах аяккалла пӑраха-пӑраха тарнӑ.

На них набрасывались, как на врагов, и они испуганно исчезали.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Каҫ пулнӑ, хӗвеланӑҫ ҫути ӳкнипе, юханшыв хӗп-хӗрлӗн курӑннӑ, вӑл Данкон кӑкӑртан туртса кӑларнӑ чӗринчен ҫӑл пек тапса тӑракан юн евӗр туйӑннӑ.

Был вечер, и от лучей заката река казалась красной, как та кровь, что била горячей струёй из разорванной груди Данко.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ҫак самантра пӗлӗте ҫурса, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, пуҫ тӑрринчен аслати шатӑртатрӗ, Манефа карчӑк хӑраса ӳкнипе питне тутӑрпа хупларӗ.

В этот миг молния, похожая на огненный крест, разорвала небо, и над головой так загремело, что бабка Манефа в ужасе закрылась платком.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Учителе курсанах вӑл хыпӑнса ӳкнипе юпа пек хытса тӑчӗ.

Увидев учителя, она замерла от волнения.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, хӑраса ӳкнипе, аллине кӑна сулкаласа хӑйне пулӑшма чӗнчӗ.

Он в испуге махал только рукой, призывая к себе на помощь.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вӑл, хӑраса ӳкнипе, вунӑ пин пама та пулӗ…

— Он обещать-то обещает со страху хоть десять тысяч…

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов ҫырӑва аллине илчӗ, аптраса ӳкнипе унпа ним тума пӗлмесӗр, аллинче ҫавӑркаласа тӑчӗ.

Обломов взял письмо и с недоумением ворочал его в руках, не зная, что с ним делать.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑнтӑрла тӗлӗнчи мӗлке ӳкнипе икӗ пая пайланса тӑракан картишӗнче вӑл вӑхӑтра никам та пулман.

Двор, рассеченный наискось резкой, полуденной тенью, был совершенно пуст.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑраса ӳкнипе эпӗ хам та сассӑма ҫӗклетрӗм, анчах ҫав вӑхӑтра Валя тухрӗ, хӑй пӗтӗмпех хӗрелсе кайнӑччӗ, стена ӑшне туса лартнӑ шкапа уҫрӗ, те алӑк тесе аташрӗ вӑл.

Я испугалась и тоже стала кричать, но в это время Валя вышел, весь красный, и полез в стенной шкаф, очевидно спутав его с входной дверью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен хӗвел ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан тӳписем, пӗрисем — ҫырӑскерсем, теприсем куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ юрпа витӗннӗскерсем, пӗлӗтсен ӑшнех шӑтара-шӑтара кӗнӗ.

Они торчали из облаков, освещённые солнцем, то голые, то покрытые ослепительным снегом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя мана, эсӗ ӑна пӑлханса ӳкнипе тупайман, тесе шантарчӗ…

Петя уверял, что я не нашёл её от волнения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑтӑм, хыпӑнса ӳкнипе кӗҫех витрене тӳнтерсе ямарӑм, чӗрем сиксе тапать, хам нимӗн тума пӗлмесӗр, лаштӑрах кайрӑм.

Я сразу узнала ее, разогнулась мигом, чуть не опрокинула ведро, застыла с колотящимся сердцем…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ — хӑраса ӳкнипе тата ытла та пӗлес килнипе — ни вилӗ, ни чӗрӗ.

Я была ни жива ни мертва от страха и любопытства.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта-ха вӑл? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, пӗтӗмпех хыпӑнса ӳкнипе.

— Где ж оно? — вскричал я, весь так и вспыхнув.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юлашки хут, чи юлашки хут куратӑп эпӗ унӑн лампа ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫне.

В последний, в самый последний раз я вижу ее доброе лицо над лампой, освещенное снизу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Протезсене нӑтӑртаттарса, халӗ ӗнтӗ туйи ҫине йывӑртараххӑн тайӑнса, самаях ывӑннӑ Мересьев Горький урамӗпе тӑвалла утса, таврара бомбӑсем ӳкнипе пулнӑ шӑтӑксене, ҫурӑлса кайнӑ ҫуртсене, ваннӑ чӳречесене курма ӗмӗтленсе пычӗ.

Поскрипывая протезами и уже тяжелее опираясь на палку, изрядно уставший, Мересьев шел вверх по улице Горького, и с удивлением искал глазами ямы, язвины, расколотые бомбами дома, зияющие провалы, выбитые окна.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл ҫав шӑтӑка калама ҫук хӑвӑрт вӗҫет, хӑвӑрт ӳкнипе унӑн чӗри те тапма чарӑннӑ пек туйӑнать; е тата вӑл Владимире курать, Владимир юнланнӑ, шурса кайнӑ, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртать.

И она летела в подземелие стремглав с неизъяснимым замиранием сердца; то видела она Владимира, лежащего на траве, бледного, окровавленного.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех