Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан малалла: картта тӑрӑх эсӗ Астахово слободине ӳкмелле, унтан тӳрӗрех тетӗн, — эпӗ ак Малахов хуторне каятӑп; унта та ман аякри пӗлӗш-хурӑнташпа тахҫанхи тус пур — унта та хамӑн утта пӗтермесӗр вӗсенне ҫитерме пулать Эсӗ асту: ҫул ҫине пӗр капан утӑ тиесе тухаймастӑн, ют ҫӗрте ыйтса илме мар, укҫалла туянма та май килмесен пултарать.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Мӗншӗн шӑпах эпӗ килнӗ тӗле ҫапла вилес пек чирлесе ӳкмелле пулнӑ-ха унӑн! — шухӑшларӗ Пробатов, куҫ хупанкийӗсем йӗпенме пуҫланине туйса.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗрекере стакансем, темиҫе хут та эрехпе тулса, алӑран алла ҫӳресе шаклатнӑ та пушаннӑ; икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм пӳртрен сӗтелсем ҫине сысна ашӗпе шариклене ҫӗрулми, чӗллӗн-чӗллӗн каснӑ така ашӗ, кӑвак чашӑксемпе хӑйма иле-иле килнӗ, хӑйми вара питӗ ҫӑра, кашӑк чиксе пӗр-икӗ хут ҫавӑрсанах ҫу ӳкмелле.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хуралса ларнӑ мӑрйинчен тӗтӗм палкаса тухма тытӑнатчӗ, ҫав тери ҫӳле ҫӗкленетчӗ, пӑхсан ӗнтӗ — ҫӗлӗк ӳкмелле, ҫӗкленетчӗ те, шӗл-кӑвар пулса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх сапаланса каятчӗ, шуйттанӗ вара, ӑна ӗнтӗ, пӳтсӗре, асӑнма та кирлӗ марччӗ те-ха, хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫав тери хурланчӑклӑ сасӑпа ӗсӗклесе макӑрма тытӑнатчӗ, вӑл макӑрнине илтнипе хӑраса ӳкнӗ кураксем вара, ҫывӑхри юманлӑхран вӗҫсе хӑпарса, тискеррӗн кӑраклатса, тӳпере явӑнса ҫӳретчӗҫ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗншӗн хӑрушлӑха кӗрсе ӳкмелле.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унтан кимӗ пуҫне хам зонта ҫирӗплетсе лартрӑм та сулхӑн пуҫ тӗлне ӳкмелле карса хутӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Аса илнипех чун хӑраса ӳкмелле!
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗҫҫи шыҫса кайрӗ; Огнянов суранӗ вӗрӗлсе каясран шиклене пуҫларӗ; вӗрӗлсе кайсан, нимӗн тума та ҫук, ҫул варрине ҫитнипех ӳкмелле пулать.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Теветкеллекенӗн выляса яракан билет тухсан та хӑраса ӳкмелле мар.Кто идет на риск, должен быть готов не моргнуть, если вынется проигрыш.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнле пурнӑҫа кӗрсе ӳкмелле пулнӑ-ха хӗрарӑмӑн вӑл патшара ларнӑ вӑхӑтра?
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аптӑрасах ӳкмелле, факт.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем яланах самӑр пулччӑр, асту — хытӑ чуптарса ан ҫӳре, ураран ӳкмелле ан хӑвала.Чтоб они у тебя были в теле, гляди — шибко не ездий, не перегони.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен шурса каймалла мар, тӑнсӑр пулса ӳкмелле мар, тӗлӗнтермӗш пулмалла мар…Она не должна внезапно бледнеть, падать в обморок, испытывать потрясающие взрывы…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак шӑтӑкран кӳтӑн тухмалла, малтан урасене кӑлармалла, вара чӗрӗп пек хутланса лармалла, унтан пӗтӗм вӑйпа тапӑнса, аялалла ӳкмелле.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шутпала, унӑн никамран малтан ӳкмелле, анчах та вӑл утать те утать, ҫынсене те хавхалантарать: ҫывӑх ӗнтӗ, ҫитесси нумай юлмарӗ, тет, выртакансен пуҫӗсем ҫийӗнче пистолетне вылятать: тӑр, атту персе пӑрахӑп, тет…
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ачине ӳкмелле мар вырнаҫтарса хӑварчӗ те тумланса хӑвӑрт-хӑвӑрт аялти хута чупса анчӗ: мӗн-ха унта, мӗн ҫав тери шуйхаштарать анне чунне?
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
4. Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.