Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненмелле сăмах пирĕн базăра пур.
ӗненмелле (тĕпĕ: ӗненмелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те ӗненмелле ӗнтӗ сана, Мила…

То ли верить тебе, Мила…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Те ӗненмелле пулчӗ ӗнтӗ?

Поверят ли в это?

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мария Самделова та «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене ӗненмелле каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Том кун пек япала пулса иртнӗ хыҫҫӑн никама та ӗненмелле мар иккен тесе шут тытрӗ.

Том решил никогда никому больше не верить.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑсран кайнӑ ачана, ҫавӑн пек никам та ӗненмелле мар хӑтланаканскерне, пӗтӗм шкул тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.

Вся школа рот разинула, удивляясь такой невероятной глупости.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пурте юратакан артистсем Н.Яковлева, Л.Федорова, Н.Григорьева, П.Садовников, В.Иванов, Э.Назарова тата ыттисем яланхи пекех рольсене питӗ ӑста та ӗненмелле вылярӗҫ.

Всеми любимые артисты Н.Яковлева, Л.Федорова, Н.Григорьева, П.Садовников, В.Иванов, Э.Назарова и другие как всегда сыграли роли очень искусно и убедительно.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Унти ӗҫсем ӗненмелле пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Конфликта автор геройсен характерӗсене уҫса парас енӗпе лайӑх, ӗненмелле аталантарса пынӑ.

Автор развивает конфликт сильнее и убедительнее раскрывая характеры героев.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗпе килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет.

Одним из ярких свидетельств уверенности предпринимателей в успешности реализуемых на территории республики проектов, наличии благоприятного делового климата, необходимых кадровых ресурсов является подписание соглашения с Группой компаний «Ренова».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эсир шыҫҫа туйманнине ӗненмелле.

Вы убедили, что не ощущаете опухоль.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтсе пыраканнисен шутне кӗртнине ӗненмелле мар, ҫакна шута илмелле ҫеҫ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Квинт» калавра килсӗр, хуҫасӑр йытӑсен терт-нуши ҫинчен ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Чӑваш Енре нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни патшалӑхӑн социаллӑ политикин тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетет.

Свидетельством эффективной государственной социальной политики является увеличение числа долгожителей в Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

23. Унӑн ӳкӗчӗ ҫакӑ: Хӑй хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла.

23. А заповедь Его та, чтобы мы веровали во имя Сына Его Иисуса Христа и любили друг друга, как Он заповедал нам.

1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Артистсем хӑйсен сӑнарӗсене куракан кӑмӑлне каймалла, ӗненмелле калӑпларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ хӗрарӑм шӑпине ӗненмелле те илемлӗн кӑтартса пачӗҫ «Шуҫӑмсем».

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Артистсем пултарнǎ таран лайǎхрах выляма, хӑйсене шанса панӑ сӑнарсене ӗненмелле уҫса пама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

— Ниепле те ӗненмелле мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗненмелле вылять, хӑйӗн ӗҫне ҫӳлти шайра тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

— Пулать вӗт ҫӗр ҫинче ӗненмелле мар япала, — сӑмах хушрӗ ҫитмӗлтен иртнӗ Кавӗрле мучи, — ҫак тарана ҫити пурӑнса та илтмен кун пеккине.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех