Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртмалла (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Китпа ӑмӑртмалла ишсе Кантарӑпӑр чуна.

Мчась вместе с китами Душе дадим свободу.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ыйтусене хуравларӗҫ, кӑмӑлтан тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Вӗсем ӑмӑртмалла Чӑнлӑ хӗррине чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӑмӑртмалла тенӗ пек алӑ ӗҫ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ватӑ асатте-асаннесем те ҫамрӑксенчен юлмаҫҫӗ: михӗсем ӑшне тӑрса ӑмӑртмалла сикеҫҫӗ, ӗлӗкхисене аса илсе алшӑлли тытса кӗрешме тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пахчара тӗрлӗ ешӗл ӑмӑртмалла тенӗ евӗр ӳснӗ вӑхӑтра организма витаминсемпе пуянлатма тӑрӑшатпӑр.

В то время, когда в огороде наперегонки растёт различная зелень, стараемся обогатить свой организм витаминами.

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Куракансем ку спектакле хапӑл тунӑран видеокассетӑсене ӑмӑртмалла тенӗ пек туянчӗҫ.

Так как зрители любили этот спектакль видеокассеты покупались наперегонки.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ӑмӑртмалла япаласем ҫыхаҫҫӗ тейӗн: салфетка, тутӑр, ҫурӑм ӑшши (жилет), шарф, пончо тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫак ӗҫ валли тӑкакланӑ 3,9 млн тенкӗ те, эппин, юрпа-пӑрпа ӑмӑртмалла ирӗлнӗ асфальтпа пӗрлех юхса кайнӑ укҫа.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех