Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.02.22 10:55

Пуплевӗш: 319; Сӑмах: 3048

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗлӗкре Сергей моторсем кӗрленине илтрӗ, — таҫта ҫывӑхрах кӗрлеҫҫӗ пек вӗсем. Хӑй вӑл вӑрманта выртать пек, унтах йывӑҫ турачӗсемпе тирпейлӗн витсе хупланӑ танкӗ те тӑрать. Пӗлӗтелле ракета ҫӗкленмен-ха, анчах моторсен вӑйланса пыракан шавӗ вӑрмантан аслати сасси пек кӗрлесе килни тӑрӑх ҫапӑҫу час пуҫланасса сисет вӑл. Акӑ хӑва ҫапписем шӑва пуҫларӗҫ — ӗнтӗ танксем ҫапӑҫу хирне тухаҫҫӗ, анчах Сергейӗн машини вырӑнтан тапранмасть. Ӑна темшӗн никам та вӑратмасть, хӑй вӑл темӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, тӑраймасть. Сергей йынӑшса ячӗ те аран-аран пуҫне ҫӗклерӗ… Куҫне уҫрӗ те нимӗнле атака та ҫуккине ӑнланчӗ. Кил умӗпе гусеницӑллӑ трактор ҫап-ҫутӑ шпорисене йӑлтӑртаттарса иртрӗ. Водитель, йӑлт ҫупа вараланса пӗтнӗ комбинезонпа смала пек хура картуз тӑхӑннӑскер, текех хӑяккӑн хыҫалалла пӑхкаласа пырать: трактор хыҫҫӑн вӑрӑм хедерлӗ икӗ комбайн пыраҫҫӗ.

Сергей йӑл кулса ячӗ те каллех выртрӗ, анчах ҫывӑрса каяймарӗ. Ҫӗнӗ кун савӑнӑҫлӑ пуҫланчӗ. Автансем, ир уяр пуласса пӗлтерсе, тӗрлӗрен сасӑпа хыттӑн кӑшкӑрса авӑтнӑ. Пуҫ тӑрринче шӑнкӑрч юрласа ларнӑ, вӑл каҫса кайсах юрланӑ, чи ҫинҫе тӗле ҫитсен, юрлайми пулса, шӑкӑлтаттарса ҫеҫ ирттерсе янӑ. Куҫа курӑнми вӗт-вӗт кайӑксем, йывӑҫ турачӗсем ҫинче кӗшӗлтетсе, вӗҫӗмсӗр пӗр-пӗринпе тавлашса юрланӑ. Хӗвел тухайман-ха, анчах: хӗвелтухӑҫне ҫӗр айӗнчен тухакан ярӑм-ярӑм хӗрлӗ хӗлхемсем ӳкрӗҫ, вара ҫӗр хута ӳкнӗ сывлӑм шывӗпе чӳхеннӗ станица йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталса кайрӗ. Сергей: вырӑн ҫинчен тӑчӗ, ҫара ӳт-тире ирхи сивӗ кӑтӑкласа илчӗ. Ҫемен юнашар ҫывӑрнӑ, унӑн пуҫӗ, минтер ҫинчен айккинелле кайса, йывӑҫ тӗмӗ ҫинелле аннӑ, кӑшт уҫӑлса ҫывӑракан хулӑн тутисем сывлӑм ӳкнипе кӗмӗл пек: йӑлтӑртатакан ҫулҫӑсене чуптунӑ пекех туйӑнать… Пӳртрен Анфиса тухрӗ, вӑл ӗҫ вӑхӑтӗнче тӑхӑнакан ахаль юбкӑпа, ӑна вӑл ҫаннине те, умне те тӗрленӗ сорочка ҫинчен тӑхӑнса янӑ. Вӑл, йывӑҫ тӗмӗсене умӗнчен сире-сире, Сергей патнелле асӑрханса утса пычӗ, урисем сывлӑм шывӗпе йӗпенчӗҫ.

— Пичче, эсӗ ҫывӑрмастӑн-ҫке, — ҫутӑ та ачаш куҫӗсенче унӑн тӗлӗнни палӑрчӗ.

— Ҫывӑраттӑм та, трактор вӑратрӗ… Эпӗ танксем пыраҫҫӗ тесе.

Сергей ӗнер Рубцов-Емницкипе тӗл пулнине астурӗ те хӑйне хӑй ӳпкелесе илчӗ. «Мӗскер тума ҫыхлантӑм-ши», — тесе шухӑшларӗ вӑл. Вара йӑмӑкӗнчен ашшӗ мӗн туни ҫинчен ыйтрӗ.

— Атте паҫӑрах пахчана тухса кайрӗ. Пирӗн атте бригадир, ҫавӑнпа помидорсем чечеке ларма пуҫланӑ вӑхӑтра водокачка пӑсӑлнӑшӑн питӗ ҫилленет… Пирӗн пата Артамашов — колхоз председателӗ кӗрсе тухрӗ, эсӗ ӑна пӗлетӗн! Мана киле юлма хушрӗ, мӗншӗн тесен — сирӗн хӑна пур, терӗ… Кӑнтӑрла сана правление кӗрсе тухма каларӗ. — Анфиса Ҫемен ҫине чӑлт ҫаврӑнса пӑхрӗ, хитре тутисем йӑл кулса илчӗҫ. — Хӑвӑн тусна вӑрат, — терӗ те кулсах ячӗ. Анфиса пӗр сӑлтавсӑр кулса янӑ пек туйӑнчӗ Сергее.

— Ҫывӑртӑр… Эсӗ ӑна автанчченех тытрӑн.

— Кӑшт та тытман, — Анфиса кӳреннӗ пек аялти тутине ҫыртрӗ. — Эпир клубра, ташӑра пулнӑ.

Анфиса ӗне сумалли витре илчӗ те картишнелле кайрӗ. Ӗни карта урлӑ ун ҫине тунсӑхласа ачашшӑн пӑхса тӑрать. Сергей ӗне сунине курманни нумай пулать, ҫавӑнпа кӗрентерех сӗт ярӑмӗсем витре тӗпне перӗнсе янранине вӑл савӑнсах пӑхса тӑчӗ. Анфиса, ӗне сунӑ май, каҫхине Ҫеменпе иккӗшӗ ташлани ҫинчен хаваслӑ та пӑртак кулкаласа каласа парать, вӑл хӑйӗн кӑмӑлне ниепле те пытараймасть, пытарма вӑйӗ те ҫук. Ҫемҫе тутисем кулса тӑнӑ маях вӑл каҫхине Сергей Соньӑпа епле тӗл пулни ҫинчен ыйтрӗ… Ҫак вӑхӑтра Ҫемен те анасласа тӑчӗ. Сергей йӑмӑкне нимӗн те каласа памарӗ, Ҫеменпе пӗрле шыв хӗррине ҫӑвӑнма кайрӗҫ.

Кубань шывӗ пахча хыҫӗнчех юхса выртать; ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, шыв пӑтранчӑк, кӑпӑкланса юхать, ҫырана хаяррӑн перӗнсе иртет, йывӑҫ татӑкӗсем, хӑмӑш тымарӗсем, улӑм юхса иртет. Ҫыранӗ чӑнкӑ та чуллӑ. Шыв патне картлӑ-картлӑ сукмак анать. Шыв хӗррипе ансӑр хӑю пек сарӑ хӑйӑр выртать. Туссем салтӑнса шыва кӗрсе тухрӗҫ. Каялла таврӑннӑ чух Сергей Ҫемене ӗнер Рубцов-Емницкипе калаҫни ҫинчен каласа пачӗ.

— Санӑн мухтавлӑ яту ӑна канӑҫ памасть ӗнтӗ, ҫапла шухӑшлатӑп эпӗ, — терӗ Ҫемен. — Санпа кӳршӗ пуласшӑн, вара ун пурнӑҫӗ канлӗ те савӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ ун чухнех, Кубань хӗрринчех, вӑл сан умра, хай каларӗшле, кӑмӑл тумашкӑн, йӑпӑлтатнине сиссе илтӗм. Ӗҫе хӑй майлӑ тӑвакан ҫын, кӑмӑл тумашкӑн! — Ҫемен ахӑлтатса кулса ячӗ. — Эсӗ килӗш. Унӑн заместителӗ пул, мана ху патна секретаре ил… Эпир ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑпӑр. Ахаль, мыскарашӑн…

— Эсӗ мӗскер, кулатӑн мар-и? — терӗ Сергей, ҫӑра куҫхаршисене ҫилленнӗ пек пӗрсе. — Кунта шӳт туни вырӑнсӑр! Ӑна тӳрех калас пулать, вӑл ӗҫе тӗрӗс туса пытӑр. Ӗнерхишӗн эпӗ хам айӑплӑ. Ытлашши ӗҫрӗм, вӗрилентӗм… Ҫӑва патне вӑл Емницкие. Атя пӗрле станицӑна курса ҫӳрер.

— Темӗн, ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрес кӑмӑл ҫук, — ӗҫлӗ ҫын пек каларӗ Ҫемен. — Эпӗ Анфисӑна чие ҫырли татма пулӑшӑп.

— А-а! Эпӗ мансах кайнӑ. Чие ҫырли татни кӑмӑллӑрах ӗнтӗ… Эпӗ каям-ха. Урама тухса ҫӳременни нумай пулать.

Ирхи апат хыҫҫӑн Сергей урама тухрӗ. Ир сивӗрех пулнӑ, пахчасенче нӳрлӗ сулхӑн сывлӑш тӑрать, ҫулҫӑсем ирхи сывлӑмпа йӑлтӑртатаҫҫӗ. Сарлака та ик айкки сип-симӗс урам пӗр вӗҫӗпе хире тухать, тепӗр вӗҫӗ площаде пырса перӗнет. Кун каҫа виҫӗ колхозра та пулса курма шухӑшланӑ Сергей. Епле ӗлкӗрес? Кунта ҫапла: Усть-Невински станицине виҫӗ пӗр пек мар пая уйӑрнӑ: чи пысӑк пайӗ — ҫурҫӗр енчи урамсенчен пуҫласа площаде ҫити ӗлӗк «Тӑварлӑ Вар» ятлӑ вырӑн тата «Выселкин» пӗр пайӗ Ворошилов ячӗпе тӑракан колхоза кӗрет. Площадьри урамсем, «Выселкӑсен» тепӗр пайӗ тата икӗ урлӑ урам Кочубей ячӗпе тӑракан колхоза кӗреҫҫӗ. Пӗтӗм кӑнтӑр енчи урамсем, ӗлӗк «Гайдамаки» текен вырӑнсем, Буденный ячӗпе тӑракан колхоз пулса ларнӑ… Хальхи чикӗсене 1930 ҫултах тунӑ, вунултӑ ҫул хушши урамсен ӗлӗкхи ячӗсене пурне те манса кайнӑ. «Тӑварлӑ Вара каяр», тесе халӗ никам та каламасть. «Ворошиловсем патне каяр», «эпир ӗнер Кочубейсем патӗнче пултӑмӑр», «Ку Буденнӑйсен хирӗ» е «Кунта Буденнӑйсен кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ», — теҫҫӗ. «Ворошилов» колхоз председателӗ Артамашов Алексей Степанович, галифе, кӗлесӗр, кунчисене чӗнпе туртса ҫыхнӑ ҫемҫе атӑ тӑхӑннӑ яштака ҫын, урам тӑрӑх тачанкӑпа пырать пулсан, «Ворошилов» пырать, теҫҫӗ. Е тата: «Ӗнер эпир исполком ларӑвӗнче «Ворошилов» отчетне итлерӗмӗр», теҫҫӗ. Анчах та отчетне Алексей Артамашов тунине пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ. Буденный ячӗпе тӑракан колхоз председателӗ — ватӑ та йӗркеллӗ Рагулин Стефан Петрович пирки те ҫаплах калаҫаҫҫӗ. Вӑл ҫӗнӗ линейка ҫинче ларса пынине курсан: «Буденный» килет», — теҫҫӗ. Е тата: «Буденнӑя» района чӗнеҫҫӗ», — теҫҫӗ, пурте вара сӑмах Рагулин Стефан Петрович, Усть-Невински станицинчи пӗр колхоз председателӗ ҫинчен пынине пӗлеҫҫӗ. Кочубей ячӗпе тӑракан колхоз председателӗ пулса Дарья Никитична Байкова ӗҫлет, станицӑра ӑна: Даша аппа тесе чӗннӗ. Ҫӳрессе вӑл тачанкӑпа та мар, линейкӑпа та мар, ҫӳллӗ те пружина рессорӑллӑ ҫатан урапапа ҫӳрет, кӳлессе юлхав шурӑ кӗсре кӳлет. Даша аппа хӑй ҫатанӗ ҫинче мӑнкӑмӑллӑн, майра патша хӑй тронӗ ҫинче ларнӑ пекех, ларса пырать, лашине юртӑпа чуптарать. Ун кабриолетне курсан, «Кочубеевка» килет ав», — теҫҫӗ.

— Мӗскер унта нумай шухӑшласа тӑмалли? — терӗ Сергей. — Артамашов патӗнче пулса курма яланах ӗлкӗретӗп… Каям-ха «Кочубейсем» патне, унтан «Буденный» колхозне те кӗрсе тухма юрать.

Сергей площаде тухма та ӗлкӗреймерӗ, ун ҫулӗ пӳлӗнчӗ. Йывӑҫ айне. пулнӑ ансӑр тӑкӑрлӑкпа шурӑ лаша чупса пыни курӑнчӗ, пынӑ май вӑл такама пуҫ тая-тая кахаллӑн чупать, вара ҫинҫен чӑнкӑртатса пыракан ҫатан урапа та курӑнса кайрӗ, унта мӑнкӑмӑллӑн Даша аппа ларса пырать. Пӑхма вӑл ҫамрӑках мар, ҫаврака питлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫийӗнче кулленхи тум: кӗске ҫанӑллӑ кӑвакрах кофта, икӗ аркӑллӑ сарлака юбка, кӑвакара пуҫланӑ пуҫӗ ҫинче виҫе кӗтеслӗ тутӑр.

— Даша аппа, эпӗ сирӗн пата хӑнана пыма тухрӑм, — терӗ Сергей, ҫатан урапа умне тухса.

— Манса кайманшӑн тавтапуҫ! — Даша аппа тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне тирпейлерӗ, йӑл кулса илчӗ. — Малтан эпир «Буденный» патне кӗрсе тухӑпӑр. Ватӑ Рагулинпа манӑн пӗр ӗҫ пур… Утӑ ҫулас пирки. Эпир часах таврӑнӑпӑр.

Сергей каяс килсех ҫатан урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Ӑҫта кайсан та пӗрех мар-и! Пӗтӗм станицӑпа иртсе, «Буденный» колхоза ҫитсе тухма май тупнӑшӑн вӑл хӗпӗртерӗ те… Шурӑ лаша каллех пуҫне уха-уха, урисемпе тусан кӑларса, юлхавӑн чупма пуҫларӗ. Ҫатан урапи ҫемҫен айккинчен айккинелле сулӑнса пырать. Сергей чӑтса тӑраймарӗ:
— Даша аппа! Ку амортизаци мар, ку тӗлӗнмелле япала! Эпир ҫӗр ҫинче мар, шывра шуса пыратпӑр! — терӗ.

— Сана вӑл пӗррелӗхе ҫапла туйӑнать, кунӗпе ҫӳресен, пӗтем шӑмшак ыратать.

— Ҫӳремелли нумай тупӑнать-им? Даша аппа тилхепипе кӗсрене ҫапса илчӗ — ҫатан урапа хытӑрах чӳхенме пуҫларӗ.

— Тул ҫутӑличчен уя тухрӑм, халӗ те ҫӳретӗп. Кашни кун ҫапла. Кабинетра ларма вӑхӑт ҫук. Пӗр ӗҫе тепри хӑвалать — ҫум ҫумласа пӗтереймерӗмӗр, тырӑ вырма тухас пулать. Урпа шуралса ларнӑ. Утӑ ҫулма та вӑхӑт ҫитрӗ, — Рагулин патне ҫавӑнпа каятӑп-ха. Унӑн ытлашши ҫаран пур. Анчах вӑл хытӑ, унтан, ватӑ шуйттанран, курӑк мар, хӗл варринче юр та ыйтса илеймӗн… Мӗн тери хыткукарсем пулаҫҫӗ тӗнчере!

Даша аппа Рагулин патне утӑ ҫулас пирки калаҫма кайни ҫинчен каласа пычӗ, ҫатан урапи пӗр сасӑсӑр тенӗ пӗк чӳхене-чӳхене урамӑн хӗвел ӳкмен енӗпе пырать. Кӗпер урлӑ каҫсанах — Кочубей ячӗпе тата Буденный ячӗпе тӑракан колхозсен чикки. Сергей тӗлӗнсех кайрӗ: кунта урамсенче хупах ӳсмест. Епле апла вӑл, Усть-Невински станицин урамӗсенче хупах ӳсмест? Кунта акӑ ҫук вӑл.

— «Буденный» территорийӗ, — кӑшт куларах пӗлтерчӗ Даша аппа. — Рагулин ҫӗнӗ йӗркесем тӑвать. И! Эсӗ ӑна пӗлместӗн-ха? Чӑн-чӑн старик вара…

Килкартисем тӑрӑх, куҫ курнӑ таран, хӑваран авса тунӑ ҫӳллӗ ҫатансем тӑсӑлаҫҫӗ; хапхасем, калинккесем курӑнаҫҫӗ; пӳртсене шуратнӑ, ҫийӗсене тӳрлетнӗ, чӳрече хупписене, крыльцасене симӗс сӑрпа сӑрланӑ. Кочубей ячӗпе тӑракан колхозпа Ворошилов ячӗпе тӑракан колхозра пачах урӑхла, унта ҫапла йӗрке: килкарти ҫук, пӳрт йӗри-тавра картасене сӳтсе пӗтернӗ, ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай — пур еннелле те ҫул уҫӑ!

— Буденновецсем мӗншӗн ҫапла картасем тытса ҫавӑрнӑ тетӗн эсӗ? — терӗ Даша аппа. — Рагулин выҫӑ куҫлӑ пиркиех. Артель членӗсем акакан ҫӗре хӗрхенчӗ. «Пахчаллӑ пулас текенсем харпӑр хӑй пӳрчӗ тӗлӗнче карта тытса ҫавӑрӑр, пахча тӑвӑр, анчах нормӑран ытла ан илӗр», — терӗ вӑл, ытти ҫӗрне вара сухаларӗ те ҫуркунне урпа акса шуратрӗ… Ҫынсене ҫӗрсӗр тӑратса хӑварчӗ.

— Мӗнле вара? Ҫӗр ҫитет-и?

— Пӳрчӗсем ҫумӗнчи вак-тӗвек пахчасене аккаларӗҫ… Халӗ ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм шанчӑкӗ те колхоз анчах. Колхозра пулсан — вӗсен те пур, пулмасан — выҫӑ лар… Чӑн-чӑн перегиб ӗнтӗ! Кашни ҫын колхоз ҫине кӑна шансан, мӗн пулать вара?

— Урӑх кама шанмалла тата? — ыйтрӗ Сергей.

— Епле — кама? — терӗ кӳренсе кайсах Даша аппа. — Председатель пулса лар, вара камне пӗлӗн…

Даша мӗншӗн ҫилленнине Сергей ӑнланса илеймерӗ, ҫавӑнпа та ним ҫинчен те ыйтса тӑмарӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫатан урапа бригада ҫурчӗ патне ҫывхарса пынӑ — кунта тирпейлӗ, ӗҫчен алӑсем ӗҫлени пур енчен те паллӑ: кил-картине ҫӳллӗ хӳмепе ҫавӑрса тухнӑ, хапхасене питӗрнӗ, ялхуҫалӑх машинисем, урапасем витнӗ сарайсенче тӑнӑ, тислӗке йӗркеллӗ тӑваткал купасем туса хунӑ… Даша аппа, бригада ҫурчӗ ҫине пӑхмасӑрах, лашине хистерӗ.

Ҫатан урапа сад варринче ларакан, тӑватӑ чӳречипе савӑнӑҫлӑн урамалла пӑхакан ҫӳллӗ чул ҫурт патне ҫитсе тӑчӗ. Пӳртӗнче пӗр ҫын та ҫук, пӗр ватӑ инвалид-хуралҫӑ телефон аппарачӗ патӗнче тӗлӗрсе ларать. Пӳрте пӗр хӗрарӑм анчах кӗрсе тӑнӑ пулсан, хуралҫӑ ҫаплах кӑтӑша кайса ларатчӗ пулӗ, анчах вӑл орденлӑ та Ылттӑн Ҫӑлтӑрлӑ ҫар ҫыннине курсан, васкасах ура ҫине тӑчӗ те «пӗтӗм канцеляри уйра», тесе пӗлтерчӗ.

— Стефан Петрович ӑҫта? — ыйтрӗ Даша аппа.

— Вӑл канцеляринче пулман-ха паян, — терӗ хуралҫӑ.

— Акӑ хуҫи хӑй те килет! — чӳречерен пӑхса каларӗ Даша аппа.

Килкарти урлӑ пӗр кӗрнеклӗ старик васкаса утать. Вӑл пир йӗм тата ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне пӑхӑр тӑхаллӑ сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ. Урине, йӗм вӗҫне кӗртсе, пански чӑлха тӑхӑннӑ, кивелнипе симӗсленсе кайнӑ улӑм картузне ҫамки ҫине антарса лартнӑ, куҫӗсем ун сивӗрех пӑхаҫҫӗ. Старик Сергее алӑ пырса парсан, Сергей унӑн шурӑ шӑртлӑ ырхан пичӗ ҫине, ӑслӑ та ҫамрӑк куҫӗсем ҫине пӑхса илчӗ.

Дарья, эсӗ каллех ман пата-и? — икӗ куҫне те хӗссе ыйтрӗ Рагулин.

— Сирӗн пата, Стефан Петрович.

— Утӑ ҫулас пирки мар-и?

— Шӑпах ҫавӑн пирки… Хытӑ ан пул, Стефан Петрович.

— Мӗн хытти унта? Хӑвах шухӑшласа пӑх. Ҫарансем манӑн-и? Манӑн мар. Эпӗ вӗсен хуҫи пулма пултаратӑп-и? Пултараймастӑп. Хуҫи — пуху, вӑл парасшӑн мар.

— Хӑҫан ӗлкӗрнӗ вара эсир пухуран ыйтма? Эсир парас тесен, пуху хирӗҫ пулмӗ. Сирӗн ҫарансем пысӑк-ҫке.

— Чӑн, ҫарансем пысӑк, анчах вӗсем хамӑра та кирлӗ… — Ҫаран пирки сӑмах пӗтрӗ тесе пулас, Рагулин Сергей патнелле ҫаврӑнчӗ.

— Тимофеич, эсӗ мӗнле? Килсех килтӗн-и е курма анчах-и?

— Килсех-ҫке.

— Эсӗ мана, ватӑ ҫынна, ан ҫиллен.

— Мӗншӗн? — тӗлӗнчӗ Сергей.

— Ним те параймастӑп сана, пыл та, ыттине те унта… Хамӑр станица ҫыннисене савӑнсах памалла та…

— Мӗскер эсир, Стефан Петрович? — терӗ Сергей, хӗрелсе кайса. — Ун пек шухӑш ман пуҫра та ҫук. Мана мӗскер ҫитмест!

— Эпӗ ахаль анчах, сӑмах май каларӑм… Пур чух пулӑшнӑ…

— Намӑс та мар-и сана, Стефан Петрович! — терӗ Даша аппа. — Катка тулли пыл ларать, ҫу — пӗр вагон, ялан ҫук тесе макӑратӑр, хыткукар ҫав. Хупа пӗрле масар ҫине илсе каясшӑн тем? Каяр, Сережа!

Анчах Сергейӗн каяс килмерӗ. Старик ӑна ҫилленнӗ тесе шухӑшласран та шикленчӗ вӑл. Хытах ҫилленсе кайнӑ Дарья Никитичнӑна ҫатан урапа ҫине лартрӗ те, Рагулинпа калаҫма шут тытни ҫинчен пӗлтерсе, Сергей каялла пӳрте кӗчӗ… Сергей кайманнинчен Стефан Петрович питӗ тӗлӗнчӗ, «капла пуласса кӗтменччӗ» тенӗ пек аллисене сарса ячӗ; унтан вара старик хӑйӗн умӗнче Сергей Тутаринов мар, тӑван ывӑлӗ ҫартан таврӑнса, ун умне пырса тӑнӑ пекех савӑнчӗ. Вӑл Сергее кабинета кӗме чӗнчӗ, сак ҫине лартрӗ, хӑй те юнашар ларчӗ, табак турттарчӗ, калаҫма пуҫларӗ — пачах урӑх ҫын пулса кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра пырса кӗнӗ кучера лаша кӳлме каламарӗ, кладовщике кайса чӗнме хушрӗ.

— Хӑнана сильванерпе хӑналас, — терӗ вӑл кӗрсе тӑнӑ кладовщике. — Халлӗхе ведомоҫе кӗрт, кайран вара бухгалтерире йӗркелӗпӗр. — Сергей ҫинелле ҫамрӑк, савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ те хушса хучӗ:  — Никамӑн та виноград пахчи ҫук, «Буденнӑйӑн» пур.

Сергей кун пек чаплӑ эрех тутанса курманни чылай пулатчӗ. Пӗр кӗленче чаплӑ сильванер ӗҫсе ярсан, сӗтел хушшинче ларакан Стефан Петрович хӑна ҫине пӑхмасӑр калаҫма пуҫларӗ:

— Дарья Никитична ҫилленчӗ, хытах ҫилленчӗ… Мӗншӗн? Мана хытӑ тесе айӑплать. Виҫӗмкун мана хыткукар терӗ… Апла-капла, тӑрана пӗлмен выҫӑ ҫын, терӗ… Колхоз ҫӗрне унта-кунта салатма вӑл ман ҫӗр-им? Вӑл пӗр кӗленче эрех ӗҫсе ярасси мар-ҫке, эрехӗн хакӗ — пӗр пус, ҫавах та учет тумалла: кам ӗҫсе янӑ, хӑҫан, мӗн чухлӗ… Эпир унпа эрех пирки мар, ҫӗр пирки калаҫрӑмӑр… Эх, ҫӗр, ҫӗр, — тарӑн шухӑша кайса каларӗ вӑл, — савӑнӑҫӗ те санра, хурлӑхӗ те… Кӑҫал ҫуркунне колхозниксенчен харпӑр хӑй аллинче шутланакан ҫӗре илме тиврӗ, — ҫилленекенсем мӗн чухлӗ пулчӗҫ! Мӗнле ҫӗр-ха вӑл? Вӑрҫӑ пуҫлансанах пирӗн колхоза председатель ярса пачӗҫ. Вӑл йӗрке кӳме тытӑнчӗ, анчах хӑй колхоз ӗҫӗсене пӗлсех кайман пулас, ухмахланса колхозӑн пӗр уйне колхозниксене валеҫсе пачӗ. Хӑшӗ-пӗрисем савӑнчӗҫ, — епле-ха, ҫӗр ҫинче уйрӑм хресченсен ашсем пулса тӑчӗҫ!.. Халӗ пирӗн пӗтерме тӳр килчӗ ҫав йӗркесӗр валеҫӗве, — мӗн тетӗн эсӗ, ӗҫ унта хӗрарӑм куҫҫулӗпех ҫырлахмарӗ, прокурор патне пырса ҫитрӗ! Рагулин хӗсӗрлет теме, выҫӑ куҫлӑ теме пуҫларӗҫ мана, пур еннелле те жалобӑсем ҫырма тапратрӗҫ… Федор Лукич Хохлаков хӑй патне чӗнчӗ. «Мӗскер эсӗ вӑхӑтсӑрах коммунизм туса хӑтланатӑн», — тет. Эпӗ ӑна ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. «Мӗншӗн Артамашовӑн, Байковӑн, районри пур колхозсен те уйрӑм ҫын ҫӗрӗсем пур, санӑн ҫук…», — тет. Пурри пур та, анчах мӗн усси вӗсенчен? Колхозшӑн вӑл — вӗри куҫҫуль кӑна… Сергей Тимофеевич, эсӗ ҫамрӑк ҫын, шутла-ха, малалла епле чӑтмалла пулӗ ун пек япалана? Хӑшпӗр чеерех колхозниксем ҫӗр илчӗҫ, выльӑх, чӑх-чӗп ӗрчетрӗҫ, чунӗпе варӑ хӑйсен ҫӗрӗ патнелле туртӑнчӗҫ, колхоз ҫине амаҫури хӗр тӑван мар амӑшӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑха пуҫларӗҫ. Ун пек колхозникӑн шухӑшӗ те сахал: фермӑра выльӑх шучӗ ӳссен-ӳсмесен те — унӑн хӑйӗн выльӑхӗ пур; уйра тырпул пулать-и, пулмасть-и — унӑн хӑйӗн тырри пур… Мӗншӗн хурланмалла ун! Эпир ҫав ҫӗре колхоза каялла тавӑрса патӑмӑр. Эпӗ ун чухне тӳрех каларӑм: лайӑх пурӑнас килсен — пӗтӗм колхоза пуян тӑвар, уйрӑм анасем ҫинче нумаях пуяймӑн… Вӑл паллах ӗнтӗ.

— Мӗн пулчӗ вара? — ыйтрӗ старике хытӑ итлесе ларакан Сергей.

— Мӗн пуласса кӗркунне шутлатпӑр, — икӗ куҫне те хӗссе илчӗ Рагулин. — Интересшӑн кӑна «Буденнӑя» «Кочубейпе» е «Ворошиловпа» танлаштарсан, пирӗн халех тупӑш пур. Асӑрхарӑн пулӗ, пирӗн пур ҫӗрте те карта тытнӑ, пахчасем пӳрт ҫумӗнче: ӗҫе ҫӗр проценчӗпех тухаҫҫӗ кӑҫал. «Ворошилов» бригадирӗсем кӑҫал та килӗрен киле ҫӳресе, туя пыма чӗннӗ пек, хӗрарӑмсене ӗҫе тухма ӳкӗтлеҫҫӗ: пӗри тухать, тепри хӑй ҫӗрӗ ҫине каять, пӑхса кӑна юл. Тата эпир виҫҫӗмӗш хут ҫумкурӑка ҫумласа пӗтертӗмӗр, пирӗн тырӑсем тап-таса, тырпул тухӑҫлӑ пуласса кӗтетпӗр, утӑ ҫулма пуҫларӑмӑр. Артамашовӑн хирӗсене ҫум пусса илнӗ — ворошиловецсен колхоз кукурузне е хӗвелҫаврӑнӑшне ҫумласа тухма вӑхӑт ҫук, хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлемелле. Ак епле тупӑш… Тата кладовойра йӗрке турӑмӑр: санӑн ӗҫкунӗсем пур пулсан — тархасшӑн пыр та кӗр, ҫук пулсан — урӑх ҫулпа ҫӳре, кладовойран пӑрӑнсах ирт. Малтан мӗнлеччӗ? Ӳркенменни пурте кладовоя пынӑ, харампырсем нумай ӗрчесе кайнӑччӗ. Халӗ пирӗн кладовой алӑкӗ ҫинче ҫӑра пур! Мана тем ят парса хурласан та, нимӗн те тума ҫук, хытӑ пулма тӳр килет, пурнӑҫ ҫапла хушать. Ман сӑмах тӗрӗс-и, кала?

Сергей тӳрех ним калама та пӗлмерӗ. Усть-Невински колхозӗсене пулӑшу кирлине уҫҫӑнах сисрӗ Сергей, анчах епле пулӑшу кирлине тавҫӑрса илеймерӗ, ҫавӑнпа Рагулин ӗҫне тӗрӗс тесе те, тӗрӗс мар тесе те калаймарӗ… Рагулин каласа кӑтартнӑ ӗҫе унӑн ҫывӑхрах пӗлес килсе, вӑл кунӗпе Рагулинпа пӗрле уй-хирсем тӑрӑх, фермӑсенче, пахчасенче, виноградникре ҫӳрерӗ… Тепӗр кун Ворошилов ячӗпе тӑракан колхоза кайрӗ.

Алексей Артамашов Сергее килкарти варринче тӗл пулчӗ, нумайччен аллине чӑмӑртаса тӑчӗ, хулпуҫҫийӗнчен ыталаса илчӗ те, ним чӗнме памасӑр, кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ. Вӑл яштака, илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫын, Сергейрен пилӗк ҫул анчах аслӑ; Кавказ тумӗ тӑхӑнса, вӗҫкӗн ҫӳреме юратать: саран тыттарнӑ кӑвак пустав галифе тӑхӑннӑ, уринче шевро, кӗлесӗр ҫемҫе атӑ — атти вара ҫав тери ҫемҫе, утнӑ чухне утти те илтӗнмест; тӳрӗ ҫухаллӑ вӑрӑм кӗпи ҫинчен пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ; хӗлле кубанкӑпа пашник, ҫулла — качака ҫӑмӗнчен йӑваланӑ ҫемҫе шлепке тӑхӑнать. Вӑл хура ҫын, типшӗм, пичӗ хӑмӑр тӗслӗ; палламан ҫӗрте хӑйне вӑл черкес тенӗ, туйсенче кинжалсем тытса, ҫӑмӑл кӑна лезгинка ташланӑ.

— Ҫапла, Сергей Тимофеевич, — терӗ вӑл, пӗр илтӗнми утӑмсемпе кабинет тӑрӑх утса ҫӳресе, — эсӗ ху кӗрсе тухни питӗ аван-ха, пурнӑҫри пур ыйтусем ҫинчен те халех калаҫса татӑлӑпӑр. Кладовойран мӗскер ҫырса парас сана, кала?

— Нимӗскер те кирлӗ мар, — терӗ васкаса Сергей.

— Пӑрах, пӑрах вӑтанма. Сӑпай пулни — аван япала, вӑл героя килӗшет, анчах геройсен те ҫиес килет… Тӗрӗс калатӑп-и?

— Ун пирки, тархасшӑн, ан пӑшӑрхан…

— Манӑн пӑшӑрханас килет пулсан? — Артамашов Сергей ҫумне пырса ларчӗ. — Сысна ҫури илетӗн-и? Е така авантарах пулӗ?.. Эсӗ мӗскер ҫураҫнӑ хӗр пек хӗрелсе ларатӑн. Кала! Ан хӑра, эпир чухӑна юлас ҫук.

— Алексей Степанович, — терӗ Сергей, — эсӗ пуринпе те ҫапла уҫӑ кӑмӑллӑ-и?

— Мӗскер? — ура ҫине тӑчӗ Артамашов. — Уҫӑ кӑмӑлӗ-мӗнӗ, ҫынна пулӑшмалла чух пулӑшатӑп. Мӗскер хытса лармалла? Паракан алӑ ҫука юлмасть… Пӗлетӗн-и эсӗ ӑна? Эпӗ Рагулин мар! — Вӑл кулкаласа ӑнлантарма пуҫларӗ:  — Пӗр ҫын пур пирӗн, ҫын мар ӗнтӗ, тимӗр пӑрҫа…

— Ман шутпа, Рагулин чӑн-чӑн тирпейлӗ хуҫа, — терӗ Сергей. — Ӗнер эпӗ ун патӗнче пултӑм.

— Рагулин патӗнче-и?! — тӗлӗнчӗ Артамашов. — Шарламастӑн тата? Епле пӑхса ячӗ вӑл сана, каласа кӑтарт-ха?

— Епле… Ҫаплах, — типпӗн каларӗ Сергей.

— Макӑрчӗ пулӗ, йынӑшрӗ пулӗ, ӗҫлеме йывӑр, пухусӑр пӗр утӑм та тумастӑп, терӗ пулӗ… Суять вӑл, ухмаха перет. Ой, хытӑ! Унӑн парторганизаци секретарӗ те хыт-кукар! Колхозниксенчен ҫӗр туртса илнипе мухтанаҫҫӗ. Кашни колхозникӑн пӗрер ана пурри мӗнтен начар? Эпӗ те парти членӗ, вӑл ӗҫре эпӗ ним начар енне те курмастӑп. Ҫӗр сахал-им? Ҫӗр ҫителӗклӗ, служащисене те ҫӗр тара паратпӑр… Ӗҫлеччӗр, ан тив, государствӑна пулӑшу… Калӑпӑр, пӗр-пӗр инкек килсе лекет, уяра пула тырпул ҫунса каять, — эпӗ хамӑн колхозниксемшӗн пӗртте кулянмастӑп, вӗсем ҫӑкӑрсӑр юлас ҫук. Колхозра тырӑ пулмасан — вӗсен пулать, акӑ инкекрен тухрӑмӑр та. Буденновецсен тырри пулмасан, Рагулина йывӑр килет…

— Тӗлӗнтеретӗн эсӗ, Алексей Степанович, — каласа пӗтерме памарӗ, пӳлсе хучӗ Сергей. — Пулать-и, пулмасть-и тесе кӗтсе лармалла ан пултӑр, яланах тырӑ тухӑҫлӑ пултӑр тесе тунӑ-ҫке колхозсене.

— Эх, Сергей Тимофеевич, пирӗн мухтавлӑ ҫыннӑмӑр, — пуҫне хурлӑхлӑн сулкаларӗ Артамашов. — Вӑрҫӑра паттӑр ҫын пулнӑ эсӗ, анчах мирлӗ ӗҫре нимӗн те ӑнланмастӑн… Ан ҫиллен, сана хамӑр ҫын вырӑнне хурса тӳрех каларӑм. — Артамашов савӑнӑҫлӑн кулса, Сергее хулпуҫҫинчен ыталаса илчӗ. — Пушмак пӑру илме ҫырса парӑп… хамран.

— Апла ан ту, тетӗп сана, — ҫирӗппӗн каларӗ Сергей. — Мана никамран та ним те кирлӗ мар… Ун пирки манпа калаҫма мар, шухӑшлама та вӑтанасчӗ сан!

— Турӑшӑн та, Сергей Тимофеевич, — терӗ хӗрелсе кайса Артамашов. — Ан кӳрен, тархасшӑн. Эпӗ хӑвна лайӑх пултӑр тенӗччӗ…

Сергей ним те чӗнмерӗ, унӑн хулӑн куҫхаршийӗсем ҫилленсе пӗрӗнчӗҫ… Артамашов урӑх сӑмах ҫине куҫасшӑн пулчӗ, пулӑ тытни ҫинчен калама пуҫларӗ, анчах Сергей ку калаҫӑва хутшӑнмарӗ. Вӗсем сиввӗн уйрӑлчӗҫ. «Ҫапла, ку ҫынна Рагулинпа пӗрле кӳлме юрӑхсӑр, — килнелле утнӑ май шухӑшларӗ Сергей. — Районта калаҫас пулать, унсӑрӑн вӑл колхоз пурлӑхне пӗтӗмпех салатса пӗтерӗ…»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех