Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыруне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гослитале ҫитсен «стоматологине» те кӗмерӗм, унта мана Варя курма пултаратчӗ, ҫыруне тепӗр хут вуласа тухрӑм та, Саня ӗлӗкрех нихҫан та ҫакӑн пек ҫырманни ҫинчен шухӑша кайрӑм.

Уже приехав в госпиталь и не зайдя в «стоматологию», где она могла увидеть меня, я снова перечла письмо и вдруг подумала о том, что Саня прежде никогда не писал мне таких писем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун кӗсйинчен Саня ҫыруне туртса кӑлартӑм…

Я залезла к ней в карман и вытащила письмо от Сани…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗмӗш ҫыруне, леш, хама «Пира-Полейкин» тесе ҫырнӑ пӗчӗк ҫыруне шута илмесен, августӑн 7-мӗшӗнче илтӗм; ҫав куна эпӗ кайран темиҫе хутчен те тӗлӗкре куртӑм, тӗлӗкӗмре курнӑ асапсемшӗн хам ҫине хам ҫиленекен пултӑм, тӗлӗк курнӑшӑн ҫиленме пулать тейӗн ҫав.

Второе письмо, если не считать записочки, в которой он называл меня «Пира-Полейкин», я получила 7 августа — день, который потом долго снился мне и как-то участвовал в тех мучительных снах, за которые я даже сердилась на себя, как будто за сны можно сердиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лури хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑчӗ те вунпилӗк минут кӑна терӗ, ҫавӑнпа эпӗ Саня ҫыруне ун умӗнчех вулас темерӗм, пӑхса ҫеҫ илтӗм те пӗр сӑмахӗ хӑй тӗллӗнех вуланса юлчӗ: «Курнӑҫӑпӑр та, анчах час мар-ха», тени.

Он сказал, что у него, к сожалению, ровно пятнадцать минут, и я не стала читать при нём Санино письмо, только взглянула, и одна фраза в конце прочлась сама собой: «Непременно увидимся, но не скоро».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыруне вара йӗпетсе пӗтернӗччӗ, мӗскӗн Кирка ҫыру ҫырнӑ чухне макӑрнӑ ӗнтӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара вӑл пайтах айванланнине пӗле-тӑркачӑ чунтан-вартан хӗрхентӗм ӑна эпӗ.

Письмо было размазанное: бедная Кирка плакала над ним, и я от души пожалела её, хотя было совершенно ясно, что с войной она поглупела.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ку япала питӗ те вырӑнлӑ пулӗ», — тесе вӗҫленӗ вӑл ҫыруне.

«Это будет целесообразно», — писал майор.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амед ҫыруне эпӗ комод ҫинче тупрӑм.

На комоде я нашла письмо от Амеда.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Амеда питӗ ҫилентӗм, нумайччен ҫырмасӑр тӑтӑм, Туркменирен ҫине-ҫине виҫӗ ҫыру киличчен вӑл характера тытрӑм-тытрӑмах, виҫҫӗмӗш ҫыруне вара ытла та пӑшӑрханса, туслӑха тем пекех хисеплесе ҫырнӑччӗ; эпӗ тӳсеймерӗм.

Я тогда так обиделась на Амеда, что долго ему не отвечала и выдержала характер, пока не пришло из Туркмении уже третье письмо, полное такой тревоги, озабоченности и дружбы, что я не выдержала.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре ҫапла эп унӑн ҫыруне илсен, хамӑн начар йӑлампа хыпаланса, тӳрех иккӗмӗш страницӑран вулама пуҫларӑм: «Эпӗ санӑн пуҫна пин хут чуп тӑватӑп…» тесе ҫырнӑ.

И однажды я была изрядно озадачена, когда, получив очередное письмо и от нетерпения, по своей плохой привычке, заглянув сразу на вторую страницу, прочла в конце ее: «Я покрываю поцелуями твою голову…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амедӑн ҫак ҫыруне хирӗҫ эпӗ Пионерсен ҫуртӗнчи хам ҫӳрекен астрономи кружокӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, вӑхӑтне кура, чӑн-чӑн астроном пекех, ҫырӑвӑн ҫӳлти кӗтессине Зодиак паллине лартрӑм.

В ответ на это я писала Амеду о разных своих звездных делах, о занятиях в астрономическом кружке Дома пионеров, ставила на верху письма, в уголке, знаки Зодиака, смотря по тому, какой был месяц на дворе.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш чухне ман ҫав тӗпчеме юратакан тусӑмсене Амедӑн пӗр-пӗр ҫыруне питӗ те кӑтартас килетчӗ.

Очень хотелось иногда показать моим любопытным подругам какое-нибудь письмо Амеда.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Мӗн тӑвас ӗнтӗ, савнӑ ҫыннӑм! — тесе ҫыртӑм эпӗ Саньӑна, вӑл мана Ленинграда чӗнтерсе, ҫинчен тата пӗтӗм ҫемьепех пӑрахса хӑварнӑшӑн хай ҫине йывӑра илсе ман пата ҫырнӑ ҫыруне вуланӑ хыҫҫӑн. —

«Что же делать, милый мой! — ответила я Сане, когда в одном письме он сетовал на себя за то, что вытащил меня в Ленинград и бросил, да ещё с целым семейством.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн вулатӑр-ха эсир ҫын ҫыруне? — ыйтрӑм эп сассӑма ҫӗклетмесӗрех.

— А зачем вы читаете чужие письма? — спросила я довольно миролюбиво.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине эпир иксӗмӗр унӑн йӗркесӗр ҫыруне ҫурса тӑкрӑмӑр, вара эпӗ Валя патне хам кайрӑм.

Наутро мы с ней разорвали ерунду, которую она сочинила, и я отправилась к Вале.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыруне эппин ун патне яриччен мана кӑтартӑн юрӗ-и? — терӗм эпӗ, анасланӑ май, ҫывӑрса каяс умӗн мӗн курнине ҫакна астӑватӑп тата: кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ ларнӑ Кира сӗтел хушшинче темӗнччен ҫырчӗ…

— Только, прежде чем отослать, покажи мне, ладно? — сказала я сонным голосом, и последнее, что я ещё видела, засыпая, — это была Кира, которая в одной рубашке сидела за столом и писала, писала…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Архангельск» ятлӑ хаҫатра эпӗ Е. В. Демидов купцан ҫыруне вуларӑм, «какай тӑварласси те ҫӗленӗ тумтир хатӗрлесси ман ӗҫ мар», тенӗ вӑл, ҫак ӗҫсенче вӑл пӗтӗмпе те комиосионер кӑна пулнӑ имӗш.

В газете «Архангельск» я прочитала письмо купца Е. В. Демидова, который указывал, что «засолка мяса и приготовление готового платья не являются его специальностью» и что «в данном случае он был только комиссионером.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ.

Нина Капитоновна всё интересовалась, высоко ли я летаю, — и это напоминало мне тёти Да-шино письмо, которое я получил ещё в Балашовской школе: «Раз уж не судьба тебе, как все люди, ходить по земле, то прошу тебя, Санечка, летай пониже».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак брошюрӑна вуланӑ май, эпӗ Нансен ҫул ҫӳрени ҫине капитан паллӑ туса тухнисене, унӑн 1911 ҫулхи ҫурҫӗр полюсне кайма тухнӑ экспедици ҫинчен ҫырнӑ докладной ҫыруне аса илтӗм.

Читая эту брошюру, я вспомнил пометки капитана на путешествии Нансена и его докладную записку об экспедиции к Северному полюсу в 1911 году.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр самантра хӑть эпӗ пӗр ҫыруне, пысӑкпа «Святая Мария» тесе пичет пуснӑ ҫыруне чутах алла илмерӗм.

хотя было мгновенье, когда я чуть-чуть не поднял одно из них — то, на котором была большая сургучная печать с надписью «Святая Мария».

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫыруне пӑхмасӑр-тумасарах вуласа патӑм.

И я, не переводя дыхания, прочитал письмо штурмана наизусть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех