Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Утакан утӑ купи

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:07

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 256

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Акӑ хӗл те ҫитрӗ. Ял ҫыннисем ҫывӑхри вӑрманта пӑши пӑрушӗпе амӑшне курни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Эпир Петюкпа мӗнрен кая — иксӗмӗрӗн те ҫав тӗлӗнтермӗш чӗр чунсене курасси килчӗ. Пӗр канмалли кун илӗм-тилӗмпех вӑрмана кайма пуҫтарӑнтӑмӑр.

— Атя пӑшисем валли утӑ илӗпӗр, кучченеҫ пултӑр, — терӗ Петюк.

Анне пире йӗкӗр ҫӗклем илме ирӗк пачӗ. Акӑ эпир шӑллӑмпа техӗмлӗ утӑ тиенӗ ҫунашкана туртса вӑрман ҫулӗпе утрӑмӑр. Ҫӳресен-ҫӳресен, чӑнах та, пӑши йӗрне асӑрхарӑмӑр. Пӗччен йӗр. Чӗрнисем юр ӑшне тарӑн путман.

— Пӑши пӑрушӗ ку, — тетӗп.

— Амӑшӗнчен ҫӗтсе юлнӑ-ши? Тен, ватӑ пӑшие сунарҫӑсем тытнӑ, — пӑшӑрханчӗ Петюк.

Эпир йӗр тӑрӑх кайрӑмӑр.

— Пире курсан пӑши пӑрушӗ тарса ҫухалӗ. Атя пытанатпӑр, — сӗнӳ пачӗ шӑллӑм.

Эпӗ килӗшрӗм. Ҫунашка ҫинчи утта кӗлтен-кӗлтен ҫыхса ашӑк турӑмӑр та пӗркентӗмӗр. Аякран пӑхсан пире чӑн-чӑн утӑ купи темелле. «Утӑ купи» хуллен вӑрманалла шурӗ.

Тем вӑхӑтран вӑрмана ҫитрӗмӗр. Уҫланкӑра пӑши пӑрушӗ курӑнса кайрӗ. Утӑ купине курсан вӑл тӳрех чупса пырать пулӗ тенӗччӗ. Ҫук иккен. Асӑрхануллӑ чӗр чун сӑмсине ҫиле хирӗҫ тӑрса шӑршларӗ. Пӗчӗкскер пулин те таврана мӑнаҫлӑн тинкерчӗ. Сылтӑмалла, сулахаялла, утӑ купи ҫине куҫ ывӑтрӗ. Ирӗклӗ чӗр чун. Ҫут ҫанталӑк пехилленӗ сыхлӑх туйӑмӗ ӑна чӑтлӑха кӗме хистерӗ.

— Пурнӑҫ ӑна асӑрхануллӑ пулма вӗрентнӗ, — тетӗп эпӗ. — Усал шухӑшлӑ ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне тӗшмӗртнӗрен пире те шанмасть.

Ҫапах та Петюкпа иксӗмӗрӗн кӑмӑл тулчӗ — ирӗк-лӗхе кӑмӑллакан пӑши пӑрушне ҫывӑхранах курма май килчӗ-ҫке.

Кучченеҫлӗх илсе килнӗ утта уҫланкӑ варрине купаларӑмӑр та килелле утрӑмӑр. Пӑши пӑрушӗ ҫитӗрин — пӗчӗкскерне инкекре пӑрахма юрамасть. Кӗтмен ҫӗртен шӑллӑм сӗнӳ пачӗ:

— Коля, ҫитес канмалли кун каллех вӑрмана килсе пӑши пӑрушне тӗлӗнтерер-и? Утӑ купине утма вӗрентни темех мар — атя ӑна йӗлтӗр ҫине тӑратса чуптаратпӑр.

— Ҫилпе ӑмӑртмалла, — килӗшрӗм эпӗ кулкаласа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех