Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 15:11

Пуплевӗш: 143; Сӑмах: 1892

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Робинзон тепӗр пӗчӗкрех кимӗ тӑвать, утрав тавра ишсе ҫаврӑнма тытӑнса пӑхать.

Тата тепӗр пилӗк ҫул иртрӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче пысӑк ӗҫсем пулнине астумастӑп.

Ман пурнӑҫ малтанхи пекех лӑпкӑн та майӗпен иртсе пычӗ; эпӗ кивӗ вырӑнтах пурӑнтӑм, вӑхӑта малтанхи пекех ӗҫпе тата сунарта ҫӳресе ирттертӗм.

Халӗ ӗнтӗ манӑн тырӑ ҫителӗклех пухӑнса ҫитрӗ, пӗр ҫулталӑк пурӑнмалӑхах пур. Иҫӗм ҫырли те нумай. Апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пултӑр тесе, эпӗ вӑрманта ытларах ӗҫлесе пытӑм.

Ҫак тапхӑрта чи пысӑк ӗҫ маншӑн ҫӗнӗ кимӗ тӑвасси пулчӗ. Ку хутӗнче эп ҫӗнӗ кимӗ турӑм ҫеҫ мар, ӑна шыва антарма та пултартӑм: ҫур миля тӑршшӗ ансӑр канал алтрӑм та ҫав канал тӑрӑх ӑна бухтӑна илсе тухрӑм.

Вулакан пӗлет ӗнтӗ, пӗрремӗш кимӗ ытла та пысӑк пулнӑччӗ, ҫавӑнпа та ӑна ӑҫта тунӑ, ҫавӑнтах хӑварма тиврӗ. Вӑл айванлӑхӑм ҫинчен аса илтерекен япала пекех ларать. Ҫав кимӗ мана малашне ӑслӑрах пулма кирлине астутарать.

Хальхинче эпӗ ӑслӑрах пултӑм. Чӑн та, кимме шывран ҫур миля яхӑн аяккарах вырӑнта турӑм пулин те (ҫывӑхрах юрӑхлӑ йывӑҫ тупаймарӑм) ӑна шыва антарасса шансах тӑратӑп. Хам пуҫланӑ ӗҫ маншӑн халӗ вӑйҫемми пулнине эпӗ куратӑп, ҫавӑнпа та ӑна вӗҫнех ҫитересшӗн пултӑм. Ҫав кимме тӑвас тесе, эпӗ икӗ ҫула яхӑн ӗҫлерӗм. Манӑн тинӗс ҫинче ишсе ҫӳрес кӑмӑл ҫав тери пысӑкчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн вӑйӑма нимӗн чухлӗ те шеллемерӗм.

Ҫапах та ҫакна асӑрхаттарас пулать: эпӗ ҫак кимме утрав ҫинчен кайма тумарӑм. Кун пек ӗмӗтленме манӑн тахҫанах пӑрахма тивнӗ. Эпӗ тунӑ кимӗ ытла та пӗчӗккӗ. Ҫавӑнпа та ун ҫинче ман утравпа материк хушшинчи хӗрӗх миля е унтан та вӑрӑмрах ҫула ишсе тухасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.

Халӗ эпӗ пӗчӗкрех тӗллев тытатӑп: утрав тавра ишсе ҫаврӑнас тетӗп — урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар. Эпӗ ӗнтӗ пӗррехинче утравӑн леш енче пулнӑччӗ, ҫавӑн чухнех унта мӗн-мӗн курса пӗлни мана питех те интереслентерчӗ, ҫавӑнпа манӑн пӗтӗм утрава пӑхса ҫаврӑнас килекен пулчӗ.

Халӗ вара, кимӗ туса ҫитерсен, эпӗ, тем пулсан та, утрав йӗри-тавра тинӗспе ишсе ҫаврӑнма шут тытрӑм. Ҫула тухса кайма эпӗ тӗплӗн хатӗрлентӗм. Кимӗ валли пӗчӗк мачта турӑм, хамӑр карап ҫинчен илнӗ парӑс татӑкӗсенчен (кусем манӑн нумайччӗ) пӗчӗк парӑс ҫӗлерӗм.

Ҫӗнӗ кимме пур тӗлӗшпе те хатӗрлесе ҫитерсен, ун ҫине ларса шыв ҫинче ҫӳресе пӑхрӑм. Эпӗ ҫӗлесе карнӑ парӑс лайӑх пырать иккен. Унтан эпӗ кимӗ сӑмсине тата хӳрине пӗчӗк ещӗксем вырнаҫтарса лартрӑм. Ҫумӑрпа та, тинӗс хумӗпе те ан йӗпенччӗр тесе, ҫав ещӗксене апат-ҫимӗҫ, зарядсем тата ҫул ҫинче кирлӗ пулма пултаракан ытти хатӗрсене хутӑм. Кимӗ тӗпне пӑшал хума пӗчӗк хӑвӑл турӑм.

Унтан кимӗ пуҫне хам зонта ҫирӗплетсе лартрӑм та сулхӑн пуҫ тӗлне ӳкмелле карса хутӑм.

Ку таранччен эпӗ вӑхӑтран вӑхӑта уҫӑлмалла тинӗсре ярӑнса ҫӳрекенччӗ, анчах бухтӑран аяккалла нихҫан та каймастӑм. Хальхинче, хамӑн пӗчӗк пашалӑхӑн чикки йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнма шут тытсан, эпӗ кимме инҫе ҫула тухма хатӗрлесе ҫитертӗм: унта хӑпарту — хам пӗҫернӗскер, пӗр тӑм чӳлмекпе ӑшаланӑ рис, ҫур качака ашне кайса хутӑм.

Ноябрӗн 6-мӗшӗнче ҫула тухса кайрӑм.

Ҫул ҫинче вӑхӑт хам малтан шутланинчен ытларах та иртрӗ. Манӑн утрав пысӑках мар пулин те, утравӑн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗ еннелле кайсан, ман ума кӗтмен ҫӗртенех чӑрмав тухса тӑчӗ. Ҫав вырӑнта шывра чулсем купаланса выртаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшпӗрисем шыв ҫинчех курӑнса тӑраҫҫӗ, теприсем шыв айӗнче — курӑнмаҫҫӗ. Ҫав чулсем тинӗс варринелле ултӑ миля тӑршшӗ купаланса каяҫҫӗ, унтан лерелле, чул тусен вӗҫӗнче, хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн пӗр миля тӑршшӗ тӑсӑлать. Ҫапла вара, тӳрӗ кайма май ҫук пирки, ҫав чул тӑрӑхӗнчен пӑрӑнса, ҫырантан нумай инҫетелле кайма тиврӗ. Ку вара питех те хӑрушӑ ҫул пулчӗ.

Эпӗ каялла таврӑнасси ҫинчен те шухӑшласа пӑхрӑм, мӗншӗн тесен миҫе миля ҫаврӑнӑҫ пуласси, мӗн инҫӗш тинӗселле каясси паллах марччӗ, мӗн пулӗ те мӗн килӗ тесе кайма вара шиклентӗм. Тепӗр енчен тата, тинӗсе шала кайсан, каялла мӗнле килессине те пӗлместӗмччӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ якӑр ятӑм (ку якӑра ҫул ҫине тухас умӗн хамӑр карап ҫинчен илнӗ кукӑр тимӗр татӑкӗнчен тунӑччӗ), унтан пӑшал илтӗм те ҫыран ҫине тухрӑм. Ҫывӑхрах пӗр сӑрт пуррине асӑрхарӑм, ҫав сӑрт ҫине хӑпарса кайрӑм та шыври чул куписем шыв ҫийӗпе мӗн тӑршшӗ тӑсӑлнине куҫпа виҫсе пӑхрӑм. Ҫапла сӑнарӑм та — мӗн пулать те мӗн килет — кайса пӑхас терӗм.

Анчах эпӗ ҫав чул куписем тӗлне ҫитме ӗлкӗричченех калама ҫук тарӑн вырӑна ишсе тухрӑм, унтан вара тинӗсӗн вӑйлӑ юхӑмӗ ҫине ҫитсе кӗтӗм. Ҫав юхӑм мана шыв арманӗ валакӗнчи пек ҫаврӑнтарма тытӑнчӗ, унталла-кунталла ывӑткаларӗ те хӑй ҫулӗпе илсе кайрӗ. Ҫыран хӗррине пӑрӑнасси е аяккалла ҫул тытасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Юхӑм хӗррипе пырас, варринелле илсе кӗртме парас мар тесе тӑрӑшатӑп.

Юхӑм мана шавах малалла илсе кайрӗ. Ҫил кӑшт ҫӗкленсенех парӑс карнӑ пулӑттӑм, анчах тинӗс ҫинче нимӗнле ҫил те ҫук, ҫанталӑк лӑпах. Кӗсменсемпе пӗтӗм вӑйран ишетӗп, ҫапах та тинӗс юхӑмӗнчен тухаймастӑп, пӗтрӗм ӗнтӗ тесе пыратӑп. Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: утравӑн леш енче тепӗр тинӗс юхӑмӗ пур, темиҫе миля кайсан, ку юхӑм унпа пӗрлешет, унта ҫитиччен аяккалла ишсе тухаймасан, пуҫӗпех пӗтетӗп. Анчах пӑрӑнса тухма нимӗнле май та ҫук.

Ҫӑлӑнасси курӑнмасть: мана пурпӗрех вилӗм кӗтет — хумсем айне пулса вилес ҫук, мӗншӗн тесен тинӗс лӑпкӑ, эпӗ выҫса вилӗп. Чӑн та, ҫыран ҫинче эпӗ пӗр питех те пысӑк тимӗр шапа тупрӑм, аран-аран йӑтса кимӗ ҫине хампа пӗрле илтӗм. Манӑн тата ӗҫме юрӑхлӑ шыв та пур — эпӗ ӑна чи пысӑк кӑкшӑма тултарса лартрӑм. Анчах ҫак ӗҫме-ҫиме вӗҫӗ-хӗррисӗр сарлака океанра, пиншер миля ишсен те ҫӗр таврашӗ курӑнман ҫӗрте, ҫухалса кайнӑ ҫыншӑн мӗне те пулин тӑрать-ши?

Хамӑн пушӑ, ҫынсӑр утрава аса илетӗп те вӑл мана ҫӗр ҫинчи рай пекех туйӑнать, манӑн пӗртен-пӗр ӗмӗтӗм — ҫав рая таврӑнасси. Эпӗ пӗтӗм чун хавалӗпе унталла туртӑнатӑп.

— Эй, пушхирӗм, эсӗ мана телей патӑн! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Эпӗ ӗнте сана нихҫан та кураймӑп. Мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ мана? Ӑҫта илсе кайӗҫ-ши мана вӑйлӑ хумсем? Хама пурнӑҫ шӑпи илсе ҫитернӗ утрав ҫинче пӗччен пулнӑ пирки ӳпкелешнӗ тата ҫав тӗлӗнмелле паха утрава ылханнӑ чухне эпӗ хама хам пархатарсӑр ҫын пек кӑтартрӑм!

Ҫапла, ҫав утрав маншӑн хаклӑ та юратнӑ вырӑн пулса тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ манӑн унтан ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайма тивни ҫинчен шухӑшлатӑп та, чӗре ыратать.

Тинӗс юхӑмӗ ҫаплах малалла, вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв талккӑшнелле илсе пырать. Вилес пек шикленсе-хӑраса пыратӑп пулин те, шанчӑка ҫухатмастӑп, кимме ҫурҫӗр еннелле ҫавӑрса ярса, тинӗс юхӑмӗнчен тата рифсенчен иртсе каяс тесе, пӗтӗм вӑйпа ишетӗп.

Кӑнтӑрлахи апат тӗлнелле сасартӑк ҫил вӗрме пуҫларӗ. Ку мана хаваслантарчӗ. Ҫил хӑвӑрт вӑйланса пычӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара хытӑ вӗрекен пулса ҫитрӗ. Ҫакӑншӑн савӑнмаллипех савӑнтӑм!

Ҫак вӑхӑт тӗлне тинӗс юхӑмӗ мана утравран нумай инҫе илсе кайрӗ. Тӗтре карса илсенех эпӗ пӗтнӗ пулӑттӑм!

Манӑн хампа пӗрле компас та ҫук, хам утрава куҫран ҫухатсанах — эпӗ ӑҫталла каймаллине те пӗлеймен пулӑттӑм. Анчах, телейӗме пула, кунӗ хӗвеллӗ пулчӗ, тӗтре тухасси ниҫтан та курӑнмасть.

Эпӗ мачта лартрӑм та парӑс картӑм, ҫапла вара, юхӑмран пӑрӑнас тесе, кимме ҫурҫӗр еннелле тытса пыма пуҫларӑм.

Кимӗ ҫиле май ҫаврӑнса тинӗс юхӑмӗ урлӑ каҫса кайсанах, эпӗ шыв улшӑннине сисрӗм: кунта шыв тӑрӑрах иккен. Тинӗс юхӑмӗ темӗнле сӑлтава пула вӑйсӑрланма пуҫланине эпӗ ӑнлантӑм, мӗншӗн тесен юхӑм вӑйлӑ чухне шыв пӗрмаях пӑтранчӑк пулсаччӗ. Чанах та, эпӗ часах хамран сылтӑмра, хӗвелтухӑҫӗнче, чул тусем пуррине куртӑм (вӗсем тавра шыв вӗренӗ пекех кӑпӑкланса юхать, ҫав шурӑ кӑпӑксем тӑрӑх вӗсене инҫетренех курма пулать). Ҫав тусем ӗнтӗ тинӗс юхӑмӗн ҫулне пӳлсе лартнӑ.

Часах эпӗ тата ҫакна пӗлтӗм: чул тусем тинӗс юхӑмне вӑйсӑрлатнӑ вӑхӑтрах ӑна икке уйӑрса яраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, вӑйли, кӑштах кӑнтӑр еннелле пӑрӑнса каять, тепри, каялла ҫаврӑнса, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле пырать.

Ҫавна курсан, эпӗ калама ҫук хытӑ хӗпӗртерӗм. Мӗн тери хӗпӗртенине эшафот ҫинчи пуҫкасан умӗнче каҫару илнӗ ҫын е вӑрӑ-хурахӑн сулса янӑ ҫӗҫҫи айӗнчен хӑтӑлнӑ ҫын ҫеҫ ӑнланма пултарать.

Пӗтӗм чӗререн савӑнса, эпӗ кимме тинӗсӗн тепӗр еннелле каякан юхӑмӗ ҫине тытрӑм, ҫула май ҫилпе усӑ курма парӑса ҫавӑртӑм. Ҫилӗ вӑйлансах пычӗ, эпӗ каялла хӑвӑрт кайрӑм.

Каҫ кӳлӗм, пилӗк сехет тӗлӗнче, эпӗ ҫыран патне ҫитрӗм те, майлӑрах вырӑн тупса, кимме чартӑм.

Ҫырана тухса ҫӗр ҫине ура ярса пуссан, эпӗ мӗн тери хӗпӗртенине ҫырса кӑтартма хал та ҫитес ҫук!

Манӑн пархатарлӑ утравӑн кашни йывӑҫӗ питӗ те кӑмӑллӑн курӑнать! Ӗнер ҫеҫ манӑн чӗрене салхулантарнӑ сӑртсемпе васансем ҫине эпӗ ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса пытӑм Каллех хамӑн уйсене, вӑрмансене, ҫӗрпӳрте тус пек тӳрӗ кӑмӑллӑ йытта, качакасене курас ӗмӗт чунӑма калама ҫук хытӑ хавхалантарчӗ! Ҫыранран ӳпле патне илсе пыракан ҫул мана чи хитре ҫул пек туйӑнчӗ!

Эпӗ вӑрманти дачӑна ҫитнӗ вӑхӑтра каҫ пулса кайрӗ. Хӳме урлӑ каҫрӑм та сулхӑна тӑсӑлса выртрӑм, ҫав тери хытӑ ывӑннӑран выртнӑ-выртманах мана ыйхӑ пусса илчӗ.

Анчах, такам сасси вӑратсан, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Ҫапла, ку ҫын сассиех иккен! Кунта, утрав ҫинче, ҫын пур, вӑл ҫӗр хутах хытӑ кӑшкӑрать:

— Робин, Робин, Робин Крузо! Мӗскӗн Робин Крузо! Робин Крузо, эсӗ ӑҫта килсе лекрӗн? Ӑҫта лекрӗн? Эсӗ ӑҫта пултӑн?

Кимӗпе ишсе халран кайнӑскер, эпӗ калама ҫук хытӑ ҫывӑрнӑ, тӳрех вӑранма та пултарайман, ҫавӑнпа та мана ҫав сасӑ тӗлӗкре илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.

Сасӑ ҫине-ҫинех илтӗнет:

— Робин Крузо, Робин Крузо!

Юлашкинчен, эпӗ вӑранса кайрӑм та хам ӑҫтине ӑнланса илтӗм. Хӑранипе ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Сиксе тӑтӑм та йӗри-тавра пӑхса илтӗм, пуҫа ҫӗклесе пӑхайрӑм — хӳме ҫинче манӑн попугай лара парать. Паллах, ҫав сӑмахсене кам каланине часах тавҫӑрса илтӗм, вӗсене попугай каласа ларать иккен: ҫак сӑмахсене эпӗ хама ӳпкелешсе ҫавӑн пек сасӑпа калаттӑм. Попка вара ҫав сӑмахсене калама лайӑх вӗренсе ҫитрӗ. Вӑл ман алӑ ҫине вӗҫсе пырса ларатчӗ те, сӑмсине пит ҫумне хурса салхуллӑн: «Мӗскӗн Робин Крузо! Эсӗ ӑҫта пултӑн, ӑҫта килсе лекрӗн?» — тетчӗ.

Ҫав сӑмахсене попугай каланине тавҫӑрса илтӗм пулсан та, кунта унсӑр пуҫне никам та пулма пултарайманнине пӗлсен те, эпӗ нумайччен лӑпланаймарӑм.

Попугай манӑн дачӑна мӗнле лекнине, мӗншӗн вӑл шӑпах кунта вӗҫсе килнине, урӑх ҫӗре кайманнине эпӗ пачах ӑнланаймарӑм.

Ҫапах та ҫав сӑмахсене тӳрӗ кӑмӑллӑ Попка каланӑ пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленмерӗм, урӑх шухӑшласа пуҫа ҫӗмӗрмерӗм. Эпӗ ӑна ятран чӗнтӗм те аллӑма ун еннелле тӑсрӑм. Манпа пурӑнма хӑнӑхнӑ вӗҫен кайӑк алӑ ҫине вӗҫсе пырса ларчӗ, юратнӑ сӑмахӗсене калама тытӑнчӗ:

— Мӗскӗн Робин Крузо! Эсӗ ӑҫта килсе лекрӗн?

Попка мана тепӗр хут курнипе савӑнать тейӗн. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ӳплерен кайнӑ чухне эпӗ ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса тухрӑм, хампа пӗрле илсе кӑйрӑм.

Тинӗсре мӗн-мӗн курни тинӗсе кайса ҫӳрес кӑмӑла нумайлӑха пӗтерсе хучӗ. Океанра ҫӳренӗ чухне ҫав тери пысӑк хӑрушлӑхсем пулни ҫинчен эпӗ темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм.

Паллах, утравӑн ку енче, манӑн ҫурт ҫывӑхӗнче, кимӗ пулсан, питех те аван пулнӑ пулӗччӗ, анчах ӑна хам лартса хӑварнӑ вырӑнтан мӗнле илсе килес? Эпӗ ӗнтӗ утрава хӗвелтухӑҫӗнчен кайса курмашкӑн тытӑнса та пӑхмӑттӑм, ун ҫинчен шухӑшласанах манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, юн тапма чарӑнать. Утравӑн тепӗр енче мӗн-мӗн пуррине вара эпӗ пачах та пӗлместӗп. Вӑл енче те тинӗс юхӑмӗ кунти пекех вӑйлӑ мар-ши? Вӑйлӑ пулсан, вӑл мана, кунти юхӑм уҫӑ тинӗселле илсе кайнӑ пекех, ҫыран хӗрринелле ним чӑрмавсӑр хӑваласа кайса, чулсем ҫине ҫапӑнтарма пултарать.

Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫав кимме тунӑ чухне тата ӑна тинӗсе антарнӑ чухне нумай вӑй пӗтертӗм пулин те, кимӗллӗ пулас тесе, тинӗсе кайса пуҫа ҫухатас мар терӗм.

Кунта тата ҫакна каламалла; эпӗ пурнӑҫра кирлӗ япаласене халӗ ӑстарах тӑва пуҫларӑм. Утрав ҫине килсе лексен, малтанхи кунсенче эпӗ пуртӑпа каскалама пачах та пӗлместӗмччӗ, халӗ ӗнтӗ, манӑн лайӑх инструментсем пулсан, чаплӑ платник вырӑннех ӗҫлемелле.

Эпӗ тата тӑмран савӑт-сапа тӑвас ӗҫре те (кӗтмен ҫӗртенех!) пысӑк ҫитӗнӳсем турӑм: чӳлмексене ҫавӑрса тумалли кӑлтӑрмачлӑ станок шухӑшласа кӑлартӑм; ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн ӗҫсем лайӑхрах пулса пычӗҫ; халӗ ӗнтӗ эпӗ тӑвакан савӑт-сапа илемсӗр мар, пит лайӑх пулса тухать.

Пӗррехинче эпӗ тӑмран чӗлӗм турӑм. Вӑл кун эпӗ, хамӑн ӑсталӑхӑмпа мухтанса, калама ҫук хытӑ савӑнтӑм. Паллах, чӗлӗм ытла илемлех тухмарӗ, эпӗ ӑна, ытти савӑт-сапана тунӑ пекех, тӑмран йӑвалакаласа турӑм та вутта пӑрахса хӗртрӗм. Хӑй вара аванах ҫирӗп пулчӗ, ун витӗр тӗтӗм лайӑх тухатчӗ. Ҫавӑн пек чӗлӗм тӑвасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленеттӗм, мӗншӗн тесен табак туртма эпӗ ҫамрӑк чухнех вӗреннӗ. Хамӑр карап ҫинче чӗлӗмсем пурччӗ, анчах утрав ҫинче табак ӳснине пӗлмен пирки эпӗ вӑл чӗлӗмсене кунта илсе тухмарӑм.

Ҫав вӑхӑт тӗлне манӑн тар запасӗ чакса пынине асӑрхарӑм. Ку мана ҫав тери хытӑ пӑшӑрхантарчӗ, мӗншӗн тесен тар таврашӗ кунта ниҫтан та илме ҫук. Пӗтӗм тар пӗтсе ҫитсен, эпӗ мӗн тӑвӑп-ши? Качакасем, кайӑксем тытма мӗнпе ҫӳрӗп-ши? Пурнӑҫӑн мӗн юлашки кунӗчченех аш-какайсӑр пурӑнма тивӗ-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех