Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коновалов хупах варринче, пысӑк сӗтел хушшинче ларать, ун ҫумне ӑна юри мухтакаласа, хисеп тӑванҫи пулса итлекенсем, ӗненмелле мар ҫӗтӗк-ҫурӑк костюм тӑхӑннӑ, Гофман калавӗсенчи геройсенни пек питлӗ-куҫлӑ ултӑ господин ҫыпҫӑннӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Юмахри пек ӗненмелле мар тумланнӑскер, «мана никам та чике тӑршшӗ лартма пултарас ҫук» тенӗ пек сӑнарлӑ субъект пӗр-пӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен, вӑл ҫынлӑхран тухни ҫинчен хӑйне яланах тӳрре кӑларса, хӳтӗлесе каласа панине итлесе пӗтерсен, Коновалов шухӑша кайнӑ чухнехи пек йӑл кулатчӗ те, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркалатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ун вырӑнне вӗсем пире, чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ тӗрӗслӗхе айванла суялӑхпа ӗненмелле мар хутӑштарса ярса, тем ҫинчен те каласа паратчӗҫ, Кашни калавех чӗнтӗр пек туйӑнатчӗ, ҫав чӗнтӗрӗн хура ҫипписем ытларах, вӗсем — тӗрӗслӗх, йӑлтӑр ҫутӑ ҫипсем те тӗл пулатчӗҫ, вӗсем — суялӑх.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Ах, туршӑн та, эпӗ вылямастӑп! — терӗ Обломов ӗненмелле.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗҫсен паллӑ естествоиспытателӗ Гельмгольц ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын хӑйӗн йывӑрӑшӗпе ҫӳле ҫӗкленсе сывлӑшра мӗн чухлӗ те пулин тытӑнса тӑрасси — ӗненмелле мар япала».
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хирӗҫ вӗҫтерсе иртекен эшелонсем ҫине чӳречерен пӑхнипех шанчӑклӑн, хӑйне пӗр сӑмахсӑр ӗненмелле: — Танксем иртсе кайрӗҫ — КВ, — тесе пӗлтерет.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тен, ку медицина енчен илсе пӑхсан, ӗненмелле те мар пулӗ, вӑл ҫак ҫулсенче ватӑлма мар, ҫамрӑкланса кайнӑ, каллех ҫӳлӗ, хаваслӑ, сухаллӑ тухтӑр, ялта пире йӑмӑкпа иксӗмӗре ҫӗрулмине патак ҫине тирсе пӗҫерме вӗрентнӗ тухтӑрах пулса тӑнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле ӗненмелле?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл нимӗн тума пӗлменнипе: манӑн мӗне ӗненмелле ӗнтӗ, тесе ыйтсан, эпир ӑна ҫапла каласшӑн вара: — Тусӑм, манпа ҫавӑн пекех пулнӑ!
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла ҫырнӑ пулин те, халапӗ ҫав тери сарӑлса кайнӑ вара, ҫавӑнпа эпир ҫырнине кӑна ӗненме хӑнӑхман та, чӑнах та, та; хӑшне ӗненмелле ӗнтӗ пирӗн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑмах ҫаврӑннӑ май, ҫакна та калас: ҫав хӗрес ҫинчен ку таврашра пӗр ӗненмелле мар халап ҫӳрет.Кстати, об этом кресте существует странное, но всеобщее предание,
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак тӗлӗнмелле йӗкӗт каланӑ сӑмахсем ытла та ӗненмелле мар пулнӑ.То, что ему сказал этот странный парень, было совершенно невероятным.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Юнашарах вӑрҫӑ пынине ӗненмелле те мар… — терӗ Зиночка хуллен.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Санаторире никам ӗненмелле мар сӑмах сарӑлчӗ: урасӑр лётчик… ташлама вӗренет.По санаторию распространилась весть, казавшаяся нелепой: безногий летчик… увлекся танцами.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн сӑмахӗсем ытларах ӗненмелле пулччӑр тесе, старик хӑйӗн тяпкисемпе, креплисемпе алӑк патнелле туртӑнчӗ.Для пущего правдоподобия старичок со своими тяпками и граблями сделал даже движение к двери.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Перессе ӗнтӗ чӑнах та каласа ӗненмелле мар лайӑх перетчӗ вӑл.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ӗненмелле мар.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав вӑхӑтри условисене шута илсен, Метеорологи сержанчӗн отвечӗ ӗненмелле мар хӑвӑрт ҫитрӗ.Ответ «метеорологического сержанта» прибыл по тем временам неправдоподобно быстро.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара пачах та ӗненмелле мар япала пулса тӑчӗ: профессор макӑрса ячӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950