Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ

Автор: Владимир КАРСАКОВ

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хушнӑ: 2016.05.23 07:57

Пуплевӗш: 59; Сӑмах: 635

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш киновӗн иккӗмӗш чӗрӗлӳ тапхӑрӗн хӑш-пӗр енӗсем ҫинче чарӑнса тӑрас килет.

2002 ҫулта «Аксар» студи «Шупашкарти савни» спектакле кино евӗр ӳкерчӗ. Куракансем ку спектакле хапӑл тунӑран видеокассетӑсене ӑмӑртмалла тенӗ пек туянчӗҫ. Алексей Иванов усламҫӑ кино ӳкерес ӗҫ тупӑшлине ӑнланчӗ, ҫине-ҫинех фильм кӑларма тытӑнчӗ. Часах вӗсем хамӑр республикӑра кӑна мар, ытти тӑрӑхри чӑвашсем пурӑнакан ялсене те ҫитрӗҫ. «Аксар» малтанхи тапхӑрта «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Сурӑм хӗрӗ», «Аннене анне тееҫҫӗ» фильмсем кӑларчӗ. Вӗсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем вылярӗҫ. Часах видеокассетӑна DVD-диск ылмаштарчӗ. Ҫакӑ кино кӑларас ӗҫе самай ансатлатрӗ. Ӳкерӳ ӗҫне Валерий Иовлев, Вячеслав Оринов режиссерсем пуҫӑнчӗҫ. Вӗсем, Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хунӑскерсем, ытларах хӑйсен ӗҫтешӗсене роль валеҫрӗҫ. Ҫулсерен 8-9 ҫӗнӗ фильм кун ҫути кӑтартрӗҫ. Кино ӗҫне ҫӗнӗ режиссерсемпе артистсем хутшӑнчӗҫ. Виктор Петров кулӑш ӑсти, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Надежда Кузьминапа Сергей Иванов, Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Вячеслав Ильин, Александр Пӑртта режиссер пулса фильмсем калӑпларӗҫ. «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Иванов хӑй те кино ӳкерет. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те кино ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Стас Владимиров, Полина Борисова, Сергей Кувшинов, Ольга Осипова, Типшӗм Сашук тата ытти юрӑҫ асра юлмалли сӑнарсем калӑплаҫҫӗ.

«Аксар» студи чӑваш киновӗн ӗҫне 14 ҫул тӗревлерӗ. Унсӑр пуҫне «Салам» студин ертӳҫи Сергей Яковлев, Петр Ермолаев юрӑҫ тата продюсер фильмсем кӑларас ӗҫе тӳпе хыврӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш киновӗн аталанӑвне пасар самани пысӑк витӗм кӳчӗ. Халӗ ҫак тапхӑр вӗҫленсе пырать. 2015 ҫулта чӑвашла пӗр фильм ҫеҫ кун ҫути курчӗ.

Чӑвашкиновӗн ӗҫне театрта ӗҫлекен режиссерсемпе драматургсем явӑҫнӑранах-тӑр — фильмсем ытларах спектакль евӗр ӳкерӗнчӗҫ. Актерсем те сцена ҫинчи выляв меслечӗпе ӗҫлерӗҫ. Куракансем ҫакна тӳрех асӑрхарӗҫ, дисксен хуплашкисем ҫине «илемлӗ фильм» тесе ҫырнӑ пулин те вӗсене «спектакль» тесе хакларӗҫ.

Ун чухнехи фильмсен чи пысӑк ҫитменлӗхӗ — драматурги вӑйсӑрлӑхӗ. Пурнӑҫри улшӑнусене, вӑхӑт илсе килнӗ хирӗҫ тӑрусене кино лайӑххӑн тишкерсе экран ҫине кӑлараймарӗ. Ҫемьере, ҫын чунӗнче пулса иртекен синкерлӗ пулӑмсем те айккинче тӑрса юлчӗҫ. Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ ытларах камит енне туртӑнчӗ, айван сюжетпа ҫырлахрӗ. Хӑйӗн вӑйӗ сахаллине туйрӗ-ши вӑл — чӑвашра анлӑ сарӑлнӑ литература хайлавӗсене тӗкӗнмерӗ. Ҫапах хӑш-пӗр повеҫпе калав кун ҫути курчӗ: Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ», Сергей Павловӑн «Хаяр ытам», Ева Лисинӑн «Рия» хайлавӗсем ҫинче никӗсленнӗ фильмсем экран ҫине тухрӗҫ.

Пӗр иккӗленмесӗрех калама пулать: XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш культуринче кино хӑйӗн йӗрне хӑваратех. Пасар саманин тапхӑрӗ вӗҫленни чӑваш киновӗ пӗтнине пӗлтермест. Хальхи вӑхӑтра ырӑ улшӑну сахал мар пулса иртрӗ. Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленчӗ. Кӗске вӑхӑтрах чылай сумлӑ ӗҫ тума пултарчӗ вӑл. Вӗсенчен чи курӑмли — пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне йӗркелени. Кино ӳкерес ӗҫе ҫамрӑк, ҫӗнӗлле шухӑшлакан ӑстасем килчӗҫ. 2015 ҫулта Юрий Сергеев режиссер ӳкернӗ «История великого народа» документлӑ фильм кун ҫути курчӗ. Ҫак картина пахалӑхлӑ енне ӑнтӑлни савӑнтарать. Чӑваш киновӗ хӑйне тата куракана хисеплеме тытӑнчӗ. Кӑҫал тата тепӗр кӑсӑклӑ проект пурнӑҫа кӗмелле. Марат Никитин режиссер «Нарспи» поэма тӑрӑх фильм ӳкерме пуҫласси пирки пӗлтерчӗ.

Паллах, ҫӗнӗ чӑваш киновӗ тивӗҫлӗ шайра пулмалла. Анчах ку ӗҫре кадрсен ыйтӑвӗ ҫивӗч. Кӑҫал, Раҫҫейри кино ҫулӗнче, специалистсем хатӗрлессине патшалӑх шайӗнчех йӗркелеме палӑртнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче «Кино-, фото-, видео студисен ертӳҫи» специальноҫпа студентсене йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Унта сценари ҫырма, режиссер, ӳкерӳ, монтаж ӑсталӑхӗсене, сасӑпа ӗҫлеме вӗрентӗҫ.

Пирӗн халӑхӑн литература ҫӳпҫинче паха кино ӳкермешкӗн юрӑхлӑ хайлав нумай. Пултаруллӑ драматургсем те ҫук мар пирӗн: Людмила Сачкова, Борис Чиндыков, Марина Карягина, Владимир Степанов ҫыравҫӑсем кино ӗҫне хутшӑнасса кӗтетпӗр. Ҫитес вӑхӑтра Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗсем, Иван Юркинӑн, Хӗветӗр Уярӑн, Юрий Скворцовӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсем, чӑваш халӑх юмахӗ-халапӗ экран ҫине тухасса шанатпӑр. Кино искусстви кирлӗ шайра аталантӑр тесен патшалӑх енчен те тимлӗх кирлӗ паллах. Малтанласа ансат, пысӑк тӑкаксӑр ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме пулать. Сӑмахран, республикӑри халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи наукӑпа методика центрӗнче кино ӳнерӗ енӗпе тӗшмӗртекен ҫынна ӗҫе илме пулать. Вӑл халӑх хушшинче кино ӳкерме пуҫӑннӑ ҫынсене пысӑк пулӑшу кӳме пултарӗччӗ. Хӑш-пӗр районта видеофильмсен фестивальне йӗркелеҫҫӗ. Муркаш районӗнче вӑл ҫулсеренех иртет сӑмахран. Ӑна район администрацийӗн информаци тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Валерий Лаврентьев пуҫарса янӑ. Вырӑнти киноӳкерӳҫӗсене пӗлӳ ҫитменни чӑрмантарать. Семинарсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерни кино ӗҫне малалла аталанма майсем туса парӗччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех