Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмӗсем (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурӑмӗсем хыҫӗнче — пысӑк кутамкасем.

За спинами — громадные ранцы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чемодансене пӑрахса хӑварнӑ, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче сумкӑсем кӑна.

Чемоданы брошены, за плечами только сумки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ — пӑхатӑп та малалла: ларчӑк ҫинче Филофей, тӑмана пек, пуҫне усса, курпунне кӑларса ларать, — кӑшт малтарах — шӑнкӑртатса юхакан шыв ҫинче пӗкӗ тата лаша пуҫӗсемпе ҫурӑмӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Я — глядь вперед: на козлах, понурив голову, согнув спину, сидит, как истукан, Филофей, а еще подальше — над журчащею водою — кривая линия дуги и лошадиные головы и спины.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Вӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинчи хупписемпе, хаччисемпе, сухалӗсемпе, урисемпе, мӑйӗсемпе пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑрӑлнӑ, ку ӗнтӗ ҫынсене раксем пӑшӑлтатнӑ пек туйӑннӑ.

Они только терлись друг о друга шершавыми костяными бочками, клешнями, усиками, шейками, и от этого людям казалось, будто от них шепот идет.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Вӗсен пӗшкӗртнӗ ҫурӑмӗсем тӑрӑх хӑпарса, вӑл Мускав ҫине сиксе ӳкме хатӗрленет.

По их согнутым спинам он сделает разбег для старта на Москву.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем ҫурӑмӗсем ҫине шур ҫырли татса тултарнӑ пысӑк кунтӑксем ҫака-ҫака янӑ.

Они шли с большими корзинами клюквы за спиной.

Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.

Советсен ҫурчӗ патнелле чупакан виҫӗ хӗр вӗлтлетсе иртрӗҫ, вӗсен ҫурӑмӗсем ҫинче салтак кутамккисем.

Мелькнули на тротуаре фигуры трех девушек, подбегавших к Дому Советов, на их спинах горбились вещевые мешки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Аслӑ картиш, сарайсен ҫивиттийӗсем, яштака тирексен ҫӳлелле кармашнӑ шӳрлеке тӑррисем, юпаран кӑкарса, ҫурӑмӗсем ҫине ашӑк витнӗ лашасем — пурте ҫӗрлехи ҫутӑра хурарах кӑвак мӗлкесем майлӑ курӑнаҫҫӗ.

Широкий двор, крыши сараев, устремленные ввысь голые вершины пирамидальных тополей, покрытые попонами лошади у коновязи — все это было освещено призрачным голубым светом полуночи.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урисем ҫывӑрнӑ, ҫурӑмӗсем ыратаҫҫӗ, пӑркаланма юрамасть: кӑшт ҫеҫ хускалсанах пичке сиккеленет.

Затекли ноги, болели спины, а шевельнуться было нельзя: при малейшем движении бочки качались.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

— Кил-ха, мӗн эсӗ ҫынсен ҫурӑмӗсем хыҫне пытанса ҫӳретӗн?

— Подъезжай, чего ты по-за чужими спинами хоронишься?

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урамсем, лаша ҫурӑмӗсем, извозчиксен ҫӗлӗкӗсем — пурте шуралчӗҫ.

Снег красил в белое мостовую, лошадиные спины, шапки извозчиков.

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӗсем шӗвӗр сӑмсисене улӑм ӑшне чикнӗ, хӑйсен пӗр-пӗрин ҫумнелле тӗршӗннӗ шурӑ ҫурӑмӗсем улӑм ӑшӗнчен шыв юхса якатнӑ чул пек курӑнаҫҫӗ.

Они зарылись пятачками в солому, белые спинки, тесно прижавшиеся друг к другу, торчали из вороха, как два отшлифованных водой камня.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Утсен ҫурӑмӗсем ҫинчен кӑпӑк та юн сирпӗнет.

С конских спин — мыло и кровь.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнтӗ юланутсен ҫурӑмӗсем ҫинче тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ пашлӑксем уссӑр ҫапкаланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем айӗнче ҫамкисем тарларӗҫ, кӗрӗк пиншакпа тата ӑшӑ чекменпе ҫӳреме пӑчӑ пула пуҫларӗ.

Уже ненужными болтались на спинах всадников башлыки верблюжьей шерсти, а под папахами мокрели лбы, и жарковато становилось в полушубках и теплых чекменях.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил вӗсен хӑмӑр ҫурӑмӗсем ҫинчен ҫуркуннесенче тӑкӑнакан йӑптӑх ҫӑма вӗҫтерет.

Ветром несло с бурых спин их осекшийся по весне волос.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче пулемет вичкӗннӗн шатӑртатса кайрӗ.

За спинами их баритонисто зарокотал пулемет.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалтан вӗсен ҫурӑмӗсем ҫине шанма пуҫланӑ армутин типӗ шӑршипе ӑшшине сарса, каҫ сӗмӗ сывлать.

Сзади сухим теплом и запахом вянущей полыни дышала им в спины ночь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем инҫе ҫула тапранса тухни ҫумри хатӗр-хӗтӗрсемпе япалисенченех курӑнать: йӗнер хутаҫҫисем темтепӗр чыхса тултарнипе мӑкӑрӑлнӑ, ут ҫурӑмӗсем ҫинче лӑк-тулли ҫӑксем, кашнин йӗнерӗ хыҫӗнчех типтерлӗн майласа ҫыхнӑ шинелӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.

По снаряжению видно было, что шли казаки в дальний путь: сумы седел раздуты от клажи, вьюки набиты, в тороках у каждого заботливо увязана шинель.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ашшӗн-ывӑлӗн!..» — ӑшӗнче пӑшӑлтатса пычӗ Мирон Григорьевич, утсен ҫурӑмӗсем ҫинче чӑпӑрккине вылятса.

Во имя отца!..» — мысленно шептал Мирон Григорьевич, не снимая с конских спин кнута.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов куҫӗ умӗнче салтак ҫурӑмӗсем вӗлтлетсе тӑнӑ.

Зарябили перед глазами Суворова солдатские спины.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех