Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.14 18:23

Пуплевӗш: 191; Сӑмах: 1773

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫак каҫ Ерофей Кузьмич чылайччен Лозневойпа калаҫса ларчӗ. Юлашки темиҫе куна Лозневой вулӑсри комендатура хӑйне темле ӗҫпе чӗнтернипе Болотнӑйра пурӑннӑччӗ. Унтан вӑл ывӑнса, шухӑша кайса таврӑнчӗ те каҫхи апат хыҫҫӑнах выртса ҫывӑрасшӑн пулчӗ. Анчах кирек хӑҫан та сӑмах ваклама юратман хуҫа паян кӑмӑллӑн калаҫрӗ, ҫакӑ вара Лозневоя ирӗксӗрех кухньӑра чарса тӑчӗ.

Лозневой ун кил-ҫуртне ют тумтирпе килсе кӗнӗ кунтанпах Ерофей Кузьмич унран йӗрӗнме пуҫланӑччӗ. Йӗрӗнни кунтан-кунах ӳссе пычӗ. Лозневой полицая кӗрсе, гитлеровецсемпе пӗрле яла ҫаратма пуҫласан, Ерофей Кузьмич ҫак сутӑнчӑка курайми те пулса ҫитрӗ. Лозневой хуҫалӑха йӗркелесе тӑма тӑрӑшсах ӑна пулӑшса пычӗ. Анчах ҫак та хуҫа курайманлӑхне сирсе яма пултараймарӗ. Ерофей Кузьмич ӑнланать: Лозневой ун килӗнче пурӑнмалли ҫын мар. Андрей вилнӗ тесе Лозневой суйнине Ерофей Кузьмич пӗлнӗ пулсан, пӗр секунд та чӑтса тӑрайман пулӗччӗ! Анчах Марийка сарайӗнче Лозневойпа хӑй мӗн калаҫни ҫинчен пӗлтермесӗрех килтен тухса кайрӗ. Ҫак анчах хӑтарса хӑварчӗ Лозневоя Лопухов ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларассинчен. Ҫитменнине тата тырра ӑҫта пытарнине Лозневой пӗлет. Вӑл нимӗҫсене пӗр сӑмах каласанах — Ерофей Кузьмич тырӑсӑр тӑрса юлать. Ҫакӑ чарса тӑрать те ӗнтӗ Ерофей Кузьмича. Вӑл хӑй полицая курайманни ҫинчен уҫҫӑнах каласа пама хӑрать. Вӑрҫӑ тӑсӑлчӗ, пурнӑҫ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса, хӑрушӑланса пырать. Лозневой вара гитлеровецсемпе ытларах та ытларах ҫыхӑнса тӑрать. Мӗншӗн хӑрушлӑха кӗрсе ӳкмелле. Вӑл, Лозневой, халь хӑйне курайманшӑн та, сиввӗн пӑхнӑшӑн та тавӑрма пултарать.

…Калаҫу вӑрҫӑ ҫинчен пычӗ.

— Нимӗҫсем хӗле кӗриччен вӑрҫа пӗтеретпӗр тесе мухтанчӗҫ кӑна эппин? — ыйтрӗ Ерофей Кузьмич.

— Вӗсем мухтанман.

— Мӗнле мухтанман-ха, эпӗ хам илтрӗм вӗт?

— Паллах, ҫапла шутларӗҫ, — терӗ Лозневой. — Вӑрҫӑ вӑл — чее япала, Ерофей Кузьмич! Пурне те малтанах шута илсе хураймастӑн. Анчах ҫакӑн пек пысӑк ҫар ют ҫӗршывра малалла кайни историре пулман-ха. Апла пулсан, вӗсен вӑйӗ пысӑк. Эпир ӑна хамӑрах куртӑмӑр ӗнтӗ. Ӑҫтан тытӑнса тӑма пултаратпӑр эпир ҫавӑн пек вӑя хирӗҫ? Пӗтӗм Европа пӑхӑнчӗ ӑна, Европа вӑл… Европа! Халь нимӗҫ ҫарӗ Мускав ҫине сиксе ӳкме хатӗрленет тесе шутлатӑп эпӗ, ун чухне вара — вӑрҫӑ пӗтет!

— Эпӗ вара акӑ ҫапла шутлатӑп: вӗсене халь йывӑр килмӗ-ши, а? — хирӗҫ каларӗ Ерофей Кузьмич. — Ҫарӗ, паллах, вӑйлӑ, ун пирки тавлашмӑпӑр… Вӑйсӑрри умӗнче пирӗн каялла чакман пулӗччӗҫ, мӗн каламалли пур! Ҫапах та Мускав патне ҫитме вӗсен вӑйӗ ҫитмерӗ вӗт-ха! Ҫулсем те типӗ пулчӗҫ. Мӗнле халь вӗсем юр тӑрӑх кайӗҫ? Хӑвах пӗлетӗн, пирӗн кунта тепӗр чух лаша хырӑмне ҫити юр тултарса хурать. Мӗнле иртсе каян-ха кунта машинӑпа? Шартлама сивӗсем пуҫлансан? Пӗлтӗрхи пек шӑнтса лартсан, пӗлтӗр йывӑҫсем шӑнса пӗтрӗҫ вӗт. Эсӗ хӑвах пӗлетӗн, вӗсен шинелӗсем мӗнлине? Эсӗ ҫакна шута илетӗн-и?

Лозневой Ольховкӑра пурӑнма пуҫласан, пирвайхи кунсенчех Ерофей Кузьмича лайӑх пӗлсе ҫитрӗм тесе шанса тӑчӗ. Старик яла пӑрахса кайма килӗшменни, вӑл Совет государстви ҫӗнтерме пултарасса шанманнипе пулнӑ пек ӑнланнӑ Лозневой. Хӗрлӗ Ҫар чакса кайнӑ хыҫҫӑн Ерофей Кузьмич тырӑ тата тӗрлӗ тупра пухса тултарнине Лозневой ҫыннӑн харпӑрлӑх туйӑмӗ вӑйлӑ пулнипе, ҫаксене пурне те хӑйне валли вӑрҫӑ вӑхӑтне пурӑнса ирттерме хатӗрлесе хунӑ пек кӑна мар, ку йӑлтах ӗлӗкхи хӑнӑхса ҫитнӗ йӑласемпе кивӗ йӗркесем каялла килессе кӗтнин чи уҫӑмлӑ йӗркисем пулаҫҫӗ тесе хакланӑ. Юлашкинчен тата Ерофей Кузьмич старостӑна ларчӗ, Лозневой вара ун ҫинчен нихҫан та каламарӗ пулсан та: хуҫа харпӑрлӑха чӗререн юратса кивӗ пурнӑҫа туртӑнакан ҫын ҫеҫ мар, совет влаҫӗн хӗрӳллӗ тӑшманӗ тесе шутласа хучӗ.

Халь вара Лозневой ҫакна туйса илчӗ: Ерофей Кузьмич мӗн калани хӑй шухӑшланипе килӗшсе тӑмасть иккен. Унччен Ерофей Кузьмич темшӗн вӑрҫӑ ҫинчен калаҫасшӑн марччӗ. Мӗншӗн-ха халь тата ун ҫинчен пӗр сӑлтавсӑрах калаҫма тапратрӗ? Калаҫӑвӗ те тӗлӗнмелле пулчӗ: унӑн сӑмахӗсенче нимӗҫсем малалла та ҫӗнтерсе пырассинчен иккӗленсе тӑни уҫҫӑнах курӑнса тӑрать. «Кӳренчӗ, — шухӑшларӗ Лозневой. — Мӗншӗн кӳрентермелле пулнӑ-ха старике? Ун ӗнисӗр ҫырлахма пултарайман пулӗ ӗнтӗ! Чӑнах та, тӑмсайсем!»

Ерофей Кузьмич вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ, халь нимӗҫсен уйрӑммӑнах пысӑк йывӑрлӑхсем пулни ҫинчен, вӗсен пирӗн ҫарпа кӑна мар, пирӗн хӗлпе те ҫапӑҫмалли ҫинчен каласа пачӗ. Нимӗҫ ҫарӗсем ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтереймеҫҫӗ тесе ӗнентермерӗ вӑл, анчах вӗсене ҫӗнтерме ҫӑмӑлах мар пулассине туйтарасшӑн пулчӗ.

Хуҫана итлесе Лозневой кашни минутранах тексӗмленсе пычӗ.

Халь пачах вӑл хӑйне полицая лартиччен Лопухов картишӗнче курнӑ ҫын мар. Вӑл ҫав кунсенче тӑхӑнса ҫӳренӗ тумтир пӗтӗмпех: ҫӗтӗк сӑхман, ҫаралса юлнӑ ҫӗлӗк, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ шӑлавар таҫта кӗлетре выртать… Халь вӑл нимӗҫ салтакӗсем тӑхӑнакан погонсӑр ҫӗнӗ формӑпа, сулахай хулӗ ҫинчи ҫыхнӑ шурӑ хулҫыххи ҫинче хӑйӗн ҫынсем курайман должноҫӗн малтанхи нимӗҫле саспаллийӗ «Р» пысӑккӑн хуралса тӑрать. Халь унӑн ыраш улӑмӗ тӗслӗ сайра сухалӗ ҫук. Вӑл тап-таса хырӑннӑ, ӳснӗ пулсан та кӗске ҫӳҫне чалӑшшӑн тураса якатнӑ. Халь Лозневой пачах ӗлӗкхи пек мар. Хӑрушлӑх иртсе кайнине пӗлсе тата текех Ерофей Кузьмич хӳтӗлени кирлӗ маррине туйса, ӑна вӑл юрасшӑн пулса йӑпӑлтатма та пӑрахрӗ. Вӑл хуҫа хӑйне кӳрентернине аса илмерӗ пулсан та, хӑйне шанчӑклӑн, хӑй тӗллӗн пурӑнакан ҫын пек тытрӗ, вӑхӑчӗ ҫавнашкал, мӗн те пулин килсе тухасран сыхланса, начар туссене те ҫухатма юрамасть. Ял ҫинче Лозневой ҫынсене сӑмахпа кӳрентерсе кӑна мар, хаярлӑхпа та хӑйне палӑртрӗ, унран ялта хӑраҫҫӗ те ӗнтӗ.

Хуҫана итленӗ чух Лозневой йӗрӗнсе, сулахай питҫӑмартине чалӑштарса йӑл кулчӗ. Унӑн куҫӗсем тин катса пӑрахнӑ тимӗр татӑкӗ евӗр ҫуталса тӑчӗҫ. Халь вӑл хӑйӗн типшӗм, кайӑкӑнни пек сӑн-питне ҫӗнӗлле ҫутатса тӑракан ҫӗлен тӗслӗ нимӗҫ формипе чухне, унӑн тимер татӑкӗ йӑлтӑртатнӑ евӗр ҫунакан куҫӗсем уйрӑммӑнах сиввӗн те тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

— …Ҫапла, ҫӑмӑлах пулмасть пулас нимӗҫсене фронтра, — терӗ Ерофей Кузьмич, сивӗсенче тата ҫил-тӑмансенче машинӑсемпе куҫса ҫӳресси йывӑрри ҫинчен, нимӗҫ ҫарӗ ӑшӑ тумтирпе мӗнле тумланни ҫинчен, пирӗн красноармеецсем сивве нимӗҫсенчен ытларах хӑнӑхса ҫитни ҫинчен хӑй шухӑшӗсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн. — Тата кунта, тылра та ҫӑмӑлах пулас ҫук, — хӑй сӑмахне тӑсрӗ вӑл кайран. — Манӑн, ватӑ ҫыннӑн, ӗҫӗ те — хырӑм тӑрантарса кӑмака ҫине хӑпарса выртасси ҫеҫ. Кӑмака ҫинчен нумай курӑнать-и вара? Паллах, манӑн пурне те пӗлмелле мар! Тен, ватлӑхӑма пула ӑсран тайӑлтӑм, ватӑ йытӑ пек лӑркаса пултӑр. Акӑ тӑтӑм ура ҫине — калаҫма пуҫларӑм. Шутла, икӗ эрне хушши ним шарламасӑр выртрӑм… Акӑ эпӗ калатӑп-ха: кунта тылра мӗнле-пулать, а?

— Мӗн вара кунта? — салхуллӑн ыйтрӗ Лозневой.

— Э-э, Михайлыч, эсӗ халӑха пӗлместӗн! — терӗ Ерофей Кузьмич. — Каллех ку манӑн ӗҫ мар та-ха. Апла пулсан та, эпӗ сана калатӑп: эпӗ ҫак халӑха пӗлетӗп! Вӑл нихҫан та хӑйне кӳрентернине ахаль тумасть! Вырӑс халӑхӗ пуҫласа яриччен чӑтӑмлӑ. Вӑл яланах хастарлӑха кӗтет. Ку ӗлӗкренпех паллӑ. Мӗн те пулин пулас пулсан… вӑл хӗҫпе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та шӳт тумасть, вырӑс халӑхӗ! Акӑ эпӗ шутлатӑп та ӗнтӗ: мӗнле шутлатӑн, мӗн те пулин пулмасть-и? Хӑшпӗр тӗлте леш… партизансем пур пек калаҫаҫҫӗ, э?.. Эсӗ илтнӗ-и?

— Мӗн тӑваять-ха вӑл, сан халӑху? — сасартӑк ҫиленсе каларӗ Лозневой. — Мӗн тӑвӗ вӑл ҫара алӑпа? Авӑ мӗнле ҫар ним те тӑваймарӗ! Германи мӗнпур Европӑна ҫавӑрса илчӗ, унӑн мӗнпур фабрикисене, завочӗсене… Халь пире хирӗҫ пӗтӗм Европа тапраннӑ! Германи пирӗн ҫине, атӑпа кӑткӑ тӗми ҫине пуснӑ пек, пусрӗ! Кӑткӑсем нумаййӑн, анчах мӗн тума пултараҫҫӗ-ха вӗсем?

— Хэ-э, тума пултараҫҫӗ! — хирӗҫлерӗ Ерофей Кузьмич; вӑл чавсисене майлӑрах вырнаҫтарчӗ те, Лозневой ҫывӑхнерех кармашса, хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Акӑ сана пӗр япала каласа парам. Хам пурнӑҫра пулнӑ ӗҫ, тӗрӗссине калатӑп. Пӗррехинче эпир ҫӗлен тытрӑмӑр та кӑткӑ тӗми ҫине пӑрахса юплӗ патакпа пусса тӑтӑмӑр. — Вӑл икӗ пӳрнине сарса сӗтел ҫине тӑрӑнтарса кӑтартрӗ. — Кӗскен каласан, ҫӗлен лекрӗ, унталла та, кунталла та, малалла та, каялла та каяймасть! Тепӗр ирхине пытӑмӑр та пӑхатпӑр: ҫӗлен ҫук, шӑмми ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

— Эсир хӗстерсе тӑнӑ ӑна, — терӗ Лозневой.

— Нимӗҫ ҫарне хӗстерсе хуман-и вара?

— Халь мӗн каласшӑн эсӗ?

— Эпӗ ним те каласшӑн мар, турӑ сыхлатӑр! — хирӗҫ тавӑрчӗ Ерофей Кузьмич. — Эпӗ халӑх ҫинчен ҫеҫ калатӑп. Халӑх вара…

Пӳрт ҫӳмӗнче юр чакӑртатни, унтан темскер пӗрене ҫумне ҫапӑнни тата йынӑшни илтӗнсе кайрӗ. Ерофей Кузьмичпа Лозневой чӳрече икӗ айккинелле сиксе ӳкрӗҫ те темиҫе секунд хушши сыхлануллӑн та шиклӗн кӗтсе ларчӗҫ.

— Кам унта? — кӑмака ҫинчен кӑшкӑрчӗ Васятка.

Пӳрт ҫумӗнче каллех ҫын йынӑшни илтӗнчӗ. Алевтина Васильевна кӑмака ҫинчен аллисемпе сулкаласа упӑшкине ҫутта сӳнтерме хушрӗ, чӳречесене карса хунине те вӑл пачах манса кайнӑ иккен.

— Тӑхта! — терӗ вӑл арӑмне аллипе сулса, унтан Лозневой енне ҫаврӑнчӗ. — Ҫын пулас, э? Каяр, тухса пӑхас пулать!

Каҫ пӗлӗтлӗ, ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та курӑнмасть. Каллех тӑман вӗҫтерме пуҫланӑ. Тӗттӗмре ял пурри курӑнмасть те, илтӗнмест те, вӑл Ольховка сӑрчӗ ҫинче нихҫан та пулман тейӗн, ҫак темиҫе ҫӗр ҫын пурӑнакан вырӑн шӑпланни тӗлӗнмелле пек туйӑнать.

— Пӗр сас-чӗв те ҫук! — пӑшӑлтатрӗ аллине автомат тытнӑ Лозневой хапхаран шикленсе пӑхса. — Ял вилсе пӗтнӗ тейӗн…

— Ял нихҫан та вилмест, — терӗ Ерофей Кузьмич, вара Лозневоя вӑл асӑрхаттарни, халӑх ҫинчен пуҫланӑ сӑмахне каласа пӗтеймен шухӑшӗ пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Кухня чӳречисем умӗнче вӗсем Ефим Чернявкина тупрӗҫ. Вӑл кӗрт ҫинче авкаланать, е пӗр ҫӗре чӑмӑртанать, е йынӑшса аллисемпе урисене сарса пӑрахать.

Аран-аран ӑна пӳрте сӗтӗрсе кӗчӗҫ.

Тепӗр темиҫе минутран Ефим Чернявкин алкумӗнче, никама кирлӗ мар хуҫасӑр йытӑ пек, вилсе кайрӗ…

Хӑраса ӳкнӗ Алевтина Васильевнӑпа Васятка чӑлантан та тухса пӑхмарӗҫ. Ерофей Кузьмичпа Лозневой вара Чернявкин патӗнче кукленсе, унӑн вилӗмпе чалӑшса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса ларчӗҫ.

— Ӗҫсех вилчӗ, — терӗ вӑрахран Лозневой.

— Ҫук, ӗҫсе мар, — хирӗҫлерӗ Ерофей Кузьмич ҫӗкленсе. — Наркӑмӑш парса вӗлернӗ.

— Наркӑмӑш парса вӗлернӗ?

— Курмастӑн-им-мӗн?

Лозневой асӑрхануллӑн Чернявкин патӗнчен пӑрӑнчӗ.

— Акӑ сана пирӗн тавлашу, — терӗ Ерофей Кузьмич.

— Мӗнле тавлашу?

— Ҫара алӑсем ҫинчен каланине мантӑн-и вара?

— Кайса пӗлтерес пулать, — кичеммӗн каларӗ Лозневой.

— Коменданта-и? Мӗн эсӗ, ухмаха тухрӑн-им? — Ерофей Кузьмич Лозневой ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ. — Асту, инкек туса ан хур! Ӑна эпир пӗр-пӗр вӗчепе вӗлернӗ тесе калама пултараҫҫӗ. Пирӗн патӑрта пулчӗ вӗт ку! Эрех ӗҫсе вилчӗ тетпӗр, урӑх сӑмах та ҫук. Вӑл нумай ӗҫнине пурте пӗлеҫҫӗ вӗт.

— Мӗншӗн шутлатӑр-ха вӑл ӑна эпир наркӑмӑш парса вӗлернӗ тесе?

— Шуйттан пӗлет-и ун пуҫӗнче мӗн пуррине! Ҫитменнине ӑна каласа ӑнлантарма та йывӑр. Ӑнланмарӗ-тӗк ҫыхланӗ те, пӗлетӗн-и, унӑн характерӗ мӗнле? Кунта простӑ: ӗҫсе вилнӗ — урӑх ним те мар. Пӗлеҫҫӗ вӗт ӗҫетчӗ…

Лозневой ларса шухӑша кайрӗ, аллаппипе куҫне хупларӗ.

— Луччӗ Ефим арӑмӗ патне ҫитсе кил, — канаш пачӗ Ерофей Кузьмич. — Каласа пар. Мӗн те пулсан тумалла вӗт! Мӗн, унӑн кунта выртмалла-и? Хытса кайиччен ҫуса тасатмалла — ҫын вӗт! Ҫапла пулса тухрӗ пулсан, ним те тӑваймастӑн… Ҫапла, вӑт сана ҫара алӑсем! Вӑт сана вилсе пӗтнӗ ял! Эккей, ҫан-ҫурӑм шӑнса кайнӑ пекех туйӑнчӗ!

Халь ҫӗр ҫийӗн мӗнле тӗттӗм те пӗр сас-чӗвсӗр каҫ пулнине аса илчӗ те Лозневой, ӗлӗкхи паллӑсем тӑрӑх ял пулнӑ вырӑна, халь Чернявкин пурнӑҫӗнчи юлашки йӗрӗсене шӑлса вӗҫтерекен ҫил-тӑман уланӑ ҫӗре, пӗр ҫын ҫӳреми чӗмсӗр ҫӗре тухма та ӑна хӑрушӑ пулчӗ… Анчах мӗнле каймасӑр тӑрӑн-ха? Лозневой хӑй чӗрине пусса тӑракан йывӑрлӑх туйӑмӗпе тата темшӗн сасартӑк Ерофей Кузьмича ҫиленнӗ ҫилӗпе тухса кайма хатӗрленчӗ, — старикӗн паянхи шухӑшӗсем халь ӑна старик паян вӑрҫӑ ҫинчен калани ҫак тӗттӗм те ҫил-тӑманлӑ каҫ пекех туйӑнчӗ.

Ерофей Кузьмич ҫак вӑхӑтра Чернявкин патӗнче тӑчӗ, ҫакӑн пек чухне хӑйне мӗнле тыткаламаллине тин ҫеҫ астуса илнӗ пек, йывӑр алтупанӗсемпе пӗҫҫине ҫапкаласа илчӗ:

— Инкек вӗт, а? Вӑт инкек! — хуйхӑрчӗ вӑл вилнӗ ҫыншӑн. Вӑл чӑнах та, чӗререн татӑлса хуйхӑрнӑ пек туйӑнчӗ. — Пурӑнчӗ, ҫӳрерӗ, ӗҫрӗ, акӑ — ме сана! Пӗр самантрах вилсе выртрӗ!

— Эсӗ хӗрхенетӗн-и вара ӑна? — ҫиленсе ыйтрӗ Лозневой.

— Паллах, шел, — Лозневой усаллӑн тӑрӑхласа калаҫнине асӑрхаман пек пулса хирӗҫ тавӑрчӗ Ерофей Кузьмич. — Шӳт мар! Ӑҫтан тупмалла-ха халь ун пек полицая? Кам кӗрет ҫакӑн пек вырӑна? Манран ыйтаҫҫӗ. Хама ун вырӑнне хӑвалӗҫ.

— Акӑ мӗн! Хӗрхенетӗн эппин?

Лозневой автоматне илсе хӑвӑрттӑн алӑк патнелле утрӗ. Вӑл Чернявкина сылтӑмран, сулахайран пӑрӑнса иртесшӗн пулчӗ, анчах леш алӑк урати ҫумӗнчех выртать. Чернявкина айккинерех сӗтӗрсе пӑрахмалла, е ун урлӑ каҫса иртмелле. Сӗтӗрсе пӑрахма кӑмӑллӑ мар, урлӑ-каҫасси те ҫавах: вӑл сивӗнсе те ҫитмен-ха. Епле пулсан та васкас пулать. Лозневой шухӑшласа илчӗ те, виле урлӑ каҫса алӑка уҫрӗ, ҫакна сӑнаса тӑракан Ерофей Кузьмич ҫӳҫенсе илчӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех