Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртмалла (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла васкаса, Пазухина самантрах хывӑнтарчӗҫ, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун хыҫҫӑн Иванов, кайран ыттисем те пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла сӗрме купӑс, тӑмра тума пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Майрасем ун улмине, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса тенӗ пекех, ӑмӑртмалла туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫынсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ тулли грузовиксем самолетсем ҫумне пырса ларчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртмалла ӗҫлеме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав самантрах, шӑпчӑксемпе саркайӑксем ӑмӑртмалла юрра шӑрантарнӑ чух, тата вӗсен хушшине куккук сасси хутшӑнсан, сана юмахри тӗнчене илсе ҫитернӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Уроксем пӗтсенех, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла чупса киле таврӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсем, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла васкаса, Ҫтаппан урисене тенкел ҫумне ҫыхса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаплах ӗнтӗ, пӗр класра вунпӗр ҫул туслӑн, ӑмӑртмалла вӗренни, пӗрлехи ӗҫсене хутшӑнни ачасене пӗр ҫемьене ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Вара, ӑмӑртмалла тенӗ пек, иккӗш те сиккипе малалла вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун патне таҫтан хӗр ачасем чупса пычӗҫ, ун витрисенчи шыва ӑмӑртмалла сукмак айккине чашлаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрӗсем виҫҫӗш те ӑмӑртмалла чӳрече патне чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремльтен темиҫе ҫухрӑм кайсанах вӗсем урхамахӗсене ӑмӑртмалла чуптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗсем ӳлесе макӑрчӗҫ, ачисем ӑмӑртмалла пӗри хул пуҫҫи ҫине, тепри чӗрҫи ҫипе хӑпарса ларчӗҫ, ашшӗне аслашшӗ патӗнчен часрах кил тесе ӳкӗтлеме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, пӗве хыҫӗнчен виҫӗ кимӗ ишсе тухать, вӗсем ҫинче — хӗрсемпе каччӑсем; леш енчи ҫырантан икӗ каччӑ шыва сиксе ӑмӑртмалла ишме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӗчӗк Матвея, акӑ, ӑмӑртмалла тенӗ пек алӑ ҫинче йӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Купӑсҫисем ӑмӑртмалла вылятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Кашни ҫулах виҫӗ ӗне хӗл каҫараҫҫӗ, пӑрусемпе сыснасем те ӑмӑртмалла ӳсеҫҫӗ, чӑххи-чӗпписем картиш тулли чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Курса тӑччӑр, иккӗн ӑмӑртмалла ӗҫлеме тытӑнсан, колхозра Маринепе Сехре Иванӗнчен ӗҫченрех мӑшӑр та пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех