Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.26 21:59

Пуплевӗш: 170; Сӑмах: 1854

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑйне кирлӗ тӑкӑрлӑк вӗҫне шыраса тупиччен район хулин сивӗ уйӑх ҫути ӳкнӗ пушӑ урамӗсем тӑрӑх Константин нумайччен аташса ҫӳрерӗ. Ҫӳлӗ те хурарах хап-хака вӑл инҫетренех курчӗ. Ун ҫинчи мӑкӑрӑлса тӑракан хура номер ҫине картус сӑмси пек шуҫ айӗнчен ҫутӑ ӳкет; хӳме хыҫӗнче лӑпсӑркка ватӑ хурӑн ларать, ун ҫаралнӑ турачӗсем хушшинче ҫӑварне карнӑ пысӑк кайӑк пек шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакӑнса тӑрать.

Мажаров, чӑматанӗсене лартса, калинкке ҫине ҫапса хунӑ пысӑк ункӑ патне аллине тӑсрӗ, анчах сасартӑк калинкке хупӑ маррине асӑрхаса илчӗ.

Вӑл калинккене урипе тапса уҫрӗ те, инкек пуласса сиссе тейӗн, хӑйӗн хӑвӑрт шуса пыракан мӗлкине хуса ҫитме тӑрӑшнӑ пек, кирпӗч сарнӑ тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ ҫул тӑрӑх чупса кайрӗ.

Крыльцаран пӳрт алӑкӗ яри уҫӑ тӑнине курсанах, унӑн чӗри карт сикрӗ. Авӑ халӗ хӑй кӑлӑхах васканӑ пек, шухӑшлама та хӑрушла пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Ҫенӗхри сӑрланӑ урайне уҫӑ алӑкран сарӑ ҫутӑ ӳкнӗ, вӑл алӑк урати урлӑ крыльца патнелле тӑсӑлнӑ та, кунта шупка уйӑх ҫутипе хутӑшса кайса, курӑнми пулнӑ.

— Кам алӑка уҫса ячӗ унта? — илтӗнчӗ шалтан ача ҫуртӗнчи няньӑн ҫиллес те хӑйӑлтирех сасси. Мажаров ҫенӗхе кӗрсе, алӑк патне ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, ун умне ватник тӑхӑннӑ сарлака та кӑшт курпун карчӑк тухса тӑчӗ. — Мӗн эсӗ, ачам, хӑлхасӑр-им? Пӳрте сивӗтсе яратӑн вӗт!

Константин хӑйӗн хыҫҫӑн алӑка хӑвӑрт хупрӗ.

— Хупманччӗ ӑна, нянюшкӑ, — терӗ вӑл, сасси чӗтреннине ирттерсе. — Ахалех вӑрҫатӑн!..

Карчӑк ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, хирӗҫ калас тесе ҫӑварне уҫрӗ, анчах пӗр сасӑ кӑлармасӑр, тутисене ҫеҫ сиккелентерчӗ, суккӑр ҫын пек такӑнкаласа, икӗ-виҫӗ утӑм турӗ те пуҫне Мажаров какӑрӗ ҫине хучӗ.

— Турӑҫӑм, Костенькӑ! Ара, мӗнле-ха эсӗ капла? Ни телеграммӑ ямарӑн… ни шӑнкӑртаттармарӑн? — мӑкӑртатрӗ вӑл, ӑна чӗтрекен аллисемпе тытса. — Ах, пуҫа та пырса ҫапрӗ!.. Урасем те тытмаҫҫӗ…

Хӑйне ҫапла амӑшӗ пекех ачашланипе хумханса, Константин тутисене ҫыртрӗ, Дарья Семеновнӑна, хулпуҫҫинчен тытса, пукан ҫине лартрӗ.

— Алексей Макарович мӗнле? — пӑшӑрхануллӑн ыйтрӗ вӑл, унӑн пӗрмай йӗнипе пӗркеленнӗ питӗнчен пӑхса.

— Кухньӑна кӗвенте кӗрсе ҫакрӑм та, алӑка хупма мансах кайнӑ… Унтан пӑхатӑп — эсӗ… Эпӗ Алексей Макарович патне ҫав мур килчӗ тесе…

— Калӑр-ха мана часрах, Алексей Макарович мӗнле? — тархасласа ыйтрӗ Мажаров. — Мӗн ӗҫ пур ман темӗнле мурпа?

— Вӑл пулас мар пулсан, пирӗн старике чылай ҫӑмӑл пулмалла та! — ҫаплах ӗсӗклесе, чӗрҫитти ҫине шӑнкарса, ӳпкелешрӗ Дарья Семеновна. — Кашни каҫ килет, паян ҫӗрле те килесшӗн-ха… Ӗнер авӑ Алексей Макаровича каллех йывӑр пулчӗ, ун ҫумӗнче сестрапа ирччен ларса ирттертӗм…

— Сыв мар ҫын патне ӗҫпе мӗнле кӗртмелле-ха?

— Вӑт эпӗ те вӗсене ҫавнах калатӑп! Мана итлеҫҫӗ-и вӗсем?.. Коробинӗ вара, халӗ вӑл райкомра Алексей Макарович вырӑнне юлнӑ, телефонпа та шӑнкӑртаттарать, килсе ҫӳрет… Хуть питӗрӗнсе лар унран!

— Халӗ Алексей Макарович самайрах-и?

— Пӑртак самайрах пек, — карчӑк хулпуҫҫи урлӑ виҫӗ хут сурчӗ. — Атту эпӗ хуйха ӳкнӗччӗ-ха!.. Манран маларах ӑсанма юрамасть ун!

Ӗшеннӗ Константин, ҫурӑмӗпе ӑшӑ кӑмака ҫумне тӗршӗнсе, куҫӗсене хупрӗ, халӗ тин хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ туртӑнса ыратнине алли-ури вашаклӑн чӗтреннине туйса илчӗ.

— Вӑл, мӗн, ҫывӑрать-и халӗ?

— Ӑҫта ҫывӑрать унта! Хаҫат вулать. Апат ыйтмасть, хаҫата вара нихҫан та манмасть…

— Халӗ ӗнтӗ пурте лайӑх пулать, нянюшкӑ, — терӗ Константин хумханса. Вӑл Дарья Семеновнӑн кӑвакарнӑ пуҫне аллисемпе тытрӗ те ӑна пӗркеленнӗ ҫамкинчен чуп турӗ. — Куратӑр акӑ! Эпӗ шанатӑп… Мӗнле кӗмелле ун патне?

— Пӑртак лӑплан-ха эсӗ, — пӑшӑрханчӗ Дарья Семеновна, — тен, асӑрхаттарас мар-и ман ӑна?

— Ҫук, луччӑ эпӗ хам… Тархасшӑн!

— Вӑл ҫапла та-ха, — карчӑк йӑл кулса, Мажаров ҫине савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе пӑхса, пуҫне сулларӗ. — Савӑнтаратӑн ӗнтӗ старике! Савӑнӑҫран никам та вилмен пулас-ха!..

Константин уйӑх ҫути ӳкнипе кӑваккӑн курӑнакан коридор тӑрӑх, урай хӑмисене чӗриклеттерес мар тесе, асӑрханса утрӗ.

Кунта кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ, стена ҫине чӳрече хашакисен хуҫкаланчӑк мӗлкисем ӳкнӗ, хашакасем хушшине пилеш сапакисемпе илемлетнӗ, юр пек кӑпӑш ваткӑ выртать, пилешӗсем ҫутӑра хуп-хура курӑнаҫҫӗ. Пысӑк та ҫурри пушӑ ҫуртра темскер кӑшӑртатать, таҫта, пӗрре шӑпланса, унтан каллех хӑйӗн юррине пуҫласа, шӑрчӑк шухӑша кайнӑ пек чӗриклетет. Нумай пулмасть хутса ҫунтарнӑ кӑмакаран ӑшӑ ҫапса тӑрать, унпа пӗрле пӗтӗм ҫурта тӑкӑскӑ сухӑр шӑрши сарӑлать.

Мажаров тӗксӗммӗн ҫуталса тӑракан хӑлӑпа ярса тытнӑччӗ кӑна, вӑл шалта хаҫат кӑпӑртатнине тата мӗн ачаран пӗлекен сасса — хуллен ӳсӗрнине илтрӗ.

Вӑл, хуллен шаккас-и е шаккамасӑр кӗрес-и тесе, коридор шӑплӑхӗнче пӗр-икӗ минут хытса тӑчӗ.

Константин, сывлама чарӑнса, алӑк хӑлӑпӗ ҫине ерипен пусрӗ те тинӗс шывӗ пек симӗсрех те тӗттӗмрех пӳлӗмелле кӗчӗ.

— Аван-и, атте, — терӗ вӑл, аллисене тӑсса, шуррӑн курӑнакан кравать патнелле утса. — Каҫар шаккаманшӑн… Ку эпӗ — Костя!

Хаҫат урайне ӳкрӗ, старик вӗри пӳрнисемпе Костьӑна аллинчен ярса тытрӗ, пӑшӑлтатса каларӗ:

— Ах, ҫапкаланчӑк… Мана леш тӗнчене яраттӑнччӗ вӗт эсӗ капла!.. Хӑвӑн пек ӗнтӗ, хӑвӑн пек, эсӗ яланах ҫавнашкалччӗ — кӗтсех тӑр санран мӗн те пулин!

Куҫӗсене тӗксӗмлентернӗ куҫҫуль витӗр Константин тинех Алексей Макаровичӑн питне курчӗ, аллисене вӗҫертмесӗр кравать умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

— Ну, мӗнле эсӗ, атте? — ыйтрӗ Константин тӳсӗмсӗррӗн, Бахолдина ырхан та ывӑннӑ сӑнлӑ питӗнчен пӑхса.

— Лайӑхрах та пулать, япӑхрах та пулать, анчах вилӗмӗ ерипен тарнӑ пек туйӑнать-ха… — Алексей Макарович типсе кайнӑ аллипе Мажаровӑн ҫӑра ҫӳҫне шӑлса илчӗ.

«Акӑ эпӗ килте ӗнтӗ», — шухӑшларӗ Константин, хӑйне яланах хаваслӑн кӗтнӗ ҫӗре килсе ҫитнишӗн чунтан савӑнса, — вӑл халӗ хӑй нумай ҫулсем хушши ҫӳренӗ хыҫҫӑн пуҫласа ҫакӑн пек савӑннине туйрӗ.

Ӑна иртнӗ пурнӑҫӗнче нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ — вӑрҫӑ та пулман, министерствӑра та ӗҫлемен, вӑл каллех ача ҫуртӗнче ӳсекен ача пулса тӑчӗ.

— Эпир каллех пӗрле, атте… Куншӑн эпӗ питӗ хавас…

— Эпӗ те хавас, — Алексей Макарович йӑл кулчӗ те Константин ҫине пӗр самант йӑвашшӑн пӑхрӗ. — Ман ыйтмалли пур санран, анчах эсӗ ан кӳрен!..

— Акӑ япала! — Мажаров ура ҫине ялт сиксе тӑчӗ. — Ман сире кӳренмелле-и…

— Эсӗ хӑвна кунта мӗнле те пулин урӑх ӗҫринчен ытларах кирлӗ тесе шутлатӑн-и? Эсӗ мана тӗрӗс ӑнлан, ман сана мӗн тӑвас килмест… Анчах эсӗ тахҫан хӑв ӗмӗтленеттӗн-ҫке наукӑра мӗн те пулин тума. Эпӗ шанса тӑратӑп, сан пултарулӑхпа эсӗ кандидат степенне ҫӑмӑлах илнӗ пулӑттӑн…

— Мӗн тума кирлӗ вӑл мана? — шӑртланса, хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ Константин. — Архивсене чиксе хунӑ, авторӗсемсӗр пуҫне никама та усӑ паман пиншер диссертаци ҫумне ҫын шухӑшнех тепӗр хут калакан тепӗр диссертаци хушма-и? Хам мӗн те пулин ҫӗнни калама пултарасса туйса илсен, тен, эпӗ диссертаци ҫырма та ларӑп. Анчах ҫын шухӑшӗсене пуҫтарса ларма кирлӗ мар… Халӗ маншӑн чи кирли ҫинчен сӑмах пырать. Ку халӗ манӑн диссертацирен те нумай хаклӑрах.

— Мӗн тӑвас тетӗн-ха эсӗ кунта?

— Пӗлместӗп! — Константин, темӗнле япаласем ҫине такӑна-такӑна, чарӑна-чарӑна тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳреме пуҫларӗ. — Эпӗ кунта килни, паллах, никамшӑн та нимех те мар… Эпӗ ӑна пӗлетӗп… Анчах эпӗ ку таранччен пурӑннӑ пек пурӑнма пултараймастӑп! Мана ниҫта та юрӑхлӑ мар теме те пулать, анчах эпӗ темшӗн хам валли ӗҫ тупӑнасса шанатӑп…

— Иккӗленместӗп, Костя, — терӗ Бахолдин Мажаров аллисене сулкаланине сӑнаса. — Эпир сана парти ӗҫне ярасшӑн…

— Юрӑхлӑ-ши эпӗ унта? — Константин пукан хыҫӗ ҫине чавсаланчӗ те, хӑйӗн пӗтӗм пулас кун-ҫулӗ ватӑ учитель мӗн каланинчен килнӗ пек, ун ҫине салхуллӑн тинкерсе пӑхрӗ. — Мана яланах ку ӗҫре темӗнле ӑрасна пултарулӑхлӑ ҫынсем кирлӗ пек туйӑнатчӗ…

Алексей Макарович сухалӗ ӳссе кайнӑ янахне хыпашласа пӑхрӗ те (сухалӗнче кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисем хӗрлисене йӑлтах хупласа илнӗ темелле), сӗтел лампи умӗнче выртакан пӗчӗк ҫаврака тӗкӗр ҫинчен стена ҫине ӳкекен ҫутӑ унӑн куҫӗсене тытса чарнӑ пек, стена ҫине тинкерчӗ. Мажаров Бахолдинӑн шухӑша каяс йӑлине лайӑх астӑвать-ха, ҫавӑн пек чухне вара ачасен вӑл ответ парасса мӗн вӑхӑт кӗтмелли ҫинчен вӑл питех шухӑшламан.

— Ман шутпа, эсӗ чӑнлӑхран инҫе мар, — хуллен пуҫларӗ вӑл юлашкинчен, кашни ҫӑмахне тӗплӗн виҫсе пӑхса. Пирӗн нумай вӑхӑт хушши ҫапла шутланӑ: парти ӗҫӗ валли пур ҫын та юрӑхлӑ тенӗ, ун пек шутлакансем вӗсем халӗ те пӗтмен-ха. Сӑмах ял хуҫалӑх районӗ ҫинчен пырать пулсан, эпир чи малтан специалист-агрономсене, зоотехниксене, промышленноҫ районне ҫын кирлӗ пулсан, инженерсене суйласа илетпӗр. Анчах мӗнлерех ӑнланать-ха ҫав ҫын халӑха, унӑн шухӑш-кӑмӑлне, юратать-и вӑл ӑна, ун хушшинче пулас килет-и унӑн, ку пире шухӑшлаттармасть. Анчах чи кирли ҫакӑ-ҫке-ха кунта!

— Ҫапла ҫав, ҫапла! — терӗ Константин Алексей Макарович хыҫҫӑн.

— Ҫынсенчен ыйтма ҫеҫ пӗлтӗр, вара юрать, теҫҫӗ! Анчах ыйтма ҫеҫ ӑс нумай кирлӗ мар-ҫке, ӑна ӑссӑр та ыйтма пулать. Ҫынсене ӗнентерме, воспитани пама, пысӑк ӗҫсене ҫӗклеме — кунта пӗр ӑс ҫеҫ сахал, кунта чун кирлӗ, ӑшӑ кӑмӑл кирлӗ… Куна хам тӳссе курнӑ эпӗ, ӗнен мана…

— Атте, сана сиенлӗ вӗт капла, — пӑшӑрханчӗ Константин. — Тен каярахпа, э?

— Результачӗ вара яланах пӗрре, — Константин сӑмахне хӑлхана чикмесӗр, ҫине тӑрса, ҫирӗппӗн каларӗ Алексей Макарович. — Ҫынна мӗн кирлине курма та, илтме те пӗлмен чӗресӗр работник эпир ҫынсене нумай-нумай ҫулсем хушши вӗрентсе пынине нимӗн те мар аркатса тӑкма пултарать!.. Ун пек ҫынна хӑйне ҫеҫ йышӑнмаҫҫӗ-ҫке-ха ӑна, вӑл пур ҫӗрте те, пуриншӗн те пирӗн парти представителӗ пулса тӑрать. Чун-чӗри вырӑнне карланкипе илет пулсан, вӑл мӗн туса хума пултарассине эсӗ хӑвах чухлатӑн ӗнтӗ!

— Парти ӗҫне мӗнле ҫын юрӑхлине мӗнле пӗлмелле-ха апла пулсан? — каллех тӳсеймерӗ Мажаров. — Хӑйӗн пултарулӑхне кашни ҫын тӑрук кӑтартмасть-ҫке… Акӑ мана илӗр-ха, часах вӑтӑр пиллӗк тултаратӑп, анчах арман ҫаплах пушӑлла ҫаврӑнать ман!

— Ну, эсӗ ахалех апла калатӑн, — терӗ Бахолдин, Мажаров хӑйне хӑй хурланипе килӗшмесӗр.

— Ҫук, ҫук, — Константин пуҫне сулса илчӗ. — Эпӗ юлашки ултӑ уйӑх хушшинче питӗ нумай курса ӑнлантӑм, ун чухлӗ эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе те курман!.. Ытти ҫынсем те нумайӑшӗ ҫавӑн пекех пулас… Эпӗ шалт тӗлӗнетӗп, мӗнле хама хам улталаса, юнашарта мӗн пулса иртнине курмасӑр пурӑннӑ-ха эпӗ… Курнӑ чухне вара нумайӑшне тӳрре кӑларма сӑлтав тупнӑ… Халӗ ку иртсе кайнӑ ӗнтӗ, ман халӗ ҫынсем валли хам мӗн тума пултарнине, вӗсене паян-ыран мӗнле усӑ пама пултарнине пӗлес килет… Каллех йӑнӑшас пулсан, ку мана пӗтерсе хунӑ пулӗччӗ!

Хӑй хӗрсе кайса, нимӗн пытармасӑр калаҫнинчен вӑтаннӑ пек, Мажаров куҫлӑхне хыврӗ те, кантӑкӗсем ҫине вӗрсе, вӗсене тӑваткал-тӑваткал тӗрӗллӗ сӑмса тутрипе шӑлма пуҫларӗ…

— Эпӗ те труках ӑнланса илеймерӗм, — терӗ Алексей Макарович ывӑннӑн. — Час-часах эпӗ те хам тӑвас килнине, хам ӗненсе тӑнине туман, яланах принциплӑ пулайман. Анчах пӗр япалана эпӗ питӗ лайӑх ӑнланса илтӗм… Калӑпӑр, мана мӗнле те пулин вырӑна суйланӑ ҫынсем ман пата канаш ыйтма пымаҫҫӗ пулсан, мана хӑйсен хуйхи-суйхине, пысӑк-и вӑл, пӗчӗк-и, пӗлтермеҫҫӗ пулсан, эпӗ пӑшӑрханма пуҫлатӑп, ӑнланатӑн-и?.. Апла пулсан, эпӗ темскер тӗрӗс тумастӑп, хама вӗсен умӗнче шанчӑксӑра кӑларнӑ… Пӗр сӑмахпа, темскер майлӑ мар кунта!.. Асту ҫакна, куна эпӗ сана ахаль мар калатӑп…

Бахолдинӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем нӳрлӗ ҫамки ҫине ӳкрӗҫ, вӑл вӗсене васкамасӑр хыҫалалла сӑтӑрчӗ, сӗтел ҫинчен флакон илсе, таса сӑмса тутрине одеколонпа йӗпетрӗ, унпа ҫамкине тата пит ҫӑмартисене шӑлса илчӗ, вара ӗшеннӗн минтер ҫине каялла тайӑнчӗ.

— Ҫынсем эсӗ мӗнле ҫын иккенне пӗлмеҫҫӗ тесе ан шухӑшла, — терӗ вӑл малалла. — Ыйт-ха вӗсенчен, вӗсем эсӗ мӗнле ҫын иккенне калаҫҫӗ сана. Районти коммунистсене шансан тата вӗсене критикленӗшӗн кайран хӑйсене хӗстерессинчен хӑрамасан, вӗсем сана пӗтӗмпех уҫҫӑн каласа параҫҫӗ. Опыт ҫитменнишӗн кирек хӑҫан та каҫараҫҫӗ, анчах каппайланнине, хыттӑн кӑшкӑрса хушнине коммунистла мӑн кӑмӑллӑха курмасӑр тӑма пултараймаҫҫӗ. Тата унтан акӑ мӗн, — старик хаҫата капӑртаттарса илчӗ. — Хаҫат райком секретарӗшӗн хӑйӗн кӗсйинчи япала пулмалла мар, пӗчӗк ҫитменлӗхсем ҫинчен ҫеҫ ҫырмалла мар, пысӑк кӑлтӑксемпе йӑнӑшсем ҫинчен ҫырма та хӑю ҫитермелле.

— Ҫав шутрах секретарь кӑлтӑкӗсем ҫинчен те-и?

— Паллах! Партире ертсе пыраканнисем валли ӑрасна, ахаль членсем валли ӑрасна критикӑ ҫук вӗт.

— Районта секретарӗн авторитетне пӗчӗклетмест-и ку?

— Авторитет! — кулса илчӗ Алексей Макарович. — Ун пек авторитетшӑн, ӑна авторитет теме юрать пулсан, хӑйӗн вӑйне шанман, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗнчен ӑсли урӑх никам та ҫук тесе шутлакан ҫын анчах тӑрӑшать. Хӑйне вак-тӗвекшӗн мар, пысӑк ҫитменлӗхсемшӗн тӗплӗн критиклеме чарман секретарӗ ытларах хисеплеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн коммунистсем кӑтартса панӑ йӑнӑшӗсене хӑвӑртрах тӳрлетме пултарать. Ун чухне вара чи малтан хӑйӗн чапӗ ҫинчен мар, ӗҫ ҫинчен шухӑшлакан ҫыннӑн авторитечӗ, пуҫлӑхӑн ахалех ӳстерсе яни мар, чӑн-чӑн авторитет пулать!

Хӗрсе кайса, Бахолдин алӑка шӑнкӑртаттарнине те, коридорти ура сассисене те илтмерӗ, алӑкран темиҫе хут хыттӑн шаккасан ҫеҫ, вӑранса кайнӑ пек пулчӗ.

— Кӗрӗр! Кӗрӗр! — терӗ Алексей Макарович кӑмӑлсӑррӑн. — А-а, Сергей Яковлевич!

— Паллашӑр, юлташсем… Райком секретарӗ Коробин, ку ман тахҫантанпах кӗтнӗ доброволец Мажаров.

Константинпа Коробин, пӗр-пӗрне хирӗҫ утса пырса, пӳлӗм варринче алӑ пачӗҫ.

— Савӑнатӑп, йыш хушӑнсах пырать пирӗн! — терӗ Коробин, плащне пӑтаран хӑвӑрт хывса ҫакса. — Урамра, калинкке патӗнче, сирӗн чӑматансем кӗтеҫҫӗ-и унта?

— Паллах, ман! — терӗ те Константин, хӑйне ҫамкинчен ҫапса илсе, кулса ячӗ. — Вӑт ухмах! Йӑлтах манса кайнӑ! Каҫарӑр, эпӗ халех…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех