Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртмалла (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем ҫав тери ҫинҫе саслӑ, арҫынсем хулӑн саспа ӑмӑртмалла «Тухать-и те тухмасть-и» юрра тӑсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Дедушкинпа Долгов ӑмӑртмалла кӑшкӑраҫҫӗ, Кӑлкан темӗн хӑлаҫланать, Канюков питлет мана…

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Эпир иккӗн ӑмӑртмалла каласа сан туйна илем кӳресшӗн…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн пек чарусӑр ачасемпе лав хыҫҫӑн е юлан ут хыҫҫӑн ӑмӑртмалла чупатчӗ, ҫытма йӗмне тин ҫеҫ пӑрахнӑскер, пӳскелле е пытанмалла вылятчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах — те юлашки хут ӗнтӗ — ҫӗре лӗпӗш пек ҫӑмӑл юр ӳккеленӗ те, халӗ йывӑҫ ҫинчен, пӳрт тӑрринчен, ытти ҫӗртен тумламсем аялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ывтӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫутинче, ахах пӗрчисем пек, йӑлтӑр та ялтӑр туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк ҫавракарах питлӗ, сарӑ ҫӳҫне пула темле ҫуттӑн курӑнакан упӑшки ҫине куҫ хӗррипе кӑ-ӑшт пӑхрӗ те, тӳсеймерӗ, пӗкӗ айӗнчи йӗс шӑнкӑравпа ӑмӑртмалла кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнкки-чанкки, чӑн-чан! ӑмӑртмалла янӑратма тытӑнаҫҫӗ вӗсем ир-ирех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырӑс купцисемпе мещенсем революциччен пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла лартса тултарнӑ капмар та эрешлӗ ҫуртсене кӑштах курса ҫӳресен, кинотеатра кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ.

Сами торги пройдут в пятницу, 24 декабря.

«Ярмарка» суту-илӳ комплексне сутлӑха вырнаҫтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30584.html

Вара пурте пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла: «Сан мӗн ӗҫ пур унта! Сан мӗн ӗҫ пур унта! Сан мӗн ӗҫ пур унта!» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ.

И тут все орут наперебой: «А тебе-то что? А тебе-то что? А тебе-то что?»

Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Шлюпкӑсем ҫыран хӗррине ӑмӑртмалла ыткӑнчӗҫ.

Шлюпки помчались к берегу наперегонки.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Старостӑсем пӗринчен тепри ӑмӑртмалла тенӗ пекех Го Цюань-хая айӑплама тӑрӑшнӑ.

Старосты наперебой начали осуждать Го Цюань-хая.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑнкӑ ҫулпа анмалла чухне эпир пурте экипажсенчен тухатпӑр та кӗпер патне ҫитиччен ӑмӑртмалла чупатпӑр, ҫав хушӑра Василипе Яков, кустӑрмасене тӑлласа ҫыхса, тӳнесрен тытса чарма пултарнӑ пекех, кӳмене икӗ енчен аллисемпе тытса пыраҫҫӗ.

На крутом спуске мы все выходим из экипажей и иногда вперегонки бежим до моста, между тем как Василий и Яков, подтормозив колеса, с обеих сторон руками поддерживают карету, как будто они в состоянии удержать ее, ежели бы она упала.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан асра юлмалли кун ҫитрӗ: эпӗ Корольпе Репина пинг-понгла ӑмӑртмалла выляна ҫӗре илсе кайрӑм.

А потом настал памятный день: я повез Короля и Репина на соревнования по пинг-понгу.

60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Тепӗр виҫӗ эрнерен Лучинкин пире шкул ачисем хушшинче пин-понгла ӑмӑртмалла вылянӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе ячӗ.

Недели три спустя Лучинкин передал нам приглашение участвовать в школьных соревнованиях по пинг-понгу.

52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗррехинче, уроксем хыҫҫӑн шкултан таврӑннӑ чухне, ӑмӑртмалла тенӗ пек выляса-кулса чупрӑмӑр та иксӗмӗр, ура хурса такӑнтарса ӳкертӗн эсӗ мана темме.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Самиев ӑстаҫисем паян хӑйсен пуҫарулӑхне ӑмӑртмалла кӑтартаҫҫӗ.

Самиевские мастера сегодня соревновались в изобретательности.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ӑмӑртмалла пулсан, Чкалов хӑйӗн чи лайӑх тусӗсенчен те иртсе кайма, хӑйпе ӑмӑртаканран мала тухма тӑрӑшнӑ.

Когда же дело доходило до соревнования, пусть с самыми лучшими друзьями, Чкалов всегда стремился быть первым и только первым, не уступать в борьбе, обогнать соперника.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ӑшӑнас тесе, ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чупнӑ, хӑйсем хытӑ кӑшкӑрашнӑ.

Стараясь согреться, мальчишки бегали взапуски и громко кричали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Пирӗн пата пычӗ те, ҫӑварне уҫса, этем чӗлхипе каларӗ: «Эсир икӗ ухмах ачана курман-и, манпа ӑмӑртмалла чупасшӑнскерсене?» — терӗ.

Подошла к нам, раскрыла пасть и сказала человеческим голосом: «Вы не видели двух дураков, которые хотят поиграть со мной в догонялки?»

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех