Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртмалла (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти ҫулҫӳревҫӗсем, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗррине тухма ӗлкӗрнӗскерсем, Талькавӑн аллисене ӑмӑртмалла пырса чӑмӑртаҫҫӗ, хӑйсене ҫул кӑтартса пыракан савнӑ ҫынна ҫӗнӗрен тӗл пулнипе вӗсем халӗ пурте телейлӗ.

Остальные путешественники, успевшие тем временем выбраться на берег, наперебой пожимали Талькаву руки, счастливые тем, что снова свиделись со своим верным проводником.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗри те вырӑнта юлмарӗҫ, кашни унӑн аллисене чӑмӑртама ӑмӑртмалла васкарӗҫ.

Все вскочили со своих мест и наперебой спешили пожать ему руку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тин ҫеҫ ешӗл улӑхри чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫсе ларакан лӗпӗш пек вӗлтӗртетсе ҫӳреттӗн, хӗвел шевлипе ӑмӑртмалла йӑл ҫиҫҫеттӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Ҫилпе ӑмӑртмалла, — килӗшрӗм эпӗ кулкаласа.

— Вперегонки с ветром, — согласился я улыбаясь.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Ачасем виҫҫӗн тан ӑмӑртмалла камӑн карапӗ лайӑхраххине ӗнентерме пикенчӗҫ.

Все трое заспорили: чей корабль самый нужный.

Ҫамрӑк техниксем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 2 с.

Ӑмӑртмалла ҫитӗнетпӗр-ҫке-ха, тата пӗр-пӗринпе виҫӗне-виҫӗне ӳсетпӗр.

Мы с ним растём наперегонки, то и дело меряемся ростом.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Гриша акӑ тата мӗн ҫинчен шухӑшларӗ: ӳлӗмрен, вӗсем Аликпе иккӗш те пысӑк пулсассӑн, пӗр-пӗринпе сахал мар ӑмӑртмалла пулать-ха, пӗрне пӗри ҫӗнтересси те, чӑтасси те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Тӑватӑ урапа урам тӑрӑх пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тапса сикрӗҫ.

Четыре брички захватили по улице наперегонки.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья мӗнле ларнӑ, ҫаплипех ларать, аллаппийӗн тӳнтер енӗ тӑрӑх кӑна пӗр тумлам вырӑнне виҫӗ тумлам куҫҫулӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла шуса анчӗҫ.

Аксинья сидела, не изменив положения, только на тыльной стороне ладони вместо одной уже три слезные дробинки катились вперегонку.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Актива ҫакӑн ҫинчен калас пулать, анчах кунта каллех критика пулмалла, ҫак пысӑк калаҫӑва сирӗн, тӗп докладчиксен, пуҫармалла, марьяновецсем те итлеччӗр: пирӗн вӗсемпе ӑмӑртмалла, вӗсем хӑйсен «противникне» пӗлме тивӗҫ…

— Вот об этом надо говорить на активе, да опять же с критикой, и тон этому серьезному разговору должны задать вы, главные докладчики, пусть и марьяновцы послушают, — нам с ними соревноваться, и они должны знать своего «противника»…

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Бояркина комендатура алӑкӗ патӗнче тӗл пулнӑ партизансем пӗринчен пӗри ӑмӑртмалла кӑшкӑрашса, хаваслӑн калаҫма пуҫларӗҫ; вӗсем хавасланнипе мухмӑрланӑ пек туйӑнать.

Встретив Бояркина у двери комендатуры, партизаны заговорили наперебой, крикливо, весело; они были точно в радостном, чудесном хмелю.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Парӑс ҫинче ишме тӑвӑр пирки вӗсем тинӗсе, ирӗк ҫӗре тухса, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ишме тытӑнчӗҫ.

Но им тесно было в пaрусе, и они вздумaли плaвaть нaперегонки в открытом море.

Акула // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 19–22 стр.

Пуян казаксен ывӑлӗсем ун чух Корольковски заводран ҫӗршер тенкӗ парса туяннӑ урхамахӗсемпе, Провальйӑран илсе килнӗ ӑратлӑ ӑйӑрӗсемпе, хаклӑ йӗнерӗсемпе, кӗмӗл эрешлӗ йӗвенӗсемпе, вӗр-ҫӗнӗ кӗпи-тумтирӗсемпе вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чуптарнӑ…

А сыны богатых казаков на скачках, бывало, щеголяли сотенными конями Корольковского завода или от племенных жеребцов с Провалья, дорогими седлами, уздечками с серебряным набором, новехонькой одеждой…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Халӗ ман кампа та пулин ӑмӑртмалла сӑтӑрса пӑхасчӗ! — Вӑл курӑка Девяткин патнелле ывӑтрӗ.

— Сейчас бы наперегонки с кем! — И кинул губку Девяткину.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпир виҫӗ километра ӑмӑртмалла чупатпӑр…

— А мы трехкилометровку бежим… на спор.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Обломов юлхав чунне юрату йӑлтах улшӑнтарӗ, вӑл иккӗленсе асапланма пӑрахӗ, телей умӗнче чӑтса тӑраймӗ, ялтан лайӑх хыпар илӗ те, савӑннипе, Ольга патне чупса, вӗҫсе пырса, ҫырӑвне ун ури умне хурӗ, вара иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла инкӗшӗ патне ыткӑнӗҫ, унтан вара… —

В его ленивой душе любовь совершит переворот, как окончательно спадет с него гнет, как он не устоит перед близким счастьем, получит благоприятный ответ из деревни и, сияющий, прибежит, прилетит и положит его к ее ногам, как они оба, вперегонку, бросятся к тетке, и потом…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пурте; пӗрмаях ӑмӑртмалла чупни, путсӗр туйӑмсен яланхи вӑййи, уйрӑммӑнах ӗмӗтсӗрлӗх, пӗр-пӗрин ҫулне пӳлни, элек сарни, ҫынна ҫын ҫини, пӗр-пӗрне тӗртсе калани, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхни килӗшмест; мӗн ҫинчен калаҫнине итлетӗн те пуҫ ҫаврӑнса каять, анраса каятӑн.

— Все, вечная беготня взапуски, вечная игра дрянных страстишек, особенно жадности, перебиванья друг у друга дороги, сплетни, пересуды, щелчки друг другу, это оглядыванье с ног до головы; послушаешь, о чем говорят, так голова закружится, одуреешь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Малтан вӗсем ӑмӑртмалла ишрӗҫ: кам кама ҫӗнтерет.

Сначала наваливались — кто кого перегребет.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасем хӑйсем мӗн тӳссе ирттернине, курни-илтнине ӑмӑртмалла каласа параҫҫӗ.

Ребята наперебой рассказывали свои переживания.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Комсомол ялавӗсен айне йӗркеленсе, хамӑр транспорантсене, хӗрлӗ пусма тыттарнӑ шитсене ӑмӑртмалла тытса илекенччӗ.

Выстраивались под нашими комсомольскими знаменами, весело расхватывали кумачовые транспаранты на шестах, фанерные щиты, обтянутые алой материей.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех