Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнипе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман сансӑр та хуйхӑ ҫителӗклӗ, — терӗ те мирлешмелле Фомин, хӗвел ӳкнипе куҫне хӗстеркелесе, ҫурӑм ҫине рехетлӗн тӑсӑлса выртрӗ.

У меня и без тебя забот хватает, примирительно сказал Фомин и лег на спину, щурясь от солнца, с наслаждением потягиваясь.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн эсӗ! — хӗпӗртесе кӑшкӑрса ячӗ те Пантелей Прокофьевич хумханса ӳкнипе кухня тӑрӑх каллӗ-маллӗ лӑкӑштата пуҫларӗ.

— Да что ты! — обрадованно воскликнул Пантелей Прокофьевич и в волнении захромал по кухне.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хыпӑнса ӳкнипе атӑ-пушмакӗсемпе ҫи-пуҫ ялалисене ҫыран хӗрринех пӑрахса хӑварнӑ Дружинниксем Вешенскине вӑрман кукринчен уйӑрса тӑракан сарлака кӳлӗ урлӑ тӳрӗрен ишсе каҫрӗҫ.

Через широкое озеро, отделявшее Вешенскую от луки, дружинники перебирались вплавь, в спешке побросав на берегу обувь и одежду.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тёткӑпа Федор Тимофеич та хӑраса ӳкнипе хуҫи ҫумнерех пырса сӗртӗнчӗҫ, вилнӗ хур ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ.

Не понимая, в чем дело, Тетка и Федор Тимофеич жались к нему и с ужасом смотрели на гуся.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Константин уйӑх ҫути ӳкнипе кӑваккӑн курӑнакан коридор тӑрӑх, урай хӑмисене чӗриклеттерес мар тесе, асӑрханса утрӗ.

Стараясь не скрипеть половицами, Константин прошел по голубому от луны коридору.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫумӑр пӗрчисем ӳкнипе витрери шыв чӗтренсе катрашкаланчӗ.

Вода и них рябилась от сыпавшихся дождинок.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вирлӗ ӳкнипе анкӑ-минкӗленнӗ Григорий ура ҫине тӑчӗ.

Оглушенный падением, Григорий поднялся на ноги.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шурӑмпуҫ киличчен Григорий ҫӗрле тӑм ӳкнипе тӗтӗм пек йӑсӑрланакан ҫулсем тӑрӑх сикӗпе вӗҫтерсе пычӗ.

До зари Григорий скакал по дымящимся от ночного заморозка шляхам.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав тери хӑраса ӳкнипе, куҫӗсем ун чарӑлса кайнӑ.

Из огромных, расширенных глаз девушки сочился текучий ужас.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анма пуҫланӑскерне, чупса пырса тытрӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк питӗнчен, хӑраса ӳкнипе тата ӑсран кайса хӗпӗртенипе тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхакан куҫӗсенчен чуп турӗ, куҫӗсене вӑйсӑррӑн та хӑвӑрт сиктерсе мӑчлаттарчӗ.

Бунчук подхватил ее уже падающую, целуя маленькое сморщенное лицо, потускневшие от испуга и безумной радости глаза, моргал беспомощно и часто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аялтах, хӗвеланӑҫ енче, уйӑх тӑнӑ, уйӑх ҫути чалӑш ӳкнипе пӳрт ҫийӗсен пӗр енӗ тӗттӗм пулнӑ, уйӑх ҫути ӳкнӗ ҫӗрте юр ҫав тери йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнӑ.

Низко, на закате, висела луна, свет падал наискось — оттого с одной стороны белых крыш темнела тень наподобие козырька, а с другой, обращенной к луне, снег так блестел, что даже вспыхивали искорки…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сехӗрленсе ӳкнипе хайне хӑй тыткалайми пулнӑ полк командирӗ дивизи штабӗнчен полка фронта таврӑнма чӗнсе янӑ телеграммӑна тутине чӗтрентерсе вуласа парать те, тин вара казаксем вакунсем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ.

Полк только после того погрузился в вагоны, когда взволнованный, не владеющий собой командир полка, дрожа губами, вслух прочитал полученную им из штадива телеграмму о вызове полка на фронт.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫемен юнашар ҫывӑрнӑ, унӑн пуҫӗ, минтер ҫинчен айккинелле кайса, йывӑҫ тӗмӗ ҫинелле аннӑ, кӑшт уҫӑлса ҫывӑракан хулӑн тутисем сывлӑм ӳкнипе кӗмӗл пек: йӑлтӑртатакан ҫулҫӑсене чуптунӑ пекех туйӑнать…

Семен спал рядом, скатившись головой с подушки, его толстые губы, слегка раскрытые и спящие, от росы выглядели словно серебро: казалось, целовали переливающиеся светом листья…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ачасем хӑраса ӳкнипе шарламан.

Мальцы с перепугу молчали.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫак киревсӗр туйӑм вӑл — хӑраса ӳкнипе пӗр танах.

Это гадкое чувство равносильно страху.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вилес пек хӑраса ӳкнипе нимӗн тӗлне пӗлми пулнӑ лашасем пӗр-пӗрин ҫине ҫитсе ҫапӑнаҫҫӗ, асар-писер сирпӗнсе каяҫҫӗ.

Обеспамятевшие от смертного ужаса лошади налетали и бестолково сшибались.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий куҫ шӑрҫине ҫунтарсах яракан ҫутӑ ӳкнипе куҫне хӗссе утать.

Григорий шел, хмурясь от света, обжегшего зрачки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Арӑму? — ыйтрӗ сотник, йӑл кулса, ҫута ӳкнипе кӗренленнӗ куҫхаршийӗсене ҫӗклентерсе.

— Жена? — спросил сотник, улыбаясь, поднимая розовые от света брови.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗссӗрленнӗ казак картузӗн таткаланчӑк козырёкӗнчен хупӑнчӑк куҫӗсен хура хупаххисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ; мӗлке ӳкнипе унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи пӗркеленчӗксем тарӑнрах пек курӑннӑ, кӑвак сухалӗ кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатнӑ.

От потрескавшегося козырька казачьей слинявшей фуражки падала на черные веки закрытых глаз черная тень; от тени морщины щек казались глубже, седая борода отливала сизью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

— Митька дрожащей от пережитого волнения рукой похлопал по шее жеребца и, деревянно улыбаясь, глянул на Григория.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех