Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Пӗрремӗш пайӗ. Чӗре ҫунать

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.04.28 21:11

Пуплевӗш: 265; Сӑмах: 2035

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ярапаллӑ чӳрече карӑмне ҫил вӗлкӗштерет. Урайӗнчен — диванран пуҫласа чӳрече патне ҫити — ҫуллахи пекех тусан ҫӗкленсе тӑрать.

Кофта ҫаннисене чавси таранах тавӑрнӑ Катя сӗтел хушшинче ларать. Иртнӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗ, типсе ҫитмен кӑвак тужуркине хӑй ларакан тенкелӗн хыҫне ҫакса хуна. Сӗтел ҫинче уҫса хунӑ папкӑсем выртаҫҫӗ.

Катя сехет ҫине пӑхса илчӗ. Сехет йӗпписем вунпӗр ҫине пилӗк минут кайнине кӑтартаҫҫӗ. Вӑл итлесе пӑхрӗ: сехет ҫӳремест иккен.

Ӑна ӗҫлеттерме тытӑннӑ хушӑра вӑл кайри стена ҫине пӑхса илчӗ. Стена ҫуррине ҫӳлӗ шкап хупӑрласа тӑрать: тепӗр ҫурринче СССР-ен географи картти ҫакӑнса тӑрать. Шкапӑн ҫӳлти икӗ пӳлӗмне кантӑкланӑ. Кантӑк витӗр кӗнекесемпе хаҫатсем ҫыхса хунӑ хулӑн папкӑсем курӑнаҫҫӗ. Хӗвел шевли чӳречерен кӗрсе шкапӑн ҫӳлти пӳлӗмӗ ҫине ӳкет. Вӑхӑт ҫитӗлеклех-ха: хӗвел шевли аялти пӳлӗм ҫине шуса ансан вӑхӑт тӑхӑр сехетрен кӑштах иртет.

«Производствӑра юлакан кашни комсомолецах… ҫырса пӗтермен сӑмаха вуласа тухрӗ те вӑл малалла ҫыра пуҫларӗ: хӑйшӗн кӑна мар, станокне кунта хӑварса, пурнӑҫне хӗрхенмесӗр, оборона укрепленийӗ тума кайнӑ юлташӗшӗн те ӗҫлемеллине пӗр минут та манмалла мар. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче стахановец пулни — хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ пулнине пӗлтерет. Ҫавӑн пек ҫынсем кӑна…»

Аякран, ҫӗрле чӗнтернӗ комсомолецсем пуҫтарӑннӑ заседани залӗнчен, юрлани илтӗнет:

Кирлӗ чух, кирлех пулсан…

Катя пӗҫерсе тӑракан ҫамкине ывӑннӑн шӑлчӗ.

«Ҫапла, ҫапла кирлӗ». Вӑл сӗтел ҫинчен списоксем илчӗ. Ҫырса тултарнӑ хушаматсем куҫа тӗтрелетеҫҫӗ. Вӑхӑт кӑтартӗ-ха кайран мӗн пуласса, халь вара Катя, ҫак йывӑр ӗҫ вӑхӑтӗнче чи лайӑх икҫӗр комсомолка ӗҫре пулманнине туять.

Вӑл пӗр хускалмасӑр ларчӗ; унӑн куҫӗ умӗнчен ылттӑн пек сарӑ тырӑ хирӗ курӑнать; тулли те йывӑр пучахсем усӑнса анаҫҫӗ, тӑкӑнаҫҫӗ. Пӗрчӗсене ҫил пӗр лупашкаран тепӗр лупашкана вӗҫтерет.

Унӑн чӗри темле, пӗр тикӗс мар тапать, тӑнлавӗ пӗҫерсе тӑрать, мӗнпур ӳт-пӳне шӑнтнӑ пек туйӑнать… Тен, ку иртнӗ каҫ йӗпеннӗрен пулӗ?

— Килеҫҫӗ! — илтӗнчӗ чӳречерен пӗр янравлӑ сасӑ.

Катя итлеме пуҫларӗ. Машина кӑшкӑртни тата мотор кӗрлени илтӗнет…

— Пурте хуларисем-и? — ку Саша сасси.

— Хуларисем… Пурте, — илтрӗ вӑл хӗрсем шавланине, вара чӳрече патне чупса пычӗ.

Калиткене хирӗҫ машина моторӗ ӗҫленипе ҫаплипех чӗтренсе тӑрать-ха. Уҫса хунӑ борт патӗнче Федя тӑрать, вӑл ҫӗре сиксе анма хӑяйманнисене тыта-тыта антарать. Машина леш енчен Зоя чупса тухрӗ.

Хӗрсем шавласа Сашӑна сӑрса илчӗҫ. Вӑл хӑй пӳрнисене хуҫлата-хуҫлата, хӗрсем хӑйсемпе пӗрле мӗн илмеллине каласа парать.

«Акӑ халь пурте пулас». Катя миҫе хӗр килнине шутласа кӑларасшӑн пулчӗ, анчах шутлаймарӗ: куҫне темшӗн вӗри ҫапрӗ. Вӑл чӳрече патӗнчен пӑрӑнса, Федьӑна кӗтсе тӑчӗ.

Федя Зойӑпа пӗрле кӗчӗ.

— Мана сан патна хӑнана йӑнӑшпа сӗтӗрсе килчӗҫ пулас, ҫавӑн пек туйӑнать.

— Ҫук, Федюша, йӑнӑшпа мар. Лар. — Катя, ӑна диван ҫине кӑтартса, хӑй Зоя енне ҫаврӑнчӗ.

— Пурте-и?

— Пурте. Асапланса пӗтрӗм. Эпӗ сана кирлӗ мар-и?

— Ҫук, кай хӗрсем патне — пӑртак кӗтчӗр. Эпӗ халех пыратӑп.

Зоя тухса кайрӗ. Катя ҫырса пӗтермен статьине темшӗн аллине илсе каялла сӗтел ҫине хучӗ, унтан Федя ҫумне, диван ҫине ларчӗ.

— Кала мана, анчах пӗр пытармасӑр… Эпӗ Маруся пирки… Вӑл уй-хирте сан вырӑнӑнта пулма пултарать-и? Пысӑкрах ӗҫсем пулсан? Ӑнланатӑн-и?

Федя пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Пултараймасть-и? Эпӗ шутларӑм…

— Клавдипе пӗрле пулсан…

Катя куҫӗсем ялкӑшса илчӗҫ.

— Пӗрле пултараҫҫӗ-и?

— Пултарӗҫ, тесе шутлатӑп.

— Ку аван-ха. Ку ыйтупа пӗтертӗмӗр, тесе шутлӑпӑр, Халь тепри.

Катя карттӑ патне пырса хӗрлӗ кӑранташпа ҫавӑрнӑ хура ункӑ ҫине кӑтартрӗ.

— Ку — Ельня. Кунта нимӗҫсене пӑртак лӑплантарчӗҫ, вӗсем вара, ху пӗлетӗн, Мускав еннелле тепӗр ҫулпа кӗреҫҫӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, унтан пӳрнине кӑвак тӑваткӑл тӗлне ҫити шутарса анчӗ. — Кунта акӑ, — кашни кунах бомбӑсем пӑрахнине пӑхмасӑр, укрепленисем тӑваҫҫӗ. — Федя та, интересленсе, карттӑ патне пырса тӑчӗ. — Халь нимӗҫсен ҫарӗ Смоленскран тата Ельня патӗнче ҫапса аркатнӑ ҫарӑн юлашкисем кунта куҫнине пӗлтерекен хыпар пур. Ӑнланатӑн-и, Федя? Тата акӑ, кунта пӑх-ха, — вӑл кӑвак кӑранташпа ҫавӑрнӑ тӑваткӗтеслӗхе пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ, — ку — пирӗн область.

Катя пӳрнине карттӑ ҫинчен илмесӗр тата палӑрмаллах пӑлханса, кунти оборона укрепленисене тунӑ ҫӗрте ӗнерхи кунччен пин ҫын ытла ӗҫлени ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӗсен хушшине провокаторсем те лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗрен хӑрушӑ хыпарсем сарнипе хӑшпӗрисем ӗҫлеме пӑрахнӑ, Командовани кӗске вӑхӑтрах унти лару-тӑрӑва лайӑхлатма хушать. Обком каланипе Певск комсомол организацйӗ унта, укреплени тунӑ ҫӗре, икҫӗр ҫын ямалла.

— Унта хӗрсемпе пӗрле эсӗ те каятӑн, отрядӑн начальникӗ пулатӑн. Ӑнланатӑн-и?

— Пурне те ӑнлантӑм, Катя, анчах мӗншӗн эпӗ?

Катя ӑна куҫран пӑхса илчӗ.

— Мӗн вара… Эсӗ каясшӑн мар-и? Иртнӗ эрнере мӗн каланине астӑватӑн пулӗ…

— Эпӗ, Катя, урӑх фронт ҫинчен каларӑм. Катя пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ.

— Халь, Федя, ӑҫта кирлӗреххине калама йывӑр: ху танк ҫине ларни е укрепленисем туса нимӗҫ танкӗсене чарни, пурпӗрех, вӑл та, ку та кирлӗ. Сан пирки Зиминпа калаҫса татӑлнӑ.

— Мӗнех вара!.. Мана хамсӑрах авлантартӑр пулсан, эпӗ…

— Каятӑн-и?

— Ку вырӑнсӑр ыйту, Катя.

— Пӗлтӗм эпӗ, эсӗ каясса… Эпӗ, Федюша, сана питӗ… хама шӑннӑ пекех шанатӑп… Хӗрсем… вӗсем пурте лайӑхскерсем, анчах вӑрҫӑ ҫинчен хаҫат тӑрӑх кӑна пӗлеҫҫӗ. Тен, бомбёжка айӗнче кӑна мар, артиллери пенӗ хушӑра та ӗҫлеме лекӗ. Эсӗ, Феденька, хӗрсене хӗрхен… Унти ӗҫе йӗркеллӗ тытса пыр.

Унӑн хӗрелнӗ пичӗ ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем карӑнчӗҫ.

— Санӑн температура пур пулас? — ыйтрӗ Федя, хыпӑнса ӳксе.

— Ҫук… Эпӗ ӗнер ҫумӑр айӗнче нумай вӑхӑт хушши пултӑм… Нимех те мар, иртсе каять. — Шкап ҫумне таянса вӑл ассӑн сывласа ячӗ.

— Эсӗ каятӑн… Икҫӗр хӗр…

— Икҫӗрӗш те тырӑ вырса пухнӑ ҫӗртен-и?

— Ҫук. Ҫӗр вӑтӑрӑшне хиртен илтӗм. Ӑнлантӑн-и, Федюша, чи лайӑххисене паратпӑр. Кашниех пилӗк ҫыншӑн ӗҫлет. Кунта вӗсемсӗр йывӑр пулать ӗнтӗ… тата пушӑ…

— Ӑнланатӑп… Пит те лайӑх ӑнланатӑп… Халь мӗн тӑван ӗнтӗ?

— Пӗлместӗп. Нимех те шутласа тупаймарӑм-ха. — Катя ҫаврӑнса хуллен ҫапла хушса хучӗ:  — Зимин: пултарӑпӑр, тесе шутлать. Обком та ҫаплах шутлать.

Вӑл сӗтел патне пычӗ те, сапаласа пӑрахнӑ хут листисене ерипен пуҫтарса, ҫапла каларӗ:

— Халь пӗчӗк митинг туса ирттерӗпӗр. Эпӗ пуринпе те калаҫам, вара… — Вӑл куҫхарши айӗнче ыратнине туйса калаҫма чарӑнчӗ. Пырӗнче унӑн армути ҫыпҫӑннӑ пекех йӳҫӗ.

— Совет информбюровӗ пӗлтерет… — хыттӑн илтӗнчӗ крыльцари чӳрече ҫинче ларакан радиорупор.

Урайне ӳкнӗ хӗвел ҫути сарӑлса пычӗ. Пӳлӗмӗн леш енче машинка шӑкӑртатни илтӗнет, Нюша инке щеткине тенкел урисене перӗнтерсе кӗмсӗртеттерет. Инҫетрен хӗрсем юрлани илтӗнет.

«Кайран эпӗ каятӑп та, ӑна урӑх кураймастӑп… Мӗш вӑхӑтчен-ши — паллӑ мар», — пуҫне чиксе ларакан Катя ҫине пӑхса шухӑшларӗ Федя. Чӗри ыратнипе вӑл чӳрече патне пырса тӑчӗ.

Хӗвел, кӗркуннехи ҫутӑпа пек те мар, ҫуттӑн ҫутатать, каҫхи вӑйлӑ ҫумӑрӑн йӗрӗ те юлман.

Пӳрт умӗнче сад калитки ҫумӗпе куҫлӑхлӑ арҫынпа типшӗм хӗр васкаса иртсе кайрӗҫ, иккӗше те портфельпе; кусем служащисем пулас: ӗҫ кунӗ пуҫланасси ҫур сехетрен те ытларах мар юлнӑ.

— …Кӑнтӑр енчи фронтра пирӗн ҫарсем… — пӗлтерет диктор.

Ҫулпа хӑйсен хыҫҫӑн тусан пӗлӗчӗ хӑварса красноармеецсем ларса тулнӑ икӗ грузовик иртсе кайрӗ. Советсен ҫурчӗ патнелле чупакан виҫӗ хӗр вӗлтлетсе иртрӗҫ, вӗсен ҫурӑмӗсем ҫинче салтак кутамккисем.

— Митинг, кайран вара… — сасӑпах каларӗ Федя, сасартӑк вӑл хӑй урӑх чӑтса тӑраймасӑр пурне те Катьӑна каласа парасшӑн пулнине туйса илчӗ. Ӗнер вӑл ӑна ӑнланман пулӗ, анчах паян, халь… Кайнӑ чух хӑйпе пӗрле унӑн «юрататӑп» тенӗ сӑмахне мар, ҫук, — вӑл ун ҫинчен шутлама та хӑяйман — малалла ҫавӑн пек пулас шанчӑкне те пулин илсе каясшӑн пулчӗ.

— Катюша…

— Мӗн, Федя? — ачашлӑн чӗнчӗ Катя.

Федя ун патне пырса тӑчӗ, унӑн аллисене тытса чӑмӑртарӗ.

— Эпӗ… Катюша… эпӗ… Каҫар, ку халь вырӑнлах та мар пулӗ… Тен… е пачах… Анчах эпӗ…

Вӑл хӗрелсе кайрӗ. Чӗри тапни кӑкӑрӗнче кӑна мар, тӑнлавӗнче те илтӗне пуҫларӗ, куҫӗсене тӗтре карса илчӗ. Кабинетра ҫӑра тӗтре хупӑрланӑ евӗр курӑнчӗ, ҫак тӗтрелӗхре пӑртак хӑранипе, тӗлӗннипе куҫне чарса пӑрахнӑ Катьӑн пит-куҫӗ палӑрса тӑчӗ. Ҫӑварӗ типрӗ, вара урӑх вӑл пӗр сӑмах та калаймарӗ.

Катя йӑлтах ӑнланчӗ. Ку тарана ҫитсе те ун ҫине никам та ҫапла пӑхманччӗ, анчах вӑл Федьӑн хӑйпе юлташла хӑнӑхнӑ юратусӑр пуҫне, акӑ халь унӑн куҫӗсенчен пӑхакан урӑх юрату пуррине сисмен. Вӑл ун умӗнче тӑрать, — ҫӳлӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ, унӑн тутисем халь куҫӗсем мӗн каланине каласшӑн пулса чӗтреҫҫӗ.

Катя чӗри тапма чарӑннӑ пек пулчӗ, сыхланса тӑчӗ, Федьӑна урӑх ним те калаттарасшӑн мар пулчӗ вӑл. Каламан сӑмахсен шухӑшӗ ӑна темле вӑтантарчӗ. Ҫук? ҫук, вӗсене калани кирлӗ мар! Катя ӑна лайӑх юлташ юратнӑ пек юратать, урӑх вара нимӗн те кирлӗ мар, нимӗн те… Вӑл «ҫапла» тесе калама пултараймасть. Ҫук, пултараймасть. Йӗри-тавра мӗнле асап та хӗн-хур, мӗн чухлӗ юн… Халь ун ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар, кирлӗ мар…

Катя ун аллинчен хӑй аллине туртса илесшӗн пулчӗ, анчах Федя ямарӗ, тата хытӑрах чӑмӑртарӗ.

«Ыраттаратӑн, Федя» — кӑшкӑрасшӑн пулчӗ Катя, анчах сасси ҫухалчӗ. Вӑл хӑйӗн пичӗ хӗрелсе кайнине сиссе пуҫне чикрӗ, Федя хӑй ҫине паҫӑрхи пекех пӑхнине туйрӗ, ҫавӑнпа вӑл халиччен хӑй вӑйсӑррипе аптраса тӑчӗ, чӗри хӑвӑрттӑн та хыттӑн тапрӗ…

— …Пирӗн ҫарсем хулана хӑварчӗҫ… — тет диктор. Пӳлӗм леш енчен унчченхи пекех машинка шакӑртатни илтӗнет.

— Катюша, эпӗ…

Катя хӑй ҫывӑхӗнчех калаҫнипе ура сассисем илтрӗ…

— Хӗрсем… ман пата килеҫҫӗ.

Федя ун аллисене вӗҫертрӗ, Катя вара вӑтаннипе хӗрелчӗ те алӑк патнелле чупса кайрӗ. Икӗ хӗр алӑк урлӑ каҫрӗҫ, ыттисем пысӑк отдел пӳлӗмне, коридора кӗрсе тулчӗҫ.

Мӗн чухлӗ ӗҫе чӗререн юратса, шанчӑклӑн пӑхакан куҫсем, мӗн чухлӗ хаклӑ сӑн-питсем кунта. Катя ҫак пит-куҫсем ҫинчи кашни йӗрех пӑхмасӑр пӗлет. Пурте вӗсем унӑн тантӑшӗсем. Вӗсемпе пӗрле мӗн чухлӗ тӗрлӗрен ӗҫсем туса ирттернӗ!

Кабинета Зоя кӗрсе тӑчӗ. Вӑл, хулпуҫҫине сиктерсе, йӑл кулса илчӗ, унӑн пит-куҫӗ: «Катя, эпӗ кунта айӑплӑ мар… Вӗсене ӑҫтан тытса чаратӑн?» тесе каланӑ пек курӑнать.

— Хӗрсем, чунӑмсем, эпӗ халех тухатӑп, — Катя Федя ҫине пӑхса илчӗ. Вӑл чӳрече патӗнче, урамалла пӑхса тӑрать.

— Федя!

— Мӗн? — чӗнчӗ лешӗ шӑппӑн.

— Эпир санпа пурин ҫинчен те калаҫрӑмӑр пулас. Ҫук, эпӗ тата тем ҫинчен каласшӑнччӗ, — Катя ҫамкине сӑтӑркаласа илчӗ. — Э! Эсӗ нимӗнсӗрех-ҫке, икӗ мӑшӑр кӗпе-йӗм, питшӑлли тата мӗн те пулин илес пулать. Головлевӑна ҫитсе килме ӗлкӗрейместӗн, эпир кунта тупӑпӑр. Юрать-и?

— Юрать, — ҫаврӑнмасӑрах сӑмах хушрӗ Федя.

* * *

Митинг вуникӗ сехетре пӗтрӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара Советсен ҫурчӗ умӗнчи урамра пуртӑсемпе кӗреҫесем тытнӑ хӗрсем тӑватшарӑн тӑрса колоннӑна йӗркеленчӗҫ. Кашнин ҫурӑмӗ хыҫӗнче — салтак кутамкки.

Калитке патӗнче Катя, Зимин, Зоя, Саша, Нюша инке, Нюра Баркова, ҫар комиссарӗ тата парти райкомӗнчен килнӗ икӗ юлташ тӑрать. Нюша инке куҫҫульне шӑлкаласа Катьӑна темӗн калать, анчах лешӗ ӑна итлемест. Катя хӑй тутипе питҫӑмартисем ҫинче тантӑшӗсем чуптуни халь те пӗҫерсе тӑнине, алтупанӗ ҫинче вӗсен аллисен ӑшшине туйрӗ.

Федя колоннӑна пӑхса тухрӗ те, ҫар ҫынни пекех ҫаврӑнса, калитке патне хӑвӑрттӑн пырса, аллине кӑсӑрукӗ тӗлне тытрӗ. Унӑн гимнастёрки ҫинче кутамкка ҫакки хӗреслетнӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ, пиҫиххи хушшинче пуртӑ.

— Партипе комсомол комитечӗн секретарӗсем, Певскри ӗҫ ротинче ӗҫлекен комсомолецсем фронт заданийӗпе тухса кайма хатӗр.

Федя, Катьӑпа курнӑҫас мар тесе, Зимин ҫине кӑна пӑхрӗ.

Митинг пуҫланиччен те, митинг иртсен те вӗсем иккӗшӗ пӗрле пулма пултараймарӗҫ. Катя мӗн шутлать ӗнтӗ ун ҫинчен? Катя, тен, хӑраса ӳкрӗ те, ҫак пысӑк ӗҫрен пӑрӑнасшӑн пулчӗ тесе шутлать пуль, — ахальтен мар ӗнтӗ унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, пуҫне чикрӗ, хӗрсем кабинета кӗнипе хӗпӗртесе ӳкрӗ. Лару пынӑ чухне те, митинг вӑхӑтӗнче те вӗсен куҫӗсем хире-хирӗҫ пулсан, вӑл пуҫне аяккинелле васкавлӑн пӑрчӗ. Мӗншӗн?

Катя вара Федьӑн пит-куҫӗ салхуллӑ, куҫӗсем хуйхӑллӑ пӑхнине курма хӑнӑхман. Халь вӑл кабинетра хӑйсене хӗрсем кансӗрленӗшӗн пӑшӑрханчӗ, — каламаллаччӗ пӗреххут ҫав сӑмахсене. Вӗсем лайӑх калаҫнӑ пулӗччӗҫ юлташла. Федя пурне те ӑнланнӑ пулӗччӗ… Вӑл ӑслӑ!

— Эсир задание чыслӑн туса килессе чӗререн шанса таратӑп терӗ Зимин.

Сывпуллашнӑ чух Катя Федя аллине хӑй аллинче тытса чарчӗ.

— Эсӗ мана мӗн каласшӑнччӗ, Федя? Лерен ҫырса яр, — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн.

— Юрать, тен, ҫырӑп.

Федя унӑн куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫӗнче ачашлӑх ялкӑшса тӑнине курчӗ.

— Катя, эпӗ ӑна халех каласа паратӑп, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе. — Ӗҫре ытлашши халтан кайиччен ан ӗҫле, ху ҫинчен пӑртак шухӑшла. Эпӗ ҫакна чӗререн ыйтатӑп. Тепре куриччен, Катенька!

Колоннӑра шавласа тӑракан хӗрсем енне ҫаврӑнса вӑл команда пӑчӗ.

— Смирно-о! Колонна шӑпланчӗ. Федя мала чупса тухрӗ.

— Ӗҫ роти комсомолецӗсем, шагом — арш! — Вӑл тата темӗн кӑшкӑрчӗ, анчах малти ретре тӑракан чакӑр куҫлӑ хура хӗр, Вера Косовицкая пуҫне сулса илчй те хыттӑн юрласа ячӗ.

Тимӗр пек резервӑсем…

— Мӗн эсӗ, Чайка? — ыйтрӗ Зимин, Катя ассӑн сывласа илнине илтсен.

— Малтан каччӑсем кайрӗҫ, халь акӑ… Пин ҫурӗ ытлаччӗ, халь… — Вӑл вара ҫаврӑнчӗ те крыльца патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Зимин ӑна алӑк патӗнче хуса ҫитрӗ.

— Эсӗ ӑҫта каятӑн?

— Хире.

— Ҫук, Чайка, сан выртса ҫывӑрмалла.

Катя ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Ҫӗр вӑтӑр ҫынна хир ӗҫӗнчен татрӑмӑр та — ҫывӑрмалла-и?

— Федя сана тӗрӗс каларӗ, — терӗ Зимин тӗксӗмленсе. — Ӗҫре халтан кайса ӳкрӗн-тек сана та, пире те усӑ пулмасть.

Вӑл инҫетрен те инҫе каякан тантӑшӗсен шӑпланакан сассисене итлерӗ.

— Эпӗ халех обкома ҫынсем пирки каятӑп. Ҫитӗннисене парассах шанмастӑп, шкул ачисене пама пулчӗҫ… Чӑнах та вӗсем санӑн комсомолта тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ анчах ҫапах та.. Унсӑр пуҫне тата… Эпӗ сана каламарӑм-ха, кӗтмен ҫӗртен пӗлтерсе хаваслантарас терӗм обкомра пире горючи пулать, терӗҫ.

— Чӑнах-и, атте? — хавхаланчӗ Катя. — Мӗнпур тракторсем валли парӗҫинччӗ!

— Эсӗ халех ҫывӑрма каятӑп тенине илтмесӗр тухса каймастӑп-ха эпӗ.

Катьӑн ҫав тери ҫывӑрас килет, чӗринче вӑл Зиминпа килӗшет, пӑртак выртса канни, чӑнах та, ытлашши пулас ҫук. Пуҫӗ те ыратать унӑн, ӳт-пӗвне те шӑнтать. Анчах халь ӑна пит хӑвӑрт тумалли ӗҫ кӗтет-ҫке-ха. Мӗнле ӗҫчӗ-ха? «Э, хаҫат валли статья ҫырса пӗтермен», — астуса илчӗ вӑл.

— Ну, мӗнле-ха, калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Зимин.

— Юрать, атте… Ожерелкинче…

Катя хӑйӗн тантӑшӗсемпе Федя кайнӑ еннелле пӑхса илчӗ. Колонна урам кӗтессинчен пӑрӑнса курӑнми те пулчӗ ӗнтӗ, пушхиртен шӑплансах пыракан юрӑ илтӗнет.

— Ожерелкинче, анне патӗнче ҫывӑрса тӑранатӑп, — тесе хушса хучӗ те Катя, алӑка тӗртрӗ.

Вӑл, хаҫат валли статья парсан, виҫ сехет тӗлнелле Ожерелкине тухса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех