Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, пӗр-пӗрне хӑваласа ҫитсе, ӑмӑртмалла ишеҫҫӗ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӗрлӗармейцӑсем Амопа Борина часах палласа илчӗҫ, хӑвӑртрах вӗсене хапӑллас шутпа ӑмӑртмалла чупса пычӗҫ.Красноармейцы узнали Амо и Борина и наперерыв старались оказать им услуги.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫерем тӑрӑх ача-пӑчасем ӑмӑртмалла чупса ҫӳреҫҫӗ, ӗнесем макӑраҫҫӗ, лашасем тулхӑраҫҫӗ, унта-кунта ҫынсем кӑшкӑрашкаланисем илтӗнкелеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӗсем вӗренсе тухакансен балне хӑнасем пек, ҫитес ҫул ку таранччен никам тӗлӗкре курма пултарайман бал тӑвас ӗмӗтпе ӑмӑртмалла хатӗрленчӗҫ.
Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫав кун Зойӑпа Шура киле кая юлса таврӑнчӗҫ те мӗнле ӗҫлени ҫинчен ӑмӑртмалла каласа пама пуҫларӗҫ.В тот день Зоя и Шура вернулись домой поздно и наперебой стали рассказывать, как поработали.
«Килет ешӗл ҫуркунне» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ачасем ыйхӑран вӑраннӑ пек хускалкаласа илчӗҫ, унтан пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла хӑйсем юратакан юрӑсене сӗнме пуҫларӗҫ:Ребята зашевелились, словно очнувшись, потом наперебой стали предлагать:
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Молоков! — ӑмӑртмалла кӑшкӑрчӗҫ вӗсем.
«Пирӗн патӑмăрта кам пулчĕ!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпир алӑкран кӗрсенех, ачасем пирӗн пата чупса пыратчӗҫ те хӑйсен кунӗпе пуҫтарӑннӑ хыпарӗсене ӑмӑртмалла каласа паратчӗҫ.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӳртӗнче миҫе шӑрчӑк-ши, пӗринчен пӗри ӑмӑртмалла татти-сыпписӗр чӗриклетеҫҫӗ.
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Автансем ӑмӑртмалла авӑтаҫҫӗ.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑйӑра хӑй сӑвӑ пуҫласа каламасть, сасси чипер пулсан та, тантӑшӗсенчен ирттерес тесе, ӑмӑртмалла янӑратмасть вӑл.
III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗр-шыва вӑрҫӑ пушарӗ хыпса илнӗ, пурте вулкан ҫинче пурӑннӑ пек пурӑнаҫҫӗ, ҫынсен пурин те пӗр шухӑш: ҫаратас та аркатас, пӗр-пӗрне касас-чикес, пӳрт-ҫуртсене вут тӗртсе ҫунтарас, тӑшман ҫемйине вӗлерсе тухас, тӑшман хуралне вӗлерсе пӗтерес, пытанса ларса тӑшмана хупӑрласа илес, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла ҫын вӗлерес.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек чупса килеҫҫӗ хӗрсемпе каччӑсем.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ишнӗ, хӑйӑр ҫинче йӑваланнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл, утсене ӑмӑртмалла чуптаракан жокей пек, яланах пуринчен малтан сиксе тухма тӑрӑшать! — терӗ Стефани кӑшт йӗрӗннӗ пек кулса.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑрмана кӗчӗҫ — унта нумайччен аташса ҫӳрерӗҫ, унтан ялти хупахра тӑраниччен ирхи апат ҫирӗҫ; сӑртсем ҫине хӑпарчӗҫ, илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗҫ; аялта иртсе пыракан, вӗсене курӑнман ҫын хытӑ та янравлӑ сасӑпа вӗсене вӑрҫса иличченех ҫӳлтен чулсем кустара-кустара антарчӗҫ; ҫав чулсем, кроликсем пек, кулӑшла та тӗлӗнмелле сиксе пынине пӑхса аллисене ҫупрӗҫ; унтан, ури-аллисене сарса, сарӑ-кӗрен тӗслӗ лутра та типӗ мӑк ҫинче выртрӗҫ; тепӗр хупахра та сӑра ӗҫрӗҫ, пӗр-пӗринпе хӑшӗ аяккарах чупать тесе ӑмӑртмалла чупрӗҫ, юрларӗҫ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вара Шубин, Инсаров тата Берсенев, ӑмӑртмалла чупса, анаталла анчӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кашкӑрсем пекех, пӗринчен пӗри ӑмӑртмалла ҫиеҫҫӗ, тет.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пурте пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла калаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ытти ҫулҫӳревҫӗсем, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗррине тухма ӗлкӗрнӗскерсем, Талькавӑн аллисене ӑмӑртмалла пырса чӑмӑртаҫҫӗ, хӑйсене ҫул кӑтартса пыракан савнӑ ҫынна ҫӗнӗрен тӗл пулнипе вӗсем халӗ пурте телейлӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.