Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.27 21:42

Пуплевӗш: 87; Сӑмах: 1010

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Юлашки ҫырусем

Тухса кайнӑ чух эпӗ Катьӑна капитанӑн юлашки ҫырӑвӑсене парса хӑвартӑм. Тахҫан ҫапла Энскра эпир Даша инкепе шыва путнӑ почтальонӑн хутаҫне тупнӑччӗ, ун ҫыруне вулама Катьӑна чиркӳ садӗнче пӗр пӗччене хӑварсаттӑм. Ун чухне эпӗ ватӑ Мартын башни айӗнче тӑраттӑм, шӑна пуҫларӑм та асӑмра эпӗ Катьӑпа пӗрлех йӗрке хыҫҫӑн йӗрке вуланӑн туяттӑм.

Хальхинче ӑна эпӗ темиҫе кун иртсен ҫеҫ курма пултартӑм. Ҫапах та эпир пурпӗрех пӗрле вулаттӑмӑр — эп пӗлеттӗм хам ун хыҫӗнче тӑрса сывланине Катя та туйса тӑрасса.

Акӑ ҫав ҫырусем.

1.

Санк-Петербург. Главнай Гидрографически управленине. Пӗрремӗш рангри капитана П. С. Соколова.

Хакла Петр Сергеевичӑм!

Ку ҫыру сирӗн пата ҫитессе шанатӑп. Ӑна эпӗ хам ҫул ҫӳресси пӗтсе пырас умӗн ҫыратӑп, пӗчченех пӗтермелле пулчӗ ӗнтӗ ӑна. Эпир мӗн тӳссе курнине ыттисем те чӑтма пултарӗҫ тесе шухӑшламастӑп та. Юлташӑмсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсе пӗтрӗҫ, Гальчихӑна хам янӑ разведка партийӗ таврӑнаймарӗ.

Машӑпа хӑвӑр хӗреснаннӗре пысӑк йывӑрлӑха хӑваратӑп эпӗ. Вӗсен пурнӑҫ тытма вӑй ҫитерсен, ҫак тӗнчерен уйрӑлна чух ытла тарӑхман та пулӑттӑм, мӗншӗн тесен тӑван ҫӗршывӑмӑр пирӗнтен вӑтанас ҫуккине туйсах тӑратӑп эпӗ. Пирӗн пысӑк инкек пулчӗ, анчах ӑна эпир тӳрлетрӗмӗр, халӑмӑр ҫитнӗ таран хамӑр уҫнӑ ҫӗре таврӑнтӑмӑр та вӑл мӗнле иккенне пӗлсе ҫитрӗмӗр.

Юлашки шухӑшӑмсем манӑн — мӑшӑрӑмпа ачам ҫинче. Хӗрӗмӗн пурнӑҫне питӗ ӑнӑҫтарассӑм килетчӗ. Ӑна та эсир мана хама пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑрӑр. Вилес умӗн эпӗ сирӗн ҫинчен чӗререн тав туса шухӑшлатӑп, сирӗн кӑтартса панӑ тӑрӑх манӑн ҫамрӑк чухнехи чи лайӑх ҫулсем ҫинчен шухӑшлатӑп.

Ыталаса чуптӑватӑп сире. Иван Татаринов.

2.

Унӑн Превосходительствине Гидрографийӗн тӗп управлени начальникне «Св. Мария» ҫинчи экспедици начальникӗнчен И. Л. Татариновран

Рапорт

Ҫакӑнта эпӗ Гидрографически тӗп управленине акӑ мӗн ҫинчен ҫырса пӗлтересшӗн:

1915-мӗш ҫулхине март уйӑхӗн 16-мӗш кунӗнче 79° 08′30′′ виҫсе пӑхнӑ широтара, Гринвичран шутласа 89°55′00′′ долготара, тинӗсре куҫса ҫӳрекен «Св. Мария» уяртнӑ вӑхӑтра питӗ лайӑх курӑннӑ чухне, шхуна ҫинчен хамӑртан хӗвелтухӑҫӗнче ҫӳлӗ туллӑ, пӑрлӑ пысӑк ҫӗр куртӑмӑр. Кунта ҫӗр пулмалла иккенӗ ӗлӗк те паллӑччӗ: сӑмахран 1912-мӗш ҫулхине августра эпир кунта темӗн чухлӗ кайӑк-кӑвакал картисем курнӑччӗ, вӗсем ҫурҫӗртен хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑртан хӗвеланӑҫ енне вӗҫетчӗҫ. 1913-мӗш ҫулхи апрель пуҫламӑшӗнче эпир ҫурҫӗр горизонтӗнче питӗ лайӑх палӑракан кӗмӗл ярӑм куртӑмӑр, ун ҫййӗнче тусене хупӑрласа тӑракан йышши пӗлӗт юхатчӗ.

Меридиан енӗпе сарӑлса выртан ҫӗре тупни пире пӗр-пӗр кирлӗ вӑхӑтра карап хӑварса ҫӗр ҫине тухма шанчӑк парать. Унта эпир Таймыр ҫурутравӗ хӗррине кайса Енисейпе Хатанга шывӗсем тинӗсе юхса кӗрекен ҫӗре ҫитсе, май килнӗ таран, пирвайхи ялсене тухнӑ пулӑттӑмӑр. Пирӗн карап шӑпах ҫавӑнталла куҫса пыни ҫинчен нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Карапӑмӑр ҫурҫӗртен хӗвеланӑҫ еннелле 7° курспа пырать. Ҫакӑ курс хӗвеланӑҫ енне тата ытларах пӑрӑннӑ пулсан та, е Нансен «Фрамӗн» ҫулӗпе юнашар пынӑ пулсан та 1916-мӗш ҫулхи кӗркуннеччен пӑрсем хушшинчен тухайман пулӑттӑмӑр, ӗҫме-ҫиме вара 1915-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑта ҫеҫ ҫитет.

Пайтах асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн — вӗсем ҫинчен рапортра асӑнма кирлӗ те мар — 1915-мӗш ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче тупнӑ ҫӗр ҫине тухрӑмӑр, 81°09′ широтара, 58°36′ долготара. Эпир чарӑннӑ ҫӗр пӑрпа витӗннӗ утрав, ӑна эпир ҫак рапортпа пӗрле кӗртнӗ карта ҫинче «А» саспаллипе паллӑ турӑмӑр. Тата пилӗк кун иртсен ҫеҫ эпир тепӗр тем пысӑкӑш утрава ҫитрӗмӗр, вӑл утрав хамӑр тупнӑ ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш утравӗ пулать. Ҫав утрав сӑмсахӗнчен, — «Г» саспаллипе палӑртнӑ, ӑна, — хам палӑртнӑ астрономи пункчӗпе шутласа координатсем патӑм: 80°26′30′′ та тата 92°08′00′′.

Ҫак паллӑ мар ҫӗр хӗррипе кӑнтӑр еннелле кайсан эпӗ унӑн ҫыранне сӑнаса пӑхрӑм, вӑл 81-мӗшпе 79-мӗш ҫурҫӗр параллельсем хушшинче тӑрать. Ҫыранӑн ҫурҫӗр енӗ айлӑм вырӑн, хӑшпӗр тӗлте пӑрпа витӗннӗ. Кӑнтӑр еннелле кайнӑҫемӗн сӑртсем палӑраҫҫӗ, кунта пӑр та ҫук. Кунта эпир плавник туgрӑмӑр. 80° широтара пӗр сарлака пролив е залив пуррине куртӑмӑр, вӑл «С» саспалли лартнӑ пунктран тытӑнса 00 еннелле каять.

«Ф» пунктран пуҫласа ҫыран кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫалла пырать. Тупнӑ ҫӗрӗн кӑнтӑр енчи ҫыранне те пӗлсе ҫитесшӗнччӗ эпӗ, анчах вӑл вӑхӑтра эпир Харитон Лаптев ҫыранӗ тӑрӑх Енисей патнелле кайма шутларӑмӑр.

Управленине, хамӑр мӗн тупса пӗлни ҫинчен пӗлтернӗ май, ҫакна та калас, долгота тӑрӑх тесе пӗтӗмпех шантараймастӑп, мӗншӗн тесен карап ҫинчи хронометрсене икӗ ҫул хушши тӗрӗслемен ӗнтӗ.

Иван Татаринов.

Ҫакӑнпа пӗрлех: 1. «Св. Мария» шхунӑн кулленхи журналӗнчен ҫырса илнине ӗнентерсе яратӑп. 2. Хронометр журналӗн копине яратӑп. 3. Пир тетрадь, унта ӳкерсе илнисемпе тӗрлӗрен шутланисем.

Кунти ҫӗршыва ӳкерсе илнӗ карттӑ.

Июнӗн 18-мӗшӗ, 1915 ҫул. Вырӑс Архипелагӗнчи 4-мӗш утраври лагерь.

3.

Хаклӑ Маша!

Пӗтӗмпех пӗтрӗмӗр теме хӑратӑп, ҫак йӗркесене эсӗ хӑҫан та пулин вуласса та шанчӑк ҫук ӗнтӗ манӑн. Эпир урӑх каяймастпӑр, пынӑ ҫӗртех шӑнатпӑр, каннӑ чухне те, ҫинӗ чухне те ниепле ӑшӑнаймастпӑр. Ура та питӗ начарланчӗ — сылтӑмми пушшех сурать, ӑна эпӗ хӑҫан тӑм илтернине те астӑваймастӑп. Хӑнӑхнӑ майпа «эпир» тесех ҫыратӑп-ха эпӗ, мӗскӗн Колпаков вилни те виҫӗ кун ҫитет. Ӑна эпӗ акӑ виҫӗ кун хушши пытараймастӑп ӗнтӗ — пурга! Тӑватӑ кун пӗр чарӑнми ахӑрашнӑ пурга пирӗншӗн ытла нумай пулчӗ ҫав. Часах манӑн та вилес черетӗм ҫитет, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамастӑп эпӗ, тен вӑл пурӑнасчӗ-ха тесе вӑй-халӑм ҫитнинчен те ытларах тунипе пуль.

Сан умӑнта эпӗ питӗ айӑпа кӗтӗм, ҫакӑ шухӑш чи йывӑрри вара, ыттисем те хуть ҫӑмӑлах мар та.

Мӗн чухлӗ пӑшӑрхану, мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттеретӗн ӗнтӗ эсӗ ҫак иртнӗ ҫулсенче — акӑ тата тепри, чи пысӑкки. Анчах эсӗ хӑвна пӗтем пурнӑҫупа манпа ҫыхӑнтӑм тесе ан шутла, ху телейлӗ пулас ҫынна тӗл пулсан, астусах тӑр, ҫавӑнпа пулма сунатӑп та сана. Ҫаплах кала Нина Капитоновнӑна та. Ҫывӑх курса ыталатӑп ӑна, вӑйӗ ҫитнӗ таран сана пулӑшинччӗ вӑл, пуринчен ытла Катя майӗпе.

Пирӗн ҫул ҫӳресси питӗ тертлӗ те йывӑр пулчӗ, анчах эпир ҫирӗп тӑтӑмӑр, мӗн хушса янине ӑнӑҫлӑ та туса пӗтернӗ пулӑттӑмӑр, пире хатӗрлесе ӑсатнӑ чух тухса каймалли вӑхӑтра кая юлман пулсан, тата хатӗрӗсем те ҫапла ытла начарччӗ.

Хаклӑ Машукӑм, мансӑр тепле пурӑнӑр ӗнтӗ эсир! Катя тата! Сире кам пулӑшма пултарасса пӗлетӗп те эпӗ, анчах пурнӑҫӑмӑн юлашки сехечӗсенче ун ятне асӑнассӑм та килмест. Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗренсе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана. Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн, хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана питӗ йывӑр. Мӗн тӑвӑпӑр? Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хутӑштарнинче. Ҫак ҫырӑва татмашкӑн, санпа, хаклӑ Машукӑм, юлашки хут ҫапла калаҫса уйрӑлмашкӑн мана питӗ кансӗр. Сыхла хӗрӗме, асту, ан ӳркентӗр вӑл. Манӑн ҫав инкекӗм пурччӗ, — яланах ӳркенеттӗм те ҫынна ытла шанаттӑм.

Катя, хӗрӗмҫӗм! Хӑҫан та пулсан, сан ҫинчен эпӗ епле нумай шухӑшланине пӗлӗн-ши эсӗ, вилес умӗн пӗр хут та пулин сан ҫине пӑхса илес килнине пӗлӗн-ши эсӗ!

Ҫитӗ ӗнтӗ. Аллӑм кӳтет, манӑн-ха вӗҫӗмсӗрех ҫырмалла. Ыталатӑп сире. Ӗмӗрлӗхех сирӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех