Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыруне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире унӑн пӗртен-пӗр ҫыруне — вӑл ман пата пуҫласа та юлашки хут ҫырнӑскерне — вуласа паратӑп.

Я вам прочту ее единственное письмо — первое и последнее, которое она мне написала.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Огнянов ҫыруне ал пусмарӗ, хӑй ӑҫта иккенне те асӑнтармарӗ, инкек-синкек пулас пулсан, ҫырӑва ҫывӑх юлташӗсем илес вырӑнне тӑшман аллине ҫакланасран асӑрханчӗ.

Огнянов не подписался и не указал в записке, где он находится, из боязни, что по несчастной случайности письмо может попасть не по назначению, а в чужие, враждебные руки.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада кула-кула ҫыруне ҫуркаласа тӑкрӗ.

Рада, смеясь, разорвала письмо.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрача Рада патне пычӗ те ҫыруне тыттарчӗ.

Девочка подошла к Раде и отдала ей письмо.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыруне ҫурса пӑхам мар-ши тесе те шухӑшларӑм.

Я подумал, уж не разорвать ли мне это письмо?

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑхатӑп та — ҫыруне вӑл манса хӑварнӑ иккен.

Смотрю — письмо-то он позабыл!

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Судья каллех ҫыруне вулама тытӑнчӗ.

Судья опять принялся читать письмо.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Судья ҫыру уҫса пӑхрӗ, ҫыруне хамӑр пуҫлӑхсем ярса панӑ пулмалла, ун ӑшӗнчен темле хаҫатпа листовка туртса кӑларчӗ те, хайхискер, манран ыйтать: «Ҫак хаҫатпа листовка санӑн-и?» — тет.

Судья вскрыл письмо, должно быть, присланное нашим начальством, вынул из него какую-то газету и листовку и спрашивает меня: «Эта газета и листовка твои?»

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Упа пӑхакан ҫыншӑн хӑйӗн ҫӳртне хӗрхенсе тӑмасть, ҫыруне кӑмакана пӑрахинччӗ те ҫунтаринччӗ — ҫавна туймасть.

— Дома своего не жалеет для медвежатника, а не догадается бросить письмо в огонь.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганко, пӗр-пӗр кирлӗ-кирлӗ мар хут татӑкӗ пар-ха, ҫыруне чӗркесе хурам.

Ганко, дай мне какую-нибудь ненужную бумагу, завернуть письмо, чтоб не измялось.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ватӑ ҫын пекех ӑслӑччӗ, вырӑс ҫыруне те, венгерла ҫырма та чухлатчӗ.

И мудр, как старик, и сведущ во всем, и грамоту русскую и мадьярскую понимал.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Марине инке вӑрахчен-вӑрахчен аллине саппун аркипе шӑлса тӑрӗ, унтан ҫыруне аллине илӗ, лампа ҫывӑхнерех тытса вуласа тухӗ, унтан аса илсе, Тимка умне кӑкшӑмпа сӗт лартӗ, пысӑк-пысӑк ҫӑкӑр чӗллисем касса хӑналама тытӑнӗ:

Тетя Марина долго будет вытирать фартуком руки, потом бережно примет письмо на ладони, поднесет близко к лампе, прочтет и, спохватившись, поставит перед Тимкой крынку с молоком, нарежет большими ломтями хлеб и примется угощать:

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна Петьӑпа пӗрле Новосибирск патӗнче пурӑннӑ та Даша инке тӑхлачи, Катя кукамайӗ, пурнӑҫне пӗлесшӗн пулса хӑшпӗр ҫыруне сасӑпах вуласа пама хушрӗ.

которая ещё жила с Петенькой под Новосибирском, и тётя Даша, всегда интересовавшаяся бабушкой, потребовала, чтобы несколько из них были прочитаны вслух.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ятуллӑ шӑплӑхра вара эпӗ капитанӑн рапорчӗпе юлашки ҫыруне вуласа патӑм:

И в этой торжественной тишине я прочитал рапорт и прощальное письмо капитана:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан ҫапла Энскра эпир Даша инкепе шыва путнӑ почтальонӑн хутаҫне тупнӑччӗ, ун ҫыруне вулама Катьӑна чиркӳ садӗнче пӗр пӗччене хӑварсаттӑм.

Когда-то в Энске, в Соборном саду, я так же оставил её одну за чтением письма, которое мы с тётей Дашей нашли в сумке утонувшего почтальона.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, пилӗк тӗлтен сургучпа пичетленӗ пакет ӳкерчӗкӗ туса хунӑ тимӗр ещӗке хӑйсен ҫыруне ячӗҫ.

Мальчики вместе, встав на цыпочки, опустили письмо в большой желтый ящик с изображением заказного пакета за пятью сургучными печатями и двух скрещенных почтовых рожков.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара эпӗ Кирӑна кӑштах тӑрӑхласа ҫырнӑ Катя ҫыруне аса илтӗм, унта епле Кира йӗпкӗм хура тилӗсен гибричӗсене ӳстерессипе тӑрмашакан хайӗн упӑшкине хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи ҫине кӳлешсе тӑни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

И мне вспомнилось Катино письмо, в котором она подсмеивалась над Кирой, приревновавшей своего мужа, погружённого в изучение гибридов чёрно-бурых лисиц, к какой-то «Женьке Колпакчи с разными глазами».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Саньӑран октябрӗн вуннӑмӑшӗнче ҫырнӑ ҫыруне илсеттӗм.

А я получила письмо от десятого октября,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыруне вуламӑр та-и вара?

 — И что же, не станете читать письмо?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ытла та кӑткӑсчӗ пулӗ, пӗлместӗп ӗнтӗ — ахальтен мар вӗт тахҫан Иван Павлович мана Саньӑна ытла кӑткӑс пӗлетӗн, терӗ, — анчах «халӗ эпир пӗр тан» ӗнтӗ — акӑ мӗнле ӑнлантӑм эпӗ унӑн ҫыруне, ун ҫинчен пӗр сӑмахпа каламанччӗ пулин те, «санӑн темле хыпар илтме те хатӗр пулмалла — урӑх эпӗ санран нимӗскер те пытармастӑп», тесе ҫырать.

Не знаю, может быть, это было слишком сложно — недаром Иван Павлыч когда-то говорил, что я понимаю Саню слишком сложно, — но «теперь мы равны» — вот как я поняла его письмо, хотя об этом не было сказано ни слова. «Ты должна быть готова ко всему — я больше ничего от тебя не скрываю».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех