Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.03.09 01:34

Пуплевӗш: 281; Сӑмах: 2442

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тимофей Ильич пӑхма лӑпкӑ, кӑштах сивӗрех туйӑннӑ пулин те, Сергей килнипе унӑн кӑмӑлӗ тулнӑ. Ниловна савӑннипе ывӑлне мӗн ҫитерессе, ӑҫта лартасса та пӗлмен. Ҫеменпе Анфиса суйлав участокне кайма хатӗрлене пуҫласан, Сергей те сӗтел хушшинчен тӑрса тухса каясран Ниловна питӗ хӑрарӗ, вара вӑл ӑна курса та, унпа калаҫса та юлаймӗ.

— Анне, эпӗ сирӗн патӑрта ҫӗр выртатӑп, — амӑшне лӑплантарас тесе каларӗ Сергей.

— Чӑнах-и, Сережа? — савӑнса ыйтрӗ Ниловна.

— Ӑҫта каймалла ун каҫа хирӗҫ? — терӗ Тимофей Ильич. — Эпир пӗлессе, арӑмӗ ҫук-ха унӑн, ҫураҫнӑ хӗрӗ кӗтӗ-ха. — Тимофей Ильич мӑйӑхне якаткаласа шухӑша кайрӗ. — Пирӗн патӑра ҫӗр выртма юлни аван, ывӑлӑм. Санпа калаҫас тесе тахҫанах кӗтетӗп эпӗ… Ниловна, эсӗ шарламасӑр итлесе лар е ҫывӑрма вырт. Сан умра пысӑк ӗҫ ҫинчен калаҫма май ҫук.

— Сережа, эпӗ сан валли вырӑн Анфиса пӳлӗмӗнче сарса паратӑп, — терӗ Ниловна. — Пирӗн унта халӗ пружинӑллӑ диван та пур, Ҫемен ҫӗнӗ ҫул умӗн илчӗ.

— Ну, ывӑлӑм, мӗнле пурӑнатӑн эсӗ унта? — ыйтрӗ Тимофей Ильич, Ниловна Сергей валли вырӑн сарма кайсан. — Ыран сана суйлаҫҫӗ ӗнтӗ. Станицӑшӑн епле савӑнӑҫ! Сана тата пысӑкрах шанчӑк, ӗҫе те хутшӑнать. — Тимофей Ильич, табак енчӗкӗ кӑларса, чӗркуҫҫи ҫинче салтрӗ.

— Мӗн калам сана, атте, хам ҫинчен? Икӗ эрне ытла округ тӑрӑх ҫӳрерӗм. Епле кӑна ҫынсемпе тӗл пулмарӑм пулӗ, кампа кӑна калаҫмарӑм! Нумай шухӑшларӑм эпӗ, атте, ҫак кунсенче, анчах пӗр шухӑш мана канӑҫ памасть — ыран мана хӑйсен депутачӗ пулма суйлакан ҫынсен шанчӑкне тивӗҫлӗ ҫын пулма пултарӑп-ши эпӗ?

— Пултарас пулать, — терӗ Тимофей Ильич, пирусне чӗртсе, — тӑрӑш та пултар.

— Сирӗн шухӑшпа, атте, мӗн тумалла ман?

— Чи малтан — района малти рете кӑлар, колхозра пурнӑҫ тулӑх пултӑр, пирӗн ҫынсем начар ан пурӑнччӑр — вара сана пурте юратӗҫ.

— Пурнӑҫ кӑҫалах аванланать, атте, — шухӑшласа каларӗ Сергей. — Районне те эпир малти рете кӑларӑпӑр, ҫавах та, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл сахал, вӑл ман тӗп ӗмӗт мар…

— Мӗн тата? Кала, тен, пулӑшӑп.

— Пӗлместӗп, темле калас сире. — Сергей именсе йӑл кулчӗ. — Колхозсенче пурнӑҫа йӗркелес ӗҫе те, района малти рете кӑларас ӗҫе те эпӗ депутат пулмасӑрах тумалла пулнӑ. Станицӑсем, хуторсем тӑрӑх ҫӳренӗ чух, вӗсен пухӑвӗсенче ларнӑ чух, эпӗ сӑмахсӑрах, ҫынсем пӑхса ларнӑ тӑрӑхах ӑнлантӑм: ҫынсем мана шанаҫҫӗ анчах мар, ҫынсем манран темле пысӑк ӗҫ тӑвасса кӗтеҫҫӗ… — Сергей алӑкран кӗрекен Ниловна ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ. — Атте, эсӗ те, анне, мана чӑннине калӑр-ха: мӗн теҫҫӗ ман ҫинчен Усть-Невинскинче. Эсир станицӑра пурӑнатӑр, пурне те илтетӗр.

— Пурте сана ырлаҫҫӗ, Сережа, — терӗ Ниловна. — Эпӗ ӑҫта кайсан та хӗрарӑмсем мана: «Епле лайӑх ывӑл ӳстертӗн, телейлӗ эсӗ…» — теҫҫӗ. Эпӗ Никифоровнӑпа тӗл пултӑм та, вӑл…

— Ниловна, — пӳлчӗ ӑна Тимофей Ильич, — кама каларӑм эпӗ — пирӗн сӑмаха ан хутшӑн тесе.

— Эпӗ каласа ҫеҫ парап.

— Сансӑрах калаҫҫӗ, — мӑкӑртатрӗ Тимофей Ильич, Сергей енне ҫаврӑнса. — Чӑннине пӗлес тетӗн пулсан, хам калам: кӳренеҫҫӗ сана станицӑрисем.

— Мӗншӗн?

— Эсӗ хамӑр станицӑна хирӗҫ пынӑшӑн. Мӗскер шӑл йӗретӗн? Эпӗ сана кулса каламастӑп. Эсӗ пирӗн ҫынсене пулӑшрӑн, планне тума пулӑшрӑн, вӑрман тупса патӑн… Ун чухне эсӗ Федор Лукича вӑрҫкалаттӑн — апла та капла, тӗрес ӗҫлемест. Халӗ района ху тытатӑн — кала, Федор Лукичран мӗнрен аван эсӗ? Йывӑҫа станицӑран илсе кайрӑн. Станцие хамӑр валли тӑвасшӑнччӗ, ӑна та пӗтӗм станицӑсене патӑн, Саввӑна кӳрентертӗн… Юрӑхлӑ-и капла туни? — Урӑхла тума пултарайман эпӗ, атте.

— Мӗншӗн пултарайман? Эсӗ районти власть, кӑмӑлу пулнӑ пулсан, тунӑ пулӑттӑн.

— Тимофей, мӗскер ҫыпӑҫрӑн эс ӑна? — терӗ Ниловна. — Ҫемьере шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса савӑнни ҫук санӑн.

— Савӑнӑҫӗ сахал, — терӗ тӗксӗмленсе Тимофей Ильич. — Эс пӗтӗм ҫынна юрас тетӗн, ӗмӗтӳпе ытла ҫӳлте вӗҫетӗн, пӗтӗм тӗнчене ярса илесшӗн, тӗп ӗҫе курмастӑн, сан халӗ хамӑр станицӑна пулӑшас пулать… Хӑвах ҫынсене пӑтратрӑн, тӗрлӗ плансем турӑн, пӗтӗм Кубанӗпех шавларӗҫ: ак епле пирӗн станица! Халӗ мӗн пулчӗ? Усть-Невинскине эсӗ ыттисемпе пӗр шаях тӑратрӑн.

— Эх, атте, атте! — йывӑррӑн сывласа каларӗ Сергей. — Усть-Невинскинче кӑна ӗҫсем аван пулни мана савӑнӑҫ кӳреймест.

— Мӗнре тата савӑнӑҫӗ?

— Манӑн, атте, ыранхи куна та пӑхса илес килет, унта вара Усть-Невинскине анчах мар, пӗтӗм Кубане, пӗтӗм станицӑсене — Преграднайпа Сторожевойран пуҫласа Темрюк таранах курас килет. Пирӗн ыранхи кун вӑл — техника, машинӑсем, электричество. Калам сана, атте, гидростанцие туса лартма е машинӑсем илме йывӑрах мар, — пирӗн государство кӑмӑллӑ, пулӑшать, — анчах ҫынсене техникӑна хӑнӑхтарма йывӑр вара. Вӗсене вӗрентес пулать. Эпир ӗҫе механизацилесен, пирӗн ҫыннисем те урӑхла пулӗҫ, анчах ку ӗҫ ҫӑмӑлах мар… Ҫав пӑшӑрхантарать мана.

— Ун пирки те пӑшӑрханас пулать, — терӗ ашшӗ, — анчах хӑвӑн станицуна сан ыттисенчен ытларах юратмалла!

— Эпӗ ӑна юрататӑп, — терӗ Сергей. — Эпӗ ӑна ытти станицӑсенчен ытларах юратнӑран унтан йывӑҫ илтӗм те пӗтӗм район умӗнче хамӑр станица ҫыннисен мухтавне ҫӗклерӗм. Ҫавӑнпа станцине те пӗтӗм район валли тума пуҫларӑмӑр. Ӑнлан, атте, — электрификацине пӗр станицӑпа ҫеҫ тума юрамасть, ку ӗҫре пӗтӗм фронтпа пымалла!

— Ну, юрӗ, — терӗ Тимофей Ильич. — Ху пӗлнӗ пек ту, сана авантарах курӑнать…

Сергей ашшӗпе тӑраниччен калаҫса диван ҫине саланса выртнӑ ҫӗре вӑхӑт нумай иртрӗ. Ӑна пружинӑсем ҫемҫен ярӑнтарчӗҫ, Сергей тусне диван туяннӑшӑн ырласа илчӗ. Вӑл ҫывӑрса каяс тесе куҫне хупнӑччӗ кӑна, анчах хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫемҫе те ӑшӑ алӑ выртнине туйрӗ. Ун ҫумне амӑшӗ пырса ларнине вӑл куҫне уҫмасӑрах сисрӗ.

— Сережа, эсӗ ан хурлан, — пӑшӑлтатрӗ Ниловна. — Ӗнен аннӳне, сан ҫинчен пӗр ҫын та усал сӑмах каламан. Аҫу сана киле кӗрсе тухманшӑн питӗ ҫилленет, ҫиллипе вӑл сана тем те пӗр каласа тӑкрӗ…

Сергей ҫӗкленчӗ, амӑшне диван ҫине лартса ыталарӗ, — ачаран вӑл амӑшӗпе ларма, унӑн лӑпкӑ та кӑмӑллӑ сӑмахне итлеме юратнӑ. Кӑвакарнӑ пӗчӗк пуҫне чепец тӑхӑннӑскер, хӑй те пӗчӗкскер, вӑл Сергее ешӗл хунавпа юнашар ларакан типе пуҫланӑ йывӑҫ пек туйӑннӑ. Ниловна, Сергей ҫумне ларса, аллипе ун ҫӳҫне шӑлса, ӑна куҫӗнчен пӑхрӗ:

— Сережа, санран ҫакна ыйтас тенӗччӗ…

— Мӗн, анне?

— Иринӑпа мӗнле эсир?

— Нимех те мар, анне.. Питӗ аван.

— Мӗншӗн эсӗ ун патне каймарӑн апла?

— Ҫул ҫинче ывӑнтӑм.

— Ох, темле, аплах мар пек. — Ниловна пуҫне сулкаларӗ. — Эпӗ хам ҫапла шухӑшлатӑп: юрататӑн пулсан, ывӑннине те сисместӗн.

— Вӑл тӗрӗс, анне, анчах кӗҫӗр эпӗ унта каймастӑп.

— Тен, эсӗ унтан сивӗнтӗн? — тӗпченӗ амӑшӗ. — Аннӳне чӑннине кала.

— Ҫук, анне, сивӗнмен, — тесе Сергей амӑшӗ куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхрӗ. — Анне, эпӗ ҫапла шутлатӑп: ыран Ирина патне каятӑп — юлашки хут каятӑп. Е вӑл ман арӑм пулӗ, е… вара мӗн иккенне хам та пӗлместӗп.

— Тавах турра, ывӑлӑм, апла тунӑшӑн. — Ниловна сӑхсӑхрӗ, ывӑлӗ ҫине те хӗрес хурас тенӗччӗ, анчах унӑн кулса тӑракан питне курчӗ те чарӑнчӗ. — Сережа, эпӗ ак мӗн илтнӗ? Грачиха ывӑлӗ Иринӑна тем вӗрентет, теҫҫӗ.

— Виктор! — Сергей тӑчӗ. — Тӗлӗнмелле!

— Темле ӑнланмалла мар сӑмахсем калать… Пӗлесчӗ ӑна сан, ывӑлӑм. Тен вӑл вӗренӳре усал илӗртӳ кӑна?

— Юрӗ, анне, ыран йӑлтах пӗлӗп.

Ниловна тата пӑртак калаҫсан хӑй пӳлӗмне кайрӗ. Сергей лампӑна сӳнтерчӗ те пуҫ ҫинченех утиялпа витӗнчӗ. Суйлав пуҫланиччен пӗр сехет маларах тӑрас тесе унӑн хӑвӑртрах ҫывӑрса каяс килнӗ, анчах пуҫа Иринӑпа Виктор ҫинчен шухӑшсем пыра-пыра капланнӑ.

«Вӑл Иринӑна тем вӗрентет? Виктор манпа ӗмӗрлӗхех вӑрҫса уйрӑласшӑн-ши вара? Мӗншӗн Ирина патне кайрӗ-ха вӑл? Тӗлӗнмелле, урӑх сӑмах та ҫук!»

Часах Ҫеменпе Анфиса таврӑнчӗҫ. Сергей утиялпа чӗркенсе ҫывриш пулчӗ.

— Пичче ҫывӑрать, — терӗ шӑппӑн Анфиса. Вӗсем лампа ҫутмасӑрах саланса выртрӗҫ. Анфиса пӑшӑлтатса Ҫемене тем каласа парать: ҫак каҫ суйлав участокӗнче дежурнӑй пулма Ирина хӑй килӗшни ҫинчен каланине ҫеҫ илтрӗ Сергей.

— Пуху хыҫҫӑн тухрӑмӑр та, «эх, Анфиса, пӗлесчӗ сан», терӗ мана. — Анфиса питӗ шӑппӑн кала пуҫларӗ, Сергей урӑх нимӗн те илтеймерӗ…

«Апла вӑл мана кетнӗ, эпӗ кунта ухмах пек выртатӑп», — шухӑшларӗ Сергей.

Ҫеменӗ те, ерипен кулкаласа, темскер пӑшӑлтатнӑ.

«Акӑ вӑл, камӑн пурнӑҫӗ телейлӗ, — шухӑшларӗ Сергей. — Хурлӑхӗ те, пӑшӑрханмалли те ҫук…»

Ку вӑхӑтра Ҫеменпе Анфиса хӑйӗн пӳлӗмӗнче хӑна пуррине мансах кайнӑ пулас, хыттӑн калаҫма пуҫларӗҫ, кулса ячӗҫ, шӳт тума тытӑнчӗҫ.

— Эй, ҫамрӑк шуйттансем! — чӑтаймарӗ Сергей. — Ҫывӑрма памастӑр.

— Пичче, эсӗ ҫывӑр! — хыттӑн кулса ячӗ Анфиса.

— Сан ҫывӑрма юрать-и, — терӗ Ҫемен. — Ҫавӑн чухлӗ халӑх сан ҫинчен шухӑшлать, эсӗ пур — ҫывӑрас тетӗн? Сан вырӑнта пулсан, эпӗ ҫӗрӗпех урам тӑрӑх ташласа ҫӳрӗттӗм… Эх, телейлӗ те эсӗ, Сережа!

— Эсӗ, мӗскӗн, телейсӗре перетӗн пулӗ! — терӗ Сергей. — Ах, мӗскӗн радист-пулеметчик, ҫутӑ тӗнчере епле йывӑр пулӗ сана пурӑнма! Ҫапла-и? — Сергей йӑл кулчӗ те ассӑн сывласа илчӗ:  — Ну, шӳт туса ҫитӗ. Халӗ ҫывӑрар-ха.

Шӑп пулчӗҫ. Сергей шӑнса шуралнӑ чӳрече ҫине чылайччен пӑхса выртсан, хӑй те сисмесӗр, ҫывӑрса кайрӗ. Темиҫе минут ҫеҫ ҫывӑрнӑ пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл сасартӑк амӑшӗ сассине илтсе вӑранчӗ.

— Сережа, — тутисемпе ун хӑлхине лектерсех пӑшӑлтатрӗ вӑл кӑмӑллӑн, — эпир каятпӑр, эсӗ хуҫа пулса юл.

Сергей куҫне уҫрӗ те нимӗн ӑнланмасӑр пӑхрӗ. Пӳлӗмре лампа ҫутнӑ, пӗри те ҫывӑрмасть.

Анфиса тӗкӗр умӗнче кӑпӑш шурӑ ҫӑм тутӑр ҫыхса илемленет. Ҫемен гимнастеркӑпа, йӳле пилӗкӗн, ҫарти тревога сигналӗпе тӑнӑ ҫын пек, хыпаланса атӑ тӑхӑнать. Ниловна яланхи пек кофта-юбкӑпа мар, уявра тӑхӑнакан кӗпепе, умне йӑрӑм-йӑрӑм чӗрҫитти ҫыхнӑ. Тимофей Ильич тӑлӑппа кӑҫат тӑхӑннӑ, вӑл алӑк патӗнче Ниловнӑна васкатса тӑрать.

«Акӑ манӑн кун ҫитрӗ те!» — йӑл кулса шухӑшларӗ Сергей.

Ку шухӑшпа пӗрле чӗри патне пысӑк та ӑшӑ телей туйӑмӗ пычӗ. Пурте тухса кайсан, вӑл пуҫне минтер ҫине ҫӳлерех хурса, нумайччен куҫӗсене хупмасӑр выртрӗ.

Шофер кӗчӗ.

— Сергей Тимофеевич, пуҫланчӗ, — терӗ Ванюша, Сергей умне пырса, — Илтетӗн-и, станицӑра мӗнле кӗрлеҫҫӗ? Эпир мӗнле? Рощенскине кайӑпӑр-и?

— Кайӑпӑр! — Сергей сиксе тӑчӗ те тумланма пуҫларӗ. — Ванюша, чим, пӗрер сехет тӑхтӑр-ха. — Вӑл ним кулмасӑр тӑракан Ванюша ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ, — Ванюша, пирӗн паянхи кун ӑҫта васкамалла?

— Вӑл тӗрӗс, васкамалли ҫукрах пек, — терӗ Ванюша, — анчах пирӗн те сасӑлас пулать-ҫке.

Сергей итлесе тӑчӗ. Таҫтан, Кубань леш енчен пулмалла, юрӑ илтӗнчӗ. Вӑл ерипен илтӗннӗ, кас-кас пачах илтӗнми пулса, каллех илтӗнсе кайнӑ… Сергей васкаса питне ҫурӗ, ҫӳҫне турарӗ, утнӑ ҫӗртех шинелӗпе ҫӗлӗкне тӑхӑнса, урама чупса тухрӗ те хапха умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Тул ҫутӑлас умӗнхи вӑхӑт. Усть-Невински тахҫанах вӑраннӑ — чӳречесем ҫап-ҫутӑ, мӑрьесем анчах тӗтӗм кӑларма пуҫлайман-ха. Аялтах, хӗвеланӑҫ енче, уйӑх тӑнӑ, уйӑх ҫути чалӑш ӳкнипе пӳрт ҫийӗсен пӗр енӗ тӗттӗм пулнӑ, уйӑх ҫути ӳкнӗ ҫӗрте юр ҫав тери йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнӑ. Анчах ҫак хӗл илемӗшӗн мар Сергей урама чупса тухса, йывӑҫ айӗнче чарӑнчӗ. Вӑл нимӗн те курман-ха, илтнӗ анчах — инҫетре ҫынсем калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, купӑс каланӑ — ҫак ирхи сехетре станица мӗн шухӑшпа пурӑннине вӑл ӑсӗпе тавҫӑрма ӗлкериччен чӗрипе туйса илчӗ. Сергее Кубань хыҫӗнче пуҫланнӑ пек туйӑннӑ юрӑ халӗ площаде ҫитрӗ, мӑн сасӑсем ҫав тери хытӑ янӑратнипе ҫинҫе сасӑсем тем пек тӑрӑшсан та ҫиеле тухайман… Ҫав енчех тӗрлӗ вырӑнта те икӗ, те виҫӗ хуткупӑс каланӑ, хӗрсен кулли, юрри, частушкӑсем илтӗннӗ, анчах сӑмахӗсене уйӑрса илме пулман… Халӑх тин пухӑнма пуҫланӑ, станиципех сасӑсем илтӗннӗ, кун пек шав ҫуллахи ир, утӑ ҫулнӑ вӑхӑтра ҫеҫ пулать. Ир ҫитнине ҫывӑрса юлнӑран хӑранӑ пек, автансем ҫав тери хытӑ ҫухӑрнӑ, йытӑсем юлхавӑн пӗр-пӗрне сасӑ панӑ. Сергей ура айӗнче юр кӑчӑртатнине, алкум питӗркӗчӗ шаклатнине, калинкке уҫӑлса хупӑннине, пӗр-пӗр сасӑ: «Эсӗ мана сехет ҫине ан кӑтарт, эпӗ сехетсӗрех пӗлетӗп, халӗ чухах кайма вӑхӑт», — тенине итлесе тӑнӑ. Сасартӑк кӗтесрен хӗрӳ лашасем кӳлнӗ ҫуна сиксе тухрӗ те, юра ҫил-тӑман пек икӗ еннелле вӗҫтерсе, урам тӑрӑх виркӗнчӗ. Тутариновсен хапхи умӗнчен иртнӗ чух лавҫи, ура ҫине тӑрсах, лашисене татах та хӑвӑрт ячӗ, ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑна лартса каять тейӗн ҫав. Ҫуна ҫинче шавлӑ халӑх, — хӗрарӑмсем те, арҫыннисем те, — ларса пынӑ, вӗсен пуҫӗ тӑрринче кӗске авӑр ҫине ҫакнӑ хӗрлӗ ялав вӗлкӗшсе пынӑ… Вара кӗтес хыҫӗнчен тепӗр ҫуна сиксе тухрӗ, унпа пӗрле виҫӗ юланут буркисене вӗҫтерсе пынӑ, — вӗсен учӗсем чупса мар, ташласа, ура айӗнчи юра ывӑтса пынӑ. Сергей юланутсенчен пӗрне палласа юлчӗ, вӑл Иван Атаманов пулнӑ, — унӑн паллӑ кубанкинчен мар, унӑн чаплӑ генерал валли тесех ҫӗленӗ буркинчен те мар, вӑл ҫынсенчен уйрӑмах тӳрӗ ларса пынинчен пӗлчӗ, ут ҫинче кун пек майлӑ ларса пыма станицӑра Иван Атаманов анчах пултарнӑ.

«Кусем буденновецсем-ҫке, ӑратлӑ лаша ӗрчетекенсем!» — савӑнӑҫлӑн шухӑшларӗ Сергей.

Унтан вӑл Ванюшӑна чӗнчӗ те машинӑна килкартинчен кӑларма хушрӗ, машина ҫине ларса, хӑй те площаде вӗҫтерчӗ…

Урам енне тухакан шкул чӳречисем ҫап-ҫутӑ пулнӑ, унта сасӑлама пуҫланӑ ӗнтӗ. Шкул умне хӗрсе кайнӑ лашасем пыра-пыра чарӑннӑ, ҫуна ҫинчен ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫынсем анса, шкула кӗнӗ; юланутсем виркӗне-виркӗне пынӑ, — пур енчен те кунта халӑх пухӑннӑ. Сергей, машина ҫинчен анса, хӑнасене йышӑнма яри уҫнӑ шкул алӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ: унта шавлӑ пулнӑ, ҫынсем кӗнӗ те, тухнӑ та, ҫак самантра шкул хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ.

— Сережа, эпӗ саншӑн сасӑларӑм ӗнтӗ!

Шухӑша кайнипе Сергей хӑй патне Ирина пырса тӑнине те сисмен. Шурӑ шел тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ кӗрен пичӗ, пысӑк хӑмӑр куҫӗсем унӑн уйӑх ҫутинче темле шиклӗ савӑнӑҫпа ҫутӑлса тӑнӑ.

— Ман хушамата хуратмарӑн пулӗ те? — шӳт туса ыйтрӗ Сергей.

— Ӑна калама юрамасть, Сережа, — терӗ Ирина та шӳтленӗ пек, ҫӗрелле пӑхса.

Сергей ӑна аллинчен тытрӗ те, вӗсем иккӗшӗ площадь урлӑ каҫрӗҫ. Ерипен, ним чӗнмесӗр, ӑҫта кайнине те пӗлмесӗр утрӗҫ. Станица вӗҫӗнчи пӗр тӑкӑрлӑкра ҫатан ҫумне чарӑнчӗҫ. Сергей ҫатан ҫинчен юр илчӗ те вӗри аллипе чӑмӑртама пуҫларӗ.

— Сережа, мӗнле ҫӳрерӗн? Эпӗ кӗтни…

— Суятӑн…

— Ӗненместӗн-и?

— Ӗненес килет те…

— Мӗн кансӗрлет?

— Нимех те мар… Тӗрлӗрен айван шухӑшсем. — Сергей Иринӑна вӑйлӑ аллисемпе хулӗсенчен тытрӗ те ун куҫӗсенчен пӑхрӗ. — Кала мана… анчах тӗрессине кала: ун чухне сан пата Грачев мӗншӗн пынӑ?

— Эсӗ ҫапла ыйтасса пӗлсех тӑтӑм.

— Ответне те хатӗрлерӗн-и?

— Нимӗн те хатӗрленмен эпӗ, — терӗ кӳреннӗ сасӑпа Ирина, унтан пуҫне Сергей кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӗр минут пек ним чӗнмесӗр тӑчӗ. — Сереженька, чунӑм, эсӗ ниме те ан ӗнен… Сана анчах юратнӑ та, юрататӑп та эпӗ, эсӗ пулмасан, мана ҫутӑ тӗнче те ырӑ мар… Астӑватӑн-и, пӗрре эпӗ сана кӑлӑхах юратнӑ тенӗччӗ, — халӗ куратӑп ак, сансӑр пурӑнма пултараймастӑп эп…

— Грачев мӗншӗн пынӑ-ха сан патна?

— Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех каласа кӑтартӑп, эпӗ санран нимӗн те пытарас ҫук… Сережа, вӑл мана гидростанцинче диспетчер тӑвасшӑн, мана хӑй вӗрентме пулчӗ…

— Сана-и?

— Мана ҫав… Мӗн? Юрамасть-им, Сережа?

— Мӗншӗн юрамасть? Юрать, мухтама ҫеҫ тивӗҫ, чӑн та ҫаплах пулсан…

— Ҫапла, ҫапла, ӗнен мана, Сережа. Эпӗ килӗшрӗм… Виктор мана вӑрттӑн, сана пӗлтермесӗр вӗрентесшӗнччӗ, эпӗ апла килӗшмерӗм, нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ан пултӑр, терӗм…

— Тӗлӗнмелле, — терӗ Сергей. — Мӗншӗн вӑл апла вӑрттӑн вӗрентесшӗн-ха?

— Пӗлместӗп, анчах эпӗ апла килӗшмерӗм… Эпӗ ун чухнех, чӑх ферминче, сана йӑлтах каласа кӑтартнӑ пулӑттӑм, анчах эсӗ кайрӑн… Ну, ан ҫиллен, Сережа. Кала, ҫилленместӗн-и?

— Мӗнле ҫилленес ман сана? — терӗ Сергей, унӑн ачаш куҫӗсенчен юратса пӑхса. — Санпа калаҫрӑм та — чӗре лӑштах кайрӗ.

— Чӗрӳ ыратрӗ-им?

— Ыратрӗ, — пытармарӗ Сергей.

— Халӗ сана аван-и?

— Аван!

— Мана та аван! — Вӑл каллех пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ. — Кала, Сережа, мана вӗренме чармастӑн-и? Эпӗ чылай вӗрентӗм ӗнтӗ, чылай пӗлетӗп, вӗренме йывӑр мар мана, ӗҫлеме тытӑнсан епле аван пулӗччӗ. Эсӗ ман пата килетӗн, эпӗ сменӑран ӗҫлесе тухатӑп та, иксӗмӗр пӗрле ҫеҫенхире кайӑпӑр… Ҫук, Кубань хӗррине… Ну, кала-ха, эсӗ, чармӑн-и?

— Мӗншӗн чарас ман сана? — терӗ Сергей унӑн тутӑрӗ айӗнчен тухнӑ ҫӳҫ пайӑркисене якатса. — Манӑн ун пек право та ҫук, эпӗ сана ӗненетӗп те…

— Мӗнле аван ҫын эсӗ!

— Анчах ман урӑх сӑмах.

— Мӗн? — Ирина хӑраса пуҫне ҫӗклерӗ. — Аван мар сӑмах-им?

— Мӗн хӑрарӑн? — Сергей ӑна ыталарӗ те куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхса каларӗ:  — Вӗрен, ӑна эпӗ ырлатӑп… Пӑх-ха пӗлӗт ҫине. Тул ҫутӑлса килет. Часах ак кун пуҫланӗ, хӗвел тухӗ. Эсӗ ҫак ирпе ҫак куна асра хӑвар: паян эпир арлӑ-арӑмлӑ пулатпӑр… Ҫакна каласшӑнчӗ эпӗ сана. Ну, мӗн пуҫна усрӑн?

— Ҫапла тӳрех-и, Сережа?

— Ку тӳрех пулать-и вара? — Сергей йӑл кулчӗ. — Эх, эсӗ те ҫав, сӑмахпа хӑюллӑ, кунта ак хӑраса та ӳкрӗн… Ҫук, Иринушка, чунӑм, ӑнлан, урӑх капла пурӑнаймастпӑр эпир… Иртсе ҫӳренӗ вӑхӑтра сана юратма та йывӑр, — юрату мар вӑл, тамӑк.

— Сережа, — терӗ Ирина пӑшӑлтатса, — ҫуркуннеччен тӑрар. Эпӗ вӗренсе тухӑп… Килӗшессе килӗшетӗп: ҫак самантран йӑлтах эсӗ каланӑ пек пултӑр… Мана хӑв арӑму тесе шутла… анчах…

Сергей куҫхаршийӗсене пӗрчӗ.

— Ну, Сережа, вӑл пӗрех-ҫке… Ну, савнӑ чунӑм, эпӗ сана арӑму пек чуптӑвам, анчах мӑшӑрланма эпир икӗ уйӑхран мӑшӑрланӑпӑр. — Вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, Сергее чуптурӗ — Акӑ, куртӑн-и, епле хӑюллӑ эпӗ!

— Ҫук, ҫук, эсӗ чуптунине те йышӑнатӑп, хам ӑшра санпа килӗшетӗп те эпӗ, анчах кӗҫӗрех мӑшӑрланӑпӑр — пӗр кун та кайран мар! Халех сан аннӳ патне кайӑпӑр, унтан ман тӑвансем патне — ӗҫӗ те пӗтрӗ!

Сивӗ ир ҫуталса килет, тӳпене кӗрен тӗс ҫапрӗ, таҫта тусем хыҫӗнчен хӗвел хӑпарать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех