Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 26-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.20 20:28

Пуплевӗш: 143; Сӑмах: 1130

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Саранча

Ҫак кун Андрей Иванӑч такампа та тӗл пулчӗ. Кӳршӗ-аршӑсем, ӗлӗк хӑй вӗрентнӗ ачасем, колхозниксем кӗре-кӗре тухрӗҫ. Лена Одинцова хӑйӗн тантӑшӗсемпе чупса ҫитрӗ, учителе хире тулӑ курма илсе каясшӑн пулчӗ.

— Айӑп ан тӑвӑр… Ахаль те мана шкул ачисем таҫта та илсе ҫӳрерӗҫ, — терӗ Андрей Иванӑч.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Татьяна Родионовна колхозниксене пухӑва чӗнтерчӗ.

Хӗрарӑмсем правлени умӗнчи пӗренесем ҫине, топольсемпе саркаланса ларакан ҫӳҫесен сулхӑнне лара-лара тухрӗҫ.

Кунтах арҫын ачасем те пур, — Стожарта пӗр пуху та вӗсемсӗр иртмест.

Петька Девяткин, колхозницӑсем хӑй ҫине йӗрӗнсе пӑхнине шута илмесӗр, кӗтӳҫ шӑхличи хулӑнӑш чикаркӑ чӑркаса, мӑкӑрлантарса ячӗ.

— Пӑрах, чикаркӑна, пӑрах! — сасартӑк, хӑраса ӳкнӗ пек, пӑшӑлтатрӗ Тимка. — Учитель килет.

Девяткин ним тӗлӗнмесӗрех, тӗтӗмне сӑмси шӑтӑкӗсенчен кӑларчӗ.

— Эпир ӑна пӑхӑнаканнисемех мар…

— Кама калаҫҫӗ! — Санька чикаркине туртса илчӗ те урипе таптарӗ.

Андрей Иванович пӗренесем патне ҫитрӗ, тен вӑл фронта тухса кайнӑранпа пӗрремӗш хут ҫарти йӗркене «пӑхӑнмасӑр» ирттерсе ячӗ пуль, вӑл пилоткине ҫӗклесе, пуҫне тайса илчӗ. Колхозницӑсем хӗсӗнсе ларчӗҫ, пӗрене ҫинче ун валли вырӑн пачӗҫ.

— Каллех пирӗн пата-и, Андрей Иванӑч?

— Пирӗн Стожартан лайӑхрах вырӑн тупма ҫук-им вара?

— Ачасене сыхлӑр. Ашшӗсемсӗр вӗсем пачах йӗркерен тухрӗҫ.

— Пире эсӗ татса кала-ха, пирӗннисем киле час таврӑнаҫҫӗ-и?

Катерина Коншакова ҫитрӗ. Учителе курсанах вӑл хыпӑнса ӳкнипе юпа пек хытса тӑчӗ. Вӑл, ун патнелле пырса, Егор ҫинчен, хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен калаҫса пӑхасшӑнччӗ. Андрей Иванӑч Катеринӑна кӗтсе илчӗ.

— Пӗлетӗп эпӗ санӑн хуйхӑна, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Анчах эсир, Катерина Васильевна, чӗрӗре ирӗке ан ярӑр, вӑл улталӗ сире. — Учитель Катеринӑна хӑйпе юнашар лартрӗ. — Егор ӗҫне манмастӑн теҫҫӗ-ха сана. Паян эсӗ акнӑ тырӑ лаптӑкне куртӑм. Питӗ те лайӑх.

— Мӗнле пулӗ ӗнтӗ, Андрей Иванӑч? — терӗ Катерина.

— Тырӑ лайӑх ӳсет. Тӑрӑшса ӗҫленӗ курӑнать.

— Пулӑшакансем лайӑх ман: комсомолкӑсемпе шкул ачисем. Тырра питӗ лайӑх пӑхаҫҫӗ вӗсем.

— Колхоз ҫапларах-ха, районра малти вырӑна тухаймасть. Хӑйӗн вӑрҫӑчченхи чапне ҫухатрӗ вӑл.

— Тӗрӗс ӗнтӗ, Андрей Иванӑч, — тарӑнӑн сывларӗ Катерина, — Эпир пысӑк ӗҫ хускатса ярас тетпӗр-ха. Кив Пушҫӗре уҫас тетпӗр. Ҫӗрӗ пысӑк вӑл.

Колхозницӑсем Кивӗ Пушҫӗр ҫинчен калаҫаҫҫӗ: «ӑна арҫынсемсӗр уҫма май килӗ-ши, килмӗ-ши, ут таврашне кирлӗ таран тупма пулӗ-ши?» терӗҫ вӗсем.

— Андрей Иванӑч, эсир мӗнле шутлатӑр? — ыйтрӗҫ хайхискерсем учительтен.

— Ӗҫӗ — кирлӗ ӗҫ ӗнтӗ, — терӗ учитель. — Пирӗн халӑх нимӗҫе пульӑпа та снарядпа ҫеҫ ҫапмасть, тырпул та лайӑх туса илет…

Тырӑ тухӑҫне ӳстермелле ӑна, ҫӗнӗ сортсем те тумалла.

— Лайӑх сорт пурччӗ пирӗн, — ассӑн сывларӗ Катерина, — хамах пӗтертӗм.

— Пӗтерессе — пӗтернӗ те, пӗтӗмпех мар-ха. — Андрей Иванович кӗсйинчен тулӑ пучахӗ туртса кӑларчӗ. — Ҫакна паллатӑр-и?

Катерина ҫав пучаха ывӑҫ тупанӗ ҫине асӑрханса хучӗ, ҫак пучах ӑна темле ӑшӑтнӑ пек пулчӗ, вӑл ун ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те Санькӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ.

— Саня, пӑх-ха: ку вӗт аҫу пучахӗ, шӑпах ҫавӑ. Тӗлӗнсе кайӑн! Ӑҫтан тупнӑ эсир ӑна, Андрей Иванӑч? Кам сыхласа хӑварнӑ ӑна?

— Пулнӑ ҫав ҫынсем.

Учитель пухӑннӑ халӑха ачасен сӑнав участокӗнче мӗн-мӗн курни ҫинчен, Векшин мучирен мӗн-мӗн илтсе пӗлни ҫинчен каласа пачӗ. Унтан пӗрене ҫинче Степа, Семушкин, Зина Колесова ларнине асӑрхарӗ, вӗсене хӑй патне чӗнсе илчӗ.

— Акӑ вӗсем хӑйсем те кунтах. Ну-ка, ҫынсен умне тухӑр-ха, курччӑр…

Пурте ачасем енне ҫаврӑнчӗҫ. Лешсем ватӑ ҫӳҫе хыҫне пытанса пӑшӑлтатса илчӗҫ.

— Пурте халӑх умне тухӑр! Пурте! Мӗскер унта кӑмпа пек тӗм хыҫне пытанатӑр! — кулса ячӗ учитель. — Аслаҫӑр ӑҫта сирӗн? Федьӑпа Маша ӑҫта?

— Вӗсем участокра хурал тӑраҫҫӗ, — терӗ Семушкин.

— Куратӑр-и, мӗнле ӗҫлеҫҫӗ вӗсем! — Куҫ хӗссе илчӗ Андрей Иванович.

— Андрей Иванӑч — терӗ Катерина, — пуху пуҫланиччен участока кайса пӑхар мар-и?.. Тулӑ мӗнле ӳсет унта?

Вӑл ӗнтӗ ҫамрӑк хуҫасенчен килет, — кулса илчӗ учитель, — вӗсен унта ҫирӗп йӗрке.

— Халӗ юрать, — терӗ Семушкин. Колхозницӑсем ура ҫине тӑма та ӗлкӗреймерӗҫ, тӑкӑрлӑкран Захар Векшин курӑнчӗ. Вӑл ҫара уран, сухалӗ хӑйӗн шӑртланнӑ. Федьӑпа Маша ун хыҫӗнчен аран-аран ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ.

Федя аслашшӗн туратлӑ туйине тытнӑ, Маша старике ҫаплах ӗнсе кайнӑ кӑҫаттине тыттарма хӑтланать:

— Асатте, тӑхӑн ӗнтӗ! Асатте! Захар итлемест ӑна. Вӑл, колхозницӑсене сире-сире, Татьяна Родионовна патне ҫитсе тӑчӗ.

— Акӑ, яланах «саранча», теттӗм! Пурне те ватаҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ, теттӗм…

— Мӗнле саранча? — ӑнланаймарӗ председатель. Старик мӑн ҫынсем хушшинче тӑракан Аслӑ урам ачисем ҫине пӑхрӗ, сасартӑк вӑл кӑҫаттине Маша аллинчен туртса илчӗ.

— Эпӗ сире, ҫунатсӑр саранчасем, вӗрентӗп — кӑҫаттине сула-сула кӑшкӑрашрӗ вӑл.

Анчах ачасем айккинелле пӑрӑнчӗҫ, мӑн ҫынсен хыҫне пытанчӗҫ, старик вара хӑй ӑҫталла ҫапнине те пӗлмерӗ. Санькӑпа Петька васкасах саркаланса ларакан йывӑҫ ҫине улӑхса кайрӗҫ.

— Лӑплан-ха эсӗ, чукмарлӑ паттӑр! — Захара чарчӗ Андрей Иванӑч. — Мӗн пулчӗ вара? Йӗрки-йӗркипе каласа парӑр!

— Андрей Иванӑч, пирӗн тулла таптаса тухнӑ, — лӑпкӑн пӗлтерчӗ Федя. — Эсир тухса кайсанах эпир асаттепе иксӗмӗр апата килтӗмӗр — унтан каллех участока… Пӑхатпӑр та пиллӗкмӗш клеткӑри тулла ҫӗр ҫумне лапчӑтса лартнӑ.

— Тӑхта, Федя! — чарчӗ учитель. — Мӗнле-ха ку капла? Пӗлес пулать.

Семушкин иккӗ сиксех Федя патне ҫитсе тӑчӗ:

— Кам паян дежурнӑй?

— Эпӗ дежурнӑй, анчах эпӗ ниҫта та тухса ҫӳремен. Пӗр сехетлӗхе кӑна апат ҫиме кайса килтӗм те…

— Ак сана… калинккене хупмарӑн пулӗ-ха — сыснасем кӗрсе кайнӑ ӗнтӗ.

— Хупрӑм, хупрӑм, лайӑхах астӑватӑп, шалҫапа тӗкӗлесе те хӑвартӑм, — хӑйне хӑй хӳтӗлерӗ Федя.

— Ырӑ мар япала ку, Захар Митрич? — учитель Захар еннелле ҫаврӑнчӗ, — сысна тавраш кӗмен, пӑрлӑ ҫумӑр пулман, тулӑ пурпӗрех тӗшӗрӗлнӗ.

— Тупсӑмӗ паллӑ… ачасен ӗҫӗ, — терӗ Захар.

— Мӗн туччӑр-ха вӗсем тырӑ таптаса? — тӗлӗнсе кайрӗ учитель. — Грушӑпа панулми татса ҫиме, е ҫырла татма пултараҫҫӗ-ха вӗсем. Тулла таптанӑ пирки вара эпӗ нимӗн калама та пултараймастӑп. Пирӗн ачасем колхоза сиен кӳме-и? Ҫук, кун пек япала пулма пултараймасть?

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче усала ерчӗҫ вӗсем, пӑхӑнми пулчӗҫ, — шанчӑксӑр ал сулчӗ Захар. — Халӗ вӗсем нимӗн те уяса тӑмаҫҫӗ…

Захар сӑмахӗпе Погосова бригадир та килӗшрӗ. Арҫын ачасем, чӑнахах та, иртӗхсе кайнӑ, — терӗ вал, хӑйсенчен аслисене кӳрентерни, каҫ-каҫ купӑс каласа ахӑрашса ҫӳрени, иртнӗ кунсенче лашасемпе акатуй яни ҫинчен кала-кала пачӗ. Манефа карчӑк арҫын ачасем хӑйӗн хапхине вӑрласа сулӑ вырӑнне кӳлле кайса пӑрахни ҫинчен пӗлтерчӗ. Колечкина хӑйсен пахчинчи хӑмла ҫырлине ним юлми ҫаратса тухни ҫинчен каларӗ. «Пиҫнине пулсан татахчӗ хуть. Кусем ав, ешӗллинех, хыттинех, турачӗ-мӗнӗпе вӑтӑрса тухнӑ», терӗ вӑл.

Арҫын ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе янӑ пек, ҫӳҫенсе кайрӗҫ вӗсем.

Санька, ҫӳҫе турачӗ ҫине утланса ларнӑскер, вырӑнтан та хускалмарӗ. Ҫулҫӑ витӗр ӑна хӑй ҫинелле пӑхаҫҫӗ пек, Векшин хуҫалӑхне кам кӗрсе кайнине, пиллӗкмӗш участокри тулла кам тӗшӗрсе тухнине пурте пӗлнӗ пек туйӑнать ӑна.

— Эсӗ турӑн кӑна, Тимкӑна хӗрхеннипе турӑн! — пӑшӑлтатрӗ Петька. — Каларӑм вӗт сана: ҫав пӳскене шырамалла мар тесе… Ҫухалнӑ-тӑк — ҫухалнӑ пултӑрччӗ!

— Кашнинченех уйрӑмӑн ыйтса пӗлмелле, — терӗ Погосова, — хӑйсен хушшинчен чи айӑпли кам иккенне туптармалла. Кутӑнлансан — ашшӗ-амӑшӗсене хушас. Вӗсем хӑйсемех ыйтса пӗлӗҫ.

Учитель янахне шӑлса илчӗ.

— Эпӗ ҫапла шутлатӑп: кам айӑплӑ, вӑл хӑех тӳп-тӳрӗ, ним пытармасӑр, таса кӑмӑлпа каласа парӗ.

— Халиччен пулман япала ку, Андрей Иванӑч, — терӗ Захар, — пирӗн ял ачисем ун йышшисем мар вара. Усал тума, тарса пытанма пултараҫҫӗ-ха вӗсем, ответ тытма хӑраҫҫӗ, чунӗсем ҫемҫе.

— Эпӗ хам акӑ вӗсем каласса шанатӑп. Ачасем пирӗн хӑракан йышшисемех мар, пӗр-пӗрин хыҫне пытанмаҫҫӗ. — Учитель арҫын ачасем ҫине пӑхма пуҫларӗ, акӑ вӑл Санька тӗлне ҫитрӗ.

Лешӗ ирӗксӗртен кӑна тенӗ пек чакрӗ. Ҫак вӑхӑтра уншӑн Федя Черкашин та, учитель пекех, ҫулҫӑ витӗр ун ҫинелле пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

«Вӑл ҫӑварне шыв сыпса тӑман пулӗччӗ, ҫинчех каласа парӗччӗ», — таҫтан пырса кӗчӗ Санька пуҫне ҫак шухӑш.

— Саня Коншаков мӗн шутлать? — ыйтрӗ учитель. Санькӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Вӑл кӑвакарса кайрӗ, йывӑҫ ҫинчен те мелсӗр анчӗ.

— Пуриншӗн те эпӗ айӑплӑ… Арҫын ачасем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ… Тулла эпӗ тӗшӗрсе тухрӑм, — терӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех